Скачать fb2   mobi   epub   pdf  

Пултарни (Книга Бытия на чувашском языке)

МОИСЕЙӖН ПӖРРЕМӖШ КӖНЕКИ

ПУЛТАРНИ

Правообладатель - Российское Библейское Общество.

МОИСЕЙӖН ПӖРРЕМӖШ КӖНЕКИ. ПУЛТАРНИ

1

1 Пуҫламӑшӗнче Турӑ тӳпепе ҫӗре пул- гарнӑ. 2 Ҫӗрӗн сӑнӗ-тӗсӗ те, нимӗн те пулман, тӗпсӗр шыв тӗлӗнче тӗттӗм тӑнӑ, шыв ҫийӗн Турӑ Сывлӑшӗ варкӑшнӑ.

3 Турӑ каланӑ: ҫутӑ пултӑр, тенӗ. Ҫутӑ пулса тӑнӑ. 4 Турӑ ҫутӑ аваннине курнӑ та, Турӑ ҫутта тӗттӗмрен уйӑрнӑ. 5 Турӑ ҫутта — кун, тӗттӗме каҫ тенӗ. Каҫ пулнӑ, ир пулнӑ: пӗрремӗш кун.

6 Турӑ каланӑ: шыв хушшинче тӗрек пултӑр, вӑл шыва шывран уйӑрса тӑтӑр, тенӗ. [Ҫапла пулс а тӑнӑ.] 7Турӑ тӗрек туса карнӑ та тӗрек айӗнчи шыва тӗрек тӗлӗнчи шывран уйӑрнӑ. Ҫапла пулс а тӑнӑ. 8 Тӗреке Турӑ тӳпе тенӗ. [Турӑ ку аваннине курнӑ.] Каҫ пулнӑ, ир пулнӑ: иккӗмӗш кун.

9 Турӑ каланӑ: тӳпе айӗнчи шыв пӗр ҫӗ- ре пухӑнса тӑтӑр та, типӗ вырӑн тухтӑр, тенӗ. Ҫапла пулс а тӑнӑ. [Тӳ пе айӗнчи шыв хӑйӗн вырӑнне пухӑнса тӑнӑ та, типӗ вырӑн тухнӑ.] 10 Типӗ вырӑна Турӑ ҫӗр те- нӗ, пухӑнса тӑнӑ шывсене тинӗссем тенӗ. Турӑ ку аваннине курнӑ. 11 Турӑ каланӑ: ҫӗр ешӗлӳсен, [хӑй йышши, хӑй евӗрлӗ] вӑрлӑх сапакан курӑксем, ҫӗр ҫинче хӑй йышши ҫимӗҫ туса, ӑшӗнче вӑрлӑхӗ пу- лакан ҫимӗҫлӗ йывӑҫсем ӳстертӗр, тенӗ. Ҫапла пулса тӑнӑ. 12 Ҫӗр ешӗлӳсен, хӑй йышши, [хӑй евӗрлӗ] вӑрлӑх сапакан ку-



{1- мӗш сыпӑк. [1] Пс 88:12-13; 135:5; 145:6. Сир 18:1. Ин 1:3. Ап ӗҫс 14:15. Евр 11:3. Ӳлӗм 14:7. [3] Пс 32:9.

[6] Пс 32:6; 135:5; 148:4. Иер 10:12; 51:15. [9] Пс 32:7; 135:6. [14] Пс 135:7-9. [16] Аст 4:19. Иер 31:35.

[18] Пс 103:19-20. [21] Иов 40:20. Пс 103:25. [22] Пулт 8:17. [24] Иов 12:7. Сир 16:31.


Асӑрхаттарни. Ҫак Кӗнекесене Синод авалхи еврей чӗлхинчен вырӑсла куҫарттарнӑ Библирен илсе куҫарнӑ. Тӑваткал скобкӑра вырӑсла куҫара- кансем Христос ҫураличчен III ӗмӗрте ҫитмӗлӗн грекла куҫарнӑ Библирен илнӗ сӑмахсене кӑ- тартнӑ.}



рӑксем, [ҫӗр ҫинче] хӑй йышши ҫимӗҫ туса, ӑшӗнче вӑрлӑхӗ пулакан [ҫимӗҫлӗ] йывӑҫсем ӳстерсе кӑларнӑ. Турӑ ку аван- нине курнӑ. 13 Каҫ пулнӑ, ир пулнӑ: виҫ- ҫӗмӗш кун.

14 Турӑ каланӑ: [ҫӗре ҫутатса тӑма та- та] куна каҫран уйӑрса тӑма, хӑватсем кӑтартма тата вӑхӑта, куна, ҫулталӑка палӑртса тӑма тӳпе тӗрекӗ ҫинче ҫутӑсем пулччӑр; 15 ҫӗр ҫине ҫутӑ ярса тӑмашкӑн вӗсем тӳпе тӗрекӗ ҫинчи ҫут аткӑҫсем пулччӑр, тенӗ. Ҫапла пулса тӑнӑ. 16 Турӑ икӗ пысӑк ҫутӑ тунӑ: пысӑкрах ҫутине куна тытс а тӑма, пӗчӗкрех ҫут ине ка- ҫа тытса тӑма тунӑ, ҫӑлтӑрсем те тунӑ; 17 Турӑ вӗсене тӳпе тӗрекӗ ҫине лартнӑ: ҫӗре ҫутатса тӑма, 18 кунпа каҫа тытса тӑ- ма, ҫутта тӗттӗмрен уйӑрса тӑма лартнӑ. Турӑ ку аваннине курнӑ. 19 Каҫ пулнӑ, ир пулнӑ: тӑваттӑмӗш кун.

20 Турӑ каланӑ: шыв ра чӗрӗ чунсем кӗ- шӗлтетчӗр; ҫӗр ҫийӗн, тӳпе тӗрекӗ айӗн вӗҫен кайӑксем вӗҫс е ҫӳреччӗр, тенӗ. [Ҫапла пулса тӑнӑ.] 21Шывра пулса тӑнӑ мӑн пулӑсене, шывра кӗшӗлтетекен пур тӗрлӗ чӗрӗ чуна Турӑ ӑрӑвӗ-ӑрӑвӗпе пул- тарнӑ, ӑрӑвӗ-ӑрӑвӗпе тӗрлӗ вӗҫен кайӑк пултарнӑ. Турӑ ку аваннине курнӑ. 22 Турӑ вӗсене пилленӗ: хунӑр, йышлӑланӑр, ти- нӗс шывӗсене тулӑр, ҫӗр ҫинче вӗҫен ка- йӑксем ӗрчеччӗр, тенӗ. 23 Каҫ пулнӑ, ир пулнӑ: пиллӗкӗмӗш кун.

24 Турӑ каланӑ: ҫӗр ӑрӑвӗ-ӑрӑвӗпе чӗрӗ чунсем кӑлартӑр, выльӑхсем, ҫӗлен-кал- тасем, тискер кайӑксем ӑрӑвӗ-ӑрӑвӗпе кӑлартӑр, тенӗ. Ҫапла пулса тӑнӑ. 25 Ҫӗр ҫинчи тискер кайӑксене Турӑ ӑрӑвӗ-ӑрӑ- вӗпе пултарнӑ, выльӑхсене те ӑрӑвӗ-ӑрӑ- вӗпе пултарнӑ, пур ҫӗлен-калтана та ӑрӑ- вӗ-ӑрӑвӗпе пултарнӑ. Турӑ ку аваннине курнӑ.

26 Турӑ каланӑ: Хамӑр сӑнарлӑ, Хамӑр евӗрлӗ этем тӑвар, вӗсем тинӗсри пулӑ- сене, тӳпери вӗ сен кайӑксене, [тискер кайӑксене,] выльӑх-чӗрлӗхе, пӗтӗм ҫӗре, ҫӗр ҫийӗн шуса ҫӳрекен мӗнпур ҫӗлен- калтана пуҫ пулс а тӑччӑр, тенӗ. 27Турӑ вара Хӑй сӑнарлӑ этем пулт арнӑ, ӑна Турӑ евӗрлӗ пултарнӑ; вӗсене арҫынни- не, хӗрсрӑмне пулсарнӑ. 28 Турӑ вӗсене пилленӗ, Тусӑ вӗсене каланӑ: хунӑр, йышлӑланӑр, ҫӗре туллиех тулӑр, ӑна тытса тӑрӑр; тинӗсри пулӑсене, [тискер кайӑксене,] тӳпери вӗҫен кайӑксене, [пур выльӑх-чӗрлӗхе, пӗтӗм ҫӗре,] ҫӗр ҫумӗн ҫӳре кен мӗнпур чӗрчуна пуҫ пулса тӑрӑр, тенӗ. 29 Турӑ тата каланӑ: акӑ Эпӗ сире пӗтӗм ҫӗр ҫинчи мӗнпур курӑка, вӑрлӑх сапакан тӗрлӗ тӗслӗ курӑка тата йывӑҫ ҫимӗҫӗ кӳрекен, вӑрлӑх сапакан тӗрлӗ йывӑҫ патӑм, — ҫакӑ сире апат валли пу- лӗ; 30 пӗтӗм чӗрӗ чуна — ҫӗр ҫинчи пур тискер кайӑка, тӳпери мӗнпур вӗҫен ка- йӑка, ҫӗр ҫийӗн шуса ҫӳрекен пур [ҫӗлен- калтана] — апат валли Эпӗ пӗтӗм ешӗл курӑка пасӑм, тенӗ. Ҫапла пул с а тӑнӑ. 31Турӑ Хӑй пул тарнине пурне те курнӑ та: акӑ питех те аван. Каҫ пулнӑ, ир пул- нӑ: улттӑмӗш кун.


2

1 Тӳпепе ҫӗре тата вӗсен мӗнпур ҫарне ҫапла йӗркелесе туса ҫитернӗ. 2 Хӑй тӑвакан ӗҫӗсене Турӑ ҫиччӗмӗш кун тӗл- не туса ҫитернӗ, тумалли пӗтӗм ӗҫне ту- са ҫитерсе, ҫиччӗмӗш куна Вӑл канлӗхлӗ тунӑ. 3 Турӑ ҫиччӗмӗш куна пилленӗ, ӑна сӑваплӑ тунӑ, мӗншӗн тес ессӗн Хӑйӗн тумалли, пултармалли пӗтӗм ӗҫне туса ҫитерсе, Вӑл ҫав куна канлӗхлӗ тунӑ.

4 Тӳпепе ҫӗр ҫапла пулса кайнӑ, вӗсене ҫапла пулсарнӑ, ҫавӑн чухне, Ҫӳлхуҫа

Турӑ ҫӗрпе тӳпене пултарсассӑн, 5ҫӗр ҫинче нимӗнле ӳсент ӑран та, нимӗнле курӑк та ӳсмен-ха, мӗншӗн тесессӗн Ҫӳл- хуҫа Турӑ ҫӗр ҫине ҫумӑр ҫутарман, ҫӗр ӗҫлесе тӑма этем те пулман, 6 анчах ҫӗр ҫинчен пӑс тухса тӑрса пӗтӗм ҫӗр питне шӑварса тӑнӑ. 7 Ҫӳлхуҫа Турӑ этеме ҫӗрти тӑпраран тунӑ, унӑн ӑшне чӗрӗлӗх сыв- лӑшӗ вӗрсе кӗртнӗ, этем вара чӗрӗ чунлӑ пулса тӑнӑ. 8Хӗвелтухӑҫ енче, Эдемра, Ҫӳлхуҫа Турӑ рай пахчи лартса ӳстернӗ, Хӑй пултарнӑ этеме ҫавӑнта вырӑнаҫтар- нӑ. 9 Ҫӳлхуҫа Турӑ ҫӗрт ен тӗрлӗ йыв ӑҫ ӳстерсе кӑларнӑ: пӑхма — илемлӗ, апат валли лайӑх пулнӑ вӗсем; рай варринче вара чӗрӗлӗх йывӑҫӗ тата ырӑпа усала пӗлтерекен йывӑҫ ӳстернӗ.

10 Рая шӑварса тӑмашкӑн Эдемран юхан- шыв юхҫ а пынӑ; унтан вӑл туратланса тӑватӑ юханшыв пулса кайнӑ. 11Пӗри Фисон ятлӑ пулнӑ, вӑл пӗтӗм Хавила ҫӗрӗ тавра юхс а вырт ать, унт а ылт ӑн пур; 12 ҫав ҫӗрти ылтӑн паха; унта бдолах тата оникс чулӗ пур. 13 Иккӗмӗш юханшывӗн ячӗ Гихон [Геон]: вӑл пӗҫ ӗм Куш ҫӗрӗ тавра юхса выртать. 14 Виҫҫӗмӗш юханшы- вӗн ячӗ Хиддекель [Тигр]: вӑл Ас ҫ ири умӗнчен юхса иртет. Тӑваттӑмӗш юхан- шывӗ — Евфрат.

15 Ҫӳлхуҫа Турӑ [Хӑй пултарнӑ] этеме ертсе пынӑ та ӑна Эдем пахчине — ҫа- вӑнта ӗҫлесе тӑма, пахчана сыхласа тӑ- ма — вырӑнаҫтарнӑ. 16 Ҫӳлхуҫа Турӑ эте- ме ҫапла вӗрентсе каланӑ: эсӗ пахчари пур йывӑҫӑн ҫимӗҫне те ҫийӗн, 17 анчах ырӑпа усала пӗлтерекен йывӑҫ ҫимӗҫне ан ҫи: унӑн ҫимӗҫне ҫинӗ кун эсӗ вилмел- ле пулӑн, тенӗ.

18 Ҫӳлхуҫа Турӑ тата каланӑ: этеме пӗч- чен пурӑнма аван мар; ӑна пулӑшса тӑ- ма хӑй евӗрлӗскернех пулҫарар, тенӗ. 19Хирти мӗнпур чӗрчуна, тӳпери пур вӗ- ҫен кайӑка Ҫӳлхуҫа Турӑ ҫӗрт ен тунӑ, унтан, вӗс ене мӗнле ят панине курас


{[26] Пулт 5:1. Ӑсл 2:23. Сир 17:3. [27] Пулт 5:1–2. Мф 19:4. Мк 10:6. 1 Кор 11:7. Кол 3:10. [28] Пулт 8:17;

9:1, 7. [29] Пулт 9:3. [31] Пс 110:3. Сир 39:21.

2-мӗш сы пӑк. [1] Ис 45:12. [2] Тух 20:11; 31:17. Евр 4:4. [7] 1 Кор 15:45. [8] Пулт 4:16. [9] Ӳлӗм 2:7; 22:2.

[11] Сир 24:27. [14] Дан 10:4. [17] Рим 5:12; 6:23. [18] Еккл 4:8–9.}


тесе, чӗрӗ чунсем хӑйсене этем мӗнле ят парӗ, ҫавӑн ятлӑ пулччӑр тесе, [вӗсене] этем патне ертсе пынӑ. 20 Этем пур вы- льӑх-чӗрлӗхе, тӳпери пур вӗҫен кайӑка, хирти пур тискер кайӑка ят хурса тухнӑ; анчах этем валли ӑна пулӑшса тӑма ун евӗрлӗскерӗ тупӑнман. 21 Ҫӳлхуҫа Турӑ этем ҫине тарӑн ыйхӑ янӑ; вӑл ҫывӑрса кайсассӑн, унӑн аяк пӗрчисенчен пӗрне кӑларса илнӗ те ҫав вырӑна ӳт илтернӗ. 22 Этемрен илнӗ аяк пӗрчинчен Ҫӳлхуҫа Турӑ арӑм тунӑ та ӑна этем патне ертсе пынӑ. 23 Вара этем каланӑ: акӑ ку — ма- нӑн шӑммӑмран илнӗ шӑмӑ, манӑн ӳтӗм- рен илнӗ ӳт; артан, [хӑй] упӑш кинчен, илнӗрен ӑна арӑм тейӗҫ, тенӗ. 24 Ҫавӑнпа ӗнтӗ этем хӑйӗн ашшӗпе амӑшне пӑрахӗ те арӑмӗ ҫумне ҫыпҫӑнӗ; вара [иккӗшӗ] пӗр ӳт пулӗҫ. 25 Вӗсем иккӗшӗ те — Адам та, арӑмӗ те — ҫарамас пулнӑ, пӗр-пӗрин- чен вӑтанман.


3

1 Ҫӳлхуҫа Турӑ пулт арнӑ хир кайӑ- кӗсенчен ҫӗ лен пуринчен те чеерех пулнӑ. Ҫӗлен арӑма каланӑ: Турӑ чӑнах та: райри нихӑш йысӑҫӑн ҫимӗҫне те ан ҫийӗр, тесе каларӗ-и? тенӗ. 2Арӑм ҫӗ- лене каланӑ: эпир йывӑҫсен ҫимӗҫӗсене ҫиме пултаратпӑр, 3 Турӑ: рай варринчи йывӑҫӑн ҫимӗҫне ҫеҫ ан ҫийӗр, терӗ, вӗ- сене ан тӗкӗнӗр, сирӗн вилмелле ан пул- тӑр, терӗ, тенӗ. 4 Ҫӗлен арӑма каланӑ: ҫук, вилместӗр, 5 Турӑ пӗлсе тӑрать: эсир ҫав ҫимӗҫе ҫисе пӑхнӑ кун сирӗн куҫӑрсем уҫӑлӗҫ те, вара эсир ырӑпа усала пӗле- кен турӑсем пек пулатӑр, тенӗ. 6 Йывӑҫӗ апат валли те лайӑх иккен, куҫпа пӑхма та хитре иккен, пӗлӳ парассипе те сӑх- лантарать иккен, — арӑм ҫакна курнӑ та унӑн ҫимӗҫне татса ҫинӗ; тата упӑшкине те панӑ, вӑл та ҫинӗ. 7Ӗнтӗ иккӗшӗн те куҫӗсем уҫӑлнӑ, вӗ сем хӑйсем ҫарамас пулнине пӗлнӗ; вара смокс а йыс ӑҫӗн ҫулҫисене сыпа-сыпа ҫӗлесе пилӗкӗнчен ҫакса янӑ.

8 Вӗсем кун сулхӑнлатнӑ вӑхӑтра рай- ра ҫӳрекен Ҫӳлхуҫа Турӑ сассине илтнӗ; Адампа унӑн арӑмӗ Ҫӳлхуҫа Турӑ умӗн- чен райри йывӑҫсем хушшине пытаннӑ. 9 Ҫӳлхуҫа Турӑ Адама чӗнсе: [Адам,] эсӗ ӑҫта? тенӗ. 10 Вӑл: эпӗ Санӑн сассуна райра илтрӗм те хам ҫарамас пулнипе хӑраса пытантӑм, тенӗ. 11 [Турӑ] каланӑ: эсӗ ҫа- рамассине сана кам каларӗ? Эпӗ ҫиме хушман йывӑҫӑн ҫимӗҫне ҫимерӗн-и эсӗ? тенӗ. 12Адам каланӑ: йывӑҫ ҫимӗҫне мана ҫав арӑм, Эсӗ панӑ скер, пачӗ те — эпӗ ҫи- рӗм, тенӗ. 13 Ҫӳлхуҫа Турӑ арӑма каланӑ: эсӗ капла мӗн турӑн? тенӗ. Арӑм: ма- на ҫӗлен илӗртрӗ те — эпӗ ҫирӗм, тенӗ. 14 Ҫӳлхуҫа Турӑ ҫӗлене каланӑ: ҫакна ту- нӑшӑн эсӗ мӗнпур выльӑх-чӗрлӗх умӗнче, хирти пур тискер кайӑк умӗнче ылханлӑ пулӑн; эсӗ хырӑмупа шуса ҫӳрӗн, хӑвӑн ӗмӗрӳ тӑршшӗпех тӑпра ҫис е пурӑнӑн; 15 санпала арӑм хушшине, сан вӑрлӑхупa[1] арӑм вӑрлӑхӗн хушшине тӑшманлӑх хурӑп; арӑмран ҫураласси санӑн пуҫна ҫапса ҫӗмӗрӗ, эсӗ ӑна ури тупанӗнчен сӑхӑн, тенӗ[2]. 16 Арӑма каланӑ: эсӗ йывӑр ҫын чухне санӑн асапна ӳстернӗҫемӗн ӳс- терсе пырӑп; ачусене тертленсе ҫуратӑн; эсӗ упӑшкушӑн тӗмсӗлӗн, вӑл вара санӑн хуҫу пулӗ, тенӗ. 17Адама вара ҫапла кала- нӑ: арӑмун сӑмахне итленӗшӗн, Эпӗ сана «ан ҫи» тесе каланӑ йывӑҫӑн ҫимӗҫне ҫи- нӗшӗн ҫӗр сан пирки ылханлӑ пулӗ; ӗмӗрӳ тӑршшӗпех эсӗ, асап курса, ҫӗртен тӑран- са пурӑнӑн; 18 ҫӗр сана йӗплӗ курӑксемпе ҫумкурӑкӗсем ӳст ерсе парӗ; эсӗ хирт и курӑкпа тӑранса пурӑнӑн; 19 ҫӗртен пулнӑ- скер, эсӗ каялла ҫӗре кӗричченех ҫӑкӑрна тар юхтарса ӗҫлесе ҫийӗн: эсӗ — тӑпра, каллех тӑпра пулӑн, тенӗ.


{[22]1 Тим 2:13. [23] 1 Кор 11:8. [24] Мф 19:5. Мк 10:7-8. 1 Кор 6:16. Эф 5:31.

3- мӗш сыпӑк. [1] Ӑсл 2:24. [4] Ин 8:44. 2 Кор 11:3. [6] Сир 25:27. 1 Тим 2:14. [7] Пулт 2:25. Ӳлӗм 3:17.

[8] Пс 137:6. Ам 9:2. [11] Пулт 2:17. [13] 2 Кор 11:3. [14] Пс 71:9. [15] Пулт 14:18. Пс 111:1, 2, 4. Зах 6:13.

Пулт 22:9. Пс 22. Пс 70. Зах 12:10. Ин 3:14. [16] 1 Кор 14:34. [17] Пулт 4:12; 5:29. [19] Пс 127:2. Еккл 12:7.}


20Адам хӑйӗн арӑмне Ева[3] ятлӑ хунӑ, мӗншӗн тесессӗн вӑл пӗтӗм пурӑнакан- сенӗн амӑшӗ пулса тӑнӑ. 21 Ҫӳлхуҫа Турӑ Адампа унӑн арӑмӗ валли тир тумтирсем туса вӗсене тӑхӑнтартнӑ.


22 Ҫӳлхуҫа Турӑ каланӑ: акӑ Адам, ырӑ- па усала пӗлсе, Пирӗнтен пӗри пек пулса тӑчӗ; халӗ ӗнтӗ вӑл тата, аллине тӑсса, чӗрӗлӗх йывӑҫӗн ҫимӗҫне те татса ан ҫи- тӗр, ӗмӗрех пурӑнмалла ан пултӑр, тенӗ. 23 Ҫӗртен илнӗскер ҫӗр ӗҫлесе пурӑнтӑр тесе Ҫӳлхуҫа Турӑ ӑна Эдем пахчинчен кӑларса янӑ. 24 Адама хӑв аласа янӑ та чӗрӗлӗх йывӑҫӗ патне пыракан ҫула сых- ламашкӑн Эдем пахчи умне, тухӑҫ енне, Херувима тӑратнӑ тата ҫавӑрӑнса тӑракан вутлӑ хӗҫ хунӑ.

1 Адам хӑйӗн арӑмӗпе Евӑпа хутшӑн- нӑ; Ева йывӑр ҫын пулса Каина ҫу- ратнӑ, вӑл: эпӗ Ҫӳлхуҫаран ҫын тупрӑм, тенӗ. 2 Тата унӑн шӑллӗне, Авеле, ҫурат- нӑ. Авель — сурӑх кӗсекен ҫын, Каин ҫӗр ӗҫлекен ҫын пулнӑ. 3 Кӑштах вӑхӑт иртсессӗн, Каин Ҫӳлхуҫана ҫӗр ҫимӗҫӗ парне кӳнӗ, 4 Авель те хӑйӗн кӗтӗвӗнчи малтан ҫуралнӑ путексене, чи самӑрри- сене, парне кӳнӗ. Ҫӳлхуҫа Авеле те, унӑн парнине те кӑмӑл тунӑ, 5 Каина вара хӑй- не те, унӑн парнине те кӑмӑл туман. Каин питӗ тарӑхнӑ, пуҫне чиксе ҫӳренӗ.

6 Ҫӳлхуҫа [Турӑ] Каина каланӑ: эсӗ мӗн- шӗн тарӑхрӑн? мӗншӗн эсӗ пуҫна чикрӗн?

7 ырӑ тунӑ чухне пуҫна ҫӗклеместӗн-и? ырӑ тумастӑн пулсассӑн, алӑку умӗнче ҫылӑх выртать; вӑл сана хӑй патне тур- тать, анчах эсӗ ӑна пӑхӑнтар, ӑна пуҫлӑх пул, тенӗ.

8 Каин хӑйӗн шӑллӗне, Авеле, каланӑ: [атя хире каяр,] тенӗ. Хире тухсассӑн, Ка- ин хӑйӗн шӑллӗне, Авеле, хирӗҫ тӑрса ӑна вӗлернӗ. 9 Ҫӳлхуҫа [Турӑ] Каина каланӑ: Авель шӑллу ӑҫта санӑн? тенӗ. Вӑл: пӗл- местӗп; эпӗ шӑллӑма хуралҫӑ-им? тенӗ.

10 [Ҫӳлхуҫа] каланӑ: мӗн ту рӑн эсӗ? санӑн шӑллу юнӗн сав сийӗ Мана ҫӗр ҫинчен кӑшкӑрса чӗнет; 11 санӑн аллу тӑкнӑ юна, санӑн шӑллун юнне, ҫӑтнӑ ҫӗр халӗ са- на ылханчӗ; 12 эсӗ ҫӗр ӗҫленӗ чухне вӑл сана текех хӑйӗн вӑйне парса тӑмӗ, ҫӗр ҫинче эсӗ хӑваласа янӑ ҫын, ҫапкаланчӑк ҫын пулӑн, тенӗ. 13 Каин Ҫӳлхуҫа [Турра] каланӑ: ман ҫине хунӑ хаса чӑтас чӑтӑм- ран та пысӑкрах: 14 акӑ Эсӗ халӗ мана ҫӗр ҫинчен хӑваласа яратӑн, эпӗ Санӑн куҫу умӗнчен ҫухалӑп, ҫӗр ҫинче эпӗ хӑваласа янӑ ҫын, ҫапкаланчӑк ҫын пулӑп; мана тӗл пулакан кирек кам та мана вӗлерӗ, тенӗ. 15 Ҫӳлхуҫа [Турӑ] ӑна каланӑ: кам Каина вӗлерӗ, ӑна уншӑн ҫичӗ хут та- вӑрмалла, тенӗ. Каина тӗл пулса никам та ан вӗлертӗр тесе, Ҫӳлхуҫа [Турӑ] ӑна паллӑ тунӑ. 16 Вара Каин Ҫӳлхуҫа умӗнчен пӑрахса кайнӑ, вӑл Эдемран тухӑҫалла, Нод ҫӗрне, кайса вырӑнаҫнӑ.

17 Каин хӑйӗн арӑмӗпе хутшӑннӑ; арӑмӗ, йывӑр ҫын пулса, Еноха ҫуратнӑ. Каин хула лартнӑ; хулине ывӑлӗн ячӗпе Енох тенӗ. 18 Енохӑн Ирад [Гаидад] ҫуралнӑ; Ирадран Мехиаель [Малелеил] ҫуралнӑ; Мехиаелӗн Мафусал ҫуралнӑ; Мафусал- ран Ламех ҫуралнӑ. 19 Ламех хӑй валли икӗ арӑм илнӗ: пӗри Ада ятлӑ, тепӗри Цилла [Селла] ятлӑ пулнӑ. 20Ада Иавала ҫуратнӑ: вӑл кӗтӳ кӗтсе чатӑрта пурӑна- кансенӗн ашшӗ пулнӑ. 21Унӑн шӑллӗн ячӗ Иувал: вӑл пӗтӗм кӗслеҫӗсен, шӑх- лич калакансен ашшӗ пулнӑ. 22 Цилла та Тувалкаина [Фовела] ҫуратнӑ: вӑл пӑхӑртан тата тимӗртен тӗрлӗ япала туп- таса тӑвакан ӑста пулнӑ. Тувалкаинӑн йӑмӑкӗ — Ноема.

23 Ламех хӑйӗн арӑмӗсене каланӑ: эй Ада, эй Цилла! итлӗр эпӗ каланине; эй Ламех арӑмӗсем! тӑнлӑр ман сӑмахсене: суранӑмшӑн эпӗ ар пулнӑ ҫынна вӗлер- тӗм, хама амантнӑшӑн яш ачана вӗлер- тӗм; 24 Каиншӑн ҫичӗ хут тав ӑрас пул- сассӑн, Ламехшӑн ҫитмӗл ҫичӗ хут та- вӑрӗҫ, тенӗ.


{Пулт 1:27. 1 Ин 5:7. Пулт 2:9.

4- мӗш сыпӑк. [4] Евр 11:4. [5] Ытар 15:8. Ис 1:13. [6] Мф 20:15. [7] Рим 6:16. [8] Гал 5:17. Ӑсл 10:3.

Мф 23:35. 1 Ин 3:12. Иуд 1:11. [9] Пс 9:13; 115:6. [10] Евр 12:24. Ӳлӗм 6:10. [14] Пулт 9:6. [19] Пулт 2:24.}


25 Адам татах хӑйӗн арӑмӗпе, [Евӑпа,] хутшӑннӑ, Ева ывӑл ача ҫуратнӑ, вӑл ӑна Сиф ятлӑ хунӑ, [вӑл каланӑ:] Каин вӗлернӗ Авель вырӑнне Турӑ мана тепӗр вӑрлӑх пачӗ, тенӗ. 26 Сифӑн та ывӑл ача ҫуралнӑ: вӑл ӑна Енос ятлӑ хунӑ; ҫавӑн чухне вара Ҫӳлхуҫа [Турӑ] ятне асӑнса чӗне пуҫланӑ.


5

1 Адамӑн йӑхӗ-кӑкӗ ҫакӑ: Турӑ этеме пултарнӑ чухне, Вӑл ӑна Хӑй евӗрлӗ тунӑ чухне, 2 Вӑл вӗсене арҫыннине тата хӗрарӑмне пултарнӑ, вӗсене пилленӗ, вӗ- сене пултарнӑ кун вӗсене «этем» тесе ят хунӑ. 3 Адам ҫӗр вӑтӑр [230] ҫул пурӑннӑ та, унӑн хӑй евӗрлӗ, хӑй сӑнарлӑ ывӑл ҫуралнӑ, вӑл ӑна Сиф ятлӑ хунӑ. 4 Сиф ҫуралнӑ хыҫҫӑн Адамӑн кунҫулӗ сакӑр- ҫӗр [700] ҫула пынӑ, унӑн ывӑлсемпе хӗрсем ҫуралнӑ. 5 Адам пурӑннӑ кунҫул пурӗ тӑхӑрҫӗр вӑтӑр ҫул пулнӑ; вара вӑл вилнӗ.

6 Сиф ҫӗр пилӗк [205] ҫул пурӑннӑ та, унӑн Енос ҫуралнӑ. 7Енос ҫуралнӑ хыҫҫӑн Сиф сакӑрҫӗр ҫичӗ [707] ҫул пурӑннӑ, унӑн ывӑл семпе хӗр сем ҫуралнӑ. 8 Сиф пурӑннӑ кунҫ ул пурӗ тӑхӑрҫӗр вуникӗ ҫул пулнӑ; вара вӑл вилнӗ.

9 Енос тӑхӑрвунӑ [190] ҫул пурӑннӑ та, унӑн Каинан ҫуралнӑ. 10 Ка инан ҫуралнӑ хыҫҫӑн Енос сакӑрҫӗр вунпилӗк [715] ҫул пурӑннӑ, унӑн ывӑлсемпе хӗрсем ҫурал- нӑ. 11 Енос пурӑннӑ кунҫул пурӗ тӑхӑрҫӗр пилӗк ҫул пулнӑ; вара вӑл вилнӗ.

12 Каинан ҫитмӗл [170] ҫул пурӑннӑ та, унӑн Малелеил ҫуралнӑ. 13 Малелеил ҫу- ралнӑ хыҫ ҫӑн Каинан сак ӑрҫӗр хӗрӗх [740] ҫул пурӑннӑ, унӑн ывӑлсемпе хӗр- сем ҫуралнӑ. 14 Каинан пурӑннӑ кунҫул пурӗ тӑхӑрҫӗр вунӑ ҫул пулнӑ; вара вӑл вилнӗ.

15 Малелеил утмӑл пилӗк [165] ҫул пу- рӑннӑ та, унӑн Иаред ҫуралнӑ. 16 Иаред ҫуралнӑ хыҫҫӑн Малелеил сакӑрҫӗр вӑтӑр [730] ҫул пурӑннӑ, унӑн ывӑлсемпе хӗр- сем ҫуралнӑ. 17 Малелеил пурӑннӑ кунҫул пурӗ сакӑрҫӗр тӑхӑрвун пилӗк ҫул пулнӑ; вара вӑл вилнӗ.

18Иаред ҫӗр утмӑл ҫул пурӑннӑ та, унӑн Енох ҫуралнӑ. 19 Енох ҫуралнӑ хыҫ- ҫӑн Иаред сакӑрҫӗр ҫул пурӑннӑ, унӑн ывӑлсемпе хӗрсем ҫуралнӑ. 20 Иаред пу- рӑннӑ кунҫул пурӗ тӑхӑрҫӗр утмӑл икӗ ҫул пулнӑ; вара вӑл вилнӗ.

21 Енох утмӑл пилӗк [165] ҫул пурӑннӑ та, унӑн Мафусал ҫуралнӑ. 22 Енох Турӑ умӗнче ҫӳренӗ, Мафусал ҫуралнӑ хыҫҫӑн вӑл тата виҫҫӗр [200] ҫул пурӑннӑ, унӑн ывӑлсемпе хӗрсем ҫуралнӑ. 23 Енох пурӑн- нӑ кунҫул пурӗ виҫҫӗр утмӑл пилӗк ҫул пулнӑ. 24 Енох Турӑ умӗнче ҫӳренӗ; унтан вӑл курӑнми пулнӑ, мӗншӗн тес ессӗн Турӑ ӑна Хӑй патне илнӗ.

25 Мафусал ҫӗр сакӑрвун ҫичӗ ҫул пу- рӑннӑ та, унӑн Ламех ҫуралнӑ. 26 Ламех ҫуралнӑ хыҫҫӑн Мафусал ҫичҫӗр сакӑр- вун икӗ ҫул пурӑннӑ, унӑн ывӑл семпе хӗрсем ҫуралнӑ. 27Мафусал пурӑннӑ кун- ҫул пурӗ тӑхӑрҫӗр утмӑл тӑхӑр ҫул пулнӑ; вара вӑл вилнӗ.

28Ламех ҫӗр сакӑрвун икӗ [188] ҫул пу- рӑннӑ та, унӑн ывӑл ача ҫуралнӑ, 29 хамӑр ӗҫе тунӑ чухне, Ҫӳлхуҫа [Турӑ] ылханнӑ ҫӗре хамӑр аллӑмӑрпа ӗҫлесе тӑнӑ чухне пире ҫакӑ лӑплантарӗ тес е, Ламех ӑна Ной ятлӑ хунӑ. 30 Ной ҫуралнӑ хыҫҫӑн Ла- мех пилӗкҫӗр тӑхӑрвун пилӗк [565] ҫул пурӑннӑ, унӑн ывӑлсемпе хӗрсем ҫурал- нӑ. 31Ламех пурӑннӑ кунҫул пурӗ ҫичҫӗр ҫитмӗл ҫичӗ [753] ҫул пулнӑ; вара вӑл вилнӗ.

32 Пилӗкҫӗр ҫула ҫитсессӗн Нойӑн [виҫӗ ывӑл] Сим, Хам тата Иафет ҫуралнӑ.


6

1 Ҫӗр ҫинче этемсем ӗрче пуҫласассӑн, вӗсен хӗрӗсем те ҫуралсассӑн, 2 Турӑ ывӑлӗсем этем хӗрӗсем илемлине курнӑ та вӗсене кам хӑшне суйланӑ, ҫавна хӑй валли качча илнӗ. 3 Ҫӳлхуҫа [Турӑ] кала- нӑ: ҫак ҫынсем Манӑн Сывлӑшӑма ӗмӗрех хирӗҫ тӑраймӗҫ, мӗншӗн тесессӗн вӗсем ӳт анчах; вӗсен кунҫулӗ ҫӗр ҫирӗм ҫул



{[25] Пулт 5:3.


5-мӗш сы пӑк. [1] 1 Ҫулс 1:1. Пулт 1:26–27; 9:6. Ӑсл 2:23. Сир 17:3. [3] Лк 3:38. 1 Кор 15:48–49.


[24] Сир 44:15; 49:16. Евр 11:5. [29] 1 Пет 3:20. Евр 11:7. Пулт 3:17. [32] 1 Ҫулс 1:4.


6-мӗш сы пӑк. [2] Аст 14:1. 1 Ин 3:1. Мф 24:38. [3] Ап ӗҫс 7:51. Гал 5:16. 1 Пет 3:20.}


пултӑр, тенӗ. 4 Ҫав вӑхӑтра ҫӗр ҫинче улӑп- сем пулнӑ, уйрӑмах вӗсем Турӑ ывӑлӗсем этем хӗрӗсем патне кӗре пуҫласассӑн, ку- сем вӗсем валли ача ҫурата пуҫласассӑн нумайланнӑ: вӗсем паттӑр ҫынсем, мӗн авалтанпах чаплӑ ҫынсем пулнӑ.

5 Ҫӳлхуҫа [Турӑ] этемсем ҫӗр ҫинче пи- тех те аскӑнланса пурӑннине курнӑ, вӗ- сен пӗтӗм шухӑшӗ, чӗринчи пӗтӗм ӗмӗчӗ кирек хӑҫан та усал пулнӑ; 6 ҫӗр ҫинче этеме пултарнӑшӑн Ҫӳлхуҫа ӳкӗннӗ, Хӑй ӑшӗнче хытӑ куляннӑ. 7 Вара Ҫӳлхуҫа ка- ланӑ: Хам пулҫарнӑ этемсене Эпӗ ҫӗр ҫийӗнчен пӗт еретӗп, этемрен пуҫласа выльӑх-чӗрлӗх, ҫӗлен-калта, тӳпери вӗ- ҫен кайӑк таранах пӗтеретӗп, вӗсене пул- тарнӑшӑн Эпӗ ӳкӗнтӗм ӗнтӗ, тенӗ. 8 Ной вара Ҫӳлхуҫа [Турӑ] умӗнче тивлетлӗ пулнӑ.

9 Акӑ Нойӑн пурӑнӑҫӗ: Ной хӑйӗн ӑрӑ- вӗнче тӳрӗ ҫын, айӑпсӑр ҫын пулнӑ; Ной Турӑ умӗнче ҫӳренӗ. 10 Нойӑн Сим, Хам тата Иафет ятлӑ виҫӗ ывӑл ҫуралнӑ.

11 Ӗнтӗ Турӑ куҫӗ умӗнче ҫӗр ирсӗрленсе ҫитнӗ, ҫӗр усал ӗҫпе тулнӑ. 12 [Ҫӳлхуҫа] Турӑ ҫӗр ҫине пӑхнӑ та — акӑ ҫӗр пӗтӗм- пе ирсӗрленнӗ, пурте хӑйсен ҫӗр ҫинчи ҫулне пӑсса пӗтернӗ. 13 [Ҫӳлхуҫа] Турӑ Ноя каланӑ: пӗтесси ҫитрӗ, мӗн пурри Манӑн умӑмра пӗтӗ, мӗншӗн тесессӗн ҫӗр вӗсе- нӗн усал ӗҫӗсемпе тулса ҫитрӗ; акӑ Эпӗ вӗсене ҫӗр ҫинчен пӗт ерӗп. 14 Ху валли гофер йывӑҫӗнчен карап ту; карап ӑшӗнче пӳлӗмсем ту, унӑн шалашне те, тулашне те сӑмалапа сӗрсе тух. 15 Ӑна ҫапла ту: карапӑн тӑршшӗ виҫҫӗр чике, сарлакӑшӗ аллӑ чике, ҫӳллӗшӗ вӑтӑр чике пултӑр. 16 Карапунта шӑтӑк туса хӑвар, тӑррине пӗр чикене ҫити ансӑрлат, карапа кӗме унӑн айккине алӑк ту; пурӑнмашкӑн ун ӑшӗнче аялти хутне, иккӗмӗш тата виҫ- ҫӗмӗш хутне ту. 17Акӑ Эпӗ ӳтӗнче чӗмӗ пуррине, тӳпе айӗнчине, пурне те пӗтер- мешкӗн ҫӗр ҫине шыв тултарӑп; ҫӗр ҫин че мӗн пурри йӑлтах вилсе пӗтӗ. 18 Анчах Эпӗ санпала халал хывӑп: эсӗ ху та, санӑн ывӑлусем те, арӑму та, ывӑлусен арӑмӗ- сем те санпа пӗрле карап ӑшне кӗ рӗҫ. 19 Ҫавӑн пекех карап ҫи не тат а [пӗт ӗм выльӑх-чӗрлӗхе, пӗтӗм ҫӗлен-калтана та- та] пӗтӗм чӗрчуна пӗрер мӑшӑр илсе кӗр, вӗсем санпа пӗрле чӗрӗ юлччӑр; вӗ сем аҫаллӑ-амаллӑ пулччӑр. 20 Санпа пӗрле чӗрӗ юлмашкӑн сан патна вӗҫен кайӑк- сен кашни ӑрӑвӗнчен, выльӑх-чӗрлӗхсен кашни ӑрӑвӗнчен, ҫӗр ҫийӗн шуса ҫӳре- кенсен кашни ӑрӑвӗнчен аҫаллӑ-амаллӑ пӗрер мӑшӑр кӗччӗр. 21 Эсӗ ху валли ҫиме юрӑхлӑ тӗрлӗ ҫимӗҫ ил, ӑна хӑв патна пухса хур; вӑл саншӑн та, вӗсемшӗн те апат пулӗ, тенӗ. 22 Ной пӗсӗмпех тунӑ: [Ҫӳлхуҫа] Турӑ ӑна мӗнле хушнӑ, вӑл ҫапла тунӑ.


