Благотворительность
Пултарни (книга Бытия на чувашском языке)
Целиком
Aa
На страничку книги
Пултарни (книга Бытия на чувашском языке)

47

1Иосиф вара фараон патне пы- нӑ та хыпар тунӑ, вӑл каланӑ: манӑн аттем, манӑн тӑванӑмсем хӑйсен вак выльӑхӗпе, шултӑра выльӑхӗпе, хӑй- сен мӗн пуррине йӑлтах хӑйсемпе пӗрле илсе Ханаан ҫӗрӗнчен килчӗҫ; акӑ ӗнтӗ вӗсем халӗ Геҫем ҫӗрӗнче, тенӗ.2Вӑл хӑйӗн тӑванӗсенчен пиллӗкӗшне фара- он умне ил ҫ е пыр ҫ а тӑратнӑ.3Фараон унӑн тӑв анӗсене каланӑ: эсир мӗн ӗҫ- лесе пурӑнатӑр? тенӗ. Вӗс ем фараона каланӑ: эпир, санӑн чурусем — хамӑр та, пирӗн аттесем те — сурӑх кӗтӳҫисем, тенӗ.4Вӗсем фараона тата каланӑ: Хана- ан ҫӗрӗнче хаяр выҫлӑх, унта хамӑрӑн, санӑн чурусен, выльӑхне кӗтме кӗтӳлӗх ҫук, ҫавӑнпа эпир ҫак ҫӗрте пурӑнас те- се килтӗмӗр; ӗнтӗ хӑвӑн чурусене Гесем ҫӗрне вырӑнаҫма ирӗк парсамччӗ, тенӗ.5Вара фараон Иосифа каланӑ: аҫупа тӑ- ванусем сан патна килнӗ;6Египет ҫӗрӗ санӑн умӑнта; хӑвӑн аҫупа тӑванусене ҫак ҫӗре чи лайӑх вырӑна вырӑнаҫтар; вӗсем Ге ҫ ем ҫӗрӗнче пурӑнччӑр; вӗ ҫ ем хушшинче пултаруллӑ ҫынсем пуррине пӗлетӗн пулсассӑн, вӗсене манӑн выльӑх- чӗрлӗхе тӗрӗслесе тӑракансем ту, тенӗ.7Иосиф хӑйӗн ашшӗне Иакова илсе пынӑ та фараон умне тӑратнӑ; Иаков фараона пилленӗ.8Фараон Иакоҫ а каланӑ: эсӗ пурӑнан кунҫул миҫе ҫул пулать ӗнтӗ? тенӗ.9Иаков фараона каланӑ: эпӗ ҫӗр ҫинче ҫӳре пуҫлани ҫӗр вӑтӑр ҫул ӗнтӗ; эпӗ пурӑннӑ кунҫул сахал та телейсӗр пулчӗ, хамӑн атт есем ҫӳресе ирттернӗ кунҫула ҫитеймерӗ, тенӗ.10Вара Иаков фараона пилленӗ те ун патӗнчен тухса кайнӑ.пИосиф хӑйӗн ашшӗпе тӑванӗсе- не вырӑнаҫтарнӑ, вӗсене, фараон хушнӑ пек, Египет ҫӗрӗнчи чи лайӑх ҫӗрте, Раам- сес ҫӗрӗнче, вырӑн панӑ.12Иосиф хӑйӗн ашшӗне, тӑванӗсене, ашшӗн пӗтӗм кил- йышне — кашни кил-йыша мӗн чухлӗ кирлӗ, ҫав таран — тырӑ парса тӑнӑ.

13Пӗтӗм ҫӗр ҫинче тырӑ пулман, мӗн- шӗн тесессӗн выҫлӑх хаярланнӑҫемӗн ха- ярланса пынӑ; выҫлӑхпа Египет ҫӗрӗ те,



{[23]Йыш 26:42.[24]Йыш 26:48. 1 Ҫулс 7:13.[27]Тух 1:5. Аст 10:22. Ап ӗҫс 7:14.[29]Пулт 33:4; 45:14.


[30]Пулт 45:28. Лк 2:29–30.[31]Пулт 47:1.[34]Пулт 47:6, 27; 43:32.


47-мӗш сы пӑк. [1]Пулт 46:31. Ап ӗҫс 7:14–15.[3]Пулт 46:33–34.[6]Пулт 34:10.[9]Пс 118:19.

Евр 11:13; 13:14.[11]Тух 1:11.[12]Сир 49:17.}


Ханаан ҫӗрӗ те хӑрӑнса ҫитнӗ.14Иосиф Египет ҫӗрӗнчи тата Ханаан ҫӗрӗнчи мӗн- пур кӗмӗле, тырӑшӑн тӳленӗ кӗмӗ ле, пӗ- тӗмпех пуҫтарнӑ та фараон килне панӑ.

15Египет ҫӗрӗнче те, Ханаан ҫӗрӗнче те кӗмӗл юлман. Египет ҫыннисем пурсе Иосиф патне пынӑ та каланӑ: пире ты- рӑ парсамччӗ; кӗмӗл пӗтнипе халӗ ӗнтӗ пирӗн сан умӑнсах вилмелле-и? тенӗ.

