32
1Иаков хӑй ҫулӗпе кайнӑ. [Вӑл пӑхнӑ та Туррӑн хаҫӗр тӑракан ҫарне курнӑ.] Ӑна Турӑ Ангелӗсем кӗтсе илнӗ.2Вӗсене курсассӑн, Иаков: ку Ту рӑ ҫарӗ, тенӗ. Вара вӑл ҫак вырӑна Махана- им тесе ят панӑ.3Иаков хӑй умӗнчен Исав пиччӗшӗ патне Эдом ҫӗршывне, Сеир ҫӗр- не, хыпарҫӑсем янӑ,4вӑл вӗсене хытарса каланӑ: манӑн Исав хуҫама ҫапла калӑр: санӑн Иаков чуру акӑ ҫапла калать, тейӗр: эпӗ Лаван патӗнче пурӑнтӑм, халичченех унта пурӑнтӑм;5манӑн вӑкӑрсем, ашак- сем, вак выльӑх, ар чурасемпе хӗрарӑм чурасем те пур, хамӑн [Исав] хуҫ амӑм умӗнче ырӑлӑх тупасчӗ тесе, эпӗ [санӑн чуру] хам ҫинчен пӗлтермешкӗн хыпар- ҫӑсем ятӑм, тейӗр.
6Хыпар тума кайнисем, каялла таврӑн- са, Иакова каланӑ: эпир санӑн Исав пиччӳ
{[39]Тух 22:12.[42]Пулт 28:13. Ис 8:13.[48]Нав 22:27; 24:27.[53]Пулт 28:13. Нав 24:2. Пулт 26:3. Ис 8:13.
[55]Пулт 29:11.
32-мӗш сы пӑк. [1]Пс 33:8.[2]2 Пат 2:8.[3]Пулт 14:6; 36:8. Аст 2:5, 22.[4]Пулт 31:38.}
патне кайса килтӗмӗр; вӑл ӗнтӗ хӑй сана хирӗҫ килет, унпа пӗрле тӑватҫӗр ҫын, тенӗ.7Иаков питӗ хӑраса кайнӑ, аптӑраса ӳкнӗ; вара хӑйпе пӗрле килнӗ ҫынс ене те, вак выльӑхпа шултӑра выльӑхне те, тӗвисене те икӗ ушкӑна уйӑрнӑ.8[Иаков] каланӑ: Исав пӗр уш кӑнне тапӑнса ҫӗ- мӗрсе тӑксассӑн, тепӗр ушкӑнӗ хӑтӑлма пултарӗ, тенӗ.
9Иаков тата каланӑ: эй Авраам аттемӗн Турри, Исаак аттемӗн Турри, эй Ҫӳлхуҫа [Турӑ], Эсӗ мана: хӑв ҫӗрне, хӑв ҫурал- нӑ ҫӗршывна, таврӑн, Эпӗ сана ырӑлӑх кӑтартӑп! терӗн.10Эсӗ Хӑвӑн чурушӑн тунӑ пур ырӑлӑха, пур ырӑ ӗҫе эпӗ ти- вӗҫлӗ те мар, эпӗ ҫак Иордан шывӗ урлӑ пӗр туяпа ҫеҫ каҫса кайсаттӑм, халӗ акӑ манӑн икӗ тапӑр.11Тӑванӑм аллинчен, Исав аллинчен, хӑтарсам мана, эпӗ ун- ран хӑратӑп: кунта килсе, вӑл мана [та- та] ачасем пе амӑшӗсене ан вӗлертӗрччӗ.12Эсӗ каларӑн: Эпӗ сана ырӑлӑх кӑтартса тӑрӑп, санӑн тӑхӑмна нумай пулнӑран шутласа кӑларайми тинӗс хӑйӑрӗ пӗрчи пек йышлӑ тӑвӑп, терӗн, тенӗ.
13Ҫав каҫхине Иаков ҫавӑнта ҫӗр каҫнӑ. Хӑйӗн пурлӑхӗнчен Исава, хӑйӗн пиччӗш- не, парне памашкӑн14икҫӗр качака, ҫирӗм качака таки, икҫ ӗр сурӑх, ҫирӗм така,
15сӑвакан тӗс исене тихи-мӗнӗпе вӑс ӑр, хӗрӗх ӗне, вунӑ вӑкӑр, ҫирӗм ашак, вунӑ ашак ӑйӑрӗ суйласа ил с е [парс а янӑ].