7

1 Ҫӳлхуҫа [Турӑ] Ноя каланӑ: эсӗ ху та, санӑн мӗнпур кил-йышу та карап ӑшне кӗрӗр, мӗншӗн тес ессӗн ҫак ӑру хушшинче эсӗ Манӑн умӑмра тӳррине Эпӗ куртӑм; 2 пур таса выльӑхран ҫичшер аҫапа ҫичшер ама, таса мар выльӑхран икшер аҫапа икшер ама ил; 3 ҫавӑн пекех тата пӗтӗм ҫӗр валли йӑх упраса хӑвар- машкӑн [таса] вӗҫен кайӑксенчен ҫичшер аҫапа ҫичшер ама, [пур таса мар вӗҫен кайӑкран икшер аҫапа икшер ама] ил, 4 мӗншӗн тесессӗн ҫичӗ кунран Эпӗ ҫӗр ҫине хӗрӗх кун та хӗрӗх каҫ хушши ҫумӑр тӑкӑп; Хам мӗн пултарнине пурне те ҫӗр ҫинчен пӗсерӗп, тенӗ. 5 Ҫӳлхуҫа [Турӑ] хӑйне мӗн хушнине Ной пӗтӗмпе тунӑ.

6 Ҫӗр ҫине шыв тулнӑ вӑхӑтра Ной улт- ҫӗр ҫулта пулнӑ.

7 Ной хӑй те, унпа пӗрле унӑн ывӑлӗсем те, арӑмӗ те, ывӑлӗсен арӑмӗсем те ҫӗр ҫине шыв тулас умӗн карап ӑшне кӗнӗ. 8 [Таса вӗҫен кайӑксем те, таса мар вӗҫен кайӑксем те,] тас а выльӑхсем те, тас а мар выльӑхсем те, [тискер кайӑксем те,] ҫӗр ҫийӗн шуса ҫӳ рекенсем те — 9 пурте, [Ҫӳлхуҫа] Турӑ Ноя хушнӑ пек, Ной пат- не карап ӑшне мӑшӑрӑн-мӑшӑрӑн аҫал- лӑ-амаллӑ кӗнӗ. 10 Ҫичӗ кунран ҫӗр ҫине талай ҫитнӗ.


{[5] Пулт 8:21. Мф 15:19. Мк 7:21. [6] Йыш 23:19. 1 Пат 15:11. [9] Сир 44:16. [13] 2 Пет 2:5. [14] Евр 11:7.

[17] Пс 28:10. [19] Пулт 7:9. [22] Пулт 7:5.

7-мӗш сыпӑк. [1] 1 Пет 3:20. [5] Пулт 6:22. [7] Мф 24:38. Лк 17:27. 1 Пет 3:20. [9] Пулт 6:19.}


11Ной пур ӑнӑҫӗн улт т ӗрмӗш ҫулӗнче, иккӗмӗш уйӑхра, ҫак уйӑхӑн вунҫиччӗ- мӗш [27] кунӗнче, шӑпах ҫав кун, аслӑ тӗпсӗр авӑрсен пур ҫӑлӗ те уҫӑлса кайнӑ, пӗлӗт чӳречисем те уҫӑлнӑ; 12 вара ҫӗр ҫине хӗрӗх кун та хӗрӗх каҫ ҫумӑр ҫу- нӑ. 13 Шӑп ҫав кун Ной карап ӑшне кӗ- нӗ; Ной ывӑлӗсем те, — Сим, Хам тат а Иафет, — Ной арӑмӗ те, унӑн ывӑлӗсен виҫӗ арӑмӗ те унпа пӗрле кӗнӗ. 14 Хӑйсем те кӗнӗ, вӗсемпе пӗрле ӑрӑвӗ-ӑрӑвӗпе ҫӗр ҫинчи пур тискер кайӑк, ӑрӑвӗ-ӑрӑвӗпе пур выльӑх, ҫӗр ҫинче шуса ҫӳрекен пур ҫӗлен-калта та ӑрӑвӗ-ӑрӑвӗпе, вӗҫсе ҫӳ- рекенсем, пур вӗҫен кайӑк, пур ҫунатлӑ кайӑк та ӑрӑвӗ-ӑрӑвӗпе 15 Ной патне карап ӑшне кӗнӗ, ӳтӗнче чӗмӗ пуррисем пурте аҫаллӑ-амаллӑ, мӑшӑрӑн-мӑшӑрӑн кӗнӗ; 16 Ной патне карап ӑшне кӗнӗ пур тӗрлӗ чӗрчун, [Ҫӳлхуҫа] Турӑ Ноя хушнӑ пек, аҫи те, ами те кӗнӗ. Ҫӳлхуҫа [Турӑ] вӗсем кӗнӗ хыҫҫӑн карапа хупса лартнӑ.

17 Ҫӗр ҫине шыв хӗрӗх кун та хӗ рӗх каҫ тулса пынӑ, шыв хушӑннӑҫемӗн хушӑнса пынӑ та карапа ҫӳлелле ҫӗкленӗ, вӑл ҫӗр- тен ҫӳлте пулнӑ; 18 ҫӗр ҫинче шыв вӑйлӑ- лансах пынӑ, питех те тулса ҫитнӗ, карап шыв ҫийӗн ишсе ҫӳренӗ. 19 Шыв ҫӗр ҫине шутсӑр нумай капланса тулнӑ; пӗт ӗм тӳпе айӗнчи ҫӳллӗ тусене пурне те шыв хупласа илнӗ; 20 вӗсен тӗлӗнчи шыв вун- пилӗк чике чухлӗ хӑпарнӑ, ҫӳллӗ тусене пурне те шыв хупласа илнӗ. 21 Ҫӗр ҫинче ҫӳрекен пур чӗрчун та вилсе пӗтнӗ: вӗ- ҫен кайӑксем, выльӑх-чӗрлӗх, ҫӗр ҫийӗн шуса ҫӳрекен пур ҫӗлен-калта, пур ҫын та вилсе пӗтнӗ; 22 типӗ ҫӗрте пурӑнӑҫ сыв- лӑшне сӑмсапа сывлаканни пурте вилсе пӗтнӗ. 23 Ҫӗр ҫинче пурӑнаканнисем пурте пӗтнӗ; этемрен пуҫласа выльӑхӗ-чӗрлӗхӗ, ҫӗлен-калти, тӳпе айӗнчи вӗҫен кайӑкӗ таран — пурте ҫӗр ҫинчен пӗтнӗ, Ной ҫеҫ, унпа пӗрле карап ҫинче пулнисем ҫеҫ тӑр- са юлнӑ. 24 Шыв ҫӗр ҫинче ҫӗр аллӑ кун тулса пынӑ.

8

1Турӑ Ноя тата унпа пӗрле карап ӑшӗнче пулнӑ пур тискер кайӑка, пур выльӑх-чӗрлӗхе, [пур вӗҫен кайӑка, шуса ҫӳрекен пур ҫӗлен-калтана] асне илнӗ; вара Турӑ ҫӗр ҫине ҫил янӑ та, шыв тулма чарӑннӑ. 2 Тӗпсӗр авӑрӑн ҫӑ- лӗсем, пӗлӗт чӳречисем хупӑнса ларнӑ, вара тӳперен ҫумӑр ҫума чарӑннӑ. 3 Шыв майӗпен ҫӗр ҫинчен каялла кайнӑ, ҫӗр аллӑ кун иртсессӗн шыв чака пуҫланӑ. 4 Ҫиччӗмӗш уйӑхра, ҫав уйӑхӑн вунҫич- чӗмӗш кунӗнче, карап Арарат тӑвӗ ҫине пырса чарӑннӑ. 5 Вуннӑмӗш уйӑха ҫитич- чен шыв пӗрмаях чакса пынӑ; вуннӑмӗш уйӑхӑн пӗрремӗш кунӗнче ту тӑррисем курӑна пуҫланӑ. 

6 Хӗрӗх кун иртсессӗн Ной хӑй тунӑ ка- рап чӳречине уҫнӑ та 7 [ҫӗр ҫинчен шыв чакнине пӗлмешкӗн] ҫӑхана кӑларса янӑ; вӑл вӗҫсе тухнӑ та ҫӗр ҫинчи шыв типи- чченех пӗр аяккалла вӗҫс е кайнӑ, пӗр каялла вӗҫсе килнӗ. 8 Унтан ҫӗр ҫинчен шыв кайса пӗтнине пӗлмешкӗн Ной кӑ- вакарчӑна кӑларса янӑ; 9 анчах кӑвакар- чӑнӗ урине пусса ларса канма вырӑн ту- пайман та ун патне каялла карап ҫине вӗҫсе килнӗ, мӗншӗн тесессӗн ҫӗр ҫинче пур тӗлте те шыв тӑнӑ; Ной аллине тӑс- нӑ та ӑна ярс а тытс а хӑй патне карап ӑшне кӗртнӗ. 10 Тата ҫичӗ кун кӗтсе тӑнӑ та карап ӑшӗнчен каллех кӑв акарчӑна кӑларса янӑ. пКӑвакарчӑн ун патне каҫ пуласпа каялла вӗҫсе ҫитнӗ, акӑ сӑмси- пе вӑл ҫу йывӑҫҫин ешӗл чӗрӗ ҫулҫине хыпса килнӗ; Ной вара ҫӗр ҫинчен шыв чакса кайнине пӗлнӗ. 12 Вӑл тат а ҫичӗ кун кӗтсе тӑнӑ та [каллех] кӑвакарчӑна кӑларса янӑ; кӑвакарчӑн вара ун патне каялла таврӑнман.

13 [Ной пурӑнӑҫӗн] ултҫӗр пӗрремӗш ҫу- лӗнче, пӗрремӗш уйӑхӑн [пӗрремӗш] кунӗ тӗлне, ҫӗр ҫинче шыв юлман; Ной карап тӑррине уҫса пӑхнӑ та — акӑ ҫӗр ҫийӗ ку- шӑхнӑ. 14 Иккӗмӗш уйӑхра, уйӑхӑн ҫирӗм ҫиччӗмӗш кунӗ тӗлне, ҫӗр пӗтӗмпех типсе



{[11] Иов 38:8. Ытар 8:29. 4 Пат 7:2. [16] Пулт 6:19–20. [23] Ӑсл 10:4. Мф 24:39.


8-мӗш сы пӑк. [1] Пс 111:6. [2] Пулт 7:11. [4] Иер 51:27.}


ҫитнӗ. 15 Вара [Ҫӳлхуҫа] Турӑ Ноя каланӑ: 16 эсӗ хӑв та тух, санӑн арӑму та, ывӑлусем те, ывӑлусен арӑмӗсем те санпа пӗрле карап ӑшӗнчен тухчӑр; 17 хӑвӑнпа пӗрле пулнӑ пур чӗрчуна та — вӗҫен кайӑксене, выльӑх-чӗрлӗхе, ҫӗр ҫийӗн шуса ҫӳрекен пур ҫӗлен-калтана — хӑвӑнпа пӗрле ил- се тух; вӗсем ҫӗр тӑрӑх саланччӑр, ҫӗр ҫинче ӗрч еччӗр, хунаса пыччӑр, тенӗ. 18 Вара Ной тухнӑ, унпа пӗрле унӑн ывӑ- лӗсем те, арӑмӗ те, ывӑ лӗсен арӑмӗсем те тухнӑ; 19 карап ӑшӗнчен мӗнпур тискер кайӑк, [мӗнпур выльӑх-чӗрлӗх,] мӗнпур ҫӗлен-калта, мӗнпур вӗҫен кайӑк — ҫӗр ҫинче мӗн ҫӳрекенни пурте — ӑрӑвӗ-ӑрӑ- вӗпе тухса кайнӑ.

 20 Вара Ной Ҫӳлхуҫа валли парне вырӑ- нӗ тунӑ; кашни таса выльӑх ӑрӑвӗнчен, таса вӗҫен кайӑксен мӗнпур ӑрӑвӗнчен илсе, вӗс ене парне вырӑнӗ ҫинче пӗтӗ- мӗшпе ҫунтарса парне кӳнӗ. 21Ырӑ шӑршӑ Ҫӳлхуҫана кӑмӑллӑ пулнӑ, вара Ҫӳлхуҫа [Турӑ] Хӑй ӑшӗнче каланӑ: этем пирки ҫӗре урӑх ылханмӑп ӗнтӗ, мӗншӗн тесес- сӗн этем кӑмӑлӗ мӗн ҫамрӑкранах усал; халӗ тунӑ пек тумӑп, пӗтӗм пурӑнакана урӑх нихӑҫан та пӗт ермӗп: 22 ҫӗр сыв ӑ чухне ака ссипе вырасси, сивӗпе шӑрӑх, ҫупа хӗл, кунпа каҫ нихӑҫан та чарӑнса лармӗҫ, тенӗ.


9

1 Турӑ, Нойпа унӑн ывӑлӗсене пилле- се, вӗсене ҫапла каланӑ: ӗрчӗр, хунӑр, ҫӗре тулса ҫитӗр, [ӑна тытса тӑрӑр]; 2 ҫӗр ҫинчи пур тискер кайӑк, [ҫӗр ҫинчи пур выльӑх-чӗрлӗх,] тӳпери пур вӗҫен кайӑк, ҫӗр ҫинчи пур кусан-ҫӳрен, тинӗсри пур пулӑ сирӗнтен хӑратӑр, сирӗнтен чӗтресе тӑтӑр: вӗсене сирӗн алла панӑ; 3 пӗтӗм пу- рӑнакан кусан-ҫӳрен сирӗн валли ҫимӗҫ пулӗ; унччен ешӗл курӑк панӑ пек, ҫакна пурне те сире паратӑп; 4 анчах чунӗ-юнӗ пур ӳте ан ҫийӗр; 5 Эпӗ хӑвӑр юнӑра та шыраса илӗп: сирӗн пурӑнӑҫӑр — юнра, ӑна кирек хӑш тискер кайӑкран та шыра- са илӗп, ҫын чунне ҫын аллинчен, унӑн тӑванӗн аллинчен те шыраса илӗп; 6 кам ҫын юнне тӑкӗ, унӑн юнне те ҫын аллиех тӑкӗ, мӗншӗн тесе ссӗн этеме Турӑ сӑнар- лӑ пултарнӑ; 7 эсир ӗнтӗ ӗрчӗр, хунӑр, ҫӗр тӑрӑх сарӑлӑр, ҫӗр ҫинче йышлӑлансах пырӑр, тенӗ.

8 Ноя, унпа пӗр ле унӑн ывӑлӗсене Турӑ татах каланӑ: 9 акӑ Эпӗ сирӗнпе тата си- рӗнтен кайран килес тӑхӑмӑрпа халал хыватӑп, 10 сирӗнпе пӗрле пулнӑ пур чӗрӗ чунпа — вӗҫен кайӑксемпе, выльӑх-чӗр- лӗхпе, ҫӗр ҫинчи пур тискер кайӑкпа — карап ӑшӗнчен тухнисемпе пуринпе те, ҫӗр ҫинчи пур чӗрчунпа та халал хыва- тӑп; 11 урӑх нимӗнле чӗрчуна та талай шывӗпе пӗтермӗп тесе, текех ҫӗре ҫука хӑваракан талай пулмӗ тесе, Эпӗ сирӗнпе халал хыватӑп, тенӗ. 12 [Ҫӳлхуҫа] Турӑ та- та каланӑ: Манпа сирӗн хушшӑмӑра тата сирӗн патӑрти пӗтӗм чӗрӗ чун хушшине ӗмӗртен ӗмӗре яланлӑха хывнӑ халалӑн палли ҫакӑ: 13 Эпӗ пӗлӗт ҫине асамат кӗ- перӗ каратӑп, вӑл Манпа ҫӗр хушшине [ӗмӗрлӗхе] хывнӑ халал палли пултӑр. 14 Вара ҫапла пулӗ: Эпӗ ҫӗр ҫине ҫумӑр пӗлӗчӗ ярсассӑн, пӗлӗтре [Манӑн] асамат кӗперӗ курӑнӗ; 15 вара Эпӗ Манпа сирӗн хушшӑмӑра тата кашни ӳтри чӗрӗ чун ху- шшине хывнӑ Хамӑн халалӑма аса илӗп; тӗнчене шыв илсе пӗтӗм чӗрчуна пӗтере- сси урӑх пулмӗ. 16 [Манӑн] асамат кӗперӗ тӳпере пулӗ, Эпӗ ӑна курӑп та Турӑпа [ҫӗр хушшине,] ҫӗр ҫинче пурӑнакан кашни ӳтри кашни чӗрӗ чун хушшине хывнӑ ӗмӗрлӗх халалӑма аса илӗп, тенӗ. 17 Турӑ Ноя татах каланӑ: Манпа ҫӗр ҫинче пу- рӑнакан кашни чӗрчун хушшине хывнӑ халал палли ҫакӑ ӗнтӗ, тенӗ.

18 Нойӑн карап ӑшӗнчен тухнӑ ывӑлӗсем ҫаксем пулнӑ: Сим, Хам тата Иафет. Хам вара Ханаанӑн ашшӗ пулнӑ. 19 Ҫаксем виҫ- ҫӗшӗ Нойӑн ывӑлӗсем пулнӑ; пӗтӗм ҫӗр ҫинчи халӑх вӗсенчен пулса кайнӑ.

20 Ной ҫӗр ӗҫлеме пуҫланӑ, вӑл иҫӗм ҫырли пахчи лартса ӳстернӗ; 21 вӑл иҫӗм эрехӗ ӗҫнӗ те ӳсӗрӗлнӗ, хӑйӗн чатӑрӗнче ҫарамас выртнӑ. 22 Хам, Ханаан ашшӗ,


{[17] Пулт 1:28; 9:1, 7. [21] Пулт 6:5. Мф 15:19. Мк 7:21.

9-мӗш сы пӑк. [1] Пулт 1:28; 8:17. [2] Пулт 1:28. [4] Лев 3:17; 7:26; 17:14. [6] Мф 26:52. Ӳлӗм 13:10. Пулт 1:27.

[7] Пулт 1:28; 8:17; 9:1. [11] Ис 54:9. [13] Сир 43:12.}



хӑй ашшӗ ҫарамасне курнӑ та тухса хӑ- йӗн икӗ тӑванне каласа панӑ. 23 Симпа Иафет тумтир илнӗ те ӑна хӑйсен хул- пуҫҫийӗ ҫине хурса, кутӑн кӗрсе ашшӗн ҫарамасне витсе тухнӑ; вӗсем хыҫалалла пӑхса пынӑ, хӑйсен ашшӗн ҫарамасне курман. 24 Ной мухмӑртан урӑлс а тӑнӑ та хӑйне кӗҫӗн ывӑлӗ мӗн тунине пӗлсе 25 каланӑ: Ханаан ылханлӑ пулс ӑр; вӑл хӑйӗн тӑванӗсем патӗнче чурасенӗн чу- ри пулӗ, тенӗ. 26Унтан каланӑ: Симӑн Ҫӳлхуҫа Турри мухтавлӑ; Ханаан Симӑн чури пулӗ; 27 Турӑ Иафет йӑхне хушсах пытӑр, вӑл Сим чатӑрӗсене кӗрсе вырӑнаҫ- тӑр; Ханаан унӑн чури пулӗ, тенӗ.

28 Тӗнчене шыв илнӗ хыҫ ҫӑн Ной виҫ - ҫӗр аллӑ ҫул пурӑннӑ. 29 Ной пурӑннӑ кунҫул пурӗ тӑхӑрҫӗр аллӑ ҫул пулнӑ, вӑл вара вилнӗ.


10

1Ной ывӑлӗсен — Симӑн, Хамӑн тата Иафес ӑн — йӑхӗ-кӑкӗ ҫакӑ. Талай хысҫӑн вӗсен ача-пӑча ҫуралнӑ. 2 Иафет ывӑлӗсем: Гомер, Магог, Мадай, Иаван, [Елиса,] Фувал, Мешех тата Фи- рас. 3 Гомер ывӑлӗсем: Аскеназ, Рифат тата Фогарма. 4 Иаван ывӑлӗсем: Елиса, Фарсис, Киттим тата Доданим. 5 Вӗсенчен ӗрченӗ халӑхсем утравсем ҫине ларс а тухнӑ; кашнийӗ хӑйс ен ҫӗрне, хӑйс ен чӗлхипе калаҫакансемпе пӗрле, хӑйсен ӑрӑвӗнчен тухнисемпе пӗрле, хӑйсен ха- лӑхӗ хушшине вырӑнаҫнӑ.

6Хам ывӑлӗсем: Хуш, Мицраим, Фут тата Ханаан. 7Хуш ывӑлӗсем: Сева, Ха- вила, Савта, Раама тата Савтеха. Раама ывӑлӗсем: Шева тата Дедан. 8 Хушӑн тата Нимрод ҫуралнӑ; ҫавӑ ҫӗр ҫинче паттӑра тухнӑ; 9 вӑл Ҫӳлхуҫа [Турӑ] умӗнче пат- тӑр кайӑкҫӑ пулнӑ, ҫавӑнпа калаҫҫӗ те ӗнтӗ: Ҫӳлхуҫа [Турӑ] умӗнче паттӑр ка- йӑкҫӑ Нимрод пек, теҫҫӗ. 10 Малтан унӑн патшалӑхӗ Сеннаар ҫӗрӗнчи Вав илон, Эрех, Аккад тата Халне хулисенчен тӑнӑ. 11 Ҫак ҫӗртен Ассур тухнӑ, вӑл Ниневи, Реховоф-ир, Калах хулисене туса ларт- нӑ, 12Ниневипе Калах хушшине Ре с ен хули лартнӑ; ку аслӑ хула. 13 Мицраимран Лудим, Анамим, Лес авим, Нафтухим, 14 Патрусим, Каслухим ҫуралнӑ, ҫаксен- чен Филисти халӑхӗ пулса кайнӑ; Миц- раимран тата Кафторим ҫуралнӑ.

15 Ханаанран Сидон ҫуралнӑ, — ку унӑн малтанхи ывӑлӗ пулнӑ, — тата Хет, 16 Иеву- сей, Аморрей, Герсесей, 17Евей, Аркей, Синей, 18Арвадей, Цемарей таса Хима- фей ҫуралнӑ. Каярахпа Ханаан ӑрӑвӗсем сапаланса кайнӑ, 19 ханаансен ҫӗрӗ Си- донран пуҫласа Герар еннелле Газа пат- не ҫитнӗ, кунтан Содом, Гоморра, Адма тата Цевоим еннелле Лаша патне ҫитнӗ. 20 Кусем — хӑйсен ӑрӑвӗсемпе, хӑйсен ха- лӑхӗпе хӑйсен ҫӗрне вырӑнаҫнӑ, хӑйсен чӗлхипе калаҫакан Хам ывӑлӗсем.

21 Симӑн та ачисем пулнӑ, Сим вӑл — Еверӑн мӗнпур ывӑлӗн ашшӗ, Иафетӑн аслӑ пиччӗшӗ.

22 Сим ывӑлӗсем: Елам, Ассур, Арфак- сад, Луд, Арам [тас а Каинан]. 23 Арам ывӑлӗсем: Уц, Хул, Гефер тата Маш. 24 Ар- факсадран [Каинан ҫуралнӑ, Каинанран] Сала ҫуралнӑ, Саларан Евер ҫуралнӑ. 25 Еверӑн икӗ ывӑл ҫуралнӑ; пӗрин ячӗ Фалек, вӑл ҫуралнӑ кунсенче ҫӗр уйӑр- нӑран ӑна ҫапла ят панӑ; унӑн шӑ ллӗн ячӗ — Иоктан. 26 Иоктанран Алмодад, Шалеф, Хацармавеф, Иерах, 27 Гадорам, Узал, Дикла, 28 Овал, Авимаил, Шес а, 29 Офир, Хавила тата Иовав ҫуралнӑ. Ҫак- сем пурте — Иоктан ывӑлӗсем. 30 Вӗсем вырӑ наҫнӑ ҫӗр Мешаран пуҫласа тухӑҫ енчи Сефар тӑвӗ патне ҫитиччен тӑсӑлнӑ. 31Кусем — хӑйсен ӑрӑвӗсемпе, хӑйсен ха- лӑхӗпе хӑйсен ҫӗрне вырӑнаҫнӑ, хӑйсен чӗлхипе калаҫакан Сим ывӑлӗсем.

 32 Ной ывӑлӗсен ӑрӑвӗсем ҫаксем ӗнтӗ, вӗсен йӑхӗ-кӑкӗ ҫакӑ ӗнтӗ. Талай хыҫҫӑн вӗсенчен халӑхсем ӗрчесе кайса ҫӗр тӑ- рӑх саланнӑ.


11

1Пӗтӗм ҫӗр ҫинче пӗр чӗлхепе, пӗр пек калаҫнӑ. 2 Тухӑҫ енчен тапран- са кайса вӗсем Сеннаар ҫӗрӗнче тӳрем- лӗх тупнӑ та ҫавӑнта вырӑнаҫнӑ. 3 Вӗсем


{[26]Нав 16:10. Тӳре 1:9.

10- мӗш сыпӑк. [1] Пулт 5:32. [2] 1 Ҫулс 1:5. [4] Йыш 24:24. Ис 23:1. [8] 1 Ҫулс 1:10. Иер 16:16. [10] Ам 6:2.

[14] Аст 2:23. [22] 1 Ҫулс 1:17. [25] 1 Ҫулс 1:19. Пулт 11:8. [30] Йыш 23:7.}


пӗр-пӗрне каланӑ: атьӑр кирпӗч тӑвар та ӑна вутпа хӗртер, тенӗ. Ҫапла вӗ тенӗн чул вырӑнне кирпӗч пулса тӑнӑ, акшар вырӑнне ҫӗр тикӗчӗ пулнӑ. 4 Вара вӗсем каланӑ: хамӑр валли хула лартар, тӳпене ҫитекен пашне тӑвар, вара хамӑр ята ча- па кӑларӑпӑр, пӗтӗм ҫӗр тӑрӑх сапаланса каймӑпӑр. 5 Ҫӳлхуҫа этем ывӑлӗсем тӑва- кан хулапа пашнене пӑхма аннӑ. 6 Ҫӳлхуҫа каланӑ: акӑ вӗ сем пӗр халӑх, пуринӗн те пӗр чӗлхе; вӗсем акӑ мӗн тума тытӑнчӗҫ, вӗсем хӑйсем мӗн тума шухӑш тытнине пӑрахас ҫук; 7 анар та вӗсенӗн чӗлхине ар- паштарса ярар, пӗри мӗн каланине тепӗри ан ӑнланайтӑр, тенӗ. 8 Ҫӳлхуҫа вӗсене ҫав тӗлтен пӗтӗм ҫӗре салатса янӑ; вӗсем вара хулипе пашнине тума чарӑннӑ. 9 Ҫавӑнпа хулине Ватилон те те ят панӑ, мӗншӗн тесессӗн унта Ҫӳлхуҫа пӗтӗм ҫӗр чӗлхи- не арпаштарнӑ, Ҫӳлхуҫа вӗсене ҫавӑнтан пӗтӗм ҫӗр тӑрӑх салатса янӑ.

10 Симӑн йӑхӗ-кӑкӗ ҫакӑ: тӗнчене шыв илнӗ хыҫҫӑн икӗ ҫултан, ҫӗр ҫулта чух- не, Симӑн Арфаксад ҫуралнӑ; 11 Арфаксад ҫуралнӑ хыҫҫӑн Сим тата пилӗкҫӗр ҫул пурӑннӑ, унӑн ывӑлсемпе хӗрсем ҫурал- нӑ, [вара вилнӗ].

12Арфаксад вӑтӑр пилӗк [135] ҫул пу- рӑннӑ та, унӑн [Каинан ҫуралнӑ. Каинан ҫуралнӑ хыр ҫӑн Арфаксад тат а ви рҫӗр вӑтӑр ҫул пурӑннӑ, унӑн ывӑлсемпе хӗр- сем ҫуралнӑ, вӑл вара вилнӗ. Каинан ҫӗр вӑт ӑр ҫул пурӑннӑ та, унӑн] Сала ҫуралнӑ. 13 Сала ҫуралнӑ хыҫҫӑн Арфак- сад [Каинан] тӑватҫӗр виҫӗ [330] ҫул пу- рӑннӑ, унӑн ывӑлсемпе хӗрсем ҫуралнӑ, [вара вилнӗ].

14 Сала вӑтӑр [130] ҫул пурӑннӑ та, унӑн Евер ҫуралнӑ. 15 Евер ҫуралнӑ хыҫҫӑн Сала тӑватҫӗр вирӗ [330] ҫул пурӑннӑ, унӑн ывӑлсемпе хӗрсем ҫуралнӑ, [вара вилнӗ.]

16 Евер вӑтӑр тӑватӑ [134] ҫул пурӑннӑ та, унӑн Фалек ҫуралнӑ. 17 Фалек ҫуралнӑ хыҫҫӑн Евер тӑватҫӗр вӑтӑр [370] ҫул пу- рӑннӑ, унӑн ывӑлсемпе хӗрсем ҫуралнӑ, [вара вилнӗ.]

18 Фалек вӑс ӑр [130] ҫул пурӑннӑ та, унӑн Рагав ҫуралнӑ. 19 Рагав ҫуралнӑ хы- ҫҫӑн Фалек икс ӗр тӑс ӑр ҫул пурӑннӑ, унӑн ывӑлсемпе хӗр сем ҫуралнӑ, [вара вилнӗ].

20 Рагав вӑсӑр икӗ [132] ҫул пурӑннӑ та, унӑн Серух ҫуралнӑ. 21 Серух ҫуралнӑ хыҫҫӑн Раг ав икҫ ӗр ҫичӗ ҫул пурӑннӑ, унӑн ывӑлсемпе хӗр сем ҫуралнӑ, [вара вилнӗ].

22 Серух вӑс ӑр [130] ҫул пурӑннӑ та, унӑн Нахор ҫуралнӑ. 23 Нахор ҫуралнӑ хыҫ- ҫӑн Серух икҫӗр ҫул пурӑннӑ, унӑн ывӑл- семпе хӗрсем ҫуралнӑ, [вара вилнӗ].

24 Нахор ҫирӗм тӑхӑр [79] ҫул пурӑннӑ та, унӑн Фарра ҫуралнӑ. 25 Фарра ҫуралнӑ хыҫҫӑн Нахор ҫӗр вунтӑхӑр [129] ҫул пу- рӑннӑ, унӑн ывӑлсемпе хӗрсем ҫуралнӑ, [вара вилнӗ].

26 Фарра ҫитмӗл ҫул пурӑннӑ та, унӑн Аврам, Нахор тата Аран ҫуралнӑ.

27 Фарран йӑхӗ-кӑкӗ ҫакӑ: Фарран Ав- рам, Нахор тата Аран ҫуралнӑ. Аранӑн Лот ҫуралнӑ. 28Аран хӑйӗн ашшӗ Фар- ра пурӑннӑ чухнех хӑй ҫуралнӑ ҫӗрте, Халдейӑри Ур ҫӗрӗнче, вилнӗ. 29 Аврампа Нахор хӑйсем валли арӑмсем илнӗ; Ав- рам арӑмӗ Сара ятлӑ пулнӑ; Нахор арӑмӗ Милка ятлӑ пулнӑ. Милка Аранӑн хӗрӗ пулнӑ, Аран Милка ашшӗ тата Иска аш- шӗ пулнӑ. 30 Сара тип варлӑ пулнӑ, унӑн ача пулман.

 31 Фарра хӑйӗн ывӑлне Аврама, хӑйӗн мӑнукне — Лота, Аран ывӑлне — тата Са- рӑна — хӑйӗн кинне, хӑй ывӑлӗн Аврамӑн арӑмне — ертнӗ те, вӗсемпе пӗрле Ханаан ҫӗрне кайма тесе, Халдейӑри Ур ҫӗрӗнчен тухса кайнӑ; анчах Харрана ҫитс ессӗн, вӗсем ҫавӑнта вырӑнаҫнӑ. 32 Харран ҫӗр- не ҫитнӗ чухне Фарра икҫӗр пилӗк ҫулта пулнӑ, Фарра Харранра вилнӗ.

12

1 Ҫӳлхуҫа Аврама каланӑ: хӑвӑн ҫӗрӳнтен, тӑвану-хурӑнташу хуш- шинчен, аҫу килӗнчен тух та Эпӗ сана кӑтартакан ҫӗре кай; 2 санран Эпӗ аслӑ халӑх кӑларӑп, сана пиллӗп, санӑн ятна


{11- мӗш сыпӑк. [4] Аст 1:28. [8] Аст 32:8. [10] 1 Ҫулс 1:17. [16] 1 Ҫулс 1:19. [26] Нав 24:2. 1 Ҫулс 1:26-27.

[31] Нав 24:3.

12- мӗш сыпӑк. [1] Ап ӗҫс 7:3.}


мухтавлӑ тӑвӑп, эсӗ пиллӗхлӗ пулӑн; 3 Эпӗ сана пиллекенсене пиллӗп, сана ылха- накансене ылханӑп; сан урлӑ ҫӗр ҫинчи пур йӑх та пиллӗх илӗ, тенӗ.

4Хӑйне Ҫӳлхуҫа каланӑ пек, Аврам тухса кайнӑ; унпа пӗрле Лот та кайнӑ. Харранран тухса кайнӑ чухне Аврам ҫит- мӗл пилӗк ҫулх а пулнӑ. 5 Аврам хӑйпе пӗрле хӑйӗн арӑмне Сарӑна, хӑйӗн тӑва- нӗн ывӑлне Лота, хӑйсем пухнӑ мӗнпур пурлӑхне тат а Харранра чухне хӑйс ен аллинче тытнӑ мӗнпур ҫыннине илнӗ те Ханаан ҫӗрне кайма тухнӑ; ун тан Ха- наан ҫӗрне пырса ҫитнӗ. 6 Аврам ҫав ҫӗр тӑрӑх Сихем тех кен вырӑна ҫих иччен, Море юманлӑхне ҫитиччен, тӑрӑшшӗпех ҫӳресе тухнӑ. Ҫак ҫӗрте ун чухне ханаан- сем [пурӑннӑ]. 7Аврама Ҫӳлхуҫа курӑннӑ, каланӑ [ӑна]: ҫак ҫӗре Эпӗ санӑн йӑхна парӑп, тенӗ. Унта Аврам хӑйне курӑннӑ Ҫӳлхуҫа валли парне вырӑнӗ тунӑ. 8 Ҫав тӗлтен Аврам ту патнелле, Вефильрен тухӑҫ еннелле, тапранса кайнӑ; вӑл ун- та чатӑрне ҫапла карса лартнӑ: Вефиль чатӑртан анӑҫалла, Гай тухӑҫалла пулнӑ; ҫакӑнта вӑл Ҫӳлхуҫана парне кӳмешкӗн парне вырӑнӗ туса лартнӑ та [хӑйне ку- рӑннӑ] Ҫӳлхуҫа ятне асӑн са чӗннӗ. 9 Вара Аврам тапранса тухнӑ та малалла, кӑн- тӑралла, кайнӑ.

10 Ҫав ҫӗрх е выҫлӑх пулнӑ. Ҫав ҫӗрх е выҫлӑх вӑйлӑланса ҫитнӗрен Аврам Еги- пета пурӑнма кайнӑ. пЕгипет патнелле ҫывӑхарса ҫитнӗ чухне вӑл Сарӑна, хӑ- йӗн арӑмне, каланӑ: акӑ эсӗ питӗ илем- лӗ хӗрарӑм пулнине эпӗ пӗлетӗп; 12 сана курсассӑн Египет ҫыннисем: «ку унӑн арӑмӗ» тейӗҫ; вара мана вӗлерӗҫ, сана чӗрӗ хӑварӗҫ; 13 эсӗ: эпӗ унӑн йӑмӑкӗ пу- латӑп, те, сан тӗлӗшпе мана аван пултӑр, сан урлӑ манӑн чунӑм чӗрӗ юлтӑр, тенӗ. 14 Ҫаплах пулнӑ: Аврам Египета ҫит лес- сӗн, Египет ҫыннисем Сара питӗ илемлӗ хӗрарӑм иккенне курнӑ; 15 ӑна фараонӑн аслӑ улпучӗсем те курнӑ та ӑна фараон умӗнче мухтанӑ; вара ӑна фараон ҫурт- не илсе пынӑ. 16 Ун майӗпе Аврама аван пулнӑ; унӑн вак выльӑх та, шултӑра вы- льӑх та, ашаксем те, ар сын чурасемпе хӗрарӑм чурасем те, лашалла ашаксем те, тӗвесем те пулнӑ.

 17 Анчах Ҫӳлхуҫа Сарӑшӑн, Аврам арӑ- мӗшӗн, фараона хӑйне те, унӑн килне те йывӑр асап кӑтартнӑ. 18 Вара фараон Аврама чӗнтерсе илнӗ те каланӑ: эсӗ ма- на мӗн турӑн капла? вӑл санӑн арӑму ик- кенне мана мӗншӗн каламарӑн? 19 мӗншӗн эсӗ: «вӑл манӑн йӑмӑк» терӗн? эпӗ ӑна хам валли арӑм тума илсеттӗм. Акӑ ха- лӗ санӑн арӑму, илсе каях [ӑна], тенӗ. 20 Фараон хӑй ҫыннисене хушнӑ та, вӗсем вара Аврама хӑйне те, унӑн арӑмне те, унӑн мӗн пуррине пур не те, [унпа пӗрле Лота та] кӑларса янӑ.


13

1 Аврам хӑй те, унӑн арӑмӗ те хӑй- сен мӗнпур пурлӑхне илнӗ те Еги- петран тапранса тухса кӑнтӑралла кайнӑ, унпа пӗр ле Лот та пынӑ.

2 Аврам выльӑх-чӗрлӗх тӗлӗшӗнчен те, ылтӑн-кӗмӗл тӗлӗшӗнчен те пит ӗ пуян пулнӑ. 3 Вӑл, кӑнтӑр енчен Вефиль пат- нелле куҫа-куҫа пырса, унччен хӑй Ве- фильпе Гай хушшине чатӑр лартнӑ вырӑ- на, 4 хӑй малтан парне вырӑнӗ тунӑ ҫӗре, ҫитнӗ; унта Аврам Ҫӳлхуҫа ятне асӑнса чӗннӗ. 5 Аврампа пӗр ле ҫӳрекен Лотӑн та ҫавӑн пекех вак выльӑх та, шултӑра вы- льӑх та, чатӑрсем те пулнӑ. 6 Вӗсене пӗрле пурӑнма ҫӗр хӗсӗк пулнӑ, пурлӑхӗ питех те нумай пулнӑран вӗсем пӗрле пурӑнай- ман. 7 Аврам выльӑхӗсен кӗтӳҫисемпе Лот выльӑхӗсен кӗтӳ ҫисем хушшинче тавла- шу тухнӑ; ун чухне ҫав ҫӗрте ханаансемпе ферезейсем пурӑннӑ.

8 Аврам Лота каланӑ: санпа манӑн хуш- шӑмӑрта, санӑн кӗтӳҫӳсемпе манӑн кӗ- тӳҫӗсем хушшинче хирӗҫӳ ан пулс ӑр: эпир — тӑвансем; 9 пӗтӗм ҫӗр санӑн умӑн- та мар-и вара? уйӑрӑл манран: эсӗ сула- хаялла кайсассӑн, эпӗ сылтӑмалла кайӑп;



{[3] Пулт 18:18; 22:18; 26:4. Гал 3:8, 16. [6] Пулт 18:1; 33:18; 37:12. [7] Пулт 13:15; 15:7, 18; 26:3–4. Аст 34:4.


[8] Пулт 13:3; 28:19. [13] Пулт 20:2. [16] Пулт 13:2. [17] Пс 104:14.


13-мӗш сы пӑк. [1] Пс 104:13. [2] Пулт 24:35. Ытар 10:22. [3] Пулт 12:8; 35:6. [4] Пулт 12:7–8.


