Благотворительность
Пултарни (книга Бытия на чувашском языке)
Целиком
Aa
На страничку книги
Пултарни (книга Бытия на чувашском языке)

МОИСЕЙӖН ИККӖМӖШ КӖНЕКИ ТУХНИ


11Иаковпа [хӑй в ен ашшӗпе] пӗрле, кашнийӗ хӑйӗн [пӗтӗм] килӗ-йышӗ- пе пӗрле Египета пыр в а кӗнӗ Израиль ывӑлӗсенӗн ячӗсем акӑ:2Рувим, Симеон, Левий тата Иуда,3Иссахар, Завулон та- та Вениамин,4Дан тата Неффалим, Гад тата Асир.5Иаковран ҫуралнисем пурӗ ҫитмӗл [пилӗк] чун пулнӑ; Иосиф ун чух- не Египетра пулнӑ ӗнтӗ.6Иосиф та, унӑн пур тӑванӗ те вилнӗ, вӑл сыпӑк пӗтӗм- пе вилсе пӗтнӗ;7Израиль ывӑлӗсем вара хунаса-ӗрчесе кайнӑ, ҫав тери йышлӑлан- са, вӑйлӑланса пынӑ, ҫав ҫӗр вӗвемпе тулса ҫитнӗ.

8Египет ҫӗрӗнче ӗнтӗ Иосифа пӗлмен урӑх патша ларнӑ,9вӑл хӑйӗн халӑхне каланӑ: акӑ Израиль ывӑлӗсен халӑхӗ йышлӑ, пирӗнтен вӑйлӑрах;10унран чее- рех пулар, вӑл текех ан ӗрчейтӗр; унсӑрӑн вӑл, вӑрвӑ хускалас пулвассӑн, пирӗн тӑшмансемпе пӗрлешӗ те, пире хирӗҫ тӑрса, [пирӗн] ҫӗртен тухса кайӗ, тенӗ.пӖнтӗ Израиль халӑхне йывӑр ӗҫпе хав- шатмашкӑн ӑна ӗҫлеттерекен пуҫлӑхсем суйласа лартнӑ. Израиль ывӑлӗсем вара фараона сых ятне хатӗрленине тытмалли хуласем — Пифомпа Раамсес хулисене [тата Он хулине, урӑхла Илиополь пу- лать] — лартса панӑ.12Анчах халӑх хӑй- не хавшатнӑҫемӗн тата йышлӑланса пы- нӑ, тата ытларах ӗрчесе кайнӑ, [Египет ҫыннисем] ӗнвӗ Израиль ывӑлӗсенчен шиклене пуҫланӑ.13Ҫавӑнпа та Египет ҫыннисем Израиль ывӑлӗсене пӗр хӗр- хенмесӗр пусахласа ӗҫлеттернӗ,14Египет ҫыннисем Израиль ывӑлӗсене пӗр хӗрхен- месӗр, йыв ӑр ӗҫ ӗҫлеттерсе — тӑм ӗҫӗ тутарса, кирпӗч ҫапв арса, хирви тӗрлӗ ӗҫе ӗҫлеттерсе, кирек мӗнле ӗҫ тутарнӑ чухне те пӗр хӗрхенмесӗр, пусахласа ӗҫ- леттерсе — вӗсен пурӑнӑҫне чӑтмалла мар туса ҫитернӗ.

15Египет патши еврей арӑмӗсен эпи кар- чӑкӗсене — вӗсенчен пӗри Шифра, тепӗ- ри Фуа ятлӑ пулнӑ — ҫапла хушнӑ,16[вӗ- сене] ҫапла каланӑ: эсир ев рей арӑмӗсене ача ҫураттарнӑ чухне астусах тӑрӑр: ывӑл ҫуралас пул в ассӑн — ӑна вӗлерӗр, хӗр пулсассӑн — пурӑнтӑр, тенӗ.17Анчах эпи карчӑксем Турӑран хӑранӑ, вӗсем Египет патши хушнӑ пек туман, ачас ене чӗрӗ хӑварнӑ.18Египет патши эпи карчӑксене чӗнтерсе илнӗ те вӗс ене каланӑ: эсир мӗншӗн ҫапла тӑватӑр, ачасене чӗрӗ хӑ- варатӑр? тенӗ.19Эпи карчӑксем фараона каланӑ: еврей арӑмӗсем Египет арӑмӗсем пек мар; вӗсем сывлӑхлӑ, вӗсем хӑйсем патне эпи карчӑк пырса ҫитичченех ҫу- ратаҫҫӗ, тенӗ.20Ҫакӑншӑн Турӑ эпи кар- чӑксене ырӑлӑх кӑт артса тӑнӑ, халӑхӗ вара йышлӑланса, ҫав тери вӑйлӑланса пынӑ.21Эпи карчӑксем Турӑран хӑраса пурӑннӑшӑн Вӑл вӗсенӗн килне-ҫуртне ӑнӑҫлӑх парса тӑнӑ.

{[24] Евр 11:22.[25]Тух 13:19. Нав 24:32.

1-мӗш сыпӑк. [1]Пулт 46:8. Ап ӗҫс 7:15.[2]Пулт 46:8. Тух 6:14.[6]Пулт 50:26.[7]Ап ӗҫс 7:17. Пс 104:24.[12]Пс 104:24.[13]Аст 26:6. Иудифь 5:11.[16]Ӑсл 18:5.[21]1 Пат 2:35.}