16Кашни кӗтӗвне уйрӑм уйӑрса хӑйӗн чу- рисен аллине панӑ та чурисене каланӑ: ман умран пырӑр, кӗтӳпе кӗтӳ хушшине хушӑ хӑварӑр, тенӗ.17Пӗрремӗш чурине хытарса каланӑ: манӑн Исав пиччем са- на хирӗҫ пулса санран: эсӗ камӑн? ӑҫта каятӑн? сан умӑнта кам кӗтӗвӗ [пырать]? тесе ыйтсассӑн,18ҫапла кала: Иаков чу- рун; ку — Исав хуҫам валли янӑ парне; акӑ вӑл хӑй те пирӗн хыҫранах [килет], те, тенӗ.19[Пӗрремӗшне] мӗн каланӑ, вӑл иккӗмӗшне те, виҫҫӗмӗш не те, кӗтӳ хыҫӗнчен пыракансене пурне те ҫаплах калама хушнӑ: Исава хирӗҫ пулс ассӑн, ӑна ҫапла калӑр, тенӗ;20тата калӑр: акӑ санӑн Иаков чуру та пирӗн хыҫранах [ки- лет] тейӗр, тенӗ. Мӗншӗн те сессӗн вӑл хӑй ӑшӗнче ҫапла шутланӑ: хам умӑмран пыракан парнесемпе эпӗ унӑн кӑмӑлне ҫавӑрӑп, хӑйне кайран курӑп; тен, мана хапӑл тӑвӗ, тенӗ.21Парнисем ун умӗнчен кайнӑ, хӑй вара ҫав каҫхине тапӑрта ҫӗр каҫнӑ.
22Вӑл ҫӗр варринче тӑнӑ та, хӑйӗн икӗ арӑмӗпе икӗ хӑрхӑмне тата хӑйӗн вунпӗр ывӑлне илсе, Иавок шывӗ урлӑ ӑшӑх вы- рӑнтан каҫс а кайнӑ;23вӑл вӗс ене шыв урлӑ кас арса янӑ, хӑйӗн мӗн пуррине те пӗтӗмпе тепӗр енне каҫарнӑ.24Иаков хӑй пӗчченех юлнӑ. Такам унпа шурӑм- пуҫ киличченех кӗрешнӗ;25Иакова ҫӗней- меннине кура, унпа кӗрешнӗ чухне Вӑл Иаков пӗҫҫине сӗртӗннӗ те пӗҫӗ шӑмми- не амантнӑ.26Вара [ӑна] каланӑ: яр Мана, шурӑмпуҫ килет, тенӗ. Иаков: хама пил- лемесӗр ярас сӑм ҫук Сана, тенӗ.27Ӑна каланӑ: эсӗ мӗн ятлӑ? тенӗ. Вӑл: Иаков, тенӗ.28[Иакова] каланӑ: ҫакӑнтан малаш- не санӑн яту Иаков мар, Израиль пулӗ, мӗншӗн тесессӗн эсӗ Турӑпа кӗрешрӗн, эсӗ ҫынсене те ҫӗнтерсе пурӑнӑн, тенӗ.29Иаков та ыйтса каланӑ: Хӑвӑн ятна кала- сам [мана], тенӗ. Вӑл: Манӑн ята мӗншӗн ыйтатӑн эсӗ? [вӑл — тӗлӗнмелле], тенӗ. Вара ӑна ҫавӑнта пилленӗ.30Иаков ҫав вырӑна Пенуэл ят панӑ; вӑл: эпӗ Турра куҫа-куҫӑн курт ӑм, манӑн чунӑм сыхӑ юлчӗ, тенӗ.31Вӑл Пенуэлран иртнӗ чух- не хӗвел тухнӑ; вӑл пӗҫҫи суранланни- пе уксахласа пынӑ.32Ҫавӑнпа ӗнтӗ Изра- иль ывӑлӗсем халичченех пӗҫӗ шӑнӑрне ҫимеҫҫӗ, мӗншӗн тес ессӗн Кӗрешекенӗ Иаков пӗҫҫинчи шӑ нӑра сӗртӗннӗ.