[6] Пулт 36:7. [7] Пулт 21:25. [8] Пс 33:15. Пулт 11:27; 14:12.}


эсӗ сылтӑмалла кайсассӑн, эпӗ сулахаял- ла кайӑп, тенӗ. 10 Лот пуҫне ҫӗклесе пӑхнӑ та Иордан таврашӗнчи пӗтӗм ҫӗре курнӑ: Ҫӳлхуҫа Турӑ Содомпа Гоморрӑна пӗтери- ччен ҫак ҫӗр Сигор таранчченех пӗтӗмпе Ҫӳлхуҫа пахчи пек, Египет ҫӗрӗ пек шыв- па шӑварӑнса-нӳрленсе тӑнӑ; пЛот хӑй валли Иордан таврашӗнчи пӗт ӗм ҫӗре суйласа илнӗ те тухӑҫалла тапранса кай- нӑ. Вара вӗсем пӗр-пӗринчен уйӑрӑлнӑ. 12Аврам Ханаан ҫӗрӗнче пурӑна пуҫланӑ; Лот ҫав таврари хуласенче пурӑннӑ, ча- тӑрӗсене Содома ҫит иех лартс а тухнӑ. 13 Содом ҫыннисем усал пулнӑ, Ҫӳлхуҫа умӗнче питӗ ҫылӑхлӑ пулнӑ.

 14 Лот Аврамран уйӑрӑлнӑ хыҫҫӑн Ҫӳлху- ҫа Аврама каланӑ: пуҫна ҫӗклесе пӑх-ха, халӗ ху тӑракан вырӑнтан ҫурҫӗрпе кӑн- тӑр еннелле, тухӑҫпа анӑҫ еннелле ҫав- рӑнса пӑх; 15 ҫак эсӗ куракан пӗтӗм ҫӗре Эпӗ сана, санӑн йӑхна ӗмӗрлӗхе парӑп, 16 санӑн йӑхна ҫӗр ҫинчи хӑйӑр пек тӑ- вӑп; ҫӗр ҫинчи хӑйӑр пӗрчине кам та пулин шутласа кӑларма пултарайсассӑн, санӑн йӑхна та шутласа кӑларӗҫ; 17 тӑр, ҫак ҫӗрӗн тӑршшӗне те, урлӑшне те ут- са тух: ӑна Эпӗ сана [тата санӑн йӑхна ӗмӗрлӗхе] парӑп, тенӗ. 18 Аврам чатӑрне пуҫтарса хускалса кайнӑ та Хевронри Мамре юманлӑхне пырса ларнӑ; ун та вӑл Ҫӳлхуҫана парне кӳмешкӗн парне вырӑнӗ туса лартнӑ.


14

1 Сеннаар патши Амрафел, Елла- сар патши Арисх, Елам патши Кедорлаомер таса Гоим патши Фидал пурӑннӑ кун с енче 2 ҫавсем Содом пат- шине Берана хирӗҫ, Гоморра патшине Биршана хирӗҫ, Адма патшине Шинава, Севоим патшине Шемевера тата Сигор те- екен Бела патшине хирӗҫ вӑрҫӑпа тухнӑ. 3 Вӗсем пурте хальхи Тӑварлӑ тинӗс вырӑ- нӗнче, Сиддим ятлӑ айлӑмра, пӗр ҫӗре пуҫтарӑннӑ. 4 Кедорлаомер вӗсене вуни- кӗ ҫул пӑхӑнтарса тӑнӑ пулнӑ, вунвиҫҫӗ- мӗш ҫулхине вара вӗсем пӑлхав хускатнӑ.

5 Вунтӑваттӑмӗш ҫулхине Кедорлаомер тата унпа пӗр канашлӑ патшасем ҫитнӗ те Аштероф-Карнаимри рефаимсене, Гам хулинчи зузимсене, Шаве-Кириафаимри эмимсене, 6хӑйсенӗн Сеир теекен ту ху- шӑкӗсенче пурӑнакан хоррейсене пушхир ҫывӑхӗнчи Ел-Фаран патне ҫитичченех ҫӗмӗрсе тухнӑ. 7Унтан таврӑнсассӑн, вӗ- сем Мишпат ҫӑлӗ патне — урӑхла каласа- ссӑн, Кадес патне — пынӑ та амаликсен пӗтӗм ҫӗрне ҫӗмӗрсе тухнӑ, ҫавӑн пекех Хацацон-Фамарьте пурӑнакан аморрей- сене те ҫӗмӗрсе тухнӑ. 8 Содом патши, Гоморра патши, Адма патши, Сев оим патши таса Сисор тескен Бела патши вӗсене хирӗҫ тухнӑ; вӗсемпе Сиддим ай- лӑмӗнче ҫапӑҫа пуҫланӑ, 9 Елам патшине Кедорлаомера хирӗҫ, Гоим патшине Фи- дала хирӗҫ, Сеннаар патшине Амрафела хирӗҫ, Елласар патшине Ариоха хирӗҫ ҫапӑҫнӑ, — тӑватӑ патша пилӗк патшапа ҫапӑҫнӑ. 10 Сиддим айлӑмӗнче тикӗт шӑ- тӑкӗ нумай пулнӑ. Тара пуҫланӑ Содом патшипе Гоморра патши ҫав шӑтӑксене кӗрсе ӳкнӗ, ыттисем тусем ҫине тарнӑ. 11 Ҫӗнтерекенсем Содомпа Гоморрӑн мӗн- пур пурлӑхне тата сых ятне хатӗрленине те пӗтӗмпех илсе кайнӑ. 12Аврам тӑванӗн ывӑлне, Содомра пурӑнакан Лота, унӑн пӗтӗм пурлӑхӗ-мӗнӗпех илсе кайнӑ.

13 Хӑтӑлса юлнисенчен пӗри пынӑ та Ав- рам еврее хыпар тунӑ; Аврам ун чухне Мамре юманлӑхӗнче пурӑннӑ. Мамре вӑл аморрей ҫынни, Эшколпа Анер тӑванӗ, пулнӑ, кусем Аврампа пӗр канашлӑ тӑнӑ. 14 Аврам, хӑйӗн йӑхсашӗ [Лот] тыткӑна ҫакланнине илтсессӗн, хӑй ҫуртӗнче ҫу- ралнӑ виҫҫӗр вунсакӑр чурине вӑрҫӑ кӑ- ралӗ тыттарнӑ та тӑшмансем хыҫҫӑн Дан патне ҫитиччен хӑваласа кайнӑ; 15 вара ушкӑнӑн-ушкӑнӑн уйӑрӑлса, вӑл хӑйӗн чурисемпе пӗрле вӗс ене ҫӗрле тапӑннӑ та пӗт ӗмпех ҫӗмӗрсе тӑкнӑ; вӗс ене Да- маскӑн сулахай енчи Хова теекен вырӑна ҫитичченех хӑваласа кайнӑ; 16 вӗсен пӗтӗм



{[10] Пулт 2:8. Ис 51:3. Иез 28:13. [13] Пулт 18:20; 19:13. Иез 16:49. [15] Пулт 12:7; 15:18; 26:4. Аст 34:4.


[16] Пулт 32:12. Аст 10:22. [18] Йыш 13:23.


14-мӗш сы пӑк. [1] Пулт 10:10; 11:2. [2] Пулт 19:22. [13] Пулт 17:8. Евр 11:9, 13. [14] Нав 19:47.}


тупӑшне туртс а илнӗ, хӑйӗн йӑхт ашне Лота та, унӑн мӗнпур пурлӑхне те, ҫавӑн пекех тата хӗрарӑмӗсене те, халӑхне те каялла тавӑрнӑ.


17Вӑл Кедорлаомера тас а унпа пӗрле пулнӑ патшасене ҫӗмӗрсе тӑкса каялла таврӑннӑ чухне Содом патши ӑна хирӗҫ Шаве айлӑмне тухс а тӑнӑ, ҫав вы рӑна халӗ Патша айлӑмӗ теҫҫӗ; 18 Салим патши Мелхиседек те ҫӑкӑрпа эрех илс е тух- нӑ, — вӑл Ҫӳлти Туррӑн священникӗ пул- нӑ, — 19 Мелхиседек ӑна пиллесе каланӑ: Ҫӳлти Турӑ, тӳпепе ҫӗр Патши, Аврама пиллӗхлӗ турӗ; 20 тӑшманусене хӑвӑн ал- луна ӳкернӗ Ҫӳлти Турӑ мухтавлӑ, тенӗ. [Аврам] ӑна хӑйӗн пӗт ӗм тупӑшӗнчен вуннӑмӗш пайне панӑ. 21 Содом патши Аврама каланӑ: ҫыннисене мана пар, туп- рине хӑвӑн валли ил, тенӗ. 22 Анчах Аврам Содом патшине каланӑ: аллӑма Ҫӳлт и Ҫӳлхуҫа Турӑ енне, тӳпепе ҫӗр Патши ен- не, ҫӗклетӗп, 23 санӑн: эпӗ Ав рама пуйтар- тӑм темелле ан пултӑр — санӑн мӗнпур тупрунтан ҫипне те, ура сыррин чӗнне те илмӗп; 24 хамӑн чурасем ҫинисӗр пуҫне, манпа пӗрле килнӗ ҫынсене тивӗҫлӗ пай- семсӗр пуҫне санӑнне нимӗн те илмӗп; Анерпа Эшкол тата Мамрий хӑйсен пайне илччӗр, тенӗ.


15

1 Ҫак ӗҫсем пулса иртнӗ хыҫҫӑн, [ҫӗрле] Аврама Ҫӳлхуҫа Турӑ ку- рӑннӑ чухне, ӑна Ҫӳлхуҫаран сӑмах пул- нӑ, ӑна каланӑ: Аврам, ан хӑра; Эпӗ — са- нӑн хӳттӳ; санӑн тивлетӳ питех те пысӑк [пулӗ], тенӗ. 2Аврам каланӑ: эй Ҫӳлхуҫа Туррӑм! Эсӗ мана мӗн парӑн? акӑ эпӗ ача-пӑчасӑр юлатӑп; манӑн ҫуртӑма ҫак Елиезер, Дамаск ҫынни, пӑхса тӑрать, те- нӗ. 3 Аврам тата каланӑ: акӑ Эсӗ мана тӑ- хӑмлӑ тумарӑн, акӑ ӗнтӗ манӑн еткерҫӗм хам ҫуртӑмра ҫуралса ӳснӗ чура ывӑлӗ, тенӗ. 4 Ӑна Ҫӳлхуҫаран сӑмах пулнӑ, ӑна татах каланӑ: вӑл санӑн еткерҫӳ пулмӗ; кам санран ҫуралӗ, санӑн еткерҫӳ ҫавӑ пулӗ, тенӗ. 5Унтан ӑна тула илсе тухнӑ та каланӑ [ӑна]: тӳпе ҫине пӑх-ха, ҫӑлтӑр- сене шутласа кӑларма пултараятӑн пул- сассӑн — шутласа кӑлар, тенӗ. Ӑна тата каланӑ: санӑн ҫавӑн чухлӗ тӑхӑм пулӗ, тенӗ. 6Аврам Ҫӳлхуҫана ӗненнӗ, ҫакна Вӑл унӑн сӑваплӑхӗ вырӑнне хунӑ.

7 Вара ӑна каланӑ: Эпӗ Ҫӳлхуҫа, ҫак ҫӗ- ре санӑн аллуна еткерлӗхе памашкӑн сана Халдея ҫӗрӗнчи Ур хулинчен илсе тухрӑм, тенӗ. 8 Аврам каланӑ: эй Ҫӳлхуҫа Туррӑм! ҫак ҫӗре хам тытса тӑрассине ӑҫтан пӗлес манӑн? тенӗ. 9 Ҫӳлхуҫа ӑна каланӑ: Ман валли виҫӗ ҫулхи тына пӑ- ру, виҫӗ ҫулхи качака, виҫӗ ҫулхи така, улатӑпа тата ҫамрӑк кӑвакарчӑн ил, тенӗ. 10 Аврам вӗсене пурне те илнӗ те, ҫурма- ран касса, пӗр пайне тепӗр пайне хирӗҫ хунӑ; вӗҫен кайӑкӗсене ҫеҫ касман. 11 Ҫав мӗн пусни ҫине темӗн чухлӗ ҫӑткӑн кайӑк вӗҫсе аннӑ, анчах Аврам вӗсене хӑвала- хӑвала янӑ.

12Хӗвел аннӑ вӑхӑтра Аврама тарӑн ый- хӑ пуснӑ: ӑна хӑрушӑ сӗмлӗх хупӑрласа илнӗ. 13 Ҫӳлхуҫа Аврама каланӑ: пӗл с е тӑр: санӑн тӑхӑмусем ют ҫӗр ҫине пырса пурӑнакансем пулӗҫ, вӗсене чура тӑвӗҫ, вӗсене тӑватҫӗр ҫул хӗсӗрлесе пурӑнӗҫ,

14 анчах Эпӗ вӗсене чуса тус а пусӑн- нӑ халӑха сут тӑвӑп; ҫав ӑн хыҫ ҫӑн вӗ- сем [кунта] пысӑк пурлӑхпа тухса килӗҫ;

15 эсӗ вара хӑвӑн аҫусем патне канӑҫлӑн ӑсанӑн, сана ыррӑн ватӑлса ҫитсессӗн пы- тарӗҫ; 16 кунта вӗсенӗн тӑваттӑмӗш сыпӑ- кӗ ҫаврӑнса килӗ, мӗншӗн тесессӗн амор- рейсен йӗркесӗр ӗҫӗсен виҫи тулса ҫитей- мен-ха, тенӗ.

17Хӗвел анс а тӗстӗм пул с а ҫит сессӗн, акӑ кӑмакаран тухакан тӗтӗм пек тӗтӗм тата вут ҫулӑмӗ касса ҫурнӑ выльӑхсем хушшинчен иртсе кайнӑ. 18 Ҫӳлхуҫа ҫав кун, ҫапла каласа, Аврампа халал хывнӑ: ҫак ҫӗре Египет юханшывӗнчен пуҫласа аслӑ юханшыв, Евфрат юханшывӗ, патне ҫитиччен Эпӗ санӑн тӑхӑмна паратӑп: 19 ку вӑл кенейсен, кенезейсен, кедмоней-


{[17]  2 Пат 18:18. [18] Евр 7:1. [20] Евр 7:4. [24] Пулт 14:13.

15- мӗш сыпӑк. [1] Ис 40:10; 41:10; 43:1. [2] Пулт 24:2. [5] Пулт 22:17. [6] Рим 4:3. Гал 3:6. Иак 2:23. [10] Иер 34:18. [13] Ап ӗҫс 7:6. Тух 12:40. [16] Тух 12:41. [17] Иер 34:18. [18] Пулт 12:7; 13:15; 26:4. Аст 34:4.}


сен, 20хетсен, ферезейсен, рефаимсен, 21 аморрейсен, ханаансен, [евейсен], гер- гесейсен тата иевусейсен ҫӗрӗ, тенӗ.


16

1 Анчах Сара — Аврам арӑмӗ — ӑна ача ҫуратса паман. Сарӑн Агарь ятлӑ тарс ӑ, Египет хӗрӗ, пулнӑ. 2 Сара Аврама каланӑ: акӑ Ҫӳлхуҫамӑр манӑн варӑма ача ҫуратмалла мар пи- тӗрсе лартнӑ; эсӗ манӑн тар с ӑм патне кӗр: тен, манӑн ун урлӑ ача пулӗ, тенӗ. Аврам Сара сӑмахне итленӗ. 3 Аврам Ха- наан ҫӗрӗнче пурӑна пуҫлани вунӑ ҫул иртсессӗн, Аврам арӑмӗ Сара хӑйӗн тар- ҫине, Египет хӗрне Агаре, упӑшки вал- ли арӑмлӑха панӑ. 4 Аврам Агарь патне кӗнӗ те, Агарь йывӑр ҫын пулнӑ. Йывӑр ҫын пулнине кура Агарь хӑйӗн хуҫине, Сарӑна, хисеплеми пулнӑ. 5 Сара Аврама каланӑ: эпӗ хурлӑха юлнишӗн эсӗ айӑп- лӑ; эпӗ хамӑн тарсӑма санӑн ытамна кӗртрӗм, вӑл вара, хӑй йывӑр ҫын пулни- не кура, мана хисеплеми пулчӗ; манпа санӑн хушшӑмӑртине Ҫӳлхуҫамӑр татса патӑр, тенӗ. 6Аврам Сарӑна каланӑ: акӑ хӑвӑн тарҫу хӑвӑн аллунта; мӗн тӑвас тетӗн, ҫавна ту, тенӗ. Сара вара Агаре хӗсӗрлеме пуҫланӑ, лешӗ ун пасӗнчен тухса тарнӑ.

7 Ҫӳлхуҫа Ангелӗ Агаре пушхирте ҫӑл патӗнче, Сур еннелле каякан ҫул ҫинчи ҫӑл патӗнче, тӗл пулнӑ. 8 [Ҫӳлхуҫа Ангелӗ ӑна] каланӑ: Агарь, Сара тарҫи! эсӗ ӑҫтан килтӗн, ӑҫта каятӑн? тенӗ. Вӑл: эпӗ Са- рӑран, хамӑн хуҫамӑмран, таратӑп, тенӗ.

9 Ҫӳлхуҫа Ангелӗ ӑна каланӑ: хӑвӑн хуҫу патне таврӑн, ӑна пӑхӑнса пурӑн, тенӗ.

10 Ҫӳлхуҫа Ангелӗ ӑна тата каланӑ: санӑн йӑхна йышлӑлантарнӑҫемӗн йышлӑлан- тарса пырӑп, йышлӑ пулнӑран ӑна шут- ласа кӑларма та пулмӗ, тенӗ. 11 Ҫӳлхуҫа Ангелӗ ӑна татах каланӑ: акӑ эсӗ йывӑр ҫын, эсӗ ывӑл ача ҫуратӑн, санӑн асапна Ҫӳлхуҫа илтнӗрен эсӗ ӑна Измаил ятлӑ хурӑн; 12 вӑл ҫынсем хушшинче хир аша- кӗ пек пулӗ; унӑн алли пурне те хирӗҫ пулӗ, пурин алли те ӑна хирӗҫ пулӗ; вӑл хӑйӗн пӗтӗм тӑванӗ умӗнче пурӑнӗ, тенӗ. 13 Хӑйпе калаҫакан Ҫӳлхуҫана [Агарь] «Эсӗ мана куракан Турӑ» тесе ят панӑ. Мӗншӗн тесессӗн вӑл: эпӗ ҫакӑнта хама Куракана чӑннипех куртӑм, тенӗ. 14 Ҫавӑнпа та ҫав ҫӑла Беэр-лахай-рои[4] теҫҫӗ. Вӑл Кадеспа Баред хушшинче вырӑнаҫнӑ.

 15 Агарь Авр ама ывӑл ҫуратса панӑ; Агарьтен ҫуралнӑ ывӑлне [Аврам] Изма- ил тесе ят хунӑ. 16 Агарь Аврама Измаила ҫуратса панӑ чухне Аврам сакӑрвун ултӑ ҫулта пулнӑ.


17

1Аврам тӑхӑрвун тӑхӑр ҫула ҫитсессӗн, ӑна Ҫӳлхуҫа курӑннӑ, ӑна каланӑ: Эпӗ — Пурне те Пултаракан Ту- рӑ; Манӑн умӑмра ҫӳре, айӑпс ӑр пул; 2 Эпӗ санпа Хам хушшӑма Хамӑн хала- лӑма хыватӑп, сана питех те, питех те ӗрчетсе ярӑп, тенӗ. 3Аврам ҫӗре ӳксе пуҫ- ҫапнӑ. Турӑ унпа калаҫса ӑна тата кала- нӑ: 4 Манӑн санпа хывас халалӑм — Эпӗ Хам: эсӗ тӗрлӗ халӑхсен ашшӗ пулӑн; 5 ӳлӗмрен сана Аврам тесе чӗнмӗҫ, санӑн яту Авраам пулӗ, мӗншӗн тесессӗн Эпӗ сана тӗрлӗ халӑхсен ашшӗ тӑвӑп; 6 сана питех те, питех те ӗрчетсе ярӑп, санран халӑхсем пулса кайӗҫ, санран патшасем тухӗҫ; 7 санпа Хам хушшӑма, сан хыҫҫӑн килес ӑрӑвусем хушшине Эпӗ йӑхран йӑ- ха пыракан халалӑма хывӑп, Эпӗ санӑн Турру пулассине, сан хыҫҫӑн килес ӑрӑву- сен Турри пулассине ҫирӗплетсе ӗмӗрлӗх халал хывӑп; 8 сана тата сан хыҫҫӑн килес ӑрӑвусене ҫак хӑв ҫӳрекен ҫӗре, пӗт ӗм Ханаан ҫӗрне, ӗмӗрлӗхе еткерлӗхе парӑп; вӗсенӗн Турри пулӑп, тенӗ.

9 Турӑ Авраама таса каланӑ: эсӗ вара Эпӗ хывнӑ халала уяса тӑр, эсӗ хӑв та уяса тӑр, сан хыс ҫӑн килес ӑрусем те сыпӑкран сыпӑка уяса тӑччӑр. 10 Манпа сирӗн хушшӑмӑрти тата сан хыҫҫӑн ки- лес ӑрусен хушшинчи сыпӑкран сыпӑка пымалли, эсир уяса тӑмалли Манӑн ха- лалӑм акӑ ҫакӑ: сирӗн пур арҫын та ӳт


{16- мӗш сыпӑк. [14] Пулт 24:62. [15] Гал 4:22.

17- мӗш сыпӑк. [1] Пулт 12:7; 24:40; 48:15. [2] Пулт 12:2. [4] Сир 44:19-20. Рим 4:17. [5] Ис 51:2.

[6] Мф 1:6. [7] Пулт 15:18. 4 Пат 13:23. Лев 26:12. [9] Ап ӗҫс 7:8. [10] Лев 12:3. Лк 2:21. Ин 7:22.}


кастарнӑ пултӑр; 11 ӳтӗр хӗррине ка с ӑр: ҫакӑ Манпа сирӗн хушшӑмӑра хывнӑ ха- лал палли пулӗ. 12 Сирӗн ӑрӑвӑрта пур арҫын ачӑр та ҫуралсан сакӑр кунран ӳт кастарнӑ пултӑр: хӑвӑр килӗрте ҫуралнине те, пӗр-пӗр ют халӑх ҫыннинчен кӗмӗл парса туяннӑ тӑван мар ачана та ӳт касӑр. 13Хӑвӑн ҫуртунта ҫуралнине те, кӗмӗл парса туяннисене те ӳтне каснӑ пултӑр: Манӑн халалӑм сирӗн ӳтӗр ҫинче ӗмӗр- лӗх халал пулӗ. 14 Ӳт кастарман арҫынна, [саккӑрмӗш кунне] хӗрринчи ӳтне кастар- манскере, ҫав чуна ӗнсӗ хӑйӗн халӑхӗ хушшинчен пӗтермелле, мӗншӗн тесес- сӗн вӑл Манӑн халала пӑсать, тенӗ.

15 Турӑ Авраама татах каланӑ: Сарӑна, хӑвӑн арӑмна, Сара тесе ан чӗн, унӑн ячӗ Сарра пултӑр; 16 Эпӗ ӑна пиллӗп, унран сан валли ывӑл ача парӑп; Саррӑна пил- лӗп, унран халӑхсем ӗрчесе кайӗҫ, унран халӑхсен патшисем тухӗҫ, тенӗ.

17Авраам ҫӗре ӳксе пуҫҫапнӑ та кулса янӑ, хӑй ӑшӗнче вӑл: ҫӗр ҫулхи ҫынран ывӑл пулӗ-ши вара? тӑхӑрвуннӑри Сарра та ҫуратӗ-ши вара? тенӗ. 18 Авраам Турра каланӑ: эх, Санӑн куҫу умӗнче Измаил сывӑ пулсассӑн та юрӗччӗ! тенӗ. 19 Турӑ [Авраама] каланӑ: хӑвӑн арӑму, Сарра, хӑех сана ывӑл ача ҫуратса парӗ, эсӗ ӑна Исаак ятлӑ хурӑн; Эпӗ унпа [Эпӗ унӑн Турри пулӑп тата] унӑн килес ӑрӑвӗсен Турри пулӑп тесе ӗмӗрлӗхе халал хывӑп. 20 Эсӗ Измаилшӑн йӑлӑннине те Эпӗ илт- рӗм: акӑ Эпӗ ӑна пиллӗп, ӑна йышлӑ тӑвӑп, питех те, питех те ӗрчетсе ярӑп; унран вуникӗ ҫулпуҫ ҫуралӗ; Эпӗ унран аслӑ халӑх кӑларӑп. 21Анчах Хамӑн ха- лалӑма Исаакпа хывӑп; ӑна сана Сарра тепӗр ҫулхине шӑп ҫак вӑхӑтра ҫуратса парӗ, тенӗ.

22 Вара Турӑ Авраампа калаҫма чарӑннӑ та ун патӗнчен ҫӗкленсе кайнӑ. 23Авраам хӑйӗн ывӑлне Измаила, хӑйӗн ҫуртӗнче ҫуралнисене пурне те, кӗмӗлне парса су- тӑн илнисене пурне те, хӑйӗн ҫуртӗнчи мӗнпур арҫынна, пухнӑ та, Турӑ хӑйне каланӑ пек, ҫав кунах вӗс енӗн хӗррин- чи ӳтне касса янӑ. 24Хӑйӗн хӗрринчи ӳт- не каснӑ чухне Авраам тӑхӑрвун тӑхӑр ҫулта пулнӑ. 25Унӑн ывӑлӗ Измаил вара хӑйӗн хӗрринчи ӳтне каснӑ чухне вун- виҫӗ ҫулса пулнӑ. 26Авраама та, унӑн ывӑлне Измаила та пӗр кунрах ӳт касса янӑ; 27унпа пӗрле унӑн ҫуртӗнчи пур ар- ҫынна та — килте ҫуралнисене те, ют халӑхран кӗмӗл парса сусӑн илнисене те — ӳт каснӑ.


 18

1 Кӑнтӑрлахи шӑрӑхра Мамре юманлӑхӗнче хӑй чатӑрӗн алӑкӗ умӗнче ларнӑ чухне ӑна Ҫӳлхуҫа курӑннӑ. 2 Авраам пуҫне ҫӗклесе пӑхнӑ та — акӑ ун умӗнче виҫӗ ҫын тӑрать. Вӗсене курсас- сӑн, вӑл, чатӑрӗн алӑкӗ умӗнчен вӗсене хирӗҫ чупс а кайс а, ҫӗре ӳкс е пуҫ ҫапнӑ та 3 каланӑ: эй Патша! эпӗ Сан умӑнса ырӑлӑх тупрӑм пулсассӑн, Хӑвӑн чурун- тан пӑрӑнса иртсе ан кай; 4 кӑштах шыв илсе килӗҫ, сирӗн урӑрсене ҫӑвӗҫ; вара ҫак йывӑҫ айӗнче канса илӗр, 5 эпӗ ҫӑкӑр илсе килӗп, эсир вара чӗрӗрсене сыпӑн- тарӑр; унтан [хӑвӑр ҫулӑрпа] кайӑр; эсир хӑвӑр чурӑр умӗнченех иртсе каятӑр-ҫке, тенӗ. Вӗсем: епле калатӑн, ҫапла ту, те- нӗ. 6Авраам васкасах Сарра патне чатӑра кӗнӗ те каланӑ [ӑна]: виҫӗ сата паха ҫӑ- нӑхран хӑвӑртрах чуста ҫӑрса тутлӑлла ҫӑкӑр пӗҫ ер, тенӗ. 7 Авраам хӑй кӗт ӗвӗ патне чуп са кайнӑ та, лайӑх ҫамрӑк пӑру тытса, ӑна тарҫине панӑ, лешӗ ӑна васка- сах хатӗрле пуҫланӑ. 8 Авраам вара ҫу, сӗт тата пӗҫерсе хатӗрленӗ пӑрӑвне илнӗ те вӗсен умне лартнӑ; хӑй вӗсен ҫывӑхӗнче йывӑҫ айӗнче тӑнӑ. Вӗсем ҫинӗ.

9 Ӑна: Сарра арӑму ӑҫта? тенӗ. Вӑл ху- равланӑ: кунта, чатӑрта, тенӗ. 10 Вӗсенчен пӗри каланӑ: Эпӗ сан патна [тепӗр ҫулхи- не] ҫак вӑхӑтра татах килӗп, Саррӑн вара, санӑн арӑмун, ывӑл ача пулӗ, тенӗ. Сарра ҫакна ун хыҫӗнче, чатӑр алӑкӗ патӗнче итлесе тӑнӑ. 11 Авраампа Сарра ватӑлса


{[16] Гал 4:23. Ис 51:2. Мф 1:6. [17] Пулт 18:12. Лк 1:18. [19] Пулт 18:10; 21:1-2. Лк 1:55. [20] Пулт 25:13-16.

[21] Рим 9:9.

18- мӗш сыпӑк. [1] Пулт 13:18; 17:1. [2] Евр 13:2. [4] 1 Тим 5:10. [5] Пс 103:15. [6] 1 Пат 28:24. 3 Пат 17:13.

[10] Пулт 17:19; 21:1-2. Рим 9:9. [11] Рим 4:19. Евр 11:11.}


ҫитнӗ, ҫулланнӑ ҫынсем пулнӑ; Саррӑн хӗрарӑмсен пулаканни те пулма пӑрахнӑ ӗнтӗ. 12 «Ватӑлса ҫитсессӗн манӑн ҫав са- вӑнӑҫа курмалла пулӗ-ши? ӗнтӗ манӑн хуҫамӑм та ватӑ» тесе, Сарра хӑй ӑшӗнче кулса илнӗ. 13 Ҫӳлхуҫа Авраама каланӑ: мӗншӗн-ха Сарра [хӑй ӑшӗнче]: «чӑнах та, ватӑлса ҫитсен те ҫуратӑп-ши?» тесе, кулса илчӗ? 14 Ҫӳлхуҫашӑн йывӑрри пур-и вара? Каласа хунӑ вӑхӑтра, тепӗр ҫулхи- не, Эпӗ сан патна килӗп, Саррӑн ывӑл ача [пулӗ], тенӗ. 15 Сарра вара туннӑ, вӑл: эпӗ кулман, тенӗ. Мӗншӗн тесессӗн вӑл хӑранӑ. Анчах Турӑ [ӑна] каланӑ: ҫук, эсӗ култӑн, тенӗ.

16 Ҫав ҫынсем тӑнӑ та Содом [тата Го- морра] еннелле ҫул тытнӑ; Авраам вӗсем- пе пӗрле вӗсене ӑсатма кайнӑ. 17 Ҫӳлхуҫа каланӑ: Хам мӗн тӑвас тенине [Хамӑн чурамран] Авраамран пытарӑп-ши вара? 18 Авраамран чӑннипе те аслӑ, вӑйлӑ ха- лӑх тухӗ, ҫӗр ҫинчи халӑхсем пурте ун урлӑ пиллӗх илӗҫ, 19 мӗншӗн тесессӗн Эпӗ ӑна вӑл хӑйӗн ывӑлӗсене, хӑйӗн кил-йыш- не хӑйӗнчен кайран Ҫӳлхуҫа ҫулӗпе ҫӳре- ме, тӳррине тума, тӗрӗс сут тума вӗрент- се хӑвартӑр тесе суйласа илтӗм; Ҫӳлхуҫа Авраам тӗлӗшӗнчен мӗн каланине [пӗ- тӗмпех] туса ҫитерӗ, тенӗ. 20 Ҫӳлхуҫа татах каланӑ: Содомпа Гоморрӑра — йӗрекен сасӑ, хӑрушӑ сасӑ, вӗсенӗн ҫылӑхӗ питех те йывӑр ҫылӑх; 21 анам та пӑхам: Ман патӑма ҫис екен сас ӑ — вӗсене тарӑхса йӗни — тӗрӗсех-и, вӗсем чӑнах та ҫавӑн пек тӑваҫҫӗ-и, ҫук-и? пӗлем, тенӗ.

22 Ҫак ҫынсем ҫавӑнтан Содомалла ҫав- рӑнса кайнӑ; Авраам ҫаплах Ҫӳлсуҫа умӗнче тӑнӑ. 23 Авраам ҫывӑхарах пынӑ та каланӑ: Эсӗ тӳрӗ ҫынна та усал ҫын- семпе пӗрле пӗтерӗн-им вара, [тӳрӗ ҫын- на та усал ҫынна мӗн пулниех пулӗ-ши вара]? 24 Тен, ҫак хулара тӳрӗ пурӑнакан аллӑ ҫын тупӑнӗ? Эсӗ тӳрӗ пурӑнӑҫлӑ аллӑ ҫыншӑн [вӗсем унта пурӑнаҫҫӗ пул- сассӑн] ҫак [пӗтӗм] вырӑна хӗрхенмӗн-и, пӗтерсех пӑрахӑн-и? 25Эсӗ ун пек тӑвас ҫук, тӳрӗ ҫынна усал ҫынпа пӗрле пӗте- рес ҫук, тӳрӗ ҫынна та усал ҫынна мӗн пулниех пулмӗ; Эсӗ ун пек тума пулта- раймастӑн! Пӗсӗм ҫӗр Тӳри тӗрӗс мар сут тӑвӗ-и вара? тенӗ. 26 Ҫӳлхуҫа каланӑ: Содом хулинче Эпӗ тӳрӗ ҫын аллӑ тупас пулсассӑн, Эпӗ вӗсемшӗн [пӗтӗм хулана тата] ҫак пӗтӗм вырӑна хӗрхенӗп, тенӗ. 27 Авраам хуравласа каланӑ: эпӗ — тусан, эпӗ — кӗл, акӑ эпӗ Патшама каламах те- се шутларӑм: 28 тен, тӳрӗ ҫынсене шут- ланӑ чухне аллӑ пулмашкӑн пилӗк ҫын ҫитмӗ, пилӗк ҫын ҫитменшӗн Эсӗ пӗтӗм хулана пӗтерӗн-и вара? тенӗ. Вӑл: хӗрӗх пилӗк ҫын тупас пулсассӑн, пӗтерессӗм ҫук, тенӗ. 29 Авраам Унпа калаҫма чарӑн- масӑр татах каланӑ: тен, унта хӗрӗх ҫын тупӑнӗ? тенӗ. Вӑл: хӗрӗх ҫыншӑн та ҫав- на тӑвассӑм ҫук, тенӗ. 30Авраам тасах каланӑ: эпӗ калаҫнӑшӑн Патша Туррӑм ан ҫиллентӗрччӗ: тен, унт а вӑт ӑр ҫын тупӑнӗ? тенӗ. Вӑл: унта вӑтӑр ҫын тупӑн- сассӑн, пӗтермӗп, тенӗ. 31 Авраам каланӑ: акӑ эпӗ Патшама каламах тесе шутларӑм: тен, унта ҫирӗм ҫын тупӑнӗ? тенӗ. Вӑл: ҫирӗм ҫыншӑн пӗтермӗп, тенӗ. 32 Авраам каланӑ: эпӗ тат а тепӗр хут каланӑшӑн Патша Туррӑм ан ҫиллентӗрччӗ: тен, унта вунӑ ҫын тупӑнӗ? тенӗ. Вӑл: вунӑ ҫыншӑн пӗтермӗп, тенӗ. 33 Ҫӳлхуҫа Авраампа ка- лаҫма чарӑннӑ та кайнӑ; Авраам хӑйӗн вырӑнне таврӑннӑ.


19

1 Лот Содом хапхи патӗнче ларнӑ чухне хайхи икӗ Ангел каҫпа Со- дома пырса ҫитнӗ. Лот курнӑ та вӗсене кӗтсе илме ура ҫине тӑнӑ, вара вӗсене ҫӗре ӳксе пуҫҫапнӑ та 2 каланӑ: ырӑ ҫын- нӑмсем! хӑвӑр чурӑр килне кӗрсемӗр, ҫӗр каҫӑр, урӑрсене ҫӑвӑр, ирхине тӑрӑр та хӑвӑр каяс ҫула кайӑр, тенӗ. Вӗсем: ҫук, эпир урамра ҫӗр каҫ атпӑр, тенӗ. 3 Вӑл вӗсене хиссесех чӗннӗ; вӗ сем вара, ун патне кайса, унӑн килне кӗнӗ. Вӑл вӗсе- не хӑна тунӑ, тутлӑлла ҫӑкӑр пӗ сернӗ,


{[12] 1 Пет 3:6. [14] Иер 32:27. Зах 8:6. Мф 19:26. [18] Пулт 12:3; 22:18. [19] Аст 4:9; 6:7. [20] Пулт 19:13.

Иез 16:48. [21] Пулт 11:5. [25] Пс 7:9. Ин 5:27. Ап ӗҫс 17:31. [27] Пулт 2:7. Иов 30:19. Еккл 12:7.

[32] Иак 5:16.

19- мӗш сыпӑк. [1] Пулт 18:2. [2] Евр 13:2. Пулт 18:4.}


вӗсем ҫинӗ. 4 Вӗсем ҫывӑрма выртичче- нех Содом хулинче пурӑнакан ҫынсем, ҫамрӑккинчен пуҫласа ватти таранах, пӗтӗм хула халӑхӗ, ҫурта ҫавӑрса илнӗ те, 5 Лота чӗнсе кӑларса, ӑна ҫапла кала- нӑ: сан патна ҫӗр выртма кӗнӗ ҫынс ем ӑҫта? вӗсене пирӗн пата кӑлар-ха, эпир вӗсемпе выртса паллашар, тенӗ. 6 Лот, вӗ- сем патне алӑк умне тухса, хӑй хыҫҫӑн алӑкне питӗрнӗ те 7 каланӑ [вӗсене]: тӑ- ванӑмсем, усал ан тӑвӑр; 8 манӑн акӑ икӗ хӗрӗм пур, вӗсем арҫынпа хутшӑнман-ха; пӗрех хут сирӗн пата ҫавсене кӑларса па- рам, вӗсене хӑвӑр мӗн тӑвас тетӗр, ҫавна тӑвӑр; анчах ҫак ҫынсене ан тӗкӗнӗр: вӗ- сем ман килӗмре чарӑнса тӑнӑ ҫынсем, тенӗ. 9 Вӗсем [ӑна]: кунтарах кил-ха, тенӗ. Унтан каланӑ: акӑ ютран килнӗ ҫын, пи- ре ҫавӑ вӗрентесшӗн-и? халӗ эпир сана лешсене усал тунинчен те усалтарах тӑ- вӑпӑр, тенӗ. Вӗсем ҫак ҫынна, Лота, та- пӑнмах-хӗстермех пуҫланӑ, ӗнтӗ алӑкне ҫӗмӗрсе кӗме пырса капланнӑ. 10 Вара леш ҫыннисем аллине тӑснӑ та Лота хӑйсем патне пӳрте туртса кӗртнӗ, [пӳрт] алӑкне питӗрсе лартнӑ; 11 пӳрт алӑкӗ умӗнче тӑра- кан ҫынсене вара — кӗҫӗннинчен пуҫласа асли таранах — суккӑр тунӑ, вӗ сем алӑк шыра са хӑшкӑлсах ҫитнӗ.

12Леш ҫынсем Лота каланӑ: санӑн кун- та тата кам пур? кӗрӗвӳ-и, ывӑлусем-и, хӗрӳсем-и, — санӑн хулара кирек кам пул- сассӑн та, вӗсене пурне те ҫак вырӑнтан илсе тух, 13 эпир ҫак вырӑна пӗтеретпӗр, мӗншӗн тес ессӗн кунт а пурӑнакансем ҫынсене епле йӗртни-асаплантарни Ҫӳл- хуҫа патне ҫитрӗ, Ҫӳлхуҫа пире ӑна пӗ- терме ячӗ, тенӗ. 14 Лот тухнӑ та, хӑйӗн хӗрӗсене ҫураҫнӑ кӗрӳшӗсемпе калаҫса, вӗсене каланӑ: тӑрӑр та ҫак вырӑнтан тухса кайӑр, Ҫӳлхуҫа ку хулана пӗтерет, тенӗ. Анчах та кӗрӳшӗсене вӑл шӳт туса каланӑ пек туйӑннӑ.

15 Шурӑмпуҫ ҫуталса килсессӗн, Ангел- сем Лота васката пуҫланӑ: тӑр, арӑмупа ху пат ӑнти икӗ хӗрне ил те тух, хула- нӑн йӗркесӗр ӗҫӗсемшӗн санӑн пӗтмелле ан пултӑр, тенӗ. 16 Вӑл васкаманран леш ҫынсем [Ангелсем], ӑна Ҫӳлхуҫа хӗрхен- нипе, ӑна хӑйне те, арӑмӗпе унӑн икӗ хӗрне те аллинчен тыт са илсе тухнӑ, ӑна хула тулашне кӑларса тӑратнӑ. 17 Вӗсене илсе тухсассӑн, Ангелсенчен пӗри кала- нӑ: хӑвӑн чунна ҫӑл; хыҫалалла ҫаврӑнса ан пӑх, ҫак таврара нихӑҫта та чарӑнса ан тӑр; пӗтес мар тесессӗн — ту ҫинелле тарса хӑтӑл, тенӗ. 18 Анчах Лот вӗсене ка- ланӑ: ҫук, Патшамӑм! 19 акӑ Санӑн чуру Санӑн умӑнта ырӑлӑх тупрӗ, Эсӗ мана питех те хӗрхеннипе манӑн пурӑнӑҫӑма ҫӑлса хӑв артӑн; анчах та эпӗ ту ҫине тарса ӗлкӗреймӗп: мана инкек хӑваласа ҫитӗ, эпӗ ҫӑлӑнаймӑп; 20 акӑ ҫак хулана тарма ҫывӑхарах, вӑл пысӑках та мар; эпӗ ҫавӑнта тарам; манӑн чунӑм [Сан урлӑ] сыхӑ юлӗ, тенӗ. 21Вара ӑна каланӑ: акӑ Эпӗ саншӑн ҫакна та тӑвӑп: эсӗ калакан хулана пӗтерсе пӑрахмӑп; 22 васка, ҫавӑн- та тарса хӑтӑл, эсӗ унта пырса ҫитмесӗр Эпӗ ӗҫе тытӑнаймастӑп, тенӗ. Ҫавӑнпа ӗн- тӗ ҫак хулана Сигор тесе ят панӑ. 23Хӗвел тухнӑ, Лот Сигора пырса ҫитнӗ.

24 Содомпа Гоморра ҫине Ҫӳлхуҫа тӳпе- рен ҫумӑр пек ҫӑвакан кӳкӗртпе Ҫӳлху- ҫаран тухнӑ вут-ҫулӑм тӑкнӑ, 25 ҫак ху- ласене, ҫакӑнти пӗтӗм тавралӑха, ҫав хуласенче пурӑнакан мӗнпур халӑха, ҫӗр ҫинче мӗн ӳснине [пӗтӗмпех] тӗп тунӑ. 26Лот арӑмӗ, ун хытӗнче пыраканскер, каялла ҫаврӑнса пӑхнӑ та тӑвар юпа пул- са тӑнӑ. 27Авраам ирхине ирех тӑнӑ та хӑй Ҫӳлхуҫа умӗнче тӑнӑ вырӑна кайнӑ, 28 вӑл Содомпа Гоморра енне, унти пӗтӗм тавралӑх ҫине пӑхса илнӗ те курнӑ — акӑ ҫӗр ҫийӗнчен кӑмакаран тухакан тӗтӗм пек тӗтӗм хӑпарать.

29 Ҫав таврари [пӗтӗм] хулана пӗтернӗ чухне Турӑ Авраама асне илнӗ, вара Лот пурӑнакан хуласене пӗтернӗ чухне ӑна пӗтес ҫӗртен кӑларса янӑ.

30 Лот, Сигорта пурӑнма хӑраса, Сигор- тан кайнӑ та ту хӑвӑлӗнче пурӑна пуҫла-



{[5] Тӳ ре 19:22. Рим 1:27. [7] Иез 16:48. [9] 2 Пет 2:7–8. [11] Ӑсл 19:16. [14] 2 Ҫулс 30:10. Мф 24:38.

Лк 17:27–28. [17] Ӑсл 10:6. [22] Тух 32:10. Ӑсл 10:6. Пулт 13:10. [24] Аст 29:23. Ис 13:19. Иер 50:40.

Иез 16:49. Ам 4:11. Лк 17:29. Иуд 1:7. 2 Пет 2:6. [26] Ӑсл 10:7. Лк 17:32. [27] Пулт 18:22.}


нӑ, унпа пӗрле икӗ хӗрӗ пулнӑ. Вӑл ту хӑвӑлӗнче пурӑннӑ, унпа пӗрле икӗ хӗрӗ пурӑннӑ. 31Асли кӗҫӗннине каланӑ: пирӗн атте ватӑ, пӗтӗм ҫӗр ҫинчи йӑла тӑрӑх, пирӗн пата ар с ын кӗмелле, анчах ҫӗр ҫинче ун пек ҫын ҫук; 32 апла аттене эрех ӗҫтерсе ӳсӗртер те унпа выртса ҫывӑрар, вара хамӑр атсемӗртен йӑх хӑсарӑпӑр, тенӗ. 33 Ҫав каҫхине вӗсем ашшӗне эрех ӗҫтерсе ӳсӗртнӗ; асли [ҫав каҫхине] кӗнӗ те хӑйӗн ашшӗпе ҫывӑрса тухнӑ; хӗрӗ хӑҫан выртса хӑҫан тӑнине вӑл пӗлмен. 34 Тепӗр кунне асли кӗсӗннине каланӑ: акӑ эпӗ ӗнер аттепе ҫывӑрса тухрӑм; ӑна кӗҫӗр те эрех ӗҫтерсе ӳсӗртер; эсӗ те кӗр, унпа ҫывӑрса тух, хамӑр аттемӗртен йӑх хӑварӑпӑр, тенӗ. 35 Вӗсем ҫав каҫхине те хӑйсен ашшӗне эрех ӗҫтерсе ӳсӗртнӗ; кӗ- ҫӗнни кӗнӗ те унпа ҫывӑрса тухнӑ; хӗрӗ хӑҫан выртса хӑҫан тӑнине вӑл пӗлмен. 36Лотӑн икӗ хӗрӗ те хӑйсен ашшӗнчен йывӑр ҫын пулнӑ; 37 аслӑ хӗрӗ ывӑл ача ҫуратнӑ, ӑна [вӑл хам атсемрен пулнӑ тесе] Моав ятлӑ хунӑ. Вӑл халичченех моавсен ашшӗ шутланать. 38 Кӗҫӗн хӗрӗ те ывӑл ача ҫуратнӑ, ӑна [вӑл хамӑн йӑх ывӑлӗ тесе] Бен-Амми ятлӑ хунӑ. Вӑл ха- личченех аммонсен ашшӗ шутланать.


20

1 Авраам ҫав тӗлтен кӑнтӑралла куҫса кайнӑ та Кадеспа Сур ху- шшине вырӑнаҫнӑ; пӗр вӑхӑт Герар ху- линче пурӑннӑ. 2 Авраам Сарра ҫинчен, хӑйӗн арӑмӗ ҫинчен: вӑл манӑн йӑмӑк, тенӗ. [Ҫав хула ҫыннисем хӑйне ун пир- ки вӗлересрен вӑл: «ку — манӑн арӑм» тесе калама хӑранӑ.] Авимелех, Герар патши, хӑйӗн ҫыннисене янӑ та Саррӑна хӑй патне илсе пырс арнӑ. 3 Авимелехе ҫӗрле тӗлӗкре Турӑ курӑннӑ та ӑна кала- нӑ: акӑ эсӗ хӑв валли илнӗ хӗрарӑмшӑн вилетӗн, мӗншӗн тес ессӗн унӑн упӑш- ки пур, тенӗ. 4 Авимелех ӑна тӗкӗнмен пулнӑ, вӑл каланӑ: эй Пат шамӑм! Эсӗ [ҫакна пӗлмен халӑха,] айӑпсӑр халӑха пӗтерӗн-и вара? 5 «Ку манӑн йӑмӑкӑм пу- лать» тес е, вӑл мана хӑех каламарӗ-и?

Арӑмӗ хӑй те: «ку манӑн пиччем пулать» терӗ. Эпӗ ҫакна тас а чӗремпе, айӑпс ӑр аллӑмпа турӑм, тенӗ. 6 Турӑ ӑна тӗлӗкре каланӑ: ҫакна эсӗ таса чӗрепе тунине Эпӗ те пӗлетӗп, ҫавӑнпа сана Хамӑн умӑмра ҫылӑха кӗресрен тытс а чарт ӑм, ҫав ӑн- па сана ӑна тӗкӗнме памарӑм; 7 халех арӑма упӑшкине пар, вӑл — пророк, вӑл саншӑн кӗлтӑвӗ те, вара эсӗ чӗрӗ юлӑн; тавӑрса памасассӑн, пӗлсех тӑр: эсӗ хӑв та, пӗт ӗм кил-йышу та вилмесӗр юлас ҫук, тенӗ. 8 Авимелех ирхине ирех тӑнӑ та, хӑйӗн пур чурине те чӗнсе илсе, ҫак сӑмахсене пурне те илтӗнмелле каласа панӑ; ҫав ҫынсем [пурте] питех те хӑраса ӳкнӗ. 9 Авимелех Авраама чӗнтерсе илнӗ те ӑна каланӑ: эсӗ пире мӗн турӑн? эсӗ мана тата манӑн патшалӑха пысӑк ҫылӑха кӗртеттӗн, ҫапла тума сан умӑнта мӗн- ле ҫылӑх тунӑ эпӗ? Эсӗ ман тӗлӗшӗмрен тума юраман ӗҫ турӑн, тенӗ. 10 Авимелех Авраама тата каланӑ: ҫак ӗҫе эсӗ мӗн шу- хӑшпа турӑн? тенӗ. пАвраам ӑна каланӑ: ҫак вырӑнта Турӑран хӑракан ҫын ҫук пулӗ, мана арӑмӑмшӑн вӗлереҫҫӗ пулӗ тесе шухӑшларӑм; 12 вӑл чӑнахах та ма- нӑн йӑмӑк пулать: вӑл — ман атсемӗн хӗрӗ, анчах ман аннемӗн хӗрӗ мар; вӑл манӑн арӑм пулчӗ; 13 Турӑ мана атсем ҫуртӗнчен ҫула илсе тухнӑ чухне эпӗ арӑма каларӑм: маншӑн ырӑ пулса ҫап- ла тусамччӗ: эпир кирек мӗнле вырӑна ҫитсессӗн те, эсӗ ман ҫинчен: ку манӑн пиччем пулать, те, те рӗм. 14 Авимелех ва- ра [пин сикль кӗмӗл тата] вак выльӑхпа шултӑра выльӑх, ар чурасемпе хӗрарӑм чурасем илнӗ те Авраама панӑ; Саррӑна та, арӑмне, ӑна каялла тав ӑрса панӑ. 15Авимелех [Авраама] каланӑ: акӑ манӑн ҫӗрӗм сан умӑнта; ӑҫта кӑмӑл тӑватӑн, ҫавӑнта пурӑн, тенӗ. 16 Саррӑна та кала- нӑ: акӑ эпӗ санӑн пиччӳне пин сикль кӗмӗл патӑм; вӑл санӑн хӳттӳ пулӗ, сана хӑвӑнпа пӗр ле пурӑнакан пӗтӗм ҫын куҫӗ умӗнче тӳрре кӑларӗ, тенӗ. 17Авраам Тур- ра кӗлтунӑ та, Турӑ Авимелехе те, унӑн



{[32] Лев 18:7. [37] Аст 2:9.


20-мӗш сы пӑк. [1] Пулт 12:9; 13:18. Евр 11:9. [2] Пулт 12:13; 26:1, 9. [3] Пс 104:14. [4] Пулт 18:25.


[5] Пс 25:6. [7] Пс 104:15. Пулт 23:6. Иов 42:8. [9] Пулт 26:10. [12] Пулт 12:13.}


арӑмне те, унӑн хӑр хӑмӗсене те сыватнӑ, вара вӗсем ача ҫурата пуҫланӑ, 18 мӗншӗн тесессӗн Ҫӳлхуҫа Авимелех килӗнчи пур арӑм варне те Саррӑшӑн, Авраам арӑмӗ- шӗн, хупса лартнӑ пулнӑ.


21

1 Хӑй каланӑ пек, Ҫӳлхуҫа Сарра ҫине хӗрхенсе пӑхнӑ, Ҫӳлхуҫа Са- ррӑшӑн Хӑй мӗн каланине тунӑ. 2 Сарра йывӑр ҫын пулнӑ та Авраама унӑн ватӑл- малӑх кунӗнче, Турӑ ӑна каласа хунӑ вӑхӑтра, ывӑл ача ҫуратса панӑ; 3 Авраам хӑйӗн ҫуралнӑ ывӑлне, Сарра ҫуратса па- нӑ ывӑлне, Исаак ятлӑ хунӑ. 4 Хӑйне Ту- рӑ каласа хунӑ пек, Авраам саккӑрмӗш кунне Исаакӑн, хӑйӗн ывӑлӗн, ӳтне кас- нӑ. 5 Хӑйӗн ывӑлӗ Исаак ҫуралнӑ чухне Авраам ҫӗр ҫулта пулнӑ. 6 Сарра каланӑ: Турӑ ман тӗлӗшрен кулмалла турӗ; ман ҫинчен илтсессӗн кирек кам та кулса ярӗ, тенӗ. 7 Тата каланӑ: Сарра ача ӗмӗртӗ тесе Авраама кам калайӗччӗ? эпӗ ӑна ватлӑ- хӗнче ывӑл ҫуратса патӑм, тенӗ.

8Ача пысӑкланнӑ, ӑна кӑкӑр пӑрахтар- нӑ; [хӑйӗн ывӑлне] Исаака кӑкӑр пӑрах- тарнӑ кун Авраам пыс ӑк ӗҫкӗ-ҫикӗ ту- нӑ. 9 Сарра [хӑй ывӑлӗнчен, Исаакран] Агарь — Египет хӗрӗ — Авраама ҫуратса панӑ ача кулнине курнӑ та 10Авраама каланӑ: ҫак хӑрхӑмпа унӑн ывӑлне хӑва- ласа яр, ҫак хӑрхӑм ывӑлӗ манӑн Исаак ывӑлӑмпа пӗрле еткер илес ҫук, тенӗ. пАвраама ҫакӑ хӑйӗн ывӑлӗшӗн [Изма- илшӑн] питех те аван мар пек туйӑннӑ. 12 Анчах Турӑ Авраама каланӑ: ачупа хӑр- хӑмушӑн ан пӑшӑрхан; Сарра хӑвна мӗн каласассӑн та, унӑн сӑмахне пурне те итле, мӗншӗн тесессӗн санӑн вӑрлӑху Иса- ак урлӑ ӗрчӗ; 13 Эпӗ хӑрхӑм ывӑлӗнчен те [аслӑ] халӑх кӑларӑп: вӑл та санӑн ывӑ- лу, тенӗ. 14 Авраам ирхине ирех тӑнӑ та ҫӑкӑрпа пӗр сӑран хутаҫ шыв илсе Агаре панӑ, ӑна унӑн хулпуҫҫийӗ ҫине хунӑ, вара ӑна ачипе пӗрле кӑларса янӑ. Вӑл ӗнтӗ тухса кайнӑ та Вирсавия пушхирӗн- че аташса ҫӳренӗ.

15Хутаҫҫинчи шысӗ пӗтнӗ, вӑл ачине пӗр тӗм айне пӑрахса хӑварнӑ та 16 аякка, ухӑ йӗппи вӗҫсе ӳкес чухлӗ, кайса лар- нӑ. Вӑл: ачам вилӗмне ан курам, тенӗ. Вӑл [аяккарах, ӑна] хирӗҫ ларнӑ та йӗре пуҫланӑ, кӑшкӑрсах йӗнӗ; 17 Турӑ ачанӑн сассине [вӑл выртнӑ вырӑнтан] илтнӗ; Турӑ Ангелӗ Агаре тӳперен чӗнсе каланӑ: Агарь, мӗн пулчӗ? ан хӑра; Турӑ ачанӑн сассине вӑл выртакан вырӑнтан илтрӗ; 18 тӑр, ачана ҫӗклесе тӑрат та аллинчен ҫавӑт ӑна, Эпӗ унран аслӑ халӑх кӑларӑп, тенӗ. 19 Турӑ унӑн куҫне уҫнӑ та, Агарь вара [чӗрӗ] шывлӑ пусӑ курнӑ, ун пат- не пырса хутаҫҫине шыв тултарса ачине ӗҫтернӗ. 20 Турӑ ачапа пӗрле пулнӑ; вӑл ӳссе ҫитӗннӗ те пушхирте пурӑна пуҫла- нӑ, ухӑ пеме вӗренсе ҫитнӗ. 21Вӑл Фаран пушхирӗнче пурӑннӑ; амӑшӗ ӑна Египет ҫӗрӗнчен арӑм илсе панӑ.

22 Ҫав вӑхӑтра тата ҫапла пулнӑ: Авиме- лех [Ахус афпа, хӑйӗн тусӗпе, тата] Фи- холпа, хӑйӗн ҫарпуҫӗпе, пӗрле Авраама ка- ланӑ: эсӗ кирек мӗн тунӑ чухне те санпала Турӑ, тенӗ; 23 эсӗ мана хама та, ывӑлӑма та, мӑнукӑма та хур тумӑп тесе халӗ ҫа- кӑнта Турӑпа тупа ту; эпӗ саншӑн епле лайӑх пултӑм, эсӗ те маншӑн тата ху хӑна пулса пурӑнакан ҫӗршӗн ҫапла пул, тенӗ. 24 Авраам: тупа тӑватӑп, тенӗ.

25 Авимелех чурисем Авраамран шыв пуссине туртса илнӗ пулнӑ, ҫавӑншӑн Ав- раам Авимелехе ӳпкелесе калаҫнӑ. 26 Ави- мелех [ӑна] каланӑ: ҫакна кам тунине пӗлместӗп, хӑв та мана каламарӑн: эпӗ ун ҫинчен халиччен те илтмен-ҫке, тенӗ. 27 Авраам, вак выльӑхпа шултӑра выльӑх илсе, Авимелехе панӑ, вӗсем иккӗшӗ пӗр канашлӑ тӑма сӑмах татнӑ. 28 Вак выльӑх кӗтӗвӗнчен илнӗ ҫичӗ пут екне Авраам уйрӑм уйӑрса тӑратнӑ. 29 Авимелех вара Авраама каланӑ: эсӗ [сурӑх кӗтӗвӗнчен илсе] уйрӑм уйӑрса тӑратнӑ ҫичӗ путек кунта мӗне кирлӗ? тенӗ. 30 [Авраам] каланӑ: ҫак ҫичӗ пут еке ман аллӑмран


{21- мӗш сыпӑк. [1] Пулт 17:19; 18:10. Евр 11:11. [2] Гал 4:22. [3] Мф 1:2. [4] Ап ӗҫс 7:8. Пулт 17:10-12.

[10] Гал 4:30. [11] Пулт 17:18. [12] Рим 9:7. Евр 11:18. [13] Пулт 16:10; 17:20; 25:16. [18] Пулт 17:20.

[21] Пулт 14:6. [22] Пулт 20:2. [23] Пулт 26:11. [25] Пулт 26:15, 18.}


илсем, вӗсем шыв пуссине эпӗ алтнине кӳнтелесе тӑччӑр, тенӗ. 31 Ҫавӑнпа ӗнтӗ вӑл ҫак вырӑна Вирсавия тесе ят панӑ, мӗншӗн тес ессӗн вӗс ем иккӗшӗ те ҫа- кӑнта тупа тунӑ, 32 вӗсем пӗр канашлӑ тӑмашкӑн Вирсавияра сӑмах татнӑ. Ави- мелех [Ахутафпа, хӑйӗн тутӗпе, тата] хӑйӗн ҫарпуҫӗпе Фихолпа пӗрле тӑнӑ та филистимсен ҫӗрне каялла таврӑннӑ. 33 [Авраам] Вирсавияра ката лартса тух- нӑ, унта вӑл Ҫӳлхуҫанӑн, ӗмӗрхи Туррӑн, ятне асӑнта чӗннӗ. 34 Ютран пынӑ ҫын пулса, Авраам филистимсен ҫӗрӗнче ну- май вӑхӑт пурӑннӑ.


22

1 Ҫак ӗҫсем пулса иртнӗ хыҫҫӑн Турӑ Авраама сӑнанӑ-тӗрӗсленӗ, ӑна: Авраам! тенӗ. Вӑл: эпӗ кунтах, тенӗ. 2 Турӑ каланӑ: хӑвӑн ывӑлна, хӑвӑн пӗр- тен-пӗр савнӑ ывӑлна, Исаака, ил те Мо- риа ҫӗрне кай, унта Эпӗ сана кӑтартас пӗр ту ҫинче ӑна, ывӑлна, пӗтӗмӗшпе ҫунтар- са парне кӳр, тенӗ. 3 Авраам ирхине ирех тӑнӑ та ашакне йӗнерлесе тӑратнӑ, хӑйпе пӗрле икӗ тарҫи не тата хӑйӗн ывӑлне Иса- ака илнӗ; пӗтӗмӗшпе ҫунтарса парне кӳ- ме вутӑ ҫурнӑ, вара ҫийӗнчех хӑйне Турӑ каланӑ вырӑна тухса кайнӑ. 4 Виҫҫӗмӗш кунне Авраам пуҫне ҫӗклесе пӑхнӑ та ҫав вырӑна аякранах курнӑ. 5Авраам хӑйӗн тарҫисене каланӑ: эсир ҫакӑнта ашакпа пӗрле юлӑр; эпир, ывӑлӑмпа иксӗмӗр, ҫа- вӑнта кайса Турра пуҫҫапӑпӑр та сирӗн пата таврӑнӑпӑр, тенӗ. 6 Авраам, пӗтӗмӗш- пе ҫунтарса парне кӳмешкӗн вутӑ илсе, ӑна Исаакӑн, хӑйӗн ывӑлӗн, хулпуҫҫийӗ ҫине хунӑ; аллине вутчуль тата ҫӗҫӗ тыт- нӑ та, иккӗшӗ пӗрле кайнӑ. 7Исаак хӑйӗн ашшӗпе Авраампа калаҫа пуҫланӑ, вӑл: аттем! тенӗ. Лешӗ: ывӑлӑм, эпӗ кунтах! тенӗ. Исаак: акӑ вутчуль те, вутӑ та пур, пӗтӗмӗшпе ҫунтарса парне кӳме путекӗ ӑҫта? тенӗ. 8 Авраам каланӑ: ывӑлӑм, пӗ- тӗмӗшпе ҫунтарса кӳмелли путеке Турӑ Хӑй кӑтартӗ, тенӗ. Вара иккӗшӗ пӗрле ма- лалла кайнӑ.

9 Вӗсем Турӑ каланӑ вырӑна пырса ҫит- нӗ; унта Авраам парне вырӑнӗ ту нӑ, вут- тине купаласа хунӑ, хӑй ывӑлне Исаака ҫыхса, ӑна парне вырӑнӗ ҫине, вутӑ ҫине, вырттарнӑ. 10 Авраам ҫӗҫӗ тытнӑ та ывӑл- не пут ас тете аллине ҫӗкленӗ. пАнчах ӑна Ҫӳлхуҫа Ангелӗ тӳперен чӗнсе кала- нӑ: Авраам! Авраам! тенӗ. Авраам: эпӗ кунтах! тенӗ. 12 Ангел каланӑ: ачу ҫине аллуна ан ҫӗкле, ӑна нимӗн те ан ту; халӗ ӗнтӗ Эпӗ эсӗ Турӑран хӑранине пӗ- летӗп: эсӗ Маншӑн хӑвӑн ывӑлна, хӑвӑн пӗртен-пӗррескерне, хӗрхенмерӗн, тенӗ. 13Авраам пуҫне ҫӗклесе пӑхнӑ та курах кайнӑ — акӑ хыҫалта пӗр така, чӑтлӑхра мӑйракипе ҫакланнӑскер. Авраам пынӑ та, такана илсе, ӑна хӑйӗн ывӑлӗ [Исаак] вырӑнне пӗтӗмӗшпе ҫунтарса парне кӳнӗ. 14 Ҫав вырӑна Авраам Яхве-ире[5] тесе ят панӑ. Ҫавӑнпа халӗ те: Яхве тӑвӗ ҫинче курӑ нӗ, теҫҫӗ.

15 Ҫӳлхуҫа Ангелӗ Авраама тӳперен ик- кӗмӗш хут чӗнсе каланӑ: 16 Ҫӳлхуҫа ҫап- ла калать: Хампа тупа тӑватӑп, ҫак ӗҫе тунӑшӑн, [Маншӑн] хӑвӑн ывӑлна, пӗр- тен-пӗррескерне, хӗрхенменшӗн 17 Эпӗ са- на пиллесех пиллӗп, са нӑн вӑрлӑхна йышлӑлантарнӑҫемӗн йышлӑлантарӑп, ӑна тӳпери ҫӑлтӑрсем чухлӗ, тинӗс хӗр- ринчи хӑйӑр чухлӗ тӑвӑп; санӑн вӑрлӑху хӑйӗн тӑшманӗсен хулисене туртса илӗ; 18 эсӗ Манӑн сӑмахӑма итленӗшӗн санӑн вӑрлӑху урлӑ ҫӗр ҫинчи пур халӑх та пиллӗх илӗ, тет, тенӗ. 19 Авраам каялла хӑйӗн тарҫ исем патне таврӑннӑ, вара пурте пӗрле Вирсавияна кайнӑ; Авраам Вирсавияра пурӑннӑ.

20 Ҫак ӗҫсем пулса иртнӗ хыҫҫӑн Авра- ам патне хыпар ҫитернӗ: акӑ Милка та Нахора, санӑн тӑванна, ывӑлсем ҫуратса панӑ: 21малтанхи ывӑлӗ Уц, унӑн шӑллӗ Вуз, Арам ашшӗ Кемуил, 22 Кесед, Хазо, Пилдаш, Идлаф тата Вафуил ҫуралнӑ, те-


{[31] Пулт 26:33. Нав 15:28; 19:2. [33] Пулт 13:4. Ис 57:15.


22-мӗш сы пӑк. [1] Евр 11:17. [16] Пс 104:9. Сир 44:21. 1 Мак 2:52. Лк 1:73. Евр 6:13. [18] Пулт 12:3;

18:18; 26:4. Сир 44:22. Ап ӗҫс 3:25. Гал 3:8, 16. Пс 71:17.}


нӗ; 23 Вафуилран Ревекка ҫуралнӑ. Нахора, Авраам тӑванне, Милка ҫак сакӑр [ывӑ- ла] ҫуратса панӑ; 24 тата унӑн ҫум-арӑмӗ, Реума ятлӑскер, Теваха, Гахама, Тахаша тата Маахана ҫуратса панӑ.


23

1 Сарра ҫӗр ҫирӗм ҫичӗ ҫул пурӑн- нӑ: Сарра пурӑннӑ кунҫул ҫакӑ;

2 Сарра Ханаан ҫӗрӗнче, [айлӑм ҫӗрс и] Кириаф-Арба текен вырӑнта, вилнӗ, ха- лӗ ӑна Хеврон теҫҫӗ. Авраам Саррӑшӑн макӑрма, уншӑн хурланса хӳхлеме пынӑ.

3 Унтан Авраам хӑйӗн вилнӗ арӑмӗ патӗн- чен кайнӑ та Хет ывӑлӗсемпе калаҫса вӗсене каланӑ: 4 эпӗ сирӗн патӑра ютран килсе ларнӑ ҫын; вилнӗскерӗме кус ӑм умӗнчен пытармашкӑн мана хӑвӑр ҫӗрӗр- те тупӑк валли вырӑн парсамӑр, тенӗ. 5 Хет ывӑлӗсем Авраама хуравласа каланӑ: 6 эй хуҫа мӑр, пире итле-ха; эсӗ пирӗн хушшӑ- мӑрта Турӑ лартнӑ пуҫлӑх; вилнӗ арӑмна пирӗн виле пыт аракан ҫӗрт и чи лайӑх вырӑна пытар; санӑн вилнӗ арӑмна [унта] пытармашкӑн пирӗнтен никам та сана пытармалли вырӑн парас мар темӗ, тенӗ. 7Авраам тӑнӑ та ҫав ҫӗр халӑхӗ умӗнче, Хет ывӑлӗсем умӗнче, ҫӗ ре ҫити тайӑлнӑ; 8 [Авраам] вӗсемпе калаҫса каланӑ: эсир манӑн вилнӗскерӗме пытарттарма килӗ- шетӗр пулсассӑн — итлӗр-ха мана: Ефрон- ран, Цохар ывӑлӗнчен, маншӑн ыйтӑр-ха, 9вӑл мана хӑйӗн хирӗ вӗҫӗнчи Махпела теекен сӑрт хӑвӑлне патӑрччӗ, ҫын пы- тармашкӑн мана ӑна пысӑк хакпа сирӗн умӑрта пуҫӗпех патӑрччӗ, тенӗ. 10 Ефронӗ вара Хет ывӑлӗсем хушшинче ларнӑ; хет ҫынни Ефрон хӑйӗн хули хапхинчен кӗре- кен мӗнпур Хет ывӑлӗсем илтмелле Ав- раама хуравласа каланӑ: 11 ҫук, хуҫамӑм, итле-ха мана: эпӗ сана хирне те, ҫав хирти сӑрт хӑвӑлне те паратӑп, хамӑн халӑхӑн ывӑлӗсен куҫӗ умӗнче ӑна сана парнеле- тӗп, вилнӗ арӑмна пытар, тенӗ. 12 Авраам ҫав ҫӗр халӑхӗ умӗнче ҫӗре ҫити тайӑлнӑ та 13 ҫав ҫӗрти [пӗтӗм] халӑх илтмелле Еф- рона ҫапла каланӑ: килӗшетӗн пулсассӑн, эпӗ сана хиршӗн кӗмӗл паратӑп; илсемччӗ манран, эпӗ унта вилнӗскерӗме пытарам, тенӗ. 14 Ефрон, Авраама хуравласа, ӑна каланӑ: 15 эй хуҫамӑм! итле-ха мана: ҫак ҫӗр тӑватҫӗр сикль кӗмӗл хакне тӑрать; манпа саншӑн мӗн вӑл? вилнӗ арӑмна пытар, тенӗ. 16Авраам Ефрон сӑмахӗпе килӗшнӗ; унт ан Авраам Ефрона, лешӗ Хет ывӑлӗсем илтмеллех мӗн чухлӗ ыйт- нӑ, ҫавӑн чухлӗ — суту-илӳ тӑвакансем хушшинче ҫӳрекен кӗмӗл виҫипе тӑватҫӗр сикль — виҫсе панӑ.

17Ҫапла Ефрон хирӗ — Махпела патӗн- чи, Мамре тӗлӗнчи хир — хирти сӑрт хӑ- вӑлӗ, хирти тат а ун таврашӗнчи пӗтӗм йывӑҫ та 18хула хапхинчен кӗрекен мӗн- пур Хет ывӑлӗсен куҫ ӗ умӗнче Авраам ҫӗрӗ пулса тӑнӑ. 19 Ҫакӑн хыҫҫӑн Авраам Саррӑна, хӑйӗн арӑмне, Махпелӑри Мам- ре тӗлӗнчи хире, ҫавӑнти сӑрт хӑвӑлне, пытарнӑ, халӗ вӑл Ханаан ҫӗрӗнчи Хеврон пулать. 20 Ҫав хирпе ҫав сӑрт хӑвӑлӗ, ҫын пытармашкӑн Хет ывӑлӗсенчен Авраам аллине куҫса, ҫапла унӑн харпӑрлӑхӗ пул- са тӑнӑ.


24

1Авраам ватӑ пулнӑ ӗнтӗ, вӑл ну- май ҫула ҫитнӗ. Ҫӳлхуҫа Авраама пур тӗлӗшрен те пилленӗ. 2 Авраам хӑ- йӗн чурине, хӑйӗн килӗнче мӗн пурри- не пурне те пӑхса-астуса тӑракан аслӑ чурине, каланӑ: аллуна манӑн пӗҫ ҫӗм ҫине хур та 3 мана Ҫӳлхуҫамӑрпа — тӳпе Туррипе, ҫӗр Туррипе — тупа туса кала: манӑн [Исаак] ывӑлӑм валли арӑм хам пурӑнакан ҫӗртен, ханаансен хӗрӗсенчен, илмӗн; 4 эсӗ манӑн ҫӗрӗме, эпӗ ҫуралнӑ ҫӗршыва, [манӑн йӑхӑм патне] кайӑн та манӑн Исаак ывӑлӑм валли [ҫав ӑнтан] арӑм илӗн, тенӗ. 5 Чури ӑна каланӑ: тен, хӗрарӑмӗ манпа пӗрле ҫак ҫӗре килесшӗн пулмӗ? вара манӑн санӑн ывӑлна эсӗ тух- са килнӗ ҫӗре каялла илсе каймалла-и? тенӗ. 6 Авраам ӑна каланӑ: сыхлан, манӑн ывӑлӑма унта илсе ан кай; 7мана аттем ҫуртӗнчен, хам ҫуралнӑ ҫӗртен илсе кил- нӗ Ҫӳлхуҫамӑр — тӳпе Турри [тат а ҫӗр Турри] — мана каларӗ, Вӑл мана тупа


{23- мӗш сыпӑк. [16] Пулт 25:10; 50:13. Нав 24:3. Ап ӗҫс 7:16.

24- мӗш сыпӑк. [1] Пулт 21:5. [2] Пулт 47:29. [3] Пулт 27:46. [7] Пулт 12:7; 13:15; 15:18; 26:3-4.}

туса каларӗ: ҫак ҫӗре [сана тата] санӑн йӑхна парӑп, терӗ. Вӑл сан умӑнтан Хӑйӗн Ангелне ярӗ, эсӗ манӑн [Исаак] ывӑлӑм валли ҫасӑнтан арӑм илӗн; 8хӗрарӑмӗ [ҫак ҫӗре] санпа пӗрле килесшӗн мар пул- сассӑн, эсӗ ҫак эпӗ тупа тутарса каланӑ сӑмахран хӑтӑлӑн; анчах манӑн ывӑлӑ- ма ут1 а ил се ан кай, тенӗ. 9 Чура вара аллине Авраамӑн, хӑйӗн хуҫин, пӗҫҫийӗ ҫине хунӑ та ҫапла тумашкӑн ун умӗнче тупа тунӑ.

10 Чури хӑй хуҫин тӗвисенчен вунӑ тӗве илнӗ те кайнӑ. Унӑн аллинче тата хӑй хуҫин тӗрлӗ пурлӑхӗ пулнӑ. Вӑл ҫапла Месопотамие, Нахор хулине тухса кайнӑ; пхӗрарӑмсем шыв ӑсма тухнӑ вӑхӑтра, ка- ҫалапа, вӑл тӗвисене хула тулашне, шыв пусси патне, чарса тӑратнӑ та 12 каланӑ: эй Турӑ, Авраам хуҫамӑн Турри! ҫав хӗре паян мана хирӗҫ кӑларсам, манӑн Авраам хуҫама ырӑлӑх тусам; 13 акӑ эпӗ ҫӑл патӗн- че тӑратӑп, хула ҫыннисен хӗрӗсем шыв ӑсма тухаҫҫӗ; 14 эпӗ пӗр хӗрне: кӑкшӑмна тайӑлтар-ха, эпӗ шыв ӗҫем, тейӗп; вӑл [мана]: ӗҫ, эпӗ санӑн тӗвӳсене те [тӑрани- чченех] шӑварӑп, тейӗ. Эсӗ Хӑвӑн Исаак чуру валли суйласа хунӑ хӗр ҫавӑ пулӗ вара; Эсӗ манӑн хуҫама [Авраама] ырӑлӑх тунине эпӗ ҫакӑнтан пӗлӗп, тенӗ.

15 Вӑл [хӑй ӑшӗнче] ҫапла каласа та пӗ- тереймен, акӑ Ресекка — Вафуил хӗрӗ, Авраам пиччӗшне Нахора арӑмӗ, Милка, ҫуратса панӑ Вафуилӑн хӗрӗ — тухать, кӑкшӑмне хулпуҫҫийӗ ҫине лартнӑ; 16 хӗрӗ питӗ илемлӗ пулнӑ, ар ҫынпа хутшӑнман хӗр пулнӑ. Вӑл пусӑ патне аннӑ та, кӑк- шӑмне тултарса, ҫӳлелле улӑхнӑ. 17Чура ӑна хирӗҫ чупса пырса каланӑ: кӑкшӑмун- тан мана кӑштах шыв ӗҫтерсемччӗ, тенӗ. 18 Хӗрӗ: ӗҫех, ырӑ ҫыннӑм, тенӗ. Ҫавӑнтах кӑкшӑмне хулпуҫҫийӗ ҫинчен ансарса ӑна шыв ӗҫтернӗ. 19 Ӑна ӗҫтерсе тӑрантар- сассӑн каланӑ: эпӗ санӑн тӗвӳсем валли те шыв ӑсса [пурте] ӗҫсе тӑраничченех шӑварӑп, тенӗ. 20 Вара ҫавӑнтах хӑй кӑк- шӑмӗнчи шывне валашкана янӑ та татах пусӑ патне [шыв] ӑсма чупса кайнӑ, унӑн пур тӗви валли те шыв ӑсса панӑ. 21 Ҫак ҫын ун ҫине пӗр чӗнмесӗр тӗлӗнсе пӑхса тӑнӑ, вӑл хӑйӗн ҫулне Ҫӳлхуҫа пилле- нипе пиллеменнине ӑнкарасшӑн пулнӑ. 22 Тӗвисем ӗҫсе тӑрансассӑн, ҫав ҫын хӗре ҫур сикль таякан ылтӑн алка тата алли- сене тӑх ӑнмашкӑн вунӑ сикль таякан икӗ ылс ӑн сулӑ кӑларса панӑ; 23 [вара унран ыйтса] каланӑ: кала-ха мана, эсӗ кам хӗрӗ? санӑн аҫу килӗнче пире ҫӗр каҫма вырӑн пулмӗ-ши? тенӗ. 24 Хӗр ӑна каланӑ: эпӗ Вафуил хӗрӗ, Милка Нахора ҫуратса панӑ ывӑлӗн хӗрӗ, тенӗ. 25 Ӑна та- тах каланӑ: пирӗн улӑм та, выльӑх апачӗ те нумай; ҫӗр каҫма та вырӑн пур, тенӗ. 26 Вара ҫак ҫын тайӑлса илнӗ, унтан ҫӗре ӳксе Ҫӳлхуҫана пуҫҫапнӑ та 27 каланӑ: Ав- раам хуҫамӑн Ҫӳлхуҫа Турри мухтавлӑ, Вӑл манӑн хуҫама Хӑйӗн ырӑлӑхӗнчен, Хӑйӗн тӳрӗлӗхӗнчен татс а хӑс армарӗ! Ҫӳлхуҫа мана тӳрӗ ҫулпа хуҫам тӑванӗн ҫурчӗ патнех илсе килчӗ, тенӗ.

28 Хӗр чупса кайнӑ та килӗнче ҫакӑн ҫин- чен амӑшне каласа кӑтартнӑ. 29 Ревеккӑн Лаван ятлӑ пиччӗшӗ пулнӑ. Ласан ҫав ҫын патне, ҫӑл патне, чупса кайнӑ. 30 Вӑл, йӑмӑкӗн хӑлха алкине, аллисене тӑхӑн- нӑ сулӑсене кур с ассӑн, Ревекка, хӑйӗн йӑмӑкӗ, мӗн каланине: ҫак ҫын манпала ҫапла калаҫрӗ тенӗ сӑмахсене илтсессӗн, ҫав ҫын патне пынӑ — акӑ вӑл тӗвисем патӗнче ҫӑл умӗнче тӑрать; 31 Лаван [ӑна] каланӑ: Ҫӳлхуҫа пилленӗскер, кӗрсем ман патӑма! мӗншӗн тулта тӑратӑн? эпӗ пӳрт те, тӗвӳсем валли вырӑн та хатӗрлесе ху- тӑм, тенӗ. 32 Ҫынни кӗнӗ. Лаван тӗвесем ҫинчи япаласене салтса илнӗ те тӗвисене улӑм та, апат та панӑ; ҫыннине тата унпа пӗрле килнисене урисене ҫумашкӑн шыв панӑ; 33 унтан ӑна апат сӗннӗ; анчах вӑл: хам ӗҫӗме каласа париччен ҫиессӗм ҫук, тенӗ. Ӑна вара: кала, тенӗ.

34 Вӑл ҫапла каланӑ: эпӗ — Авраам чу- ри; 35 Ҫӳлхуҫа Турӑ манӑн хуҫама питех те пиллерӗ, вӑл асла тухрӗ: Ҫӳлхуҫа ӑна сурӑхсемпе вӑкӑрсем, кӗмӗлпе ылтӑн, ар чурасемпе хӗрарӑм чурасем, тӗвесемпе


{[15] Пулт 22:23. [17] Ин 4:7.}


ашаксем пачӗ; 36 Сарра, манӑн хуҫ амӑн арӑмӗ, ватӑлса ҫитсессӗн манӑн хуҫама [пӗр] ывӑл ҫуратса пачӗ, хуҫамӑм хӑйӗн мӗн пуррине пӗтӗмпех ывӑлне пачӗ; 37ху- ҫамӑм мана тупа тутарса каларӗ: манӑн ывӑлӑм валли арӑм хам пурӑнакан ҫӗрти ханаансен хӗрне ан ил, 38 манӑн атт ем килне, манӑн тӑванӑмсем патне кай, ма- нӑн ывӑлӑм валли арӑм [ҫавӑнтан] илӗн, терӗ. 39 Эпӗ хамӑн хуҫама каларӑм: тен, хӗрарӑмӗ манпа пӗрле пырасшӑн пулмӗ, терӗм. 40 Вӑл мана каларӗ: эпӗ Ҫӳлхуҫа [Турӑ] умӗнче ҫӳретӗп, санпа пӗр ле Вӑл Хӑйӗн Ангелне ярӗ, санӑн ҫулна ӑнӑҫлӑ тӑвӗ, манӑн ывӑлӑм валли арӑм хамӑн тӑвансем хушшинчен, хамӑн аттем ки- лӗнчен, илӗн; 41 манӑн тӑванӑмсем патне кайса килсессӗн, эпӗ тутарнӑ тупаран хӑ- тӑлӑн, вӗсем сана хӗр памасассӑн та, эсӗ эпӗ тутарнӑ тупаран хӑтӑлӑн, терӗ.

