Пултарни (книга Бытия на чувашском языке)
Целиком
Aa
На страничку книги
Пултарни (книга Бытия на чувашском языке)

22

1Ҫак ӗҫсем пулса иртнӗ хыҫҫӑн Турӑ Авраама сӑнанӑ-тӗрӗсленӗ, ӑна: Авраам! тенӗ. Вӑл: эпӗ кунтах, тенӗ.2Турӑ каланӑ: хӑвӑн ывӑлна, хӑвӑн пӗр- тен-пӗр савнӑ ывӑлна, Исаака, ил те Мо- риа ҫӗрне кай, унта Эпӗ сана кӑтартас пӗр ту ҫинче ӑна, ывӑлна, пӗтӗмӗшпе ҫунтар- са парне кӳр, тенӗ.3Авраам ирхине ирех тӑнӑ та ашакне йӗнерлесе тӑратнӑ, хӑйпе пӗрле икӗ тарҫи не тата хӑйӗн ывӑлне Иса- ака илнӗ; пӗтӗмӗшпе ҫунтарса парне кӳ- ме вутӑ ҫурнӑ, вара ҫийӗнчех хӑйне Турӑ каланӑ вырӑна тухса кайнӑ.4Виҫҫӗмӗш кунне Авраам пуҫне ҫӗклесе пӑхнӑ та ҫав вырӑна аякранах курнӑ.5Авраам хӑйӗн тарҫисене каланӑ: эсир ҫакӑнта ашакпа пӗрле юлӑр; эпир, ывӑлӑмпа иксӗмӗр, ҫа- вӑнта кайса Турра пуҫҫапӑпӑр та сирӗн пата таврӑнӑпӑр, тенӗ.6Авраам, пӗтӗмӗш- пе ҫунтарса парне кӳмешкӗн вутӑ илсе, ӑна Исаакӑн, хӑйӗн ывӑлӗн, хулпуҫҫийӗ ҫине хунӑ; аллине вутчуль тата ҫӗҫӗ тыт- нӑ та, иккӗшӗ пӗрле кайнӑ.7Исаак хӑйӗн ашшӗпе Авраампа калаҫа пуҫланӑ, вӑл: аттем! тенӗ. Лешӗ: ывӑлӑм, эпӗ кунтах! тенӗ. Исаак: акӑ вутчуль те, вутӑ та пур, пӗтӗмӗшпе ҫунтарса парне кӳме путекӗ ӑҫта? тенӗ.8Авраам каланӑ: ывӑлӑм, пӗ- тӗмӗшпе ҫунтарса кӳмелли путеке Турӑ Хӑй кӑтартӗ, тенӗ. Вара иккӗшӗ пӗрле ма- лалла кайнӑ.

9Вӗсем Турӑ каланӑ вырӑна пырса ҫит- нӗ; унта Авраам парне вырӑнӗ ту нӑ, вут- тине купаласа хунӑ, хӑй ывӑлне Исаака ҫыхса, ӑна парне вырӑнӗ ҫине, вутӑ ҫине, вырттарнӑ.10Авраам ҫӗҫӗ тытнӑ та ывӑл- не пут ас тете аллине ҫӗкленӗ.пАнчах ӑна Ҫӳлхуҫа Ангелӗ тӳперен чӗнсе кала- нӑ: Авраам! Авраам! тенӗ. Авраам: эпӗ кунтах! тенӗ.12Ангел каланӑ: ачу ҫине аллуна ан ҫӗкле, ӑна нимӗн те ан ту; халӗ ӗнтӗ Эпӗ эсӗ Турӑран хӑранине пӗ- летӗп: эсӗ Маншӑн хӑвӑн ывӑлна, хӑвӑн пӗртен-пӗррескерне, хӗрхенмерӗн, тенӗ.13Авраам пуҫне ҫӗклесе пӑхнӑ та курах кайнӑ — акӑ хыҫалта пӗр така, чӑтлӑхра мӑйракипе ҫакланнӑскер. Авраам пынӑ та, такана илсе, ӑна хӑйӗн ывӑлӗ [Исаак] вырӑнне пӗтӗмӗшпе ҫунтарса парне кӳнӗ.14Ҫав вырӑна Авраам Яхве-ире[5]тесе ят панӑ. Ҫавӑнпа халӗ те: Яхве тӑвӗ ҫинче курӑ нӗ, теҫҫӗ.

15Ҫӳлхуҫа Ангелӗ Авраама тӳперен ик- кӗмӗш хут чӗнсе каланӑ:16Ҫӳлхуҫа ҫап- ла калать: Хампа тупа тӑватӑп, ҫак ӗҫе тунӑшӑн, [Маншӑн] хӑвӑн ывӑлна, пӗр- тен-пӗррескерне, хӗрхенменшӗн17Эпӗ са- на пиллесех пиллӗп, са нӑн вӑрлӑхна йышлӑлантарнӑҫемӗн йышлӑлантарӑп, ӑна тӳпери ҫӑлтӑрсем чухлӗ, тинӗс хӗр- ринчи хӑйӑр чухлӗ тӑвӑп; санӑн вӑрлӑху хӑйӗн тӑшманӗсен хулисене туртса илӗ;18эсӗ Манӑн сӑмахӑма итленӗшӗн санӑн вӑрлӑху урлӑ ҫӗр ҫинчи пур халӑх та пиллӗх илӗ, тет, тенӗ.19Авраам каялла хӑйӗн тарҫ исем патне таврӑннӑ, вара пурте пӗрле Вирсавияна кайнӑ; Авраам Вирсавияра пурӑннӑ.

20Ҫак ӗҫсем пулса иртнӗ хыҫҫӑн Авра- ам патне хыпар ҫитернӗ: акӑ Милка та Нахора, санӑн тӑванна, ывӑлсем ҫуратса панӑ:21малтанхи ывӑлӗ Уц, унӑн шӑллӗ Вуз, Арам ашшӗ Кемуил,22Кесед, Хазо, Пилдаш, Идлаф тата Вафуил ҫуралнӑ, те-


{[31]Пулт 26:33. Нав 15:28; 19:2.[33]Пулт 13:4. Ис 57:15.


22-мӗш сы пӑк. [1]Евр 11:17.[16]Пс 104:9. Сир 44:21. 1 Мак 2:52. Лк 1:73. Евр 6:13.[18]Пулт 12:3;

18:18; 26:4. Сир 44:22. Ап ӗҫс 3:25. Гал 3:8, 16. Пс 71:17.}


нӗ;23Вафуилран Ревекка ҫуралнӑ. Нахора, Авраам тӑванне, Милка ҫак сакӑр [ывӑ- ла] ҫуратса панӑ;24тата унӑн ҫум-арӑмӗ, Реума ятлӑскер, Теваха, Гахама, Тахаша тата Маахана ҫуратса панӑ.