16Иосиф каланӑ: кӗмӗлӗр пӗтрӗ пулсас- сӑн, выльӑхӑра хӑваласа килӗр, эпӗ сире выльӑхӑршӑн [тырӑ] парӑп, тенӗ.17Вӗсем хӑйсен выльӑхне Иосиф патне хӑваласа пынӑ; Иосиф вӗс ене лашисемшӗн, вак выльӑх кӗтӗвӗсемшӗн, шулсӑра выльӑх кӗтӗвӗсемшӗн, ашакӗсемшӗн тырӑ панӑ; ҫав ҫулхине вӑл вӗсене мӗнпур выльӑхӗ- шӗн тырӑ парса тӑнӑ.18Ку ҫул иртсе кай- нӑ; вӗсем тепӗр ҫулхине те ун патне пынӑ та каланӑ: кӗмӗл пӗтнине, пирӗн выльӑх кӗтӗвӗсем хуҫамӑр аллине куҫнине эпир хамӑр хуҫамӑртан пытараймастпӑр; ӗнтӗ хамӑр ӳтсӗр пуҫне, хамӑр ҫӗрсӗр пуҫне хуҫамӑр умӗнче пирӗн нимӗн те юлмарӗ;19мӗншӗн пирӗн хамӑрӑн та, хамӑрӑн ҫӗ- рӗмӗрсен те санӑн куҫу умӗнчех пӗтес-ха? тырӑшӑн пире хамӑра та, пирӗн ҫӗрсене те ил, вара эпир ҫӗрӗ-мӗнӗпех фараон чурисем пулӑпӑр, эсӗ пире вӑрлӑх пар, эпир чӗрӗ юлар, вилер мар, ҫӗр пушанса ан юлтӑр, тенӗ.

20Вара Иосиф пӗтӗм Египет ҫӗрне фа- раон валли туяннӑ: выҫлӑх апсӑратса ҫитернипе Египет ҫыннисем пурте хӑйсен хирӗсене сутса янӑ. Ҫӗр фараона пулнӑ.21Вӑл халӑха та Египетӑн пӗр вӗҫӗнчен пуҫласа тепӗр вӗҫне ҫитичченех чура туса хунӑ.22[Иосиф] апӑссен ҫӗрне ҫеҫ туян- ман, мӗншӗн тесессӗн апӑссене фараон ҫӗрӗнчен пай татса панӑ, вӗсем фараон татса панӑ ҫӗртен тӑранса пурӑннӑ; ҫа- вӑнпа вӗсем хӑйсен ҫӗрне сутман.23Вара Иосиф халӑха каланӑ: акӑ эпӗ халӗ сире хӑвӑра та, сирӗн ҫӗрӗре те фараон валли илтӗм; акӑ сире вӑрлӑх, ҫӗре акс а ту- хӑр;24вырса илсессӗн, пиллӗкӗмӗш пайне фараона парӑр, тӑватӑ пайӗ хӑвӑра хире акса хӑварма, хӑвӑра, хӑвӑр килӗртисене тӑранса пурӑнма, хӑвӑр ачӑрсене тӑран- са пурӑнма юлӗ, тенӗ.25Вӗсем: эсӗ пире вилӗмрен хӑтартӑн; ӗнтӗ хамӑр хуҫамӑр куҫӗ умӗнче ырӑлӑх тупар, фараон чури пулар, тенӗ.26Иосиф ҫакна Египет ҫӗрӗн- чи саккун туса хунӑ, вӑл ҫак кунчченех ҫапла пырать: пиллӗкӗмӗш пая фараона пама лла, апӑссен ҫӗрӗнчен ҫеҫ фараона памалла мар, мӗншӗн тесессӗн ку — фа- раон ҫӗрӗ мар.

27Израиль Египет ҫӗрӗнче, Гесем ҫӗрӗн- че, пурӑннӑ, ку ҫӗр вӗсен пулнӑ, вӗсем ӗрченӗ, питӗ йышлӑланса ҫитнӗ.28Иаков Египет ҫӗрӗнче вунсичӗ ҫул пурӑннӑ; Иаковӑн ӗмӗрӗ, вӑл пурӑннӑ кунҫул, ҫӗр хӗрӗх ҫичӗ ҫул пулнӑ.

29Израилӗн вилес вӑхӑчӗ ҫитнӗ, вӑл хӑ- йӗн ывӑлне Иосифа чӗнсе илнӗ те ӑна каланӑ: эпӗ санӑн куҫу умӗнче ырӑлӑх тупрӑм пулсассӑн, аллуна манӑн пӗҫҫӗм ҫине хур та: «сана ырӑ тӑвӑп, тӗрӗс пулӑп, сана Египетра пытармӑп» тесе тупа ту;30эпӗ хамӑн аттесемпе пӗрле выртам; эсӗ мана Египетран илсе тухӑн та аттемсене пытарнӑ вырӑна пытарӑн, тенӗ. Иосиф: эсӗ каланӑ пек тӑвӑп, тенӗ.31Тата каланӑ: мана тупа ту, тенӗ. Иосиф ӑна тупа ту- нӑ. Вара вырӑн ҫинче выртакан Израиль пуҫне тайса илнӗ[9].