42 Эпӗ паян ҫӑл патне ҫитрӗм те кала- рӑм: эй Турӑ, Авраам хуҫамӑн Турри! Эпӗ килнӗ ҫула Эсӗ ӑнӑҫлӑ тӑватӑн пулсассӑн, 43 акӑ эпӗ ҫӑл патӗнче тӑратӑп, [хула ҫын- нисен хӗрӗсем шыв ӑсма тухаҫҫӗ,] шыв ӑсма тухакан пӗр хӗрне эпӗ: кӑкшӑмунтан мана кӑшт ах шыв ӗҫтерсемччӗ, тейӗп, 44 «хӑв та ӗҫ, эпӗ тата санӑн тӗвӳсене те ӑсса парӑп» тесе калакан хӗр манӑн ху- ҫамӑн ывӑлӗ валли [Хӑйӗн Исаак чури валли] Ҫӳлхуҫа тупса хунӑ хӗр пулӗ; [Эсӗ манӑн Авраам хуҫама ырӑлӑх тунине эпӗ ҫавӑнтан пӗлӗп], терӗм.

45 Хам ӑшӑмра ҫакна каласа та пӗтерей- мерӗм, акӑ Реҫекка тухрӗ: хулпуҫҫийӗ ҫине кӑкшӑмне лартнӑ, вӑл ҫӑл патне пычӗ те шыв ӑсс а илчӗ; эпӗ ӑна: мана ӗҫтерсем, терӗм. 46 Вӑл ҫавӑнтах кӑкшӑм- не хулпуҫҫийӗ ҫинчен илчӗ те: ӗҫех, эпӗ санӑн тӗҫӳсене те шӑҫарӑп, терӗ. Эпӗ ӗҫрӗм, вӑл [манӑн] тӗвесене те шӑвар- чӗ. 47 Эпӗ унран ыйтс а: [кала-ха мана,] эсӗ кам хӗрӗ? терӗм. Вӑл: Милка Нахора ҫуратса панӑ Вафуилӑн хӗрӗ, терӗ. Эпӗ ӑна хӑлха алки патӑм, аллисене тӑхӑн- машкӑн сулӑсем патӑм. 48 Эпӗ вара чӗркуҫ- ленсе лартӑм та Ҫӳлхуҫана пуҫ ҫапрӑм, Ҫӳлхуҫана — хамӑн Авраам хуҫамӑн Тур- рине — мухтарӑм: хуҫам тӑванӗн хӗрне унӑн ывӑлӗ валли илмешкӗн Вӑл мана тӳрӗ ҫулпа илсе килчӗ. 49 Халӗ калӑр ӗнтӗ мана: сирӗн манӑн хуҫама ырӑлӑх кӑтарт- ма, кирлине тума кӑмӑлӑр пур-и, ҫук-и? каласамӑр мана, вара эпӗ е сылтӑмалла, е сулахаялла каям, тенӗ.

50 Лаванпа Вафуил ӑна хуравласа кала- нӑ: ку ӗҫ Ҫӳлхуҫа Турӑран килнӗ; эпир сана хирӗҫ усал та, ырӑ та калаймастпӑр; 51 акӑ Ревекка сан умӑнта; ил те кай [ӑна]; Ҫӳлхуҫа каланӑ пек, вӑл санӑн хуҫу ывӑ- лӗн арӑмӗ пултӑр, тенӗ.

52 Авраам чури, вӗсен сӑмахне илтсес- сӗн, ҫӗре ӳксе Ҫӳлхуҫана пуҫҫапнӑ. 53 Вӑл кӗмӗл япаласемпе ылтӑн япаласем, тум- тирсем кӑларса Реҫеккӑна панӑ; ҫаҫӑн пекех унӑн пиччӗшне те, унӑн амӑшне те чаплӑ парнесем панӑ. 54 Вӑл та, унпа пӗрле пынӑ ҫынсем те ҫинӗ, ӗҫнӗ, ҫавӑнта ҫӗр каҫнӑ. Ирхине тӑрсассӑн, вӑл: мана ярӑр ӗнтӗ, [эпӗ] хамӑн хуҫ ам патне [каям], тенӗ. 55 Анчах хӗрӗн пиччӗшӗпе амӑшӗ каланӑ: хӗрӗмӗр пирӗнпе пӗрле вунӑ кун та пулин пурӑнтӑр-ха, вара кайӑн, тенӗ. 56 Вӑл вӗ ҫене каланӑ: чар ҫ а ан тӑрӑр-ха мана, Ҫӳлхуҫа манӑн ҫула ӑнӑҫлӑ турӗ; мана ярӑр ӗнтӗ, эпӗ хамӑн хуҫам патне каям, тенӗ. 57Вӗсем: хӗре чӗнсе кӗртер те унран ыйтар, вӑл мӗн калӗ, тенӗ. 58 Ӗнтӗ Ревеккӑна чӗнсе кӗртнӗ те ӑна каланӑ: ҫак ҫынпа пӗрле кайӑн-и? тенӗ. Вӑл: кайӑп, тенӗ. 59 Вара Ревеккӑна, хӑйсен йӑмӑкне, ӑна пӑхса ӳстер нӗ хӗрарӑмпа пӗрле янӑ; Авраам чурине те, унпа пӗрле килнӗ ҫын- сене те янӑ. 60 Ревеккӑна пиллесе каланӑ: эй йӑмӑкӑмӑр! санран пин хутчен пин ҫын ҫуралтӑр, санӑн тӑхӑму хӑйӗн тӑш- манӗсен ҫуртне-йӗрне ярса илтӗр! тенӗ. 61 Ревеккӑпа унӑн хӗрарӑм тарҫисем тӑнӑ та тӗвесем ҫине ларса ҫав ҫын хыҫҫӑн кай- нӑ. Чура ҫапла Ревеккӑна илсе кайнӑ.

62 Исаак вара Беэр-лахай-роирен таврӑн- нӑ пулнӑ — вӑл ун чухне кӑнт ӑр енчи ҫӗрте пурӑннӑ. 63 Каҫ пулас умӗн Исаак хире шухӑшламашкӑн тухнӑ, вӑл пуҫне


{[36] Пулт 21:2; 25:5. [40] Пулт 17:1. [42] Пулт 24:12. [62] Пулт 16:14.}


ҫӗклесе пӑхнӑ та курах кайнӑ: акӑ тӗве- сем килеҫҫӗ. 64 Ревекка пӑхнӑ та, Исаака курса, тӗве ҫинчен аннӑ. 65 Вӑл чурана каланӑ: хир тӑрӑх пире хирӗҫ килекен ҫын кам вӑл? тенӗ. Чура: манӑн хуҫам вӑл, тенӗ. Ревекка вара пӗркенчӗк илсе пӗркеннӗ. 66 Хӑй мӗн тунине чура пурне те Исаака каласа панӑ. 67Исаак Ревеккӑ- на хӑйӗн амӑшӗн, Саррӑн, чатӑрне ил- се кӗнӗ, Исаак ӑна арӑм тунӑ, Ревекка унӑн арӑмӗ пулса тӑнӑ, Исаак ӑна питӗ юратнӑ; амӑшӗшӗн [Саррӑшӑн] хуйхӑрни пусарӑннӑ вара.


25

1Авраам тата Хеттура ятлӑ арӑм илнӗ. 2Арӑмӗ ӑна Зимран, Иок- шан, Медан, Мадиан, Ишбак тата Шуах ятлӑ ачас ем ҫуратса панӑ. 3 Иокшанӑн Шева, [Феман] тата Дедан ҫуралнӑ; Де- дан ывӑлӗсем ҫаксем пулнӑ: [Расуил, Навдеил,] Ашурим, Летушим тат а Ле- юмим. 4 Мадиан ывӑлӗсем: Ефа, Ефер, Ханох, Авида тата Елдага. Вӗсем пурте Хеттура ывӑлӗсем. 5 Хӑйӗн мӗн пуррине пурне те Авраам [хӑйӗн ывӑлне] Исаака панӑ, 6 ҫум-арӑмӗсем ҫуратнӑ ывӑлӗсене Авраам парнесем панӑ та хӑй сывӑ чух- нех Исаакран, хӑйӗн ывӑлӗнчен, тухӑҫ енне тухӑҫри ҫӗр ҫине уйӑрса янӑ.

7 Авраам пурӑннӑ кунҫ ул ҫӗр ҫитмӗл пилӗк ҫул пулнӑ; 8 Авраам ватӑлса ҫитсе, [пурӑнӑҫпа] тӑраниччен пурӑнса вилнӗ, вара канӑҫлӑ халӑхӗпе пӗрлешнӗ. 9 Ӑна Исаакпа Измаил, хӑйӗн ывӑлӗсем, Мах- пела текен сӑрт хӑвӑлне, Ефронӑн — хет ҫыннин, Цохар ывӑлӗн — Мамре тӗлӗнчи хирне, пытарнӑ, 10 ҫав ҫӗре [тата сӑрт хӑ- вӑлне] Авраам Хет ывӑ лӗсенчен сут ӑн илнӗ пулнӑ. Унта Авраампа унӑн арӑмне Саррӑна пытарнӑ. 11 Авраам вилсессӗн, Ту- рӑ унӑн ывӑлне, Исаака, пилленӗ. Исаак Беэр-лахай-рои ҫывӑхӗнче пурӑннӑ.

12Акӑ Египет хӗрӗ Агарь — Сарра тар- ҫи — Авраама ҫуратса панӑ Измаилӑн, Авраам ывӑлӗн, йӑхӗ-кӑкӗ; 13 акӑ Измаил ывӑлӗсен ячӗсем, вӗҫе-вӗҫӗн ҫуралса пы- нӑ ывӑлӗсен ячӗсем: Измаилӑн малтан ҫуралнӑ ывӑлӗ Наваиоф, ун хыҫ ӗнчен Кедар, Адбеел, Мивсам, 14 Мишма, Дума, Масса, 15 Хадад, Фема, Иетур, Нафиш та- та Кедма. 16 Хӑйсен ялӗ-хулинче, хӑйсен тапӑрӗсенче пурӑнакан Измаил ывӑлӗсем ҫаксем ӗнтӗ, вӗсен ячӗсем ҫаксем ӗнтӗ. Вӗсем — хӑйсен ӑрӑвӗсен вуникӗ ҫулпу- ҫӗ. 17Измаил пурӑннӑ кунҫул ҫӗр вӑтӑр ҫичӗ ҫул пулнӑ; вара унӑн ӗмӗрӗ иртнӗ, вӑл вилнӗ, канӑҫлӑ халӑхӗпе пӗрлешнӗ. 18 Вӗсем Хавилапа Сур хушшинче пурӑн- нӑ, Сур вара Ассирие кайнӑ чухне Египет тӗлӗнче юлать. Вӗсем хӑйсен пӗтӗм тӑван- не хирӗҫех вырӑнаҫса тухнӑ[6].

19 Акӑ Исаакӑн, Авраам ывӑлӗн, йӑхӗ-кӑ- кӗ. Авраамран Исаак ҫуралнӑ. 20 Ревек- кӑна — Месопотамире пурӑнакан арамей ҫыннин Вафуилӑн хӗрне, арамей ҫын- нин Лаванӑн йӑмӑкне — хӑй валли кач- ча илнӗ чухне Исаак хӗрӗх ҫулта пулнӑ. 21Исаак хӑйӗн арӑмӗшӗн [Ревеккӑшӑн] Ҫӳлхуҫана кӗлтунӑ, мӗншӗн тесессӗн вӑл тип варлӑ пулнӑ; Ҫӳлхуҫа ӑна илтнӗ, вара Ревекка, арӑмӗ, йывӑр ҫын пулнӑ. 22 Ывӑлӗсем ӗнтӗ унӑн варӗнчех ҫапка- лашма пуҫланӑ, вӑл вара: капла пулас пулсассӑн, мӗн кӗтет-ха мана? тенӗ. Вара Ҫӳлхуҫаран ыйтма кайнӑ. 23 Ҫӳлхуҫа ӑна каланӑ: санӑн ӑшунса икӗ ӑру; санӑн варунтан икӗ тӗрлӗ халӑх тухӗ: пӗр ха- лӑхӗ тепринчен вӑйлӑрах пулӗ, асли кӗ- ҫӗннине пӑхӑнса тӑрӗ, тенӗ. 24 Ӗнтӗ унӑн ҫуратас вӑхӑчӗ ҫитнӗ: акӑ унӑн варӗнче йӗкӗрешсем-мӗн. 25 Малтанхи хӗп-хӗрлӗ ҫуралнӑ, пӗтӗмпе тир пек ҫӑмлӑ пулнӑ, ӑна Исав ятлӑ хунӑ. 26Унтан унӑн шӑллӗ ҫуралнӑ, вӑл аллипе Исав ури тупанӗн- чен тытса тухнӑ; ӑна Иаков ятлӑ хунӑ. Вӗсем [Ревеккӑран] ҫуралнӑ чухне Исаак утмӑл ҫулта пулнӑ.


{[65] 1 Пет 3:6. [67] Пулт 23:2.


25-мӗш сы пӑк. [2] 1 Ҫулс 1:32–33. [5] Пулт 15:4; 21:10; 24:36. [8] Пулт 35:29. Евр 12:23. [9] Пулт 49:30–31.


[10] Пулт 23:16. [11] Пулт 16:14; 24:62. [12] Пулт 16:15. [13] 1 Ҫулс 1:29. [15] Иов 6:19. [19] Пулт 21:2.

1 Ҫулс 1:34. Мф 1:2. [23] Рим 9:10–12. Мал 1:2. [25] Пулт 27:11. [26] Ос 12:3. Ап ӗҫс 7:8.}


27Ачасем ӳссе ҫитӗннӗ; Исав кайӑк тыт- ма ӑсс а ҫын пулнӑ, хир ҫынни пулнӑ; Иаков йӑваш ҫын, чатӑрта пурӑнакан ҫын пулнӑ. 28 Исаак Исав тытнӑ кайӑк ашне кӑмӑлланӑ, ҫавӑнпа вӑл Исава юратнӑ, Ревекка вара Иакова юратнӑ.

29 Иаков апат пӗҫернӗ пулнӑ; Исав хир- тен ӗшенсе килнӗ. 30 Исав Иакова кала- нӑ: эсӗ мана хӗрлине, ҫак хӗрлине ҫиме пар-ха, эпӗ ӗшенсе килтӗм, тенӗ. Ҫавӑнпа ӑна Эдом теме пуҫланӑ. 31Анчах Иаков [Исава] каланӑ: мал тан мана хӑвӑн аслӑ- лӑхна сут, тенӗ. 32 Исав: акӑ эпӗ вилетӗп; малтан ҫурални мана мӗне кирлӗ? тенӗ. 33 Иаков [ӑна] каланӑ: тупа ту халех, тенӗ. Вӑл ун умӗнче тупа тунӑ, ҫапла [Исав] хӑйӗн аслӑлӑхне Иакова сутнӑ. 34 Иаков Исава ҫӑкӑрпа ясмӑк яшки панӑ; вӑл ҫи- нӗ, ӗҫнӗ, унтан тӑрса тухса кайнӑ; ҫапла Исав хӑйӗн аслӑлӑхне пӑрахӑҫланӑ.


26

1Авраам пурӑннӑ чухне пулнӑ выҫлӑхсӑр пуҫне ҫак ҫӗрте кал- лех выҫлӑх пулнӑ; Исаак Авимелех пат- не, Филисти патши патне, Герара кайнӑ.

2Ҫӳлхуҫа ӑна курӑнса каланӑ: Египета ан кай; Эпӗ сана кӑтартас ҫӗрте пурӑн,

3 ҫак ҫӗр тӑрӑх ҫӳре, Эпӗ санпа пӗрле пу- лӑп, сана пиллӗп, ҫак ҫӗрсене пӗтӗмпех сана тата санӑн йӑхна парӑп, Авраама, санӑн аҫуна, [Хам] тупа туса каланине вырӑна килтерӗп; 4-5 Авраам [санӑн аҫу] Манӑн сӑмахӑма итленӗшӗн, Эпӗ мӗн ту- ма каланине тунӑшӑн — Эпӗ хушнине, Манӑн йӗркесене, Манӑн саккунсене туса тӑнӑшӑн — санӑн йӑхна тӳпери ҫӑлтӑр пек йышлӑ тӑвӑп, ҫак ҫӗрсене пурне те санӑн йӑхна парӑп; ҫӗр ҫинчи пур халӑх та санӑн вӑрлӑху урлӑ пиллӗхлӗ пулӗ, тенӗ.

6 Исаак Герара пыр с а вырӑнаҫнӑ. 7 Ҫав вырӑнти ҫынсем унӑн арӑмӗ [Ресекка] ҫинчен ыйтнӑ, вӑл вӗсене: ку манӑн йӑ- мӑкӑм, тенӗ, мӗншӗн тесессӗн «ку манӑн арӑм» теме хӑранӑ: вӑл «Ревекка питех те илемлӗ пулнӑран ҫак ҫӗрти ҫынс ем мана уншӑн ан вӗлерччӗр» тесе шухӑш- ланӑ. 8 Вӑл унт а пурӑнни чылай вӑхӑт иртсессӗн, Авимелех — Филисти пат- ши — чӳречерен пӑхнӑ та Исаак Ревек- кӑпа, хӑйӗн арӑмӗпе, вылянине курнӑ. 9 Вара Авимелех Исаака чӗнсерсе ил се каланӑ: акӑ ку санӑн арӑму-ҫке; епле- ха эсӗ: вӑл манӑн йӑмӑк пулать, терӗн? тенӗ. Исаак ӑна каланӑ: эпӗ манӑн ун пирки вилес марччӗ тесе шухӑшларӑм, тенӗ. 10 Авимелех [ӑна] каланӑ: эсӗ капла пире мӗн турӑн? [манӑн] ҫынсенчен пӗри санӑн арӑмупа кӑшт анчах хутшӑнман, эсӗ пире ҫылӑха кӗртеттӗн, тенӗ. пВара Авимелех пӗтӗм халӑхне хытарса каланӑ: кам та кам ҫак ҫынна тата унӑн арӑмне тӗкӗнет, ӑна вӗлерме тытса парӗҫ, тенӗ.

12 Исаак ҫав ҫӗрте тырӑ акнӑ, ҫав ҫулхи- не ҫӗр хут нумайрах урпа пухса илнӗ: ӑна Ҫӳлхуҫа ҫапла пилленӗ. 13 Ҫак ҫын асла тухнӑ, вӑл, ытларан ытла ҫӗкленсе, питех те асла тухс а кайнӑ. 14 Унӑн вак выльӑх кӗсӗвӗсем те, шулс ӑра выльӑх кӗтӗвӗсем те пулнӑ, темӗн чухлӗ ана пул- нӑ, филистимсем ӑна ӑмс ана пуҫланӑ. 15 Унӑн ашшӗ Авраам пурӑннӑ чухне аш- шӗн чурисем алтнӑ пус ӑсене пӗт ӗмпех филистимсем ишсе, тӑпра ярса хупласа лартнӑ. 16 Авимелех Исаака каланӑ: пи- рӗн патӑмӑртан кай, эсӗ пирӗнтен чылай вӑйлӑрах пулса кайрӑн, тенӗ.

17Вара Исаак унс ан кайнӑ, Герар ай- лӑмне ҫитсе, чатӑрсем карса лартса, ҫа- вӑнта вырӑнаҫнӑ. 18 Хӑйӗн ашшӗ Авраам пурӑннӑ чухне алтнӑ пусӑсене — [хӑйӗн ашшӗ] Авраам вилсессӗн филистимсем ишсе-хупласа лартнӑ пус ӑсене — Исаак ҫӗнӗрен чавс а уҫнӑ; вӗс ене хӑйӗн аш- шӗ [Авраам] панӑ ятсенех парса тухнӑ. 19 Исаак чурисем айлӑмра [Герар айлӑ- мӗнче] алтнӑ та унта чӗрӗ шывлӑ пусӑ чавса кӑларнӑ. 20 Герар кӗтӳҫисемпе Исаак кӗтӳҫисем: ку пирӗн шыв, тесе тавлашнӑ. Ҫапла тавлашнӑран Исаак ҫак пусса Есек тесе ят панӑ. 21 [Исаак унс ан тапранса кайсассӑн,] тепӗр пус ӑ алтс а кӑларнӑ; ун пирки те ҫаплах тавлашнӑ; вӑл ӑна


 {[30] Пулт 36:1, 19. [33] Евр 12:16. Пулт 27:36.

26-мӗш сы пӑк. [3] Пулт 12:7; 13:15; 15:7, 18. [4] Пулт 12:3; 18:18; 22:18; 28:13–14. Пс 71:17.

[10] Пулт 20:9.}



Ситна тесе ят панӑ. 22 Вӑл кунтан тапран- са кайнӑ та урӑх пусӑ алтнӑ, кун пирки тавлашман вара; ӑна Реховоф ят панӑ, вӑл: халӗ Ҫӳлхуҫамӑр пире ирӗк вырӑн пачӗ, эпир ҫӗр ҫинче ӗрчӗпӗр, тенӗ.

23 Кунтан вӑл Вирсавияна куҫнӑ. 24 Ҫав каҫхине ӑна Ҫӳлхуҫа курӑнса каланӑ: Эпӗ — Авраамӑн, санӑн аҫун, Турри; ан хӑ- ра, Эпӗ санпала пӗрле; сана пиллӗп, са- нӑн йӑхна йышлӑлантарӑп, ҫакна [санӑн аҫушӑн] Авраамшӑн, Хамӑн чурамшӑн, тӑвӑп, тенӗ. 25 Вӑл вара унта парне вы- рӑнӗ тунӑ та Ҫӳлхуҫа ятне асӑнса чӗн- нӗ. Вӑл унта чатӑр карса лартнӑ, Исаак чурисем унта [Герар айлӑмӗнче] путӑ алтса кӑларнӑ.

26Ун патне Герартан Авимелех хӑйӗн тусӗпе Ахуҫ афпа тат а хӑйӗн ҫарпуҫӗпе Фихолпа пӗрле пынӑ. 27Исаак вӗсене ка- ланӑ: эсир мана курайми пулс а хӑв ӑр патӑртан хӑваласа янӑ хыҫҫӑн ман патӑ- ма мӗншӗн килҫӗр тата? тенӗ. 28 Вӗсем каланӑ: Ҫӳлхуҫа санпа пӗрле пулнине эпир уҫҫӑнах куртӑмӑр, ҫавӑнпа эпир сан- па хамӑр хушшӑмӑрта тупа тӑвас, санпа пӗр канашлӑ пулма сӑмах татас терӗмӗр, 29 эпир сана тивмесӗр, саншӑн ыррине анчах туса тӑрса, кӑмӑллӑн ӑсатса янӑ пек, эсӗ те пире усал ан тутӑрччӗ терӗ- мӗр; халӗ сана Ҫӳлхуҫа пиллӗхлӗ турӗ, тенӗ. 30 Исаак вӗсемшӗн ӗҫкӗ-ҫикӗ тунӑ, вӗсем ӗҫнӗ, ҫинӗ. 31Ирхине ирех тӑнӑ та пӗрне-пӗри тупа тунӑ; вара Исаак вӗсене ӑсатса янӑ, вӗсем ун патӗнчен кӑмӑллӑн тухса кайнӑ. 32 Ҫав кунах Исаак чурисем пырса ӑна хӑйсем алтакан пусӑ ҫинчен хыпар тунӑ, вӗсем ӑна: эпир шыв тупрӑ- мӑр, тенӗ.

33 Ҫав пусса вӑл Шива тесе ят панӑ. Ҫа- вӑнпа ҫав хула ку таранчченех Беэршива [Вирсавия] ятлӑ.

34 Исав хӗрӗх ҫулта пулнӑ, вӑл хӑй валли Иегудифӑна — хет ҫыннин Беэрӑн хӗр- не — тата Васемафӑна — хет ҫыннин Ело- нӑн хӗрне — качча илнӗ. 35 Вӗсем иккӗшӗ те Исаакпа Ревеккӑна килӗшмен.


27

1Ватӑлса ҫитсе куҫӗ курми пулса- ссӑн, Исаак хӑйӗн аслӑ ывӑлне Исава чӗнсе илнӗ те ӑна каланӑ: эй ывӑ- лӑм! тенӗ. Лешӗ ӑна: эпӗ кунтах, тенӗ. 2 [Исаак] каланӑ: акӑ эпӗ ватӑлтӑм; хам вилес кунӑма пӗлместӗп; 3 халӗ хӑвӑн сӑп- райна, ухӑ йӗппипе уххуна, ил те хире кайса ман валли кайӑк тытса кил, 4 ман валли хам юраҫ акан апаҫ а хаҫӗрле те мана ҫитерме илс е кил, хам виличчен чунӑм сана пиллесе хӑвартӑр, тенӗ.

 5 Исаак хӑйӗн ывӑлне Исава мӗн кала- нине Ревекка илтсе тӑнӑ. Исав вара хире кайӑк тытма кайнӑ; 6 Ревекка хӑйӗн [кӗ- ҫӗн] ывӑлне Иакова каланӑ: акӑ эпӗ аҫу санӑн Исав пиччӳне мӗн каланине илт- рӗм: 7 ман валли кайӑк тытса кил, мана апат хатӗрлесе пар; эпӗ ҫием, вара хам виличчен сана Ҫӳлхуҫа умӗнче пиллем, терӗ. 8 Ывӑлӑм, эсӗ халӗ эпӗ сана мӗн ка- ланине, мӗн хушнине итле: 9 кӗтӳ патне кай та унтан мана икӗ [ҫамрӑк] качака путекки тытса килсе пар; эпӗ аҫу валли хӑй юрат акан апатне хат ӗрлесе парӑп, 10 эсӗ ӑна аҫу патне ил ҫе кӗрӗн те, вӑл ҫийӗ, хӑй виличчен сана пиллесе хӑварӗ, тенӗ. 11 Иаков хӑйӗн амӑшне Ревеккӑна каланӑ: манӑн Исав пиччем ҫӑмламас ҫын, эпӗ яка ӳтлӗ ҫын; 12 тен, аттем ма- на хыпаласа пӑхӗ те, эпӗ вара унӑн куҫӗ умӗнче ултавҫӑ пулӑп, хам ҫине пиллӗх вырӑнне ылхан кӳрӗп, тенӗ. 13Амӑшӗ ӑна каланӑ: ывӑ лӑм, сана тивес ылхан ман ҫие пултӑр, эсӗ манӑн сӑмахӑма ҫеҫ итле, кай, илсе килсе пар мана, тенӗ. 14 Вӑл кай- нӑ та, тытса килсе, амӑшне панӑ; амӑшӗ вара унӑн ашшӗ юратакан апатне пӗҫер- се хунӑ. 15 Килӗнчи тумҫ иртен Ревекка аслӑ ывӑлӗн Исавӑн чаплӑ тумне илнӗ те [ӑна] кӗҫӗн ывӑлне Иакова тӑхӑнтарт- нӑ; 16 унӑн аллисене, ҫара мӑйне качака путекки тирӗпе витсе ҫыхнӑ; 17унтан хӑй хатӗрленӗ апачӗпе ҫӑкӑрне Иакова, хӑйӗн ывӑлне, тыттарнӑ.

18 Вӑл ашшӗ патне кӗнӗ те: аттем! те- нӗ. Лешӗ каланӑ: эпӗ кунт ах; ывӑлӑм,


{[23] Пулт 46:1. [24] Пулт 17:7. Ис 41:10; 43:1. [26] Пулт 21:22, 32.


27-мӗш сы пӑк. [1] Пулт 48:10.}


эсӗ кам? тенӗ. 19 Иаков хӑйӗн ашшӗне каланӑ: эпӗ Исав, малтанхи ывӑлу, пурне те эсӗ каланӑ пек турӑм; тӑр та манӑн кайӑк ашне ларса ҫи, санӑн чуну мана пиллемелле пултӑр, тенӗ. 20 Исаак хӑйӗн ывӑлне каланӑ: эй ывӑлӑм! епле эсӗ питӗ хӑвӑрт тупса килтӗн? тенӗ. Вӑл: санӑн Ҫӳлхуҫа Турру ӑна мана хирӗҫех ячӗ, тенӗ. 21 Вара Исаак Иакова каланӑ: [ман ҫывӑхӑма] кил-ха, ывӑлӑм, эпӗ сана хы- паласа пӑхам, эсӗ манӑн Исав ывӑлӑм-и, вӑл мар-и? тенӗ. 22 Иаков Исаак патне, хӑйӗн ашшӗ патне, пырса тӑнӑ, ашшӗ ӑна хыпаласа пӑхнӑ та ка ланӑ: сасси — Иаков сасси, аллисем — Исав аллисем, тенӗ. 23 Вӑл ӑна паллайман, мӗншӗн тесессӗн Иаков аллисем Исав пиччӗшӗн аллисем пекех ҫӑмламас пулнӑ; вара ӑна пилле- се 24 каланӑ: манӑн Исав ывӑлӑм эсӗ-и? тенӗ. Иаков: эпӗ, тенӗ. 25 Исаак каланӑ: пар-ха мана, эпӗ ывӑлӑм кайӑкне ҫием, манӑн чунӑм сана пиллемелле пултӑр, тенӗ. Иаков ӑна панӑ, вӑл ҫинӗ; ӑна эрех те кӳрсе панӑ, вӑл ӗҫнӗ. 26 Исаак, ашшӗ, ӑна каланӑ: [ман патӑма] кил-ха, чупту мана, ывӑ лӑм, тенӗ. 27 Вӑл ашшӗ патне пырса ӑна чуптунӑ. Исаак унӑн тумтирӗн шӑршине туйса илнӗ, вӑл ӑна пиллесе каланӑ: ывӑлӑм шӑрши — уй-хир шӑрши, Ҫӳлхуҫамӑр пилленӗ [тулли] уй-хир шӑр- ши; 28 Турӑ сана тӳпери сывлӑмран, ҫӗр тулӑхӗнчен ырӑлӑх парса тӑтӑр, иксӗлми тырӑ-пулӑ, эрех парса тӑтӑр; 29 сана халӑх- сем пӑхӑнса тӑччӑр, сана этем йӑхӗсем пуҫҫапчӑр; хӑвӑн тӑванусен хуҫи пулса пурӑн, аннӳ ывӑлӗсем сана пус ҫапчӑр; сана ылханакансем — ылханлӑ; сана пил- лекенсем — пиллӗхлӗ! тенӗ.

30 Исаак [хӑйӗн ывӑлне] Иакова пиллӗх парсассӑнах, Иаков Исаакӑн, хӑйӗн аш- шӗн, куҫ ӗ умӗнчен тухс а кайс ассӑнах, Исав, пиччӗшӗ, кайӑк тытс а таврӑннӑ. 31 Вӑл та апат пӗҫернӗ те, хӑйӗн ашшӗ пат- не илсе кӗрсе, ашшӗне каланӑ: тӑрсам, аттем, ывӑлун кайӑкне ҫи, санӑн чуну мана пиллемелле пултӑр, тенӗ. 32 Исаак вара, ашшӗ, ӑна: кам эсӗ? тенӗ. Вӑл: эпӗ санӑн ывӑлу, малтанхи ывӑлу, Исав, тенӗ. 33 Исаак темӗн тӗрлӗ хытӑ чӗтӗресе кайнӑ та каланӑ: [ман валли] кайӑк тытса ки- лекенӗ, мана кӳрсе параканӗ кам пулчӗ вара? эпӗ эсӗ киличчен пурне те ҫирӗм, эпӗ ӑна пиллерӗм; ӗнтӗ вӑлах пиллӗхлӗ пулать, тенӗ. 34 Исав хӑйӗн ашшӗн [Иса- акӑн] сӑмахне итлесе пӗтерсессӗн хытӑ кӑшкӑрса хурланса йӗре пуҫланӑ, вӑл ашшӗне: эй атт ем! мана та пиллесем, тенӗ. 35Анчах вӑл [ӑна]: санӑн шӑллу чееленсе килсе кӗчӗ те санӑн пиллӗхне илсе тухрӗ, тенӗ. 36 Вара [Исав] каланӑ: вӑл мана икӗ хут такӑнтарчӗ ӗнтӗ, ӑна ҫавӑнпах Иаков ятлӑ хуман-и? Вӑл ма- нӑн аслӑлӑхӑма туртс а илчӗ, акӑ халӗ мана тивес пиллӗхе те илчӗ, тенӗ. [Исав хӑйӗн ашшӗне] тас ах каланӑ: эсӗ ман валли [те] пиллӗх хӑвармарӑн-и вара? тенӗ. 37 Исаак Исава хуравласа каланӑ: акӑ эпӗ ӑна санӑн хуҫу туса хутӑм, унӑн тӑванӗсене пурне те унӑн чури турӑм; ӑна тырӑ-пулӑ, эрех пиллерӗм; ывӑлӑм, сан- шӑн эпӗ мӗн тӑвайӑп ӗнтӗ? тенӗ. 38 Исав хӑйӗн ашшӗне каланӑ: эй аттем, санӑн пӗр пиллӗх анчах-и вара? аттеҫӗм, мана та пиллесем! тенӗ. [Исаак пӗр чӗнмесӗр тӑнӑран] Исав сасӑпа йӗрсе янӑ.

39 Исаак, ашшӗ, ӑна хуравласа каланӑ: акӑ эсӗ ҫӗр тулӑхӗнчен, тӳпе сывлӑмӗн- чен аякра пурӑнӑн; 40 хӗҫӳ мӗн тупать, ҫавӑнпа пурӑнӑн, хӑвӑн тӑванна пӑхӑнса тӑрӑн; вӑхӑт ҫитсессӗн, ӑна хирӗҫ тӑрса, унӑн пусмӑрне ӗнсӳ ҫинчен сирсе ывӑ- тӑн, тенӗ.

41 Исав вара Иакова ашшӗ панӑ пиллӗ- хӗшӗн курайми пулнӑ; Исав хӑй ӑшӗнче: аттемшӗн йӗрес кунсем ҫывӑхарса килеҫ- ҫӗ — Иакова, хамӑн шӑллӑма, вӗлеретӗп, тенӗ. 42Аслӑ ывӑлӗ Исав каланӑ сӑмах- сене Ревеккӑна каласа панӑ; вӑл хӑйӗн кӗҫӗн ывӑлне Иакова чӗнтерсе илнӗ те ӑна каланӑ: акӑ Исав пиччӳ сана вӗлерме хӑмсарать; 43халӗ ӗнтӗ, ывӑлӑм, манӑн сӑмахӑма итле, тӑр та [Месопотамие] ма-


{[27] Евр 11:20. [29] Йыш 22:6; 24:9. [34] Евр 12:17. [36] Пулт 25:33. [38] Евр 12:17. [39] Евр 11:20.

[40] 4 Пат 8:20. 2 .улс 21:8. [41] Авд 1:10.}


нӑн Лаван пиччем патне, Харрана, тар; 44 пиччӳн хаярлӑхӗ ҫаврӑниччен, 45 пич- чӳн сана ҫилленнӗ ҫилли пусӑрӑниччен пӗр вӑхӑт ун патӗнче пурӑн; каярах вӑл эсӗ хӑйне мӗн тунине манӗ; эпӗ вара ҫын ярса сана унтан илсе килтерӗп; мӗншӗн манӑн пӗр кунрах сире икс ӗре те ҫу- хатас-ха? тенӗ.

46 Исаака вара Ревекка ҫапла каланӑ: хетсен хӗрӗсем пирки манӑн пурӑнассӑм та килмест; Иаков хетсен хӗрне качча илес пулсассӑн, ҫаксем евӗрлине, ҫак ҫӗрти хӗрсем евӗрлине илес пулсассӑн, мана пурӑнӑҫ мӗне кирлӗ? тенӗ.


28

1 Исаак Иакова чӗнсе илнӗ те ӑна пилленӗ, ӑна ӳкӗтлесе каланӑ: хӑв валли арӑм ханаансен хӗрне ан ил; 2тӑр та Мес опотамие Вафуилӑн, аннӳ ашшӗн, килне кай, хӑв валли арӑм ҫа- вӑнтан — Лаванӑн, аннӳ пиччӗшӗн, хӗрӗ- сенчен пӗрне ил; 3 Пурне те Пултаракан Турӑ сана пиллетӗр, сана ӗрчеттӗр, сана йышлӑ тут ӑр, санран темӗн чухлӗ ха- лӑх тухтӑр; 4 сана та, санпа пӗрле санӑн тӑхӑмна та Авраамӑн [манӑн аттемӗн] пиллӗхне патӑр, санӑн хӑв ҫӳресе тухнӑ ҫӗре — Турӑ Авраама панӑ ҫӗре — илмел- ле пулсӑр! тенӗ. 5 Исаак вара Иаковпа сывпуллашнӑ, Иаков Мес опотамие Ла- ван патне — арамей ҫыннин Вафуилӑн ывӑлӗ, Иаковпа Исав амӑшӗн Ревеккӑн пиччӗшӗ патне — тухса кайнӑ. 6 Исаак Иакова пилленине, ӑна Месопотамие ҫа- вӑнтан арӑм илме пиллесе янине, «ха- наан хӗрӗсенчен ху валли арӑм ан ил» тесе ӳкӗтленине, 7 Иаковӗ хӑйӗн ашшӗпе амӑшне итлесе Месопотамие тухса кай- нине Исав курнӑ. 8 Исав хӑйӗн ашшӗ, Исаак, ханаан хӗрӗсене килӗштермен- нине те курнӑ; 9 вара вӑл Измаил патне кайнӑ та ытти арӑмӗсемсӗр пуҫне тата Махалафӑна — Авраам ывӑлӗн Измаилӑн хӗрне, Нав аиоф йӑмӑкне — хӑй валли качча илнӗ. 10 Иаковӗ Вирсавияран тух- са Харрана кайнӑ, 11 пӗр тӗле ҫитнӗ те хӗвел анса ларнӑран ҫавӑнта ҫӗр каҫма чарӑннӑ. Ҫав вырӑнти пӗр чула илнӗ те, ӑна пуҫ елӗк вырӑнне хурс а, ҫавӑн- та ҫывӑрма выртнӑ. 12 Вӑл тӗлӗк курнӑ: акӑ ҫӗр ҫинче пусма тӑрать, унӑн ҫӳл вӗҫӗ тӳпенех перӗнет; акӑ Турӑ Ангелӗ- сем ун тӑрӑх пӗр улӑхаҫҫӗ, пӗр анаҫҫӗ. 13 Акӑ ун ҫинче Ҫӳлхуҫа тӑрать, Вӑл ҫапла калать: Эпӗ Ҫӳлхуҫа, санӑн аҫун Авра- амӑн Турри, Исаак Турри; [ан хӑра]. Эсӗ выртакан ҫӗре Эпӗ сана, санӑн йӑхна па- рӑп; 14 санӑн йӑху ҫӗр ҫинчи хӑйӑр пек йышлӑ пулӗ; эсӗ анӑҫпа тухӑҫ еннелле, ҫурҫӗрпе кӑнтӑр еннелле сарӑлӑн; сан урлӑ, санӑн вӑрлӑху урлӑ ҫӗр ҫинчи пур ӑру та пиллӗхлӗ пулӗ; 15 акӑ Эпӗ санпала пӗрле: эсӗ кирек ӑҫта кайсассӑн та, сана пур ҫӗрте те сыхласа хӑварӑп; сана ҫак ҫӗр ҫине каялла ҫавӑрса килӗп, сана Хам мӗн каланине туса ҫитермесӗр Эпӗ сана пӑрахмӑп, тет. 16 Иаков ыйхинчен вӑран- са кайнӑ та: чӑнах, ку вырӑнта Ҫӳлхуҫа пурӑнать; эпӗ ӑна пӗлмен! тенӗ. 17Вӑл хӑраса ӳкнӗ те каланӑ: ку вырӑн епле хӑрушӑ! ку ахаль вырӑн мар, ку Турӑ ҫурчӗ, ку тӳпе хапхи, тенӗ. 18 Иаков ирхи- не ирех тӑнӑ та, пуҫ айне хурса выртнӑ чулне илсе, ӑна палӑк туса лартнӑ, ун ҫине ҫу юхтарнӑ. 19 Вара [Иаков] ҫав вы- рӑна Вефиль[7] те с е ят панӑ, ҫав хулан ӗлӗкхи ячӗ Луз пулнӑ. 20 Иаков тупа туса каланӑ: эхер те [Ҫӳлхуҫа] Турӑ манпала пӗрле пулса эпӗ каякан ҫул ҫинче мана сыхӑ усрасассӑн, ҫиме — ҫӑкӑр, тӑхӑнма тумтир парсассӑн, 21 эпӗ аттемӗн килне тӑнӑҫлӑн таврӑнас пулсассӑн, Ҫӳлхуҫа манӑн Туррӑм пулас пул с ассӑн, 22 ҫак хам лартнӑ чул, асӑнмалӑх лартнӑскер, [маншӑн] Турӑ ҫурчӗ пулӗ; эй Турӑ, Эсӗ мана мӗн парса тӑнинчен вуннӑмӗш пай- не эпӗ Сана парӑп, тенӗ.


{[46] Пулт 26:34-35.

