Пултарни (книга Бытия на чувашском языке)
Целиком
Aa
На страничку книги
Пултарни (книга Бытия на чувашском языке)

9

1Турӑ, Нойпа унӑн ывӑлӗсене пилле- се, вӗсене ҫапла каланӑ: ӗрчӗр, хунӑр, ҫӗре тулса ҫитӗр, [ӑна тытса тӑрӑр];2ҫӗр ҫинчи пур тискер кайӑк, [ҫӗр ҫинчи пур выльӑх-чӗрлӗх,] тӳпери пур вӗҫен кайӑк, ҫӗр ҫинчи пур кусан-ҫӳрен, тинӗсри пур пулӑ сирӗнтен хӑратӑр, сирӗнтен чӗтресе тӑтӑр: вӗсене сирӗн алла панӑ;3пӗтӗм пу- рӑнакан кусан-ҫӳрен сирӗн валли ҫимӗҫ пулӗ; унччен ешӗл курӑк панӑ пек, ҫакна пурне те сире паратӑп;4анчах чунӗ-юнӗ пур ӳте ан ҫийӗр;5Эпӗ хӑвӑр юнӑра та шыраса илӗп: сирӗн пурӑнӑҫӑр — юнра, ӑна кирек хӑш тискер кайӑкран та шыра- са илӗп, ҫын чунне ҫын аллинчен, унӑн тӑванӗн аллинчен те шыраса илӗп;6кам ҫын юнне тӑкӗ, унӑн юнне те ҫын аллиех тӑкӗ, мӗншӗн тесе ссӗн этеме Турӑ сӑнар- лӑ пултарнӑ;7эсир ӗнтӗ ӗрчӗр, хунӑр, ҫӗр тӑрӑх сарӑлӑр, ҫӗр ҫинче йышлӑлансах пырӑр, тенӗ.

8Ноя, унпа пӗр ле унӑн ывӑлӗсене Турӑ татах каланӑ:9акӑ Эпӗ сирӗнпе тата си- рӗнтен кайран килес тӑхӑмӑрпа халал хыватӑп,10сирӗнпе пӗрле пулнӑ пур чӗрӗ чунпа — вӗҫен кайӑксемпе, выльӑх-чӗр- лӗхпе, ҫӗр ҫинчи пур тискер кайӑкпа — карап ӑшӗнчен тухнисемпе пуринпе те, ҫӗр ҫинчи пур чӗрчунпа та халал хыва- тӑп;11урӑх нимӗнле чӗрчуна та талай шывӗпе пӗтермӗп тесе, текех ҫӗре ҫука хӑваракан талай пулмӗ тесе, Эпӗ сирӗнпе халал хыватӑп, тенӗ.12[Ҫӳлхуҫа] Турӑ та- та каланӑ: Манпа сирӗн хушшӑмӑра тата сирӗн патӑрти пӗтӗм чӗрӗ чун хушшине ӗмӗртен ӗмӗре яланлӑха хывнӑ халалӑн палли ҫакӑ:13Эпӗ пӗлӗт ҫине асамат кӗ- перӗ каратӑп, вӑл Манпа ҫӗр хушшине [ӗмӗрлӗхе] хывнӑ халал палли пултӑр.14Вара ҫапла пулӗ: Эпӗ ҫӗр ҫине ҫумӑр пӗлӗчӗ ярсассӑн, пӗлӗтре [Манӑн] асамат кӗперӗ курӑнӗ;15вара Эпӗ Манпа сирӗн хушшӑмӑра тата кашни ӳтри чӗрӗ чун ху- шшине хывнӑ Хамӑн халалӑма аса илӗп; тӗнчене шыв илсе пӗтӗм чӗрчуна пӗтере- сси урӑх пулмӗ.16[Манӑн] асамат кӗперӗ тӳпере пулӗ, Эпӗ ӑна курӑп та Турӑпа [ҫӗр хушшине,] ҫӗр ҫинче пурӑнакан кашни ӳтри кашни чӗрӗ чун хушшине хывнӑ ӗмӗрлӗх халалӑма аса илӗп, тенӗ.17Турӑ Ноя татах каланӑ: Манпа ҫӗр ҫинче пу- рӑнакан кашни чӗрчун хушшине хывнӑ халал палли ҫакӑ ӗнтӗ, тенӗ.

18Нойӑн карап ӑшӗнчен тухнӑ ывӑлӗсем ҫаксем пулнӑ: Сим, Хам тата Иафет. Хам вара Ханаанӑн ашшӗ пулнӑ.19Ҫаксем виҫ- ҫӗшӗ Нойӑн ывӑлӗсем пулнӑ; пӗтӗм ҫӗр ҫинчи халӑх вӗсенчен пулса кайнӑ.

20Ной ҫӗр ӗҫлеме пуҫланӑ, вӑл иҫӗм ҫырли пахчи лартса ӳстернӗ;21вӑл иҫӗм эрехӗ ӗҫнӗ те ӳсӗрӗлнӗ, хӑйӗн чатӑрӗнче ҫарамас выртнӑ.22Хам, Ханаан ашшӗ,


{[17] Пулт 1:28; 9:1, 7. [21] Пулт 6:5. Мф 15:19. Мк 7:21.

9-мӗш сы пӑк. [1] Пулт 1:28; 8:17. [2] Пулт 1:28. [4] Лев 3:17; 7:26; 17:14. [6] Мф 26:52. Ӳлӗм 13:10. Пулт 1:27.

[7] Пулт 1:28; 8:17; 9:1. [11] Ис 54:9. [13] Сир 43:12.}



хӑй ашшӗ ҫарамасне курнӑ та тухса хӑ- йӗн икӗ тӑванне каласа панӑ.23Симпа Иафет тумтир илнӗ те ӑна хӑйсен хул- пуҫҫийӗ ҫине хурса, кутӑн кӗрсе ашшӗн ҫарамасне витсе тухнӑ; вӗсем хыҫалалла пӑхса пынӑ, хӑйсен ашшӗн ҫарамасне курман.24Ной мухмӑртан урӑлс а тӑнӑ та хӑйне кӗҫӗн ывӑлӗ мӗн тунине пӗлсе25каланӑ: Ханаан ылханлӑ пулс ӑр; вӑл хӑйӗн тӑванӗсем патӗнче чурасенӗн чу- ри пулӗ, тенӗ.26Унтан каланӑ: Симӑн Ҫӳлхуҫа Турри мухтавлӑ; Ханаан Симӑн чури пулӗ;27Турӑ Иафет йӑхне хушсах пытӑр, вӑл Сим чатӑрӗсене кӗрсе вырӑнаҫ- тӑр; Ханаан унӑн чури пулӗ, тенӗ.

28Тӗнчене шыв илнӗ хыҫ ҫӑн Ной виҫ - ҫӗр аллӑ ҫул пурӑннӑ.29Ной пурӑннӑ кунҫул пурӗ тӑхӑрҫӗр аллӑ ҫул пулнӑ, вӑл вара вилнӗ.