28- мӗш сыпӑк. [1] Пулт 24:3. [2] Пулт 22:23. [5] Ос 12:12. [6] Пулт 26:34. [9] Пулт 25:13.

[10] Пулт 26:23; 27:43. [11] Пулт 35:1; 48:3. [12] Ин 1:51. [13] Пулт 35:1, 7; 48:3. Сир 44:25. [14] Аст 12:20; 19:8. Пулт 26:4. [15] Ис 43:2. [17] Тух 3:5. Нав 5:15. [18] Пулт 31:13. [19] Пулт 35:6. [20] 1 Тим 6:8.

[22] Пулт 35:7.}


29

1 Иаков тӑнӑ та тухӑҫ ывӑлӗсен ҫӗр- не [Лаван патне — арамей ҫын- нин Вафуилӑн ывӑлӗ, Иаковпа Исав амӑ- шӗн Ревеккӑн пиччӗшӗ патне] тухса кай- нӑ. 2 Вӑл курах кайнӑ: акӑ хир варрин- че пус ӑ, унт а ун тавра виҫ ӗ кӗ тӳ вак выльӑх выртать, мӗншӗн тесессӗн кӗтӳ- сене ҫав пусӑран шӑварнӑ. Пусӑ ҫӑварне пысӑк чулпа хупланӑ пулнӑ. 3 Пусӑ ҫӑвар- не хупласа тӑракан чула мӗнпур кӗтӳ пухӑнсассӑн ҫеҫ йӑвантарса яма юранӑ, сурӑхсене ҫавӑн чухне ҫеҫ шӑварнӑ; ун- тан пусӑ ҫӑварне каллех чулпа хупласа хунӑ.

 4 Иаков вӗсене [кӗтӳҫӗсене]: тӑсанӑм- сем! эсир ӑҫсисем? тенӗ. Вӗсем: эпир Харранран, тенӗ. 5 Вӑл вӗсене каланӑ: эсир Лавана, Нахор ывӑлне, пӗлетӗр-и? тенӗ. Вӗсем: пӗлетпӗр, тенӗ. 6 Вӑл вӗсене татах каланӑ: вӑл сывӑ пурӑнать-и? тенӗ. Вӗсем: сывӑ пурӑнать; авӑ Рахиль, унӑн хӗрӗ, сурӑхсемпе килет, тенӗ. 7 [Иаков] каланӑ: акӑ каҫ пуласси часах мар-ха; вы- льӑхсене пухма вӑхӑт ҫитмен-ха; сурӑхӑр- сене шӑварӑр та кайӑр, кӗтсе ҫӳрӗр, тенӗ. 8 Вӗсем каланӑ: мӗнпур кӗтӳ пуҫтарӑнса ҫитмесӗр, пусӑ ҫӑварӗнчи чула йӑвантар- са ямасӑр каяймастпӑр; сурӑхсене эпир ҫавӑн чухне шӑваратпӑр, тенӗ.

9 Иаков вӗс емпе калаҫса тӑнӑ хушӑра ашшӗн вак выльӑхӗпе Рахиль [Лаван хӗ- рӗ] пырс а ҫитнӗ; вӑл [ашшӗн вак вы- льӑхне] кӗтсе ҫӳренӗ. 10 Рахиле — Лаван хӗрне, амӑш пиччӗшӗн хӗрне — тата Ла- ванӑн, амӑш пиччӗшӗн, сурӑхӗсене кур- сассӑн, Иаков пус ӑ патне пынӑ та, ун ҫӑварне хупланӑ чула йӑвантарса ярса, Лаванӑн, амӑш пиччӗшӗн, сурӑхӗсене ӗҫ- терсе тухнӑ. пУнтан Иаков Рахиле чупту- нӑ та сасӑпах йӗрсе янӑ. 12 Иаков Рахиле хӑй унӑн ашшӗн тӑванӗ иккенне, Ревекка ывӑлӗ иккенне каласа панӑ. Рахиль кил- не чупса кайнӑ та [ҫакна пӗтӗмпех] аш- шӗне каласа кӑтартнӑ.

29-мӗш сыпӑк. [13] Пулт 33:4; 45:14. [14] Тӳре 9:2. 2 Пат 5:1; 19:12. [20] Ос 12:12.

13 Лаван, Иаков ҫинчен — хӑй йӑмӑкӗн ывӑлӗ ҫинчен — илтсессӗн, ӑна хирӗҫ чупса тухнӑ, ӑна ыталаса илнӗ, чуптунӑ, унтан ӑна хӑй килне илсе кӗнӗ; вӑл Лава- на ҫакна пӗтӗмпех каласа панӑ. 14 Лаван ӑна: чӑнах, эсӗ манӑн шӑммӑм, манӑн ӳтӗм, тенӗ. Вара Иаков ун патӗнче уйӑ- хӗпех пурӑннӑ.

15Лаван Иакоса каланӑ: манӑн тӑса- нӑм тесе эсӗ маншӑн ахалех ӗҫлесе тӑ- рӑн-и? кала мана, сана мӗн тӳлес? тенӗ. 16Лаванӑн икӗ хӗр пулнӑ: асли Лия ятлӑ, кӗҫӗнни Рахиль ятлӑ пулнӑ. 17Лийӑн куҫӗ витӗрех мар пулнӑ, Рахилӗн вара пӗвӗ- сийӗ те илемлӗ, сӑнӗ-пичӗ те илемлӗ пулнӑ. 18 Иаков Рахиле юратнӑ, вӑл: Ра- хильшӗн, кӗҫӗн хӗрӳшӗн, эпӗ сана ҫичӗ ҫул ӗҫлесе тӑрӑп, тенӗ. 19Лаван [ӑна] каланӑ: кама та пулин урӑххине парич- чен манӑн ӑна сана парсассӑн аван тарах пулӗ; ман патӑмра пурӑн, тенӗ. 20 Иаков вара Рахильшӗн ҫичӗ ҫул ӗҫлесе пурӑн- нӑ; ӑна юратнипе уншӑн ҫичӗ ҫул темиҫе кун пек анчах туйӑннӑ.

21 Вара Иаков Лавана каланӑ: манӑн арӑ- мӑма пар, манӑн ун патне кӗме вӑхӑт ҫитрӗ ӗнсӗ, тенӗ. 22Лаван ҫав таврари ҫынсене пурне те чӗн се пухнӑ та ӗҫкӗ- ҫикӗ тунӑ. 23 Каҫхине [Лаван] ун патне хӑйӗн хӗрне Лийӑна илсе кӗнӗ; [Иаков] ун патне кӗнӗ. 24 Тарҫӑ ӗҫне туса тӑмаш- кӑн хӑйӗн Зелфа ятлӑ хӑрхӑмне Лаван хӑйӗн хӗрне Лийӑна панӑ. 25 Ирхине ку Лия иккенни курӑннӑ. [Иаков] Лавана каланӑ: эсӗ кап ла мана мӗн турӑн? эпӗ сан патӑнта Рахильшӗн ӗҫлемерӗм-и ва- ра? мӗншӗн эсӗ мана улталарӑн? тенӗ. 26 Лаван каланӑ: пирӗн енче апла тумаҫ- ҫӗ: кӗсӗннине аслинчен малсан качча памаҫҫӗ; 27 ӗнтӗ ҫакӑн эрнине вӗҫле те, вара сана теприне те парӑпӑр, уншӑн эсӗ ман патӑмра тата ҫичӗ ҫул ӗҫлесе тӑрӑн, тенӗ. 28 Иаков вара ҫапла тунӑ. Аслийӗн эрнине вӗҫлесессӗн, Лаван ӑна Рахиле, кӗҫӗн хӗрне, качча панӑ. 29 Тарҫӑ ӗҫне ту- са тӑмашкӑн хӑйӗн Валла ятлӑ хӑрхӑмне Лаван хӑйӗн хӗрне Рахиле панӑ. 30 [Иаков] Рахиль патне те кӗнӗ, Рахиле вӑл Лийӑ-



{29-мӗш сы пӑк. [13] Пулт 33:4; 45:14. [14] Тӳ ре 9:2. 2 Пат 5:1; 19:12. [20] Ос 12:12.}


ран ытларах юратнӑ; ҫапла Лаван патӗн- че тата ҫичӗ ҫул ӗҫленӗ.

31Лийӑна юратманнине Ҫӳлхуҫа [Турӑ] курнӑ, ҫавӑнпа унӑн варне ӗрчевлӗ ту- нӑ, Рахиль вара тип варлӑ пулнӑ. 32Лия, йывӑр ҫын пулса, [Иакова] ывӑл ача ҫу- ратса панӑ, ӑна Рувим ятлӑ хунӑ, мӗн шӗн тесессӗн Лия каланӑ: манӑн хурлӑхӑм ҫине Ҫӳлхуҫамӑр хӗрхенсе пӑхрӗ те [мана ывӑл ача пачӗ], халӗ ӗнтӗ мана упӑшкам юратӗ, тенӗ. 33 [Лия] каллех йывӑр ҫын пулса [Иакова иккӗмӗш] ывӑл ҫуратса панӑ та каланӑ: ма на юратманнине Ҫӳл- хуҫамӑр илтрӗ, ҫавӑнпа мана кӑна та пачӗ, тенӗ. Ӑна вӑл Симеон ятлӑ хунӑ. 34 Татах йывӑр ҫын пулса ывӑл ҫуратнӑ та каланӑ: халӗ ӗнтӗ упӑшкам ман ҫума ҫыпҫӑнӗ, эпӗ ӑна виҫӗ ывӑл ҫуратса па- тӑм, тенӗ. Ҫавӑнпа вӑл ӑна Левий ятлӑ хунӑ. 35 Татах та йывӑр ҫын пулса ывӑл ҫуратнӑ та каланӑ: халӗ ӗнтӗ эпӗ Ҫӳлхуҫа- мӑра мухтӑп, тенӗ. Ҫавӑнпа вӑл ӑна Иуда ятлӑ хунӑ. Вара ҫуратма пӑрахнӑ.


30

1 Рахиль хӑй Иакос а ача ҫурат- са парайманнине кура аппӑшне ӑмсана пуҫланӑ, вара Иакова: мана ача пар, унсӑрӑн эпӗ вилетӗп, тенӗ. 2 Иаков Рахиле ҫилленнӗ те [ӑна]: эпӗ сан варна ача ҫуратмалла мар тунӑ Турӑ-им? тенӗ. 3 Рахиль каланӑ: акӑ манӑн Валла тарҫӑм; эсӗ ун патне кӗр; вӑл манӑн аркӑм ҫине ҫуратса пат ӑр, ун урлӑ эпӗ те ачаллӑ пулам, тенӗ. 4 Вара Рахиль Валлӑна, хӑ- йӗн тарҫине, ӑна арӑмлӑха панӑ; Иаков ун патне кӗнӗ. 5 Валла [Рахиль тарси], йывӑр ҫын пулса, Иакова ывӑл ҫуратса панӑ. 6 Рахиль каланӑ: Турӑ мана тӳрре кӑларчӗ, манӑн сассӑма илтрӗ, мана ывӑл пачӗ, тенӗ. Ҫавӑнпа ӑна Дан ятлӑ хунӑ. 7Валла, Рахиль тарҫи, татах йывӑр ҫын пулса, Иакова тепӗр ывӑл ҫуратса панӑ. 8 Рахиль каланӑ: эпӗ аппампа вӑйлӑ тав- лашу кӑларса тавлашрӑм, ӑна ҫӗнтертӗм, тенӗ. Ӑна вара Неффалим ятлӑ хунӑ.

9 Лия хӑй ҫуратма пӑрахнине курнӑ та хӑйӗн тарҫине Зелфӑна илсе Иакова арӑмлӑха панӑ, [Иаков ун патне кӗнӗ].

10 Зелфа, Лия тарҫи, [йывӑр ҫын пулнӑ та] Иакова ывӑл ҫуратса панӑ. 11 Лия: хутшӑн- чӗ, тенӗ. Вӑл ӑна Гад ятлӑ хунӑ. 12 Зелфа, Лия тарҫи, [татах йывӑр ҫын пулнӑ та] Иакова тепӗр ывӑл ҫуратса панӑ. 13 Лия каланӑ: ку ма нӑн телее пулчӗ, мӗншӗн тесессӗн хӗрарӑмсем мана телейлӗ тейӗҫ. Ӑна вара Асир ятлӑ хунӑ.

14 Тулӑ вырнӑ вӑхӑтра Рувим хире тух- нӑ та унта мандрагор улми тупнӑ, ӑна Лийӑна, хӑйӗн амӑшне, илсе килсе панӑ. Рахиль [хӑйӗн аппӑшне] Лийӑна: ывӑлун мандрагорне мана пар-ха, тенӗ. 15 Анчах [Лия] ӑна каланӑ: манӑн упӑшкама хӑвӑн аллуна илни сахал-им сана? манӑн ывӑ- лӑн мандрагорне те илесшӗн хапс ӑна- тӑн, тенӗ. Рахиль каланӑ: ывӑлун ман- драгорӗшӗн кӗҫӗр вӑл санпала вырттӑр эппин, тенӗ. 16 Иаков каҫпа хиртен тав- рӑннӑ, Лия ӑна хирӗҫ тухнӑ та каланӑ: [паян] ман патӑма кӗр, эпӗ ывӑлӑм ман- драгорне парса сана сутӑн илтӗм, тенӗ. Ҫав каҫхине вара Иаков унпа выртнӑ. 17 Турӑ Лийӑна илтнӗ: вӑл йывӑр ҫын пулнӑ та Иакова пиллӗкӗмӗш ывӑл ҫу- ратса панӑ. 18 Лия каланӑ: хамӑн тарҫӑма упӑшкама панӑшӑн Турӑ мана тавӑрса пачӗ, тенӗ. Ӑна вара Иссахар ятлӑ хунӑ [ку «тавӑрса пани» тени пулать]. 19 Лия татах йывӑр ҫын пулнӑ та Иакова улттӑ- мӗш ывӑл ҫуратса панӑ. 20 Лия каланӑ: Турӑ мана лайӑх парне пачӗ; халӗ ӗнтӗ упӑшкам манпа пурӑнӗ, эпӗ ӑна улс ӑ ывӑл ҫуратса патӑм, тенӗ. Ӑна вара За- вулон ятлӑ хунӑ. 21Унтан вӑл хӗр ҫурат- нӑ, ӑна Дина ятлӑ хунӑ. 22 Турӑ Рахиле асне илнӗ, Турӑ ӑна илтнӗ, унӑн варне уҫнӑ. 23 Вӑл йывӑр ҫын пулнӑ та [Иакова] ывӑл ҫуратса панӑ, [Рахиль] каланӑ: Ту- рӑ манӑн ҫийӗмри мӑшкӑла сирчӗ, тенӗ. 24 Ҫӳлхуҫамӑр мана тепӗр ывӑл та парӗ тесе, вӑл ӑна Иосиф ятлӑ хунӑ.

25 Рахиль Иосифа ҫуратнӑ хыҫҫӑн Иаков Лавана каланӑ: яр ӗн тӗ мана, эпӗ хамӑн вырӑнӑма, хамӑн ҫӗрӗме каям; 26 [мана] хамӑн арӑмӑмсене, хамӑн ачамсене пар, эпӗ сана вӗсемшӗн ӗҫлесе тӑтӑм, эпӗ ка-


{[32] Пулт 35:23. [35] Мф 1:2.

30-мӗш сы пӑк. [22] Пулт 25:21.}


ям ӗнтӗ; эпӗ саншӑн ӗҫлесе тӑнӑ ӗҫе эсӗ хӑв та пӗлетӗн, тенӗ. 27 Лаван ӑна каланӑ: эх, сан умӑнта эпӗ санӑн кӑмӑлна тупас пулсанччӗ! Ҫӳлхуҫа мана саншӑн пил- ленине асӑрхатӑп, тенӗ. 28 Тата каланӑ: хӑвна памаллине хӑв палӑртса хур, эпӗ [сана] парӑп, тенӗ. 29 [Иаков] ӑна каланӑ: эпӗ саншӑн епле ӗҫлесе тӑнине, санӑн вы- льӑху эпӗ пурӑннӑ чухне мӗн тӗрлӗ ӗрче- се кайнине эсӗ пӗлетӗн; 30 эпӗ киличчен санӑн сахалччӗ, халӗ нумайланса кайрӗ; Ҫӳлхуҫа сана эпӗ килсессӗн пиллерӗ; ха- мӑн килӗмшӗн эпӗ хӑҫан ӗҫлӗп-ши? тенӗ. 31 [Лаван ӑна] каланӑ: мӗн парас сана? тенӗ. Иаков [ӑна] каланӑ: мана нимӗн те ан пар. Эсӗ маншӑн эпӗ мӗн каланине тӑвас пулсассӑн, эпӗ каллех санӑн сурӑ- хусене кӗтс е, аст уса ҫӳрӗп. 32 Эпӗ паян санӑн мӗнпур сурӑх кӗтӗвне пӑхса тухӑп; эсӗ сурӑхсенчен улисемпе чӑпаррисене тата хурисене уйӑрса ил, качакасенчен те чӑпаррисемпе ули сене уйӑрса ил. Ҫа- вӑн пек выльӑх мана парас парне пулӗ, [вӑл манӑн пулӗ]. 33Ӳлӗмрен эсӗ мана панӑ парнене пӑхма пырс ассӑн, манӑн тӳрӗлӗхӗм сан умӑнса курӑнсах тӑрӗ. Ман патӑмра ула мар, чӑпар мар качака, хура мар сурӑх пул с ассӑн, вӗ сем ӗнсӗ вӑрласа килнисем пулӗҫ. 34 Лаван [ӑна]: юрӗ эппин, эсӗ каланӑ пек пултӑр, тенӗ. 35 Ҫав кун Лаван ула, чӑпар качака таки- семпе ула, чӑпар качакисене — кӑшт та пулин шурӑ ҫӑм пуррисене пурне те — та- та мӗнпур хура сурӑхне уйӑрнӑ та хӑйӗн ывӑлӗсен аллине панӑ; 36 Иаковпа хӑйӗн хушшине виҫӗ кун каймалӑх хушӑ хӑвар- нӑ. Иаков Лаванӑн ытт и вак выльӑхне кӗтсе ҫӳренӗ.

37Иаков тирек, миндаль тата шурӑ вӗ- рене турачӗсем, чӗрӗ туратсем, илнӗ те [Иаков] вӗсен хуппине йӑрӑм-йӑрӑм сӳсе шурӑ йӗрсем касса тухнӑ; 38 касса шурат- нӑ хуллисене вӑл выльӑхсен умне, шыв шӑваракан валашкана, хунӑ; унта выльӑх- сем шыв ӗҫме пынӑ, шыв ӗҫме пырсассӑн, хулӑсем умӗнче йӑхнӑ. 39 Выльӑхсем хулӑ- сем умӗнче йӑхнӑ та, чӑпар выльӑхсем, улисем, хушкисем ҫуралнӑ. 40 Иаков ҫав путексене уйӑра-уйӑра илнӗ, хӑйӗн вы- льӑхне Лаванӑн чӑпар тата хура выльӑх- не курмалла тӑратнӑ; хӑйӗн кӗтӗвӗсене уйрӑм тытнӑ, вӗс ене Лав ан выльӑхӗпе пӗрле хутшӑнтарман. 41 Тӗреклӗ выльӑх йӑхма пуҫласассӑн, хулӑ умӗнче йӑхчӑр тесе, Иаков выльӑхсем умӗнчи валашкана ялан хулӑ пӑрахнӑ. 42 Имшер выльӑх йӑх- нӑ чухне вӑл хулӑ хуман. Ҫапла имшер выльӑх — Лавана, тӗрекли Иакова пулнӑ. 43 Ҫак ҫын ытла та, ытла та пуйса кайнӑ, унӑн вак выльӑх та, [шултӑра выльӑх та,] хӗрарӑм чура та, ар чура та, тӗве те, ашак та темӗн чухлӗ пулнӑ.


31

1 Лаван ывӑлӗсем: пирӗн аттенӗн мӗн пуррине пурне те Иаков ярса илчӗ, ҫак пурлӑхне пӗтӗмпех пирӗн атте мулӗнчен пуҫтарса турӗ, тенӗ. [Иаков] ҫак сӑмахсене илтнӗ. 2 Иаков Лаванӑн сӑн- не курнӑ та — акӑ вӑл уншӑн ӗнерхи пек, виҫӗмкунхи пек мар. 3 Ҫӳлхуҫа Иакова ка- ланӑ: аҫусен ҫӗрне, хӑв ҫуралнӑ ҫӗршыва, таврӑн; Эпӗ санпала пӗрле пулӑп, тенӗ. 4 Иаков Рахильпе Лийӑна хире, хӑйӗн вак выльӑхӗсен кӗтӗвӗ патне, чӗнтерсе илнӗ те 5 вӗсене каланӑ: эпӗ си рӗн аҫӑр сӑнне куратӑп та, вӑл маншӑн ӗнерхи пек, ви- ҫӗмкунхи пек мар; анчах ман аттемӗн Турри манпа пӗрле пулчӗ; 6 эпӗ сирӗн аҫӑршӑн мӗнпур вӑйӑмпа ӗҫлесе тӑнине эсир хӑвӑрах пӗлетӗр, 7 сирӗн аҫӑр вара мана улталаса пурӑнчӗ, мана парассине вунӑ хут та улӑштарса пӑхрӗ; анчах Турӑ ӑна мана усал тума памарӗ. 8 Вӑл мана чӑпар выльӑх сана парне пулӗ тесессӗн, пур выльӑх та чӑпар пӑранлама пуҫла- рӗ. Вӑл мана улисем сана парне пулӗҫ тесессӗн, пур выльӑх та ула пӑранлама пуҫларӗ. 9 Турӑ сирӗн аҫӑртан [мӗнпур] выльӑх-чӗрлӗхне туртса илсе [ӑна] мана пачӗ. 10 Пӗрре, выльӑхсем йӑхнӑ вӑхӑтра, эпӗ тӗлӗкре акӑ мӗн куртӑм: выльӑхсем ҫине [качакасемпе сурӑхсем ҫине] сике- кен качака такисем [тата сурӑх такисем] ула, чӑпар, хушка. 11 Турӑ Ангелӗ мана тӗлӗкре: Иаков! терӗ. Эпӗ: кунтах эпӗ, те-


{[43] Пулт 24:35.}


рӗм. 12 Вӑл каларӗ: пуҫна ҫӗклесе пӑх-ха: выльӑхсем ҫине [качакасемпе сурӑхсем ҫине] сикекен качака такисем [тата сурӑх такисем] пурте ула, чӑпар, хушка, мӗн- шӗн тесессӗн Лаван сана мӗн тунине эпӗ пурне те куратӑп; 13 Эпӗ [сана] Вефильре [курӑннӑ] Турӑ, эсӗ унта палӑк ҫине ҫу юхтартӑн, эсӗ унта Мана сӑмах патӑн; халӗ ӗнтӗ тӑр та ҫак ҫӗртен тух, хӑвӑн ҫуралнӑ ҫӗршывна таврӑн, [Эпӗ санпала пӗрле пулӑп,] терӗ, тенӗ. 14 Рахильпе Лия ӑна хуравласа каланӑ: аттемӗр килӗнче пире пай, еткер пур-и тата? 15 пире вӑл ют вырӑнне хумасть-и-ха? вӑл пире сут- рӗ, пирӗн кӗмӗле те ҫисе ячӗ; 16 ҫавӑнпа ӗнтӗ Турӑ пирӗн атсерен турт са илнӗ пӗтӗм пурлӑх [тата мул] — пирӗн, пирӗн ачасенӗн; ҫапла ӗнтӗ Турӑ хӑвна мӗн ка- ланине пурне те ту, тенӗ.

17 Иаков вара хӑйӗн ачисене, арӑмӗсене тӗвесем ҫине лартнӑ, 18 хӑйӗн ашшӗ Исаак патне Ханаан ҫӗрне тухс а кайнӑ чухне вӑл хӑйӗн мӗнпур выльӑх-чӗрлӗхне, хӑй пуҫтарнӑ мӗнпур пурлӑхне, Месопотами- ре ӗҫлесе илнӗ выльӑх-чӗрлӗхне, [хӑйӗн мӗн пуррине йӑлтах] хӑйпе пӗрле ил- се тухнӑ. 19 Лаван хӑй выльӑхӗн ҫӑмне касма кайс ассӑн, Рахиль хӑйӗн ашшӗн йӗрӗхӗсене вӑрласа тухнӑ. 20Хӑй тухса кайнине пӗлтермесӗр Иаков арамей ҫын- нин Лаванӑн чӗрине хавшатса хӑварнӑ. 21 Вӑл хӑйӗн мӗн пуррине пӗтӗмпе илсе тухса кайнӑ; вӑл, шыв ур лӑ каҫса, Галаад тӑвӗ патнелле кайнӑ.

22 Виҫҫӗмӗш кунне [арамей ҫыннине] Лавана Иаков тухса кайни ҫинчен кала- са панӑ.

23 Вара Лаван хӑйпе пӗрле [ывӑлӗсене тата] хурӑнташӗсене илнӗ те ун хыҫҫӑн ҫичӗ кун хӑваланӑ, ӑна Галаад тӑвӗ ҫин- че хӑваласа ҫитнӗ. 24Арамей ҫыннине Лавана ҫӗрле тӗлӗкре Турӑ курӑннӑ та ӑна каланӑ: сыхлан, Иакова ырӑ та, усал та ан кала, тенӗ.

31- мӗш сыпӑк. [13] Пулт 28:18. [19] 1 Пат 19:13. [29] Пулт 48:16.

25 Лаван Иакова хӑваласа ҫитнӗ; Иаков хӑйӗн чатӑрне ту ҫине карса лартнӑ пул- нӑ, Лаван та хӑйӗн йӑхташӗсемпе Галаад тӑвӗ ҫине карса лартнӑ. 26 Лаван Иакова каланӑ: мӗн турӑн эсӗ? мӗншӗн мана улталарӑн, манӑн хӗрӗмсене кӑр алпа тыткӑна илнӗ ҫынс ене илс е кайнӑ пек илсе кайрӑн? 27 мӗншӗн эсӗ вӑрттӑн тухса тартӑн, манран пытантӑн, мана калама- рӑн? эпӗ сана савӑнӑҫлӑн, юрӑ юрласа, тӳнкӗр ҫапса, кӗсле каласа ӑсатнӑ пулӑ- ттӑм; 28 эсӗ мана хамӑн мӑнукӑмсемпе хӗрӗмсене чуптума та памарӑн; эсӗ ӑссӑр хӑтлантӑн. 29 Аллӑмра сире усал тумалӑх вӑйӑм-халӑм пур, анчах сирӗн аҫӑр Тур- ри ӗнер манпала калаҫнӑ чухне каларӗ: сыхлан, Иакова ырӑ та, усал та ан кала, терӗ. 30 Эсӗ кайнах пултӑрччӗ, мӗншӗн те- сессӗн аҫу килне санӑн чӑтма ҫук каяссу килетчӗ, — мӗншӗн-ха эсӗ манӑн турӑсе- не вӑрларӑн? тенӗ. 31 Иаков Лавана хурав- ласа каланӑ: эпӗ хӑрарӑм, вӑл манран хӑйӗн хӗрӗсене [тата манӑн мӗн пуррине] туртса ан илтӗрччӗ терӗм, тенӗ. 32 [Иаков тата каланӑ:] туррусене камра тупӑн, вӑл чӗрӗ юлаймӗ; хамӑр хурӑнташсем умӗнче пӑхса тух, ман патӑмра [санӑнни] мӗн те пулин тупӑнсассӑн, илсе каях ӑна, тенӗ. [Анчах вӑл унран нимӗн те пӗлеймен.] Вӗсене [хӑйӗн арӑмӗ] Рахиль вӑрланине Иаков пӗлмен.

33 Лаван Иаков чатӑрне те, Лия чатӑр- не те, икӗ хӑрхӑм час ӑрӗсене те кӗр се пӑхнӑ, [ухтарнӑ,] анчах тупайман. Лия чатӑрӗнчен тухсассӑн, Рахиль чатӑрне кӗ- нӗ. 34 Рахиль вара йӗрӗхсене тӗве йӗнерӗ айне пытарса хунӑ та хӑй вӗсем ҫине улӑх- са ларнӑ. Лаван пӗтӗм чатӑрне ухтарса тухнӑ, анчах тупайман. 35 Рахиль хӑйӗн ашшӗне каланӑ: эпӗ сан умӑнта ура ҫине тӑманшӑн манӑн хуҫ ам ан ҫиллентӗр, мана хӗрарӑма пулаканни пулнӑ, тенӗ. [Лаван пӗтӗм чатӑра] ухтарса тухнӑ, ан- чах йӗрӗхӗсене тупайман.

36 Иаков ҫилленсе ҫитнӗ те Лаванпа тав- лаша пуҫланӑ. Иаков калаҫма тытӑннӑ та Лавана каланӑ: манӑн мӗн айӑп пур, мӗн ҫылӑх пур — мӗншӗн мана хыҫран хӑвалатӑн? 37 эсӗ [манӑн килте] манӑн пур япалана та тустарса тухрӑн, хӑвӑн килӳн-



{31-мӗш сы пӑк. [13] Пулт 28:18. [19] 1 Пат 19:13. [29] Пулт 48:16.}


 ти япаласенчен мӗн те пулин тупрӑн-и? ҫакӑнта манӑн хурӑнташӑмсемпе хӑвӑн хурӑнташусем умӗнче кӑт арт; икс ӗмӗр хушшӑмӑра вӗсем татса паччӑр. 38 Акӑ эпӗ сан патӑнта ҫирӗм ҫул пурӑнтӑм; санӑн сурӑхусемпе качакусем пӑран пӑрахма- рӗҫ; эпӗ санӑн кӗтӗвӳнти такасене пусса ҫимерӗм; 39 тискер кайӑк ҫурса пӑрахнине сан патна илсе пымарӑм, вӑл сиенӗ ӗнтӗ ман ҫие пулатчӗ; кӑнтӑрла мӗн ҫухалнине те, ҫӗрле мӗн ҫухалнине те эсӗ манран шыраса илеттӗн; 40 кӑнтӑрла шӑрӑхпа, ҫӗр- ле сивӗпе асапланаттӑм; ыйӑхӑм вӗҫнипе куҫ хупмастӑм. 41 Санӑн ҫуртунта манӑн ҫирӗм ҫул ҫапла иртрӗ. Икӗ хӗрӳшӗн эпӗ сана вунтӑватӑ ҫул ӗҫлесе тӑтӑм, санӑн выльӑхушӑн ултӑ ҫул ӗҫлерӗм; эсӗ мана парассине вунӑ хут та улӑштарса пӑхрӑн. 42 Манпала пӗрле аттемӗн Турри, Авраам Турри, пулман пулсассӑн тата Исаак Сех- ри пулман пулсассӑн, эсӗ мана нимӗнсӗр кӑларса яраттӑн. Манӑн асапӑмсене, ма- нӑн аллӑм тунӑ ӗҫе Турӑ курчӗ те ӗнер манӑн хута кӗчӗ, тенӗ.

43Лаван Иакова хуравласа каланӑ: хӗр- сем — манӑн хӗрӗмсем; ачасем — манӑн ачамсем; выльӑхӗ — манӑн выльӑх; эсӗ мӗн кураканни пӗт ӗмпех манӑн: халӗ хамӑн хӗрӗмсене, вӗсем ҫуратнӑ ачисене мӗн те пулин тума пултараятӑп-и? 44 Халӗ ӗнтӗ санпа иксӗмӗр килӗшӳ тӑвар, санпа манӑн хушшӑмӑрти кӳнтелен ҫакӑ пулӗ, тенӗ. [Ҫавӑн чухне Иаков ӑна каланӑ: акӑ пирӗнпе пӗрле никам та ҫук; асту, санпа манӑн хушшӑмӑрти кӳнтелен — Турӑ, те- нӗ.] 45 Иаков чул илнӗ те ӑна палӑк туса тӑратса лартнӑ. 46 Иаков хӑйӗн хурӑнта- шӗсене: чул пухӑр, тенӗ. Вӗсем чул пуҫ- тарса сӑрт туса хунӑ, ҫавӑнта, чул сӑрт ҫинче, [ӗҫнӗ те,] ҫинӗ те. [Лаван ӑна кала- нӑ: манпа сан хушшӑмӑрта паян ҫак сӑрт кӳнтелен пулчӗ, тенӗ.] 47 Лаван ҫав сӑрта Иегар-Сагадуфа ят панӑ; Иаков вара ӑна Галаад тенӗ. 48 Лаван [Иакова] каланӑ: па- янтан ҫак сӑрт [тата хам лартнӑ палӑк] манпа сан хушшӑмӑрти кӳнтелен пулчӗ, тенӗ. Ҫавӑнпа ӑна Галаад тесе ят панӑ та, 49 тата ӑна Мицпа тесе ят панӑ, мӗншӗн тесессӗн Лаван каланӑ: эпир пӗр-пӗрин куҫӗнчен ҫухалсассӑн, сана та, мана та Ҫӳлхуҫа тӗсесе тӑтӑр; 50 эсӗ манӑн хӗрӗм- сене усал тӑвас пулсассӑн е манӑн хӗрӗм- семсӗр пуҫне татах арӑм илес пулсассӑн, ас ту, пирӗн хушшӑмӑрта [куракан] ҫын ҫук пулсассӑн та, манпа сан хушшӑмӑрта Турӑ кӳнтелен пулӗ, тенӗ.

51Лаван Иакова татах каланӑ: акӑ сӑрт, акӑ эпӗ хампа сан хушшӑмӑра лартнӑ палӑк; 52 ҫак сӑрт та кӳнтелен, ҫак палӑк та кӳнтелен: усал тӑвас шухӑшпа эпӗ те сан патна ҫак сӑртран иртмӗп, эсӗ те ман паҫӑма ҫак сӑртран, ҫак палӑкран иртмӗн; 53 пирӗн хушшӑмӑрта Авраам Тур- ри, Нахор Турри — вӗсенӗн ашшӗсен Тур- ри — сут тутӑр, тенӗ. Иаков хӑйӗн ашшӗн Исаакӑн Сехрипе тупа тунӑ. 54 Иаков вара ту ҫинче парне выльӑхӗ пуснӑ та хӑйӗн хурӑнташӗсене ҫӑкӑр ҫиме чӗннӗ; вӗсем ҫӑкӑр ҫинӗ, [ӗҫнӗ,] ту ҫинчех ҫӗр каҫнӑ.

55 Лаван ирхине ирех тӑнӑ та хӑйӗн мӑ- нукӗсене, хӗрӗсене чуптуса вӗсене пил- ленӗ. Унтан Лаван каялла кайнӑ, хӑйӗн килне таврӑннӑ.


32

1Иаков хӑй ҫулӗпе кайнӑ. [Вӑл пӑхнӑ та Туррӑн хаҫӗр тӑракан ҫарне курнӑ.] Ӑна Турӑ Ангелӗсем кӗтсе илнӗ. 2 Вӗсене курсассӑн, Иаков: ку Ту рӑ ҫарӗ, тенӗ. Вара вӑл ҫак вырӑна Махана- им тесе ят панӑ. 3 Иаков хӑй умӗнчен Исав пиччӗшӗ патне Эдом ҫӗршывне, Сеир ҫӗр- не, хыпарҫӑсем янӑ, 4 вӑл вӗсене хытарса каланӑ: манӑн Исав хуҫама ҫапла калӑр: санӑн Иаков чуру акӑ ҫапла калать, тейӗр: эпӗ Лаван патӗнче пурӑнтӑм, халичченех унта пурӑнтӑм; 5 манӑн вӑкӑрсем, ашак- сем, вак выльӑх, ар чурасемпе хӗрарӑм чурасем те пур, хамӑн [Исав] хуҫ амӑм умӗнче ырӑлӑх тупасчӗ тесе, эпӗ [санӑн чуру] хам ҫинчен пӗлтермешкӗн хыпар- ҫӑсем ятӑм, тейӗр.

6 Хыпар тума кайнисем, каялла таврӑн- са, Иакова каланӑ: эпир санӑн Исав пиччӳ



{[39] Тух 22:12. [42] Пулт 28:13. Ис 8:13. [48] Нав 22:27; 24:27. [53] Пулт 28:13. Нав 24:2. Пулт 26:3. Ис 8:13.


[55] Пулт 29:11.


32-мӗш сы пӑк. [1] Пс 33:8. [2] 2 Пат 2:8. [3] Пулт 14:6; 36:8. Аст 2:5, 22. [4] Пулт 31:38.}


патне кайса килтӗмӗр; вӑл ӗнтӗ хӑй сана хирӗҫ килет, унпа пӗрле тӑватҫӗр ҫын, тенӗ. 7Иаков питӗ хӑраса кайнӑ, аптӑраса ӳкнӗ; вара хӑйпе пӗрле килнӗ ҫынс ене те, вак выльӑхпа шултӑра выльӑхне те, тӗвисене те икӗ ушкӑна уйӑрнӑ. 8 [Иаков] каланӑ: Исав пӗр уш кӑнне тапӑнса ҫӗ- мӗрсе тӑксассӑн, тепӗр ушкӑнӗ хӑтӑлма пултарӗ, тенӗ.

9 Иаков тата каланӑ: эй Авраам аттемӗн Турри, Исаак аттемӗн Турри, эй Ҫӳлхуҫа [Турӑ], Эсӗ мана: хӑв ҫӗрне, хӑв ҫурал- нӑ ҫӗршывна, таврӑн, Эпӗ сана ырӑлӑх кӑтартӑп! терӗн. 10 Эсӗ Хӑвӑн чурушӑн тунӑ пур ырӑлӑха, пур ырӑ ӗҫе эпӗ ти- вӗҫлӗ те мар, эпӗ ҫак Иордан шывӗ урлӑ пӗр туяпа ҫеҫ каҫса кайсаттӑм, халӗ акӑ манӑн икӗ тапӑр. 11 Тӑванӑм аллинчен, Исав аллинчен, хӑтарсам мана, эпӗ ун- ран хӑратӑп: кунта килсе, вӑл мана [та- та] ачасем пе амӑшӗсене ан вӗлертӗрччӗ. 12 Эсӗ каларӑн: Эпӗ сана ырӑлӑх кӑтартса тӑрӑп, санӑн тӑхӑмна нумай пулнӑран шутласа кӑларайми тинӗс хӑйӑрӗ пӗрчи пек йышлӑ тӑвӑп, терӗн, тенӗ.

13 Ҫав каҫхине Иаков ҫавӑнта ҫӗр каҫнӑ. Хӑйӗн пурлӑхӗнчен Исава, хӑйӗн пиччӗш- не, парне памашкӑн 14 икҫӗр качака, ҫирӗм качака таки, икҫ ӗр сурӑх, ҫирӗм така,

15 сӑвакан тӗс исене тихи-мӗнӗпе вӑс ӑр, хӗрӗх ӗне, вунӑ вӑкӑр, ҫирӗм ашак, вунӑ ашак ӑйӑрӗ суйласа ил с е [парс а янӑ].

16 Кашни кӗтӗвне уйрӑм уйӑрса хӑйӗн чу- рисен аллине панӑ та чурисене каланӑ: ман умран пырӑр, кӗтӳпе кӗтӳ хушшине хушӑ хӑварӑр, тенӗ. 17 Пӗрремӗш чурине хытарса каланӑ: манӑн Исав пиччем са- на хирӗҫ пулса санран: эсӗ камӑн? ӑҫта каятӑн? сан умӑнта кам кӗтӗвӗ [пырать]? тесе ыйтсассӑн, 18 ҫапла кала: Иаков чу- рун; ку — Исав хуҫам валли янӑ парне; акӑ вӑл хӑй те пирӗн хыҫранах [килет], те, тенӗ. 19 [Пӗрремӗшне] мӗн каланӑ, вӑл иккӗмӗшне те, виҫҫӗмӗш не те, кӗтӳ хыҫӗнчен пыракансене пурне те ҫаплах калама хушнӑ: Исава хирӗҫ пулс ассӑн, ӑна ҫапла калӑр, тенӗ; 20 тата калӑр: акӑ санӑн Иаков чуру та пирӗн хыҫранах [ки- лет] тейӗр, тенӗ. Мӗншӗн те сессӗн вӑл хӑй ӑшӗнче ҫапла шутланӑ: хам умӑмран пыракан парнесемпе эпӗ унӑн кӑмӑлне ҫавӑрӑп, хӑйне кайран курӑп; тен, мана хапӑл тӑвӗ, тенӗ. 21 Парнисем ун умӗнчен кайнӑ, хӑй вара ҫав каҫхине тапӑрта ҫӗр каҫнӑ.

22 Вӑл ҫӗр варринче тӑнӑ та, хӑйӗн икӗ арӑмӗпе икӗ хӑрхӑмне тата хӑйӗн вунпӗр ывӑлне илсе, Иавок шывӗ урлӑ ӑшӑх вы- рӑнтан каҫс а кайнӑ; 23 вӑл вӗс ене шыв урлӑ кас арса янӑ, хӑйӗн мӗн пуррине те пӗтӗмпе тепӗр енне каҫарнӑ. 24 Иаков хӑй пӗчченех юлнӑ. Такам унпа шурӑм- пуҫ киличченех кӗрешнӗ; 25 Иакова ҫӗней- меннине кура, унпа кӗрешнӗ чухне Вӑл Иаков пӗҫҫине сӗртӗннӗ те пӗҫӗ шӑмми- не амантнӑ. 26 Вара [ӑна] каланӑ: яр Мана, шурӑмпуҫ килет, тенӗ. Иаков: хама пил- лемесӗр ярас сӑм ҫук Сана, тенӗ. 27Ӑна каланӑ: эсӗ мӗн ятлӑ? тенӗ. Вӑл: Иаков, тенӗ. 28 [Иакова] каланӑ: ҫакӑнтан малаш- не санӑн яту Иаков мар, Израиль пулӗ, мӗншӗн тесессӗн эсӗ Турӑпа кӗрешрӗн, эсӗ ҫынсене те ҫӗнтерсе пурӑнӑн, тенӗ. 29 Иаков та ыйтса каланӑ: Хӑвӑн ятна кала- сам [мана], тенӗ. Вӑл: Манӑн ята мӗншӗн ыйтатӑн эсӗ? [вӑл — тӗлӗнмелле], тенӗ. Вара ӑна ҫавӑнта пилленӗ. 30 Иаков ҫав вырӑна Пенуэл ят панӑ; вӑл: эпӗ Турра куҫа-куҫӑн курт ӑм, манӑн чунӑм сыхӑ юлчӗ, тенӗ. 31Вӑл Пенуэлран иртнӗ чух- не хӗвел тухнӑ; вӑл пӗҫҫи суранланни- пе уксахласа пынӑ. 32 Ҫавӑнпа ӗнтӗ Изра- иль ывӑлӗсем халичченех пӗҫӗ шӑнӑрне ҫимеҫҫӗ, мӗншӗн тес ессӗн Кӗрешекенӗ Иаков пӗҫҫинчи шӑ нӑра сӗртӗннӗ.


33

1 Иаков пӑхнӑ та курах кайнӑ: акӑ Исав, [пиччӗшӗ,] килет, унпа пӗр- ле тӑватҫӗр ҫын. [Иаков] Лийӑпа Рахиль ачисене тата икӗ хӗрарӑм тарҫин ачисене уйрӑм уйӑр с а тӑратнӑ. 2 [Икӗ] хӗрарӑм тарҫипе вӗсен ачисене — мала, Лийӑпа унӑн ачисене — вӗсен хыҫне, Рахильпе



{[9] Пулт 28:13; 31:3, 13. [10] 2 Пат 7:18. [12] Пулт 28:14. Пс 138:18. [17] Пулт 33:8. [20] Ытар 18:17; 21:14.


[22] Йыш 21:24. Аст 2:37. [24] Ос 12:3–4. [28] Пулт 35:10. [29] Тӳ ре 13:18. [30] Тӳ ре 8:8. 3 Пат 12:25.}


Иосифа вара хыҫала тӑратнӑ. 3 Хӑй вӗсен умӗнчен пынӑ, пиччӗшӗ патне ҫитеспе вӑл ҫичӗ хут ҫӗре ӳксе пуҫҫапнӑ.

4 Исав ӑна хирӗҫ чупс а пынӑ та ӑна ыталаса илнӗ, ӑна кӑкӑрӗ ҫумне чӑмӑр- танӑ, чуптунӑ, [иккӗшӗ те] йӗнӗ. 5 [Исав] пӑхнӑ та арӑмсемпе ачасене курса: ку- сем санӑн камсем пулаҫҫӗ? тенӗ. Иаков каланӑ: санӑн чурун Турӑ панӑ ачисем, тенӗ. 6 Вара хӗрсрӑм тарсисемпе вӗсен ачисем, ҫывӑха пырса, ӑна ӳксе пуҫҫап- нӑ; 7Лийӑпа унӑн ачисем те пырса ӳксе пуҫҫапнӑ; юлашкинчен Иосифпа Рахиль пырса ӳксе пуҫҫапнӑ. 8 Исав каланӑ: ҫак эпӗ тӗл пулнӑ пысӑк йыша эсӗ мӗншӗн янӑ? тенӗ. Иаков каланӑ: [санӑн чуру] хамӑн хуҫамӑн кӑмӑлне тупасшӑн, тенӗ. 9 Исав: тӑванӑм, манӑн хамӑн та нумай; хӑвӑнни хӑвӑнтах пултӑр, тенӗ. 10 Иаков каланӑ: ҫук, эпӗ санӑн кӑмӑлна тупрӑм пулсассӑн, эсӗ манӑн парнеме манӑн аллӑмран ил, маншӑн санӑн сӑнна кур- ни кам та кам Турӑ сӑнне курнӑ пекех пулчӗ, эсӗ мана хапӑл пултӑн; 11 манӑн парнеме, хӑвна пиллесе панӑ парнеме, илсем, мӗншӗн тесессӗн мана Турӑ пачӗ, манӑн пурт е пур, тенӗ. Вӑл ӑна ӳкӗте кӗртнӗ, лешӗ илнӗ.

12 Вара каланӑ: тапранар та каяр; эпӗ сан умӑнтан пырӑп, тенӗ. 13 Иаков ӑна ка- ланӑ: ачасем ачашшине манӑн хуҫамӑм пӗлет, вак выльӑхӗпе шултӑра выльӑхӗ манӑн — сӑвакан выльӑх: вӗсене пӗр кун хӑваласа кайсассӑн, пӗтӗм выльӑх вил- се пӗт ӗ; 14 манӑн хуҫ амӑм хӑйӗн чури умӗнчен кайтӑр, эпӗ ерипен, хам умран пыракан выльӑхсем пынӑ майӑн, ачам- сем уттипе пырӑп, ҫапла хамӑн хуҫамӑм патне Сеира ҫитӗп, тенӗ.

15 Исав: хамӑн ҫыннӑмсенчен хӑшне- хӑшне санпа пӗрле хӑварӑп эппин, тенӗ. Иаков каланӑ: вӑл мӗне кирлӗ? манӑн ха- мӑн хуҫамӑн кӑмӑлне ҫеҫ тупасчӗ! тенӗ. 16 Исав вара ҫав кунах хӑйӗн ҫулӗпе Сеира таврӑннӑ. 17 Иаков Сокхофа ҫул тытнӑ, ун- та хӑй валли ҫурт тунӑ, выльӑхӗ валли хӳшӗсем тус а лартнӑ. Ҫавӑнпа вӑл ҫак вырӑна Сокхоф ят панӑ.

18 Месопотамирен таврӑнсассӑн, Иаков, Ханаан ҫӗрӗнчи Сихем хулине чиперех ҫитсе, хулан мал енне пыр с а вырӑнаҫ- нӑ. 19 Вӑл хӑйӗн час ӑрне карс а лартнӑ хире Еммор ывӑлӗсенчен — Сихем аш- шӗн ывӑлӗсенчен — ҫӗр кесита[8] парс а сутӑн илнӗ. 20 Унта парне вырӑнӗ лартнӑ, унта Израилӗн Ҫӳлхуҫа Туррийӗн ятне асӑнса чӗннӗ.


34

1Дина — Иаков хӗрӗ, Лия ҫурат- са панӑскер — ҫав ҫӗрти хӗрсене курма тухнӑ. 2 Ӑна Сихем — ҫак ҫӗр пуҫлӑ- хӗн, евей ҫыннин Емморӑн ывӑлӗ — кур- нӑ та, ӑна ярса тытса, ирӗксӗрлесе, унпа выртса ҫывӑрнӑ. 3 Унӑн чунӗ Иаков хӗрне иленнӗ, Сихем хӗре юратса пӑрахнӑ, вӑл хӗр кӑмӑлне ҫавӑрмалла калаҫнӑ.

4 Сихем хӑйӗн ашшӗне, Еммора, кала- нӑ: мана ҫак хӗре качча илс е пар, те- нӗ. 5 Иаков хӑйӗн хӗрне Динӑна [Еммор ывӑлӗ] чыссӑрлани ҫинчен илтнӗ, анчах ывӑлӗсем выльӑх кӗтӗвӗпе пӗрле хирте пулнӑран вӗс ем таврӑниччен нимӗн те шарламан. 6 Еммор, Сихем ашшӗ, Иаковпа калаҫма пынӑ. 7 Иаков ывӑлӗсем хиртен таврӑннӑ, мӗн пулнине илтсессӗн, ҫак арсем питӗ хурланнӑ, вӗсен ҫилли тул- са ҫитнӗ, мӗншӗн тесессӗн Иаков хӗрӗпе ҫывӑрса вӑл Израиле мӑшкӑл кӑтартнӑ, апла тума юраман.

8 Еммор вӗсемпе калаҫа пуҫланӑ, вӗсене каланӑ: манӑн Сихем ывӑлӑм чунӗпе си- рӗн хӗре иленнӗ, ӑна Сихема качча пар- самӑр; 9 пирӗнпе хурӑнташлӑ пулӑр; хӑ- вӑр хӗрӗрсене пире парӑр, пирӗн хӗрсене [хӑвӑр ывӑлӑрсем валли] илӗр; 10 пирӗнпе пӗрле пурӑнӑр; ҫак сирӗн умӑрти ҫӗр [ас- лӑ], пурӑнӑр, ӗҫлӗр ҫакӑнта, ӑна хӑвӑр валли илӗр, тенӗ. 11 Сихемӗ вара хӗрӗн ашшӗпе пиччӗшӗсене каланӑ: манӑн си- рӗн кӑмӑлӑра ҫеҫ ҫавӑрасчӗ, эсир кирек мӗн ыйтнине те парӑттӑм; 12 чи пыс


{33- мӗш сыпӑк. [8] Пулт 32:17. [17] Нав 13:27. Тӳре 8:5. [19] Ап ӗҫс 7:16.

34- мӗш сыпӑк. [1] Пулт 30:21. [7] Аст 23:17. [12] Тух 22:16.}


 ӑк хулӑм, чи хаклӑ парнесем ыйтӑр; кирек мӗн ыйтсассӑн та, эпӗ парӑп, хӗрӗре ан- чах мана качча парсамӑр, тенӗ.

13 Иаков ывӑлӗсем Сихемпа унӑн ашшӗ- не Еммора чееленсе хуравланӑ; вӗҫем Сихем хӑйсен йӑмӑкне Динӑна мӑшкӑл кӑтартнӑшӑн ҫапла калаҫнӑ; 14 [Симеонпа Левий — Дина пиччӗшӗсем, Лия ывӑлӗ- сем —] вӗсене каланӑ: эпир апла тӑвай- мастпӑр, ӳт кастарман ҫынна хамӑр йӑ- мӑкӑмӑра параймастпӑр, ку пирӗншӗн мӑшкӑл шутланать; 15 эсир пирӗн пек пулсассӑн ҫеҫ, сирӗн те пур ар ҫыннӑр та ӳт кастарсассӑн ҫеҫ, эпир сирӗнпе тату тума, [сирӗн патӑра вырӑнаҫма] пулта- ратпӑр; 16 вара хамӑр хӗрсене сире качча пара пуҫлӑпӑр, сирӗн хӗрӗрсене хамӑр валли илӗпӗр, сирӗнпе пӗрле пурӑнӑпӑр, пӗр халӑх пулса тӑрӑпӑр; 17эхер те ӳт ка- сас тӗлӗшӗнчен пире итлемесессӗн, эпир хамӑр хӗре илетпӗр те кунҫан пӑрахса каятпӑр, тенӗ.

18 Ҫак сӑмахсем Еммора таҫ а Сихема, Еммор ывӑлне, килӗшнӗ. 19 Каччӑ ҫак ӗҫе вӑраха яман, мӗншӗн тес ессӗн вӑл Иаков хӗрне юратнӑ. Ӑна хӑйне вара аш- шӗ килӗнче пуринчен ытларах хисепленӗ. 20 Емморпа унӑн ывӑлӗ Сихем хӑйсен хули хапхи патне тухнӑ та, хӑйҫен хулинчи ҫынсемпе калаҫса, вӗсене каланӑ: 21 ҫак ҫынсем пирӗнпе тӑнӑҫлӑ тӑраҫҫӗ; ан тив, вӗсем ҫак ҫӗр ҫине вырӑнаҫчӑр та ӗҫлесе пурӑнччӑр; акӑ вӗсен умӗнчи ҫӗр аслӑ. Вӗ- сен хӗрӗсене хамӑр валли качча илӗпӗр, хамӑр хӗр ҫене вӗ ҫене парӑпӑр. 22 Анчах та ҫак ҫынсем, ӳт кастарнӑскерсем, пи- рӗн пӗтӗм арҫын ӳт кастарсассӑн ҫеҫ пи- рӗнпе пӗрле пурӑнма, пӗр халӑх пулма килӗшеҫҫӗ. 23 Вӗсенӗн кӗтӗвӗсем, вӗсенӗн пурлӑхӗ, вӗсенӗн мӗнпур выльӑхӗ-чӗрлӗ- хӗ пирӗншӗн мар-и? Вӗ ҫемпе [пӗр ҫав тӗлӗшрен] анчах килӗшӗпӗр, вара вӗсем пирӗнпе пӗрле пурӑнӗҫ, тенӗ. 24 Сихем ху- ли хапхинчен тухакансем пурте Емморпа унӑн ывӑлне Сихема итленӗ; пур арҫынна та — ҫав хула хапхинчен тух акансене пурне те — ӳт касса янӑ.

25 Виҫҫӗмӗш кунне, вӗсем чирлесе вырт- нӑ чухне, Иаковӑн икӗ ывӑлӗ — Симеон- па Леҫий, Дина пиччӗшӗсем — хӑйсен хӗҫне илнӗ те, хулана хӑюллӑн пыр ҫ а кӗрсе, мӗнпур арҫыннине вӗлерсе тухнӑ; 26 Еммора хӑйне те, унӑн ывӑлне Сихема та хӗҫпе каҫса вӗлернӗ; Динӑна Сиҫем ҫуртӗнчен илсе тухса кайнӑ. 27 Иаков ывӑ- лӗсем ӗнтӗ вӗлернӗ ҫынсем патне пынӑ та хӑйсен йӑмӑкне [Динӑна] мӑшкӑл кӑтарт- нӑшӑн хулине ҫаратса тухнӑ. 28 Вӗсен вак выльӑхне, шултӑра выльӑхне, ашакӗсене, хулара мӗн пуррине, хирте мӗн пурри- не пӗтӗмпех, 29 вӗсен мӗнпур пуянлӑхне илсе кайнӑ; мӗнпур ачине, арӑмне тыт- кӑна илсе кайнӑ, [хулара] мӗн пуррине, кил-ҫуртра [мӗн пуррине йӑлтах] ҫаратса тухнӑ. 30 Иаков Симеонпа Левие каланӑ: ҫак ҫӗрти ҫынсене [пурне те], ханаансем- пе ферезейсене, мана курайми туса, эсир мана тарӑхтартӑр. Манӑн ҫын сахал; вӗ- сем мана хирӗҫ пуҫтарӑнса тухӗҫ те мана ҫӗмӗрсе тӑкӗҫ, хама та, манӑн йӑхӑма та тӗппипе пӗтерӗҫ, тенӗ. 31Лешӗсем каланӑ: пирӗн йӑмӑкпа аскӑн арӑмпа хӑтланнӑ пек хӑтланма юрать-им вара! тенӗ.


35

1Турӑ Иакова каланӑ: тӑр та Вефи- ле кай, ҫавӑнта пурӑн, Исавран, хӑвӑн пиччӳнтен, тарнӑ чухне хӑвна ку- рӑннӑ Турӑ валли унт а парне вырӑнӗ туса ларт, тенӗ. 2 Иаков хӑйӗн кил-йышне, хӑйпе пӗрле пынӑ ҫынсене пурне те кала- нӑ: хӑвӑр аллӑрти ют турӑсене пӑрахӑр та тасалӑр, тумтирӗре улӑштарӑр; 3 тӑрар та Вефиле каяр; хӗн-асапӑм кунӗнче хама илтнӗ, эпӗ ҫӳренӗ ҫул ҫинче манпа пӗрле пулнӑ [тата мана сыхӑ усранӑ] Туррӑм- шӑн парне вырӑнӗ тӑвӑп. 4 Вара хӑйс ен аллинчи мӗнпур ют турӑсене, хӑлхинчи алкисене Иакова панӑ; Иаков вӗсене Си- хем ҫывӑхӗнчи юман айне алтса пытарнӑ. [Вӑл ҫавна хальхи кунчченех тупмалла мар пытарса хӑварнӑ.]



{[14] Нав 5:9. [20] Пулт 23:10. [24] Пулт 23:10. [25] Пулт 49:6. [30] Пулт 49:5. Тух 5:21.1 Пат 13:4.


35-мӗш сы пӑк. [1] Пулт 28:13. [2] Пулт 31:19. Эф 4:22. Кол 3:9. [4] Нав 24:26. Тӳ ре 9:6.}


5 Вара вӗсем [Сихемран] тапранса кай- нӑ. Таврари хуласем Турӑран сехӗрленсе тӑнӑ, ҫавӑнпа вӗс ем Иаков ывӑлӗсене хӑваламан. 6 Иаков хӑй те, унпа пӗрле пулнӑ пур ҫын та Ханаан ҫӗрӗнчи Луз хулине — урӑхла каласан, Вефиль текен вырӑна — пырса ҫитнӗ, 7 вӑл унта парне вырӑнӗ туса лартнӑ, вара ҫак вырӑна Эл- Вефиль тесе ят панӑ, мӗншӗн тесессӗн хӑ- йӗн пиччӗшӗнчен [Исавран] тарнӑ чухне ӑна ҫакӑнта Турӑ курӑннӑ. 8 Ҫавӑн чухне Девора, Ревеккӑна ӗмӗртсе ӳстернӗскер, вилнӗ, ӑна Вефильрен анас арах, юман айне, пытарнӑ, Иаков ӑна хӳхлев юманӗ тесе ят хунӑ.

9 Месопотамирен таврӑнсассӑн, Иако- ва [Лузра] Турӑ курӑннӑ, ӑна пилленӗ, 10 Турӑ ӑна каланӑ: санӑн яту Иаков; па- янтан вара эсӗ Иаков ятлӑ пулмӑн, са- нӑн яту Израиль пулӗ, тенӗ. Ӑна вара Израиль тесе ят хунӑ. пТурӑ ӑна каланӑ: Эпӗ — Пурне те Пултаракан Турӑ; ӗрче, йышлӑлан; санран халӑх пулӗ, темӗн тӗр- лӗ халӑх тухӗ, санӑн варӑнтан патшасем ҫуралӗҫ; 12 Авраампа Исаака панӑ ҫӗре Эпӗ сана парӑп, санран кайран ҫак ҫӗре санӑн тӑхӑмна парӑп, тенӗ. 13 Вара Турӑ ун патӗнчен, унпа калаҫнӑ вырӑнтан, ҫӗклен- се кайнӑ. 14 Хӑйпе [Турӑ] калаҫнӑ вырӑна Иаков палӑк лартса хӑварнӑ, ӑна чулран туса лартнӑ, ун ҫине эрех юх тарнӑ, ун ҫине ҫу юхтарнӑ; 15 хӑйпе Турӑ калаҫнӑ вырӑна Иаков Вефиль тесе ят панӑ.

16 Вара Вефильрен тухс а кайнӑ. [Вӑл хӑйӗн чатӑрне Гадер пашни хыҫне кар- са лартнӑ.] Ефрафӑна ҫитмешкӗн тас а пӗр хушӑ юлсассӑн, Рахиль ача ҫуратнӑ, вӑл асаппа ҫуратнӑ. 17 Вӑл ача ҫуратса асапланнӑ чухне эпи кар чӑк ӑна каланӑ: ан хӑра, санӑн ку та ывӑл, тенӗ. 18 Вӑл виле пуҫланӑ, чунӗ тухнӑ чухне вӑл ачи- не Бенони ятлӑ хунӑ. Анчах ашшӗ ӑна Вениамин тесе ят панӑ. 19 Рахиль вил- нӗ, ӑна Ефрафӑна — урӑхла каласассӑн,

Вифлееме — каякан ҫул хӗррине пытар- нӑ. 20 Иаков унӑн тупӑклӑхӗ тӗлне палӑк лартса хӑварнӑ. Рахиле асӑнмалӑх ларт- нӑ палӑк ҫак кунчченех ларать. 21Израиль [унтан] тапранса кайнӑ та хӑйӗн чатӑрне Гадер пашни хыҫне карса лартнӑ.

22 Израиль ҫав ҫӗршывра чарӑнса тӑнӑ вӑхӑтра Русим кайнӑ та Валлӑпа, хӑй ашшӗн [Иаковӑн] ҫум-арӑмӗпе, вырт с а ҫывӑрнӑ. Израиль ҫакӑн ҫинчен илтнӗ [те ҫавӑншӑн питӗ кӳреннӗ].

Иаковӑн ывӑл вуниккӗ пулнӑ.

23 Лия ывӑлӗсем: Иаковӑн малтанхи ывӑ- лӗ Рувим, ун хыҫӗнчен Симеон, Левий, Иуда, Иссахар тата Завулон. 24 Рахиль ывӑ- лӗсем: Иосиф тата Вениамин. 25 Валлӑн, Рахиль тарҫин, ывӑлӗсем: Дан тата Неф- фалим. 26 Зелфӑн, Лия тарҫин, ывӑлӗсем: Гад тата Асир. Ҫаксем Иаковӑн Месопо- тамире ҫуралнӑ ывӑлӗсем.

27 Иаков хӑйӗн ашшӗ Исаак патне, [вӑл ун чухне сывӑ пулнӑ,] Кириаф-Арба тее- кен вырӑна — урӑхла каласассӑн, ку [Ха- наан ҫӗрӗнчи] Хеврон пулать — Мамре патне, Авраампа Исаак ҫӳренӗ ҫӗре ҫитнӗ. 28 Исаак пурӑннӑ [кунҫул] ҫӗр сакӑрвунӑ ҫул пулнӑ. 29 Исаак питех те ватӑлса, тӑ- раничченех пурӑнса ҫитсе вил нӗ, вилсе канӑҫлӑ халӑхӗпе пӗрлешнӗ; ӑна хӑйӗн ывӑлӗсем Исавпа Иаков пытарнӑ.


36

1Акӑ Эдом теекен Исавӑн йӑхӗ- кӑкӗ. 2 Исав хӑйӗн арӑмӗсене ха- наан хӗрӗсене илнӗ: Адӑна — хет ҫыннин Елонӑн хӗр не, Оливемӑна — Анӑн, евей ҫыннин Цивеонӑн ывӑлӗн, хӗрне — 3 тата Васемафӑна — Измаил хӗрне, Нав аиоф йӑмӑкне — качча илнӗ. 4 Ада вара Исава Елифаза ҫуратса панӑ, Васемафа Рагуила ҫуратнӑ, 5 Оливема Иеуса, Иеглома тата Корее ҫуратнӑ. Ҫак сем Исавӑн Ханаан ҫӗрӗнче ҫуралнӑ ывӑлӗсем.

6 Исав хӑйӗн арӑмӗсене, ывӑлӗсене, хӗ- рӗсене, хӑйӗн килӗнчи мӗнпур ҫыннине, хӑйӗн [мӗнпур] кӗтӗвне, мӗнпур выльӑхӗ-



{[5] Тух 23:27. 1 Пат 14:15. [6] Пулт 12:8; 28:19. [7] Пулт 28:13. [8] 1 Ҫулс 10:12. [10] Пулт 32:28.


[11] Пулт 1:28; 17:1, 6. [12] Пулт 12:7. [13] Пулт 17:22. [14] Пулт 28:18. [15] Пулт 28:19. [17] 1 Пат 4:20.

[19] Пулт 48:7. [20] 1 Мак 13:27. 1 Пат 10:2. [21] Мих 4:8. [22] Пулт 49:4. [23] Пулт 46:8. Тух 1:2.


[24] Пулт 30:23. [25] Пулт 30:5. [26] Пулт 30:9. [27] Пулт 23:2; 14:13. [29] Пулт 25:9.


36-мӗш сы пӑк. [1] Пулт 25:30. [2] Пулт 26:34. [3] Пулт 28:9. [4] 1 Ҫулс 1:35.}


чӗрлӗхне, Ханаан ҫӗрӗнче пухнӑ мӗнпур пурлӑхне илнӗ те хӑйӗн Иаков шӑллӗ патӗнчен урӑх ҫӗре куҫса кайнӑ, 7 мӗншӗн тесессӗн пурлӑхӗ ҫав тӗрлӗ нумай пулни- пе вӗс ем пӗрле пурӑнма пулт арайман, кӗтӗвӗсем писӗ йышлӑ пулнипе вӗсем хӑйсем ҫӳрекен ҫӗрс енче шӑнӑҫайман. 8 Исав вара, Эдом теекен Исав, Сеир тӑвӗ ҫине вырӑнаҫнӑ.

9 Сеир тӑвӗ ҫинчи идумейсен ашшӗн, Исавӑн, йӑхӗ-кӑкӗ ҫакӑ. 10 Акӑ Исав ывӑлӗ- сен ячӗсем: Исав арӑмӗн Адӑн ывӑлӗ Ели- фаз пулнӑ, Исав арӑмӗн Васемафӑн ывӑлӗ Рагуил пулнӑ. пЕлифазӑн ҫак ывӑлсем пулнӑ: Феман, Омар, Цефо, Гафам тата Кеназ. 12 Фамна Елифазӑн, Исав ывӑлӗн, ҫум-арӑмӗ пулнӑ, вӑл Елифаза Амалика ҫуратса панӑ. Исав арӑмӗн, Адӑн, ывӑ- лӗсем ҫаксем пулнӑ. 13 Рагуил ывӑлӗсем ҫаксем: Нахафпа Зерах, Шаммапа Ми- за. Кусем Исав арӑмӗн Васемафӑн ывӑлӗ- сем. 14 Оливемӑн — Цивеон ывӑлӗн Анӑн хӗрӗн, Исав арӑмӗн — ывӑлӗсем ҫаксем пулаҫҫӗ: Исава вӑл Иеуса, Иеглома тата Корее ҫуратса панӑ.

15Акӑ Исав ывӑлӗсен пуҫлӑхӗсем. Ели- фазӑн, Исавӑн малтанхи ывӑлӗн, ывӑлӗ- сем: Феман пуҫлӑх, Омар пуҫлӑх, Цефо пуҫлӑх, Кеназ пуҫлӑх, 16 Корей пуҫлӑх, Гафам пуҫлӑх, Амалик пуҫлӑх. Эдом ҫӗ- рӗнче Елифаз пуҫлӑхӗсем ҫаксем пулнӑ; ҫаксем Ада ывӑлӗсем. 17Рагуилӑн, Исав ывӑлӗн, ывӑлӗсем ҫаксем: Нахаф пуҫлӑх, Зерах пуҫлӑх, Шамма пуҫлӑх, Миза пуҫ- лӑх. Эдом ҫӗрӗнче Рагуил пуҫлӑхӗсем ҫак- сем пулнӑ; ҫаксем Васемафӑн, Исав арӑ- мӗн, ывӑлӗсем. 18 Оливемӑн, Исав арӑмӗн, ывӑлӗсем ҫакс ем: Иеус пуҫлӑх, Иеглом пуҫлӑх, Корей пуҫлӑх. Оливемӑн — Ана хӗрӗн, Исав арӑмӗн — пуҫлӑхӗсем ҫаксем. 19 Ҫаксем Исав ывӑлӗсем, ҫаксем вӗсенӗн пуҫлӑхӗсем. Ҫаксем эдомсем.

20 Ҫаксем Хоррей ҫыннин Сеирӑн ҫав ҫӗрте пурӑннӑ ывӑлӗсем: Лотан, Шовал, Цивеон, Ана, 21 Дишон, Эцер тата Дишан. Ҫаксем Эдом ҫӗрӗнче пурӑннӑ Сеир ывӑ- лӗсен, хоррейсен, пуҫлӑхӗсем. 22 Лотан ывӑлӗсем Хори тата Геман пулнӑ; Лотан йӑмӑкӗ Фамна пулнӑ. 23 Шовал ывӑлӗсем ҫаксем: Алв ан, Манахаф, Евал, Шефо тата Онам. 24 Цивеон ывӑлӗсем ҫаксем: Аиа тата Ана. Шӑпах ҫак Ана ӗнтӗ Ци- веонӑн, хӑйӗн ашшӗн, ашакӗсене кӗтсе ҫӳренӗ чухне пушхирте ӑшӑ шывлӑ ҫӑл тупнӑ. 25Ана ачисем ҫаксем: Дишон тата Оливема, Ана хӗрӗ. 26 Дишон ывӑлӗсем ҫаксем: Хемдан, Эшбан, Ифран тата Хе- ран. 27Ецер ывӑлӗсем ҫаксем: Билс ан, Зааван, [Укам] тата Акан. 28Дишан ывӑ- лӗсем ҫаксем: Уц тата Аран. 29 Хоррейсен пуҫлӑхӗсем ҫаксем: Ло тан пуҫлӑх, Шо- вал пуҫлӑх, Цивеон пуҫлӑх, Ана пуҫлӑх, 30 Дишон пуҫлӑх, Ецер пуҫлӑх, Дишан пуҫлӑх. Ҫакс ем Сеир ҫӗрӗнче пурӑннӑ хоррейсен пуҫлӑхӗсем.

31 Израиль ывӑлӗсене патша тытса тӑра пуҫличчен Эдом ҫӗрӗнче патшара ларнӑ патшасем ҫакс ем: 32 Эдомра Бела, Веор ывӑлӗ, патшара ларнӑ, унӑн хули Дингава ятлӑ. 33 Бела вилнӗ, ун хыҫҫӑн Иовав — Зерах ывӑлӗ, Вос ора ҫынни — патшана ларнӑ. 34 Иовав вилнӗ, ун хыҫҫӑн Феман ҫӗрӗнчи Хушам патшана ларнӑ. 35Хушам вилнӗ, ун хыҫ ҫӑн Гадад, Бедад ывӑлӗ, патшана ларнӑ, вӑл Моав хирӗнче Мади- ан ҫыннисене ҫӗмӗрсе тӑкнӑскер пулнӑ; унӑн хули Авиф ятлӑ. 36 Гадад вилнӗ, ун хыс ҫӑн Масрека ҫынни Самла пат- шана ларнӑ. 37 Самла вилнӗ, ун хыҫ ҫӑн юханшыв хӗрринчи Реховоф ҫынни Саул патшана ларнӑ. 38 Саул вилнӗ, ун хыҫҫӑн Баал-Ханан, Ахбор ывӑлӗ, патшана лар- нӑ. 39 Баал-Ханан, Ахбор ывӑлӗ, вилнӗ, ун хыҫҫӑн Гадар [Варад ывӑлӗ] патшана ларнӑ; унӑн хули Пау ятлӑ; арӑмӗ Меге- тавеель ятлӑ, вӑл — Матредӑн, Мезагав ывӑлӗн, хӗрӗ.

40 Исавӑн пуҫлӑхӗсене хӑйсен ӑрӑвӗсем тӑрӑх, хӑйсем пурӑнакан вырӑн тӑрӑх, ячӗ- сем тӑрӑх, [халӑхӗсем тӑрӑх] каласассӑн, вӗсен ячӗсем ҫаксем: Фимна пуҫлӑх, Ал- ва пуҫлӑх, Иетеф пуҫлӑх, 41 Оливема пуҫ- лӑх, Ела пуҫлӑх, Пинон пуҫлӑх, 42 Кеназ пуҫлӑх, Феман пуҫлӑх, Мивцар пуҫлӑх,


{[6] Нав 24:4. Пулт 32:3. [7] Пулт 13:6; 26:14. [8] Нав 24:4. [10] 1 .улс 1:35. [20] Аст 2:11–12. 1 .улс 1:38.

[23] 1 .улс 1:40. [33] Ис 34:6; 63:1. [37] Пулт 10:11. [38] 1 .улс 1:49. [40] 1 .улс 1:51.}


43 Магдиил пуҫлӑх, Ирам пуҫлӑх. Идумей- сен хӑйсем тытса тӑракан ҫӗрти пурӑнма- лли ялӗсен-хулисен пуҫлӑхӗсем ҫаксем. Идумейсен ашшӗ Исав ҫакӑ ӗнтӗ.


37

1Иаков хӑйӗн ашшӗ [Исаак] ҫӳ- ренӗ ҫӗрте, Ханаан ҫӗрӗнче, пу- рӑннӑ. 2 Иаковӑн пурӑнӑҫӗ ҫакӑ. Иосиф вунҫиччӗре чухне, яш ача чухне, хӑйӗн пиччӗшӗсемпе, ашшӗ арӑмӗсен Валлӑ- па Зелфӑн ывӑлӗсемпе пӗрле, [ашшӗн] выльӑх-чӗрлӗхне кӗтсе ҫӳренӗ. Пиччӗшӗ- сем ҫинчен калаҫакан усал сӑмаха Иосиф хӑйсен ашшӗне [Израиле] пӗлтерсе тӑнӑ. 3 Иосиф Израилӗн ватӑлмалӑх кунӗнче ҫу- ралнӑ ывӑлӗ пулнӑран Израиль ӑна пур ывӑлӗнчен те ытларах юратнӑ, — ӑна тӗр- лӗ тӗслӗ тумтир туса панӑ. 4 Пиччӗшӗсем, ашшӗ ӑна пур ывӑлӗнчен те ытларах юрат- нине курс а, ӑна курайми пулнӑ, унпа ӑшшӑн калаҫма та пултарайман.

5 Иосиф тӗлӗк курнӑ та ӑна пиччӗшӗсе- не каласа кӑтартнӑ, вӗсем вара ӑна та- та ытларах курайми пулнӑ. 6 Вӑл вӗсене каланӑ: эпӗ курнӑ тӗлӗке итлӗр-ха: 7 акӑ эпир хир варрин че кӗлте ҫыхатпӑр пек; акӑ ман кӗлте ҫӗкленчӗ те тӳррӗн тӑрса ларчӗ; акӑ сирӗн кӗлтӗрсем йӗри-тавра тӑчӗҫ те манӑн кӗлтене пуҫҫапрӗҫ, тенӗ. 8 Пиччӗшӗсем ӑна каланӑ: эсӗ пире пуҫ- лӑх пулӑн-ши вара? пире тытса тӑрӑн-ши вара? тенӗ. Унӑн тӗлӗкӗсемшӗн, унӑн сӑмахӗсемшӗн вӗсем ӑна тата ытларах ку- райми пулса ҫитнӗ. 9 Вӑл тата тепӗр тӗлӗк курнӑ, ӑна [ашшӗне тата] пиччӗшӗсене каласа кӑтартнӑ: акӑ эпӗ тепӗр тӗлӗк кур- тӑм: акӑ мана хӗвелпе уйӑх тата вунпӗр ҫӑлтӑр пуҫҫапать, тенӗ. 10 Ҫавна вӑл ашшӗ- пе пиччӗ шӗсене каласа кӑтартнӑ; ашшӗ ӑна хӑтӑрса илнӗ: эсӗ курнӑ тӗлӗк мӗскер ку? эпӗ те, аннӳ те, пиччӳсем те сана ҫӗ- ре ӳксе пуҫҫапма пырӑпӑр-ши вара? тенӗ. 11 Пиччӗшӗсем ӑна ҫилленсех ҫитнӗ, ашшӗ вара ҫав сӑмаха астуса юлнӑ.

12Унӑн пиччӗшӗсем ашшӗн выльӑхне кӗтсе ҫӳреме Сиҫема кайнӑ. 13 Израиль Иосифа каланӑ: пиччӳсем Сихемра кӗтсе ҫӳремеҫҫӗ-ши? кайса кил-ха, сана вӗсем патне яратӑп, тенӗ. Иосиф ӑна: эпӗ кун- тах, тенӗ. 14 [Израиль] ӑна каланӑ: кайса пӑх-ха, пиччӳсем сывах-и, выльӑхӗ тӗрӗс- тӗкелех-и? мана хыпар илсе кил, тенӗ. Ва- ра ӑна Хеврон айлӑмӗнчен ӑсатса янӑ; вӑл Сихема ҫитнӗ. 15 Ӑна пӗри хирте аташса ҫӳренине курнӑ та, ҫав ҫын унран ыйтнӑ: эсӗ мӗн шыратӑн? тенӗ. 16 Вӑл: эпӗ хамӑн пиччесене шыратӑп; кала-ха мана, вӗсем ӑҫта кӗ тӳ кӗтсе ҫӳреҫҫӗ? тенӗ. 17 Ҫав ҫын каланӑ: вӗсем кунтан кайрӗҫ, эпӗ вӗсем «Дофана каяс» те ҫе калаҫнине илтнӗч- чӗ, тенӗ. Иосиф вара хӑйӗн пиччӗшӗсем хыҫҫӑн кайнӑ та вӗсене Дофанра тупнӑ. 18 Пиччӗшӗсем ӑна аякранах курнӑ та вӑл вӗсем патне ҫывӑхаричченех ӑна вӗлерес тесе канашлама пуҫланӑ. 19 Пӗр-пӗрне ка- ланӑ: авӑ тӗлӗк ӑсти килет; 20 тытар та вӗлерер ӑна, кайран пӗр-пӗр шӑтӑка пӑра- хӑпӑр та ӑна тискер кайӑк ҫурса пӑрахнӑ тейӗпӗр; ун тӗлӗкӗсем мӗне пӗлтернине курӑпӑр вара, тенӗ. 21Рувим ҫакна илт- нӗ те: вӗлерер мар ӑна, тенӗ; ҫапла ӑна вӗсен аллинчен хӑтарнӑ. 22 Рувим вӗсене каланӑ: юн ан тӑкӑр; ӑна пушхирти шӑтӑ- ка пӑрахӑр, ун ҫине алӑ ан хурӑр, тенӗ. Ҫакна вӑл ӑна вӗсен аллинчен хӑтарса каялла ашшӗ патне ярас [шухӑшпа] ка- ланӑ. 23 Иосиф хӑйӗн пиччӗшӗсем патне ҫитсессӗн, вӗсем Иосиф ҫийӗнчен унӑн тумтирне, тӗрлӗ тӗслӗ тумт ирне, сӳс е илнӗ те 24 хӑйне шӑтӑка тытса пӑрахнӑ; шӑтӑкӗ типӗ пулнӑ; унта шыв пулман.

25 Вӗсем апат ҫиме ларнӑ; ҫаврӑнса пӑхнӑ та — акӑ вӗҫрен-вӗҫ тӗве килет: Галаад- ран Измаил ҫыннисем килеҫҫӗ, тӗвисем ҫине стиракса, бальзам тата латӑн тие- нӗ — вӗсем ҫавна Египета леҫме каяҫҫӗ. 26 Иуда хӑйӗн тӑванӗсене каланӑ: хамӑр шӑллӑмӑра вӗлерсе, унӑн юн не пытарса пире мӗн усс и? 27 Каяр та ӑна Измаил ҫыннисене сутар, аллӑмӑрсем ун ҫинче ан пулччӑр: вӑл пирӗн тӑван, пирӗн ӳт, тенӗ. Тӑванӗсем унпа килӗшнӗ, 28 Мадиан купсисем иртсе пынӑ чухне вӗсем Иосифа


{37- мӗш сыпӑк. [1] Пулт 35:27; 36:6. Евр 11:13. [4] Ап ӗҫс 7:9. [11] Дан 7:28. Лк 2:19, 51. [14] 1 Пат 17:18.

Пулт 23:2. [17] 4 Пат 6:13. [20] Мф 21:38. Пс 40:8. [21] Пулт 42:22. [22] Пулт 42:22. [24] Зах 9:11.

[25] Пулт 31:21. Иер 8:22; 22:6. [26] Иов 16:18. [28] Тӳре 8:26. Ӑсл 10:13. Пс 104:17.}


 шӑтӑкран туртса кӑларнӑ та ӑна Измаил ҫыннисене ҫи рӗм кӗмӗлле сутса янӑ; ле- шӗсем Иосифа Египета илсе кайнӑ.

29 Рувим каллех шӑтӑк патне пынӑ; акӑ шӑтӑкра Иосиф ҫук. Вӑл хӑйӗн тумтир- не туртс а ҫурнӑ та 30 тӑванӗсем патне каялла таврӑнса: ача ҫук! ӗнсӗ манӑн, манӑн ӑҫс а кайс а кӗрес? тенӗ. 31Вара Иосиф тумт ирне илнӗ те, качака таки пусса, тумтире юнпа вараланӑ; 32 унтан вӗсем тӗрлӗ тӗслӗ тумтире илсе кайнӑ та ӑна ашшӗ патне илсе пырса каланӑ: эпир ҫакна тупрӑмӑр; пӑх-ха, ҫакӑ ывӑлун тумтирӗ мар-и? тенӗ. 33 Вӑл ӑна палласа илнӗ те каланӑ: ку манӑн ывӑлӑм тум- тирӗ; ӑна тискер кайӑк ҫисе янӑ; чӑнах та, Иосифа тӑпаласа тӑкнӑ иккен, тенӗ. 34 Иаков, хӑйӗн тумтирне ҫурса пӑрахса, хуйхӑ тумт ирӗ тӑх ӑн са янӑ, ывӑлӗшӗн нумай кун йӗрсе пурӑннӑ. 35Ӑна йӑпат- ма пур ывӑлӗ те, пур хӗрӗ те пуҫтарӑн- нӑ, анчах вӑл йӑпанасшӑн пулман, вӑл: йӗрсе-хурланса, хамӑн ывӑлӑм патне ҫӗр айне кӗрӗп, тенӗ. Ашшӗ уншӑн ҫапла хурланса йӗнӗ. 36 Иосифа вара Египетра мадиансем Пот ифара — фараон тавра- шӗнчи ҫынна, фараон сыхлавҫисен пуҫ- лӑхне — сутса янӑ.


38

1 Ҫав вӑхӑтра Иуда, хӑйӗн тӑванӗ- сенчен уйӑрӑлса, Хира ятлӑ пӗр Одоллам ҫынни ҫывӑхне кайса вырӑнаҫ- нӑ. 2 Иуда унта Шуа ятлӑ пӗр ханаан ҫын- нин хӗрне курнӑ; вӑл ӑна хӑй валли илсе ун патне кӗнӗ. 3 Арӑм йывӑр ҫын пулнӑ та ывӑл ача ҫуратнӑ; Иуда ӑна Ир ятлӑ хунӑ. 4 Арӑм татах йывӑр ҫын пулнӑ та ывӑл ача ҫуратнӑ, ӑна Онан ятлӑ хунӑ. 5 Тата [ви ҫҫӗмӗш] ывӑл ҫуратнӑ, ӑна вӑл Шела ятлӑ хунӑ; ӑна ҫуратнӑ чухне Иуда Хезивра пулнӑ. 6Иуда хӑйӗн малсанхи ывӑлӗ Ир валли арӑм илс е панӑ; вӑл Фамарь ятлӑ пулнӑ. 7Ир, Иудӑн малтан- хи ывӑлӗ, Ҫӳлхуҫа умӗнче юрӑхсӑр ҫын пулнӑ, Ҫӳлхуҫа ӑна вӗлернӗ. 8 Иуда вара

Онана каланӑ: пиччӳн арӑмӗ патне кӗр, унӑн пулсӑрӗ пулнӑран ӑна качча ил, пиччӳн вӑрлӑхне пӗтмелле ан ту, тенӗ. 9 Онан ҫуралас ача хӑйне пулмассине пӗл- нӗ, ҫавӑнпа хӑйӗн вӑрлӑхне пиччӗшӗшӗн парас мар тесе, унӑн арӑмӗ патне кӗнӗ чухне хӑйӗн ар вӑрлӑхне ҫӗре тӑкса кӗ- нӗ. 10 Вӑл тунӑ ӗҫ Ҫӳлхуҫа умӗнче усал ӗҫ пулнӑ; Ҫӳлхуҫа ӑна та вӗлернӗ. 11 [Икӗ ывӑлӗ вилнӗ хыҫҫӑн] Иуда Фамаре, хӑйӗн кинне, каланӑ: Шела ывӑлӑм ӳссе ҫитич- чен эсӗ хӑвӑн аҫу килӗнче тӑлӑх арӑм пулса пурӑн, тенӗ. Вӑл [хӑй ӑшӗнче]: ку та, пиччӗшӗсем пек, ан вилтӗрччӗ, тесе шухӑшланӑ. Фамарь кайнӑ та хӑйӗн аш- шӗ килӗнче пурӑна пуҫланӑ.

12 Чылай вӑхӑт иртнӗ; Шуа хӗрӗ, Иуда арӑмӗ, вилнӗ. Лӑпланса ҫитсессӗн, Иуда хӑй выльӑхӗн ҫӑмне кас акансем патне Фамнӑна кайнӑ, унпа пӗрле Хира та — хӑйӗн тусӗ, Одоллам ҫынни — пынӑ. 13 Фамаре хыпар тунӑ: акӑ санӑн хуняҫу выльӑхӗсен ҫӑмне касма Фамнӑна каять, тенӗ. 14 Вӑл хӑй ҫийӗнчи тӑлӑх арӑм тум- тирне хывса пӑрахнӑ та, пӗркенчӗк пӗр- кенсе, Фамнӑна каякан ҫул ҫинчи Енаим хапхи патне тухса ларнӑ. Мӗншӗн тесес- сӗн вӑл Шела ӳссе ҫитнине курнӑ, анчах ӑна ун валли качча илмен-ха. 15 Иуда ӑна курнӑ та аскӑн хӗрарӑм вырӑнне хунӑ, мӗншӗн тесессӗн лешӗ питне хупласа ларнӑ. [Вӑл ӑна паллайман.] 16 Иуда ун патне пынӑ та каланӑ: эпӗ сан патна кӗ- рем, тенӗ. Вӑл ку хӑйӗн кинӗ иккенне пӗлмен. Фамарь: ман патӑма кӗрсессӗн, эсӗ мана мӗн парӑн? тенӗ. 17 Иуда каланӑ: эпӗ [хамӑн] кӗтӳрен сан валли качака пу- текӗ парса ярӑп, тенӗ. Фамарь: ӑна парса яриччен салук парс а хӑварӑн-и? тенӗ. 18 Вӑл: сана мӗнле салук парса хӑварас? тенӗ. Фамарь каланӑ: хӑвӑн пичетлӗ ҫӗр- рӳне, пуҫ ҫыххине тата аллунти туюна пар, тенӗ. Вӑл ӑна мӗн ыйтнине панӑ та ун патне кӗнӗ; Фамарь ӗнтӗ унран йывӑр


{[29] Пулт 44:13. Лев 10:6. Йыш 14:6. [33] Пулт 44:28. [34] 1 Пат 4:12. 2 Пат 3:31. 3 Пат 20:32. [35] Тов 10:7.

Пулт 42:38. [36] Пулт 39:1. Пс 104:17.




 38-мӗш сы пӑк. [3] Пулт 46:12. Йыш 26:19. 1 Ҫулс 2:3. [5] Йыш 26:20. [7] Йыш 26:19. [8] Аст 25:5.

Мф 22:24. Мк 12:19. [11] Тов 7:11. [12] 1 Пат 25:2. [14] Ытар 9:14. Иер 3:2. [15] Ытар 7:12. [16] Лев 18:15;

20:12.}


ҫын пулнӑ. 19 Унтан кайсассӑн, вӑл, хӑйӗн пӗркенчӗкне хывса пӑрахса, каллех тӑлӑх арӑм тумтирне тӑхӑнса янӑ.

20 Шантарса пар с а хӑсарнӑ япалисене арӑм аллинчен каялла илме Иуда хӑйӗн тусӗнчен, Одоллам ҫыннинчен, качака путекки парса янӑ, анчах лешӗ Фамаре тупайман. 21 Вара ҫав вырӑнти ҫынсенчен ыйтнӑ: Енаимра ҫул хӗрринче ларакан аскӑн арӑм ӑҫта? тенӗ. Лешӗсем: кунта аскӑн арӑм ҫукчӗ, тенӗ. 22 Вӑл каялла Иуда патне таврӑннӑ та каланӑ: эпӗ ӑна тупай- марӑм; унти ҫынсем те: кунта аскӑн арӑм ҫукчӗ, терӗҫ, тенӗ. 23 Иуда каланӑ: эппин, япалисем ун патӗнчех юлччӑр, пирӗнтен ҫын куласси ҫеҫ ан пултӑр; акӑ эпӗ ҫак качака путеккине парса ярсаттӑм, анчах эсӗ ӑна тупаймарӑн, тенӗ.

24 Виҫӗ уйӑха яхӑн иртс ессӗн, Иудӑ на каланӑ: санӑн Фамарь кинӳ аскӑна ернӗ, акӑ вӑл аскӑнланса йыв ӑр ҫын пулнӑ, тенӗ. Иуда: илсе тухӑр ӑна, ҫунсарса яччӑр ӑна, тенӗ. 25 Хӑйне вӗлерме илс е тухсассӑн, вӑл хӑйӗн хуняшшӗ патне: ҫак япаласем камӑн, эпӗ ҫавӑнтан йы- вӑр ҫын пулсӑм, те се калама ҫын янӑ. Тата: ҫак пичетлӗ ҫӗрӗ, пуҫ ҫыххи, туя камӑн? — палла, тенӗ. 26 Иуда палласа илнӗ те каланӑ: вӑл манран тӳрӗрех, эпӗ ӑна хамӑн Шела ывӑлӑма памарӑм, тенӗ. Вара унпа урӑх хутӑшман.

27 Ҫуратма пуҫласассӑн, ун ӑшӗнче йӗкӗ- реш ача пулни палӑрнӑ. 28 Ҫуратнӑ чух- не [пӗрин] алли тухнӑ; эпи карчӑкӗ: ку малтан тухрӗ тесе, тытнӑ та унӑн алли- не хӗрлӗ ҫип ҫыхнӑ. 29 Анчах ача хӑйӗн аллине каялла илнӗ; акӑ унӑн хӑраххи тухнӑ. Эпи карчӑкӗ: епле эсӗ чарака тат- са тухрӑн? тенӗ. Ӑна Фарес ятлӑ хунӑ. 30 Унтан аллине хӗрлӗ ҫип ҫыхнӑ шӑллӗ тухнӑ. Ӑна Зара ятлӑ хунӑ.


39

1Иосифа Египета ил с е ҫис ернӗ, унта илсе пынӑ Измаил ҫыннисен аллинчен ӑна Египет ҫынни Потифар — фараон таврашӗнчи ҫын, патша сыхлав- ҫисен пуҫлӑхӗ — сутӑн илнӗ. 2 Иосифпа пӗрле Ҫӳлхуҫа Турӑ пулнӑ: унӑн ӗҫӗсем ӑнса пынӑ, вӑл хӑйӗн хуҫин, Египет ҫын- нин, ҫуртӗнче пурӑннӑ. 3 Унӑн хуҫи ун- па пӗрле Ҫӳлхуҫа пулнине, вӑл тӑвакан пур ӗҫе те Ҫӳлхуҫа ун аллинче ӑнтарса пынине курс а тӑнӑ. 4 Иосиф ун умӗнче ырӑлӑх тупнӑ, уншӑн ӗҫлесе тӑнӑ. Вӑл Иосифа хӑйӗн пӗтӗм ҫуртне тытса тӑра- канӗ тунӑ, хӑйӗн мӗн пуррине йӑлт ах унӑн аллине панӑ. 5 Иосифа хӑйӗн ҫурт- не, хӑйӗн мӗн пуррине пурне те тытса тӑраканӗ тунӑранпа Ҫӳлхуҫа Турӑ Египет ҫыннийӗн кил-ҫуртне Иосифшӑн пилле- нӗ, унӑн килӗ-ҫуртӗнче, [унӑн] хирӗнче мӗн пуррине пурне те Ҫӳлхуҫа пиллӗхӗ ҫитнӗ.

6 Хӑйӗн мӗн пуррине пӗтӗмпех вӑл Иосиф аллине панӑ, Иосиф ӗҫлесе тӑнӑ чухне вӑл хӑй ҫие кен ҫӑкӑрсӑр пуҫне нимӗн те пӗлмен.

Иосиф илемлӗ пӳ-силлӗ, илемлӗ сӑн- питлӗ пулнӑ. 7 Иосифа хуҫи арӑмӗ куҫ хыв- нӑ та ҫапла каланӑ: манпа ҫывӑр, тенӗ. 8 Анчах Иосиф килӗшмен, вӑл хӑйӗн ху- ҫин арӑмне каланӑ: акӑ манӑн хуҫам эпӗ пур чухне хӑй килӗнче нимӗншӗн те пӑ- шӑрханмасть, хӑйӗн мӗн пуррине вӑл йӑл- тах ман аллӑма пачӗ; 9 ҫак килте манран асли ҫук; вӑл мана сансӑр пуҫне нимӗне те чармарӗ, мӗншӗн тесессӗн эсӗ — унӑн арӑмӗ; епле эпӗ ҫак пысӑк усал ӗҫе туса Турӑ умӗнче ҫылӑха кӗрем? тенӗ. 10 Хуҫа арӑмӗ Иосифа куллен-кун ҫапла каланӑ, анчах Иосиф ӑна итлемен: унпа ҫывӑрма, унпа пӗрле пулма килӗшмен; ппӗр кун- хине Иосиф пӳрте хӑйӗн ӗҫне тума кӗнӗ, килтисенчен пӳртре никам та пулман; 12 арӑм ӑна тумтирӗнчен ярс а илнӗ те: манпа вырт, тенӗ. Анчах Иосиф хӑйӗн тумтирне унӑн аллинче хӑв арса чупс а тухса кайнӑ. 13 Вӑл, Иосиф хӑйӗн тумтир- не ун аллинче хӑв арса чупс а тухнине курсассӑн, 14 килӗнчи ҫы ннисене чӗнс е, вӗсене ҫапла каланӑ: пӑхӑр-ха, вӑл пирӗн



{[24] Пулт 20:3. Лев 21:9. Аст 22:22. [27] 1 Ҫулс 2:4. Мф 1:3. [29] Пулт 46:12. 1 Ҫулс 4:1.


39-мӗш сы пӑк. [1] Пс 104:17. Ап ӗҫс 7:9. [2] Ап ӗҫс 7:9. [3] Пулт 21:22. Пс 1:3. [5] Пулт 30:27. Ис 45:4.


[7] Иов 31:1. Ытар 7:5. 2 Пет 2:14. [9] Иов 24:15. Сир 23:27. Ис 29:15. [12] 2 Пат 13:11. [14] Сир 25:19.}


пата ҫак еврее пире мӑшкӑллама илс е килнӗ. Вӑл ман патӑма манпа ҫывӑрма кӗчӗ, анчах эпӗ хытӑ кӑшкӑрса ятӑм та, 15 эпӗ йӗрсе кӑшкӑрса янине илтс ессӗн, вӑл хӑйӗн тумтирне ман аллӑмра хӑварса чупса тухса тарчӗ, тенӗ. 16 Вара вӑл унӑн тумтирне хӑйӗн упӑшки, Иосиф хуҫ и, килне таврӑниччен хӑй патӗнче тытнӑ. 17Арӑмӗ ӑна ҫав сӑмахсенех каласа панӑ, ӑна каланӑ: эсӗ пирӗн пата илсе килнӗ еврей чура ман патӑма мана мӑшкӑлла- ма кӗчӗ, [мана: санпа выртса ҫывӑрам, терӗ,] 18 анчах эпӗ йӗрсе кӑшкӑрса ятӑм та, [ҫакна илтс ессӗн,] вӑл ман пат ӑма хӑйӗн тумтирне пӑрахса хӑварсах тухса тарчӗ, тенӗ.

19Арӑмӗ каланӑ сӑмахсене: «санӑн чу- ру мана ҫапла турӗ» тенине илтсессӗн, Иосиф хуҫи тарӑхса кайнӑ; 20 хуҫи Иосифа тытнӑ та патша хупса лартнӑ ҫынсем пат- не тӗрмене хуптар нӑ. Иосиф вара унта тӗрмере ларнӑ. 21 Иосифпа пӗрле Ҫӳлхуҫа пулнӑ, Вӑл ӑна хӗрхенсе ырӑлӑхне янӑ та, Иосиф тӗрме пуҫлӑхӗ умӗнче кӑмӑл курнӑ. 22 Тӗрме пуҫлӑхӗ тӗр мере ларакан пур ҫынна та Иосиф аллине панӑ, вӗсем унта кирек мӗн тусассӑн та, пур ҫӗрте те астуса тӑраканни Иосиф пулнӑ. 23 Тӗрме пуҫлӑхӗ ӗнтӗ Иосифа шанса панӑ ӗҫсем ҫинчен шухӑшламан та, мӗншӗн тесес- сӗн Иосифпа пӗрле Ҫӳлхуҫа пулнӑ, вӑл кирек мӗн тусассӑн та, Ҫӳлхуҫа пурне те ӑнтарса пынӑ.


40

1 Ҫакӑн хыҫҫӑн Египет патшийӗн эрех парса тӑраканӗпе ҫӑкӑр пар- са тӑраканӗ хӑйсен хуҫи умӗнче, Египет патши умӗнче, айӑпа кӗнӗ. 2 Фараон хӑй таврашӗнчи икӗ ҫыннине — эрех пара- кансен пуҫлӑхӗпе ҫӑкӑр паракансен пуҫ- лӑхне — ҫилленсе ҫитнӗ, 3 вӗсене патша сыхлавҫисен пуҫлӑхӗн ҫуртне, тӗрмене, Иосифа хупса лартнӑ ҫӗре, хупса хунӑ. 4 Патша сыхлавҫисен пуҫлӑхӗ вӗсем патне Иосифа тӑратнӑ, вӑл вӗсене пӑхса тӑнӑ. Ҫапла вӗс ем пӗр вӑхӑт хурал аллинче пурӑннӑ. 5 Пӗррехинче Египет патшийӗн эрех парса тӑраканӗпе ҫӑкӑр парса тӑра- канӗ, тӗрмере лараканскерсем, тӗлӗк кур- нӑ: иккӗшӗ те пӗр каҫрах, кашнийӗ хӑйне евӗрлӗ, питех те пӗлтерӗшлӗ тӗлӗк курнӑ. 6 Иосиф ирхине вӗсем патне пынӑ та кур- нӑ: акӑ вӗсем пӑшӑрханса ӳкнӗ. 7 Иосиф хӑйӗн хуҫин ҫуртӗнче хӑйпе пӗрле хурал аллинче ларакан фараонӑн аслӑ ҫынни- сенчен ҫапла ыйтнӑ: мӗншӗн паян сирӗн сӑнӑр салхуллӑ? тенӗ. 8 Вӗсем ӑна каланӑ: эпир тӗлӗк куртӑмӑр; ӑна ӑнлантарса па- ракан ҫын ҫук, тенӗ. Иосиф каланӑ: ӑна ӑнлантарса каласси Турӑран мар-и вара? мана каласа кӑтартӑр-ха, тенӗ.

9 Эрех парса тӑракансен пуҫлӑхӗ хӑйӗн тӗлӗкне Иосифа каласа кӑтартнӑ, ӑна ка- ланӑ: эпӗ тӗлӗк куртӑм: акӑ манӑн умӑм- ра иҫӗм ҫырли йывӑҫӗ ларать пек; 10 йывӑ- ҫӗн виҫӗ турат пек; йывӑҫӗ ӳссе ҫитӗн- чӗ, ҫеҫке ҫурчӗ пек, ҫырлисем те ӳс ҫе, пиҫсе ҫитрӗҫ пек; 11 фараон курки манӑн аллӑмра пек; эпӗ ҫырлисене татса илтӗм те, сӗткенне фараон куркине пӑчӑртаса юхтартӑм та куркине фараон аллине тыт- тартӑм пек, тенӗ. 12 Иосиф ӑна каланӑ: тӗлӗкӳ акӑ мӗне пӗлт ерет: виҫ ӗ турат вӑл — виҫӗ кун; 13 виҫӗ кунран фараон сана асла кӑларӗ те сана каялла хӑвӑн вырӑнна тавӑрӗ, эсӗ вара хӑв ун патӗн че эрех парса тӑнӑ чухнехи ӗлӗкхи йӑлапа фараонӑн куркине унӑн аллине тытта- рӑн; 14 хӑвна аван пулсассӑн, мана асна илсем, ман шӑн ырӑ ӗҫ тусам, ман ҫин- чен фараон умӗнче сӑмах хушсам, мана ҫак ҫуртран хӑтарсам: 15 мана ев рейсен ҫӗрӗнчен вӑрласа килчӗҫ; эпӗ кунта та хама тӗрмене лартмалли ӗҫ нимӗн те туман, тенӗ.

16 Ҫӑкӑр парса тӑракансен пуҫлӑхӗ, Иосиф лайӑх ӑнлантарнине курс а, ӑна каланӑ: эпӗ те тӗлӗк курт ӑм: акӑ ма- нӑн пуҫ тӑрринче виҫӗ ҫатан кунтӑ пек; 17 ҫиелти кунтӑра ҫӑкӑр пӗҫерекен пӗҫер- се хунӑ, фа раон ҫиекен тӗрлӗрен ҫимӗҫ пек, ӑна манӑн пуҫ тӑрринчи кунтӑран [ҫӳлти] вӗҫен кайӑксем сӑхаҫҫӗ пек, тенӗ.


{[20] Пс 104:18. [21] Асл 10:14. Ап есс 7:10. [23] Пулт 39:3. Пс 1:3

40-мӗш сы пӑк. [3] Пулт 39:20. [5] Дан 2:1, 29. Мф 27:19. [6] Пулт 41:8. [8] Пулт 41:16. Дан 2:27–28.

[12] Пулт 41:25. [14] Не ем 5:19; 13:31. Лк 23:42. [15] Пулт 37:28.}


18 Иосиф [ӑна] хурав ласа каланӑ: ку акӑ мӗне пӗлс ерет: висӗ кунсӑ вӑл — виҫӗ кун; 19 виҫӗ кунран фараон санӑн пуҫна касса таттарӗ те сана йывӑҫ ҫине ҫакта- рӗ, [ҫӳлта] вӗ сен кайӑксем санӑн ӳтне сӑха-сӑха тӑпӑлтарӗҫ, тенӗ.

20 Виҫҫӗмӗш кунне, хӑй ҫуралнӑ кун, фараон мӗнпур тарҫишӗн ӗҫкӗ-ҫикӗ ту- нӑ, хӑйӗн тарҫисем хушшинче вӑл эрех парса тӑракансен пуҫлӑхӗпе ҫӑкӑр парса тӑракансен пуҫлӑхне аса илнӗ; 21 вара эрех парс а тӑракансен пуҫлӑхне ӗлӗк- хи вырӑнне тавӑрнӑ, лешӗ ӗнтӗ фараон аллине курка тьп1 тарнӑ; 22 ҫӑкӑр пар с а тӑракансен пуҫлӑхне, Иосиф вӗсене кала- са кӑтартнӑ пек, [йывӑҫ ҫине] ҫактарнӑ. 23 Эрех парса тӑракансен пуҫлӑхӗ Иосифа аса илмен, вӑл ӑна маннӑ.


41

1Икӗ ҫул иртсессӗн фараон тӗлӗк курнӑ: акӑ вӑл ҫырма хӗрринче тӑ- рать пек; 2 акӑ ҫырмаран илемлӗ, мӑнтӑр ӳтлӗ ҫичӗ ӗне тухнӑ та хӑмӑшлӑхра ҫисе ҫӳре пуҫланӑ; 3 акӑ вӗсем хыҫҫӑн ҫырма- ран тата ҫичӗ ӗне тухнӑ, хӑйсем начар, ырхан ӳтлӗ пулнӑ, вӗсем ҫырма хӗррине леш ӗнесем патне пырса тӑнӑ; 4 начар, ырхан ӳтлӗ ӗнесем илемлӗ ҫичӗ мӑнтӑр ӗнене ҫисе янӑ. Фараон вӑранса кайнӑ, 5 унтан каллех ҫывӑрса кайнӑ та тепӗр хут тӗлӗк курнӑ: акӑ пӗр хӑмӑлран ҫичӗ тутӑ та паха пучах ӳссе тухнӑ; 6 акӑ вӗсем хыҫҫӑн ҫичӗ выҫ ӑ пучах, тухӑҫ ҫилӗпе типсе кайнӑскерсем, ӳссе тухнӑ; 7выҫӑ пучахсем ҫичӗ тулли те тутӑ пучаха ҫисе янӑ. Фараон вӑранса кайнӑ та ку тӗлӗк пулнине ӑнласа илнӗ. 8 Ирхине фараонӑн чунӗ шикленсе ӳкнӗ, вӑл вара Египетри мӗнпур асамҫӑпа мӗнпур ӑсчаха чӗнтерсе илтернӗ те вӗсене хӑйӗн тӗлӗкне каласа кӑтартнӑ; анчах ҫав тӗлӗке фараона ни- кам та ӑнлантарса парайман.

9 Эрех парса тӑракансенӗн пуҫлӑхӗ фа- раона кала пуҫланӑ: эпӗ халӗ хамӑн ҫы- лӑхӑмсене аса илесӗп; 10 фараон хӑйӗн чурисене ҫилленнӗччӗ те мана тата ҫӑ- кӑр пар с а тӑракансенӗн пуҫлӑхне, пат- ша сыхлавҫисен пуҫлӑхӗн ҫуртне хупса, хурал аллине панӑччӗ; ппӗр каҫс ине эпир — эпӗ те, вӑл та — тӗлӗк куртӑмӑр, кашнийӗ хӑйне уйрӑм пӗлтерӗшлӗ тӗлӗк курчӗ; 12 пирӗнпе пӗрле унта пӗр ҫамрӑк еврей, патшамӑр сыхлавҫисен пуҫлӑхӗн чури, пурччӗ; эпир ӑна хамӑр тӗлӗксене каласа патӑмӑр та, вӑл пире харпӑр хӑй тӗлӗкне кура ӑнлантарса пачӗ; 13 вӑл пи- ре епле каласа ӑнлантарчӗ, ҫаплах пул- са тухрӗ: эпӗ хамӑн вырӑна таврӑнтӑм, лешне ҫак са вӗлерчӗҫ, тенӗ.

14 Фараон вара ҫын янӑ та Иосифа чӗн- терсе илнӗ. Ӑна васкасах тӗрмерен ил- се тухнӑ. Вӑл ҫӳҫне кастарнӑ, тумтирне улӑштарнӑ, унт ан фараон патне пынӑ. 15 Фараон Иосифа каланӑ: эпӗ тӗлӗк кур- тӑм, анчах ӑна никам та ӑнлантарса па- раймасть; эпӗ сан ҫинчен тӗлӗк ӑнлантар- ма пӗлет тенине илтрӗм, тенӗ. 16 Иосиф фараона хуравласа каланӑ: манран кил- мест ку; фараон ырӑлӑхӗшӗн Турӑ ка- ласа парӗ, тенӗ. 17 Фараон вара Иосифа каланӑ: эпӗ тӗлӗк курт ӑм: акӑ ҫырма хӗрринче тӑратӑп пек; 18 акӑ ҫырмаран илемлӗ, мӑнтӑр ӳтлӗ ҫичӗ ӗне тухрӗ те хӑмӑшлӑхра ҫисе ҫӳре пуҫларӗ; 19 акӑ вӗ- сем хыҫҫӑн ҫырмаран тата ҫичӗ ӗне тухрӗ, хӑйсем начар, илемсӗр, ырхан ӳтлӗ; эпӗ пӗтӗм Египет ҫӗрӗнче вӗс ем пек начар ӗне курманччӗ; 20 начар, ырхан ӗнесем малтанхи ҫичӗ мӑнтӑр ӗнене ҫисе ячӗҫ; 21 мӑнтӑррисем вӗсен ӑшне кӗрсе кайрӗҫ, анчах мӑнтӑррисем вӗсен ӑшне кӗни па- лӑрмарӗ те: лешӗсем унчченхи пекех ыр- хан тӑрса юлчӗҫ. Вара эпӗ вӑранса кай- рӑм. 22 Унтан татах тӗлӗк куртӑм: акӑ пӗр хӑмӑлтан ҫичӗ тулли те паха пучах ӳссе тухрӗ; 23 акӑ вӗсем хыҫҫӑн тухӑҫ ҫилӗпе типсе кайнӑ ҫичӗ пушӑ та выҫӑ пучах ӳссе тухрӗ; 24 выҫӑ пучахсем ҫичӗ паха пучаха ҫисе ячӗҫ. Эпӗ ҫакна асамҫӑсене каласа патӑм, анчах никам та мана ӑнлантарса параймарӗ, тенӗ.


{[19] Пулт 41:13. [20] Мк 6:21. [22] Пулт 40:19. [23] Ам 6:6.

41-мӗш сы пӑк. [1] Дан 2:1. [6] Иез 17:10. [8] Пулт 40:7. Дан 2:3. Тух 7:11. [10] Пулт 40:3. [11] Пулт 40:8.

[13] Пулт 40:19. [14] Пс 104:20. [16] Дан 2:30. Мф 10:20. 1 Кор 15:10. [21] Пулт 41:4.}


25 Иосиф фараона каланӑ: фараонӑн тӗ- лӗкӗсем пӗр тӗлӗкех: Турӑ Хӑй мӗн тӑвас- сине фараона пӗлтернӗ. 26 Ҫичӗ паха ӗне вӑл — ҫичӗ ҫул; ҫичӗ паха пучах та — ҫичӗ ҫул: пӗр тӗлӗкех ку; 27 лешӗсем хы- ҫӗнчен тухнӑ ҫичӗ ырхан та начар ӗне вӑл — ҫичӗ ҫул, тухӑҫран вӗрекен ҫилпе типсе кайнӑ ҫичӗ пушӑ пучах та — ҫичӗ ҫул, выҫлӑх ҫулӗсем вӗсем. 28 «Турӑ Хӑй мӗн тӑвассине фараона кӑтартнӑ» тесе, эпӗ фараона ҫавӑнпа каларӑм ӗнтӗ. 29 Акӑ пӗтӗм Египет ҫӗрӗнче ытлӑ-ҫитлӗ, тулӑх- лӑ ҫичӗ ҫул пулӗ; 30 вӗсем хы с ҫӑн ҫичӗ ҫул выҫлӑх пулӗ, вара Египет ҫӗрӗнче ыт- лӑ-ҫитлӗ, тулӑхлӑ пулнӑ ҫулсем пӗтӗмпе манӑҫа тухӗҫ, ҫӗре выҫлӑх типӗтсе ярӗ, 31выҫлӑх ҫитнӗ пирки ҫӗр ҫинче ӗлӗкхи тулӑх ҫулсем асран кайӗҫ, мӗншӗн тесе- ссӗн выҫлӑхӗ питӗ хаяр пулӗ. 32 Тӗлӗк фа- раона икӗ хут курӑнни ҫакӑ чӑнах Турӑ сӑмахӗ иккенне, ҫакна Турӑ часах тӑвас- сине пӗлтерет. 33Халӗ ӗнтӗ фараон ӑслӑ- тӑнлӑ ҫын суйласа илтӗр те ӑна Египет ҫӗрӗн пуҫлӑхӗ туса хутӑр. 34 Фараон ҫӗре пӑхса тӑракан ҫынс ем суйласа лартма хуштӑр, ытлӑ-ҫитлӗ ҫулсенче — ҫичӗ ҫул хушши — Египет ҫӗрӗнчи [пӗсӗм ҫимӗ- ҫӗн] пиллӗкӗмӗш пайне пуҫтарса пыма хуштӑр; 35 вӗсем ҫис ес ӑнӑҫлӑ ҫул сенче пур тӗрлӗ тырӑ-пулӑ пухчӑр, ӑна фараон аллине пар с а, кайран ҫимешкӗн хула- сенче упраса усраччӑр; 36 ҫӗр выҫлӑхпа ан пӗттӗр тесе ссӗн, ҫак тырӑ-пулӑ Египет ҫӗрӗ ҫинче пулас ҫичӗ выҫлӑх ҫул валли сыхлӑха пултӑр, тенӗ.

37 Ҫакӑ фараона та, унӑн тарҫисене те пурне те кӑмӑлне килнӗ. 38 Фараон хӑ- йӗн тар с исене каланӑ: ку ҫын ӑшӗнче Турӑ Сывлӑшӗ пур, эпир ҫакӑн пек ҫын тупайӑпӑр-и? тенӗ. 39 Унтан фараон Иоси- фа каланӑ: ҫакна пурне те сана Турӑ пӗл- тернӗ, ҫавӑнпа сан пек ӑслӑ-тӑнлӑ ҫын ҫук; 40 эсӗ манӑн килӗм пуҫлӑхӗ пулӑн, манӑн пӗтӗм халӑхӑм санӑн сӑмахна ит- лесе тӑрӗ; патшара ларнӑран ҫеҫ эпӗ сан- ран аслӑ пулӑп, тенӗ. 41 Фараон Иосифа тата каланӑ: акӑ эпӗ сана пӗтӗм Египет ҫӗрне пуҫ туса лартатӑп, тенӗ. 42 Фараон вара хӑйӗн пӳрнинчен ҫӗррине хывса ил- нӗ те ӑна Иосиф пӳрнине тӑхӑнтартнӑ; ӑна виссон тумтир тумлантарнӑ, мӑйне ылтӑн вӑчӑра ҫакса янӑ; 43 ӑна хӑйӗн ик- кӗмӗш урапи ҫине лартса ҫӳреме хушнӑ, унӑн умӗнчен: чӗркуҫленӗр! тесе кӑшкӑр- са пыма хушнӑ. Ӑна пӗтӗм Египет ҫӗрне пуҫ туса хунӑ. 44 Фараон Иосифа каланӑ: эпӗ фараон; санран ирӗк илмесӗр пӗтӗм Египет ҫӗрӗнче никам та аллине те, ури- не те хускатмӗ, тенӗ. 45 Фараон Иосифа Цафнаф-панеах ятлӑ хунӑ, ӑна Асенефӑ- на — Или ополь хули апӑсӗн Потиферӑн хӗрне — качча ил се панӑ. Вара Иосиф Египет ҫӗрӗ тӑрӑх кайнӑ.

46 Фараон — Египет патши — умне тӑнӑ чухне Иосиф вӑтӑр ҫулта пулнӑ. Иосиф фараон патӗнчен кайнӑ та пӗтӗм Египет ҫӗрӗ тӑрӑх ҫӳресе тухнӑ. 47 Тулӑхлӑ ҫул- сенче — ҫичӗ ҫул хушши — ҫӗр вара пӗр пӗрчӗрен пӗр ывӑҫ парса тӑнӑ. 48 Египет ҫӗрӗнче ҫичӗ ҫул хушши [ӑнс а] пулнӑ тӗрлӗ тырпула Иосиф пухсах пынӑ, тыр- ра хуласене пухса хунӑ; кашни хулана ун таврашӗнчи хирс енчен тырӑ пухс а хунӑ. 49 Иосиф темӗн чухлӗ тырӑ пухнӑ, вӑл тинӗсри хӑйӑр пек нумай пулнӑ, тыр- ра шутлама хисеп ҫитменнипе вӑл ӑна шутлама та пӑрахнӑ.

50 Выҫлӑх ҫулсем ҫитиччен Иосифӑн икӗ ывӑл ҫуралнӑ, вӗс ене ӑна Асенефа — Илиополь хули апӑсӗн Пос иферӑн хӗ- рӗ — ҫуратса панӑ. 51Аслӑ ывӑлне Иосиф Манассия ятлӑ хунӑ, [вӑл каланӑ:] мӗн- шӗн тесессӗн Турӑ мана хам курнӑ пӗтӗм хуйхӑм-суйхӑма, аттемӗн пӗтӗм кил-ҫурт- не манмалла турӗ, тенӗ. 52 Тепӗр ывӑлне Ефрем ятлӑ хунӑ, [вӑл каланӑ:] мӗн шӗн тесессӗн хам асап курнӑ ҫӗршывра Турӑ мана ӗрчевлӗ турӗ, тенӗ.

53 Египет ҫӗрӗнче ытлӑ-ҫитлӗ, тулӑхлӑ ҫичӗ ҫул иртсе кайнӑ та, 54 Иосиф каланӑ пек, ҫичӗ выҫлӑх ҫул ҫитнӗ. Пур ҫӗрте те выҫлӑх пулнӑ, пӗтӗм Египет ҫӗрӗ ҫеҫ



{[26] Пулт 40:12. [30] 4 Пат 8:1. [40] Пс 104:21. 1 Мак 2:53. Ап ӗҫс 7:10. [41] Ӑсл 10:14. [42] Эсф 3:10.

Иез 16:11. Дан 5:29. [46] Пулт 37:2. [50] Пулт 46:20; 48:5, 20. [54] Пс 104:16.}


тырӑллӑ пулнӑ. 55 Пӗтӗм Египет ҫӗрӗ те выҫлӑх тӳҫе пуҫласассӑн, халӑх фарао- на йӑлӑнса тырӑ ыйта пуҫланӑ. Фараон вара Египет ҫыннисене пурне те: Иосиф патне кайӑр та вӑл мӗн каланине тӑвӑр, тенӗ. 56 Пур ҫӗрте те выҫлӑх пулнӑ; Иосиф пӗтӗм кӗлете уҫнӑ та Египет ҫыннисене тырӑ сута пуҫланӑ. Египет ҫӗрӗнче выҫ- лӑх хаярлансах пынӑ. 57Пур ҫӗршывран та Египета Иосифран тырӑ илме пынӑ, мӗншӗн тесессӗн пӗтӗм ҫӗр ҫинче выҫлӑх хаярлансах пынӑ.


42

1 Иаков Египетра тырӑ пур тени- не пӗлнӗ те вӑл хӑйӗн ывӑлӗсене каланӑ: эсир мӗн пӑхс а тӑратӑр? тенӗ. 2 Тата каланӑ: акӑ эпӗ Египетра тырӑ пур тенине илтрӗм; ҫавӑнта кайӑр та хамӑра пурӑнма, хамӑр вилесрен ҫавӑнтан тырӑ илсе килӗр, тенӗ. 3 Вара Иосифӑн вунӑ пич- чӗшӗ Египета тырӑ туянма тухса кайнӑ, 4 Вениамина, Иосифӑн шӑллӗне, Иаков унӑн пиччӗшӗсемпе пӗрле яман, вӑл: ӑна инкек-мӗн ан пултӑр, тенӗ. 5 Израиль ывӑ- лӗсем ҫавӑнта килнӗ ытти ҫынпа пӗрле тырӑ илме пынӑ, мӗншӗн тесессӗн Ханаан ҫӗрӗнче выҫлӑх пулнӑ.

6 Ҫав ҫӗршывра Иосиф пуҫлӑх пулнӑ; вӑл ҫав ҫӗрти пӗтӗм халӑха тырӑ сутса тӑнӑ. Иосифӑн пиччӗшӗсем пынӑ та ӑна ҫӗре ӳксе пуҫҫапнӑ. 7 Иосиф хӑйӗн пиччӗ- шӗсене курнӑ та вӗс ене палласа илнӗ; анчах вӗсене палламан пек тунӑ, вӗсемпе сиввӗн калаҫнӑ, вӑл вӗсене: эсир ӑҫтан килтӗр? тенӗ. Вӗсем: Хана ан ҫӗрӗнчен ты- рӑ туянма килтӗмӗр, тенӗ. 8 Иосиф хӑйӗн пиччӗшӗсене палласа илнӗ, анчах лешӗ- сем ӑна паллайман. 9 Иосиф вара вӗсем ҫинчен курнӑ тӗлӗкӗсене асне илнӗ те вӗсене каланӑ: эсир — вӑрттӑн пӑхса ҫӳ- рекенсем, эсир ҫак ҫӗрӗн хӳтлӗхсӗр вырӑ- нӗсене пӑхса кайма килнӗ, тенӗ. 10 Вӗсем кала нӑ: ҫук, ырӑ хуҫамӑр, санӑн чурусем апат туянас тесе килнӗ; пэпир пурсӑмӑр та пӗр ҫын ачис ем; эпир тӳрӗ ҫынс ем; санӑн чурусем нихӑҫан та вӑрттӑн пӑхса ҫӳрекен пулман, тенӗ. 12 Вӑл вӗ сене кала- нӑ: ҫук, эсир ҫак ҫӗрӗн хӳтлӗхсӗр вырӑ- нӗсене пӑхса кайма килнӗ, тенӗ. 13 Вӗсем каланӑ: эпир, санӑн чурусем, вуниккӗн пӗртӑванччӗ, эпир Ханаан ҫӗрӗнчи пӗр ҫыннӑн ывӑлӗсем, акӑ халӗ кӗҫӗнни ха- мӑр атҫепе юлчӗ, пӗри ҫухалчӗ, тенӗ. 14 Иосиф вӗҫене каланӑ: эсир вӑрҫтӑн пӑхса ҫӳрекенсем тесе, ҫавнах каларӑм ӗнтӗ сире; 15 акӑ епле сӑнаса пӑхас сире: фараон пурӑнӑҫӗпе тупа туҫ а калатӑп: кӗҫӗн шӑллӑр ҫакӑнта килмесессӗн, эсир кунтан тухаймӑр; 16 хӑвӑртан пӗрне килне ярӑр, вӑл шӑллӑра илсе килтӗр, ыттисене кунта тытса юлӗҫ; вара эсир тӗрӗс калани палӑрӗ; фараон пурӑнӑҫӗпе тупа тӑватӑп: апла пулмасассӑн, эсир вӑрт тӑн пӑхс а ҫӳрекенсем пулатӑр, тенӗ. 17 Вара вӗсене виҫӗ кунлӑха хурал аллине панӑ.

18 Виҫҫӗмӗш кунне Иосиф вӗсене кала- нӑ: эпӗ Турӑран хӑратӑп, эсир акӑ мӗн тӑвӑр, вара чӗрӗ юлӑр: 19 эсир тӳрӗ ҫын- сем пулсассӑн, пӗр тӑванӑр хӑвӑра хупса лартнӑ ҫуртрах юлт ӑр; ыттисем кайӑр, килӗр-йышӑр выҫӑ ларасран тырӑ леҫсе парӑр; 20 хӑвӑр сӑмахӑрсем тӳрре тухчӑр тесессӗн, сирӗн вилмелле ан пултӑр те- сессӗн, шӑллӑра ман патӑма илсе килӗр, тенӗ. Вӗсем ҫап ла тунӑ та. 21 Вӗсем пӗр- пӗрне каланӑ: шӑллӑмӑра хирӗҫ ҫылӑха кӗнӗшӗнех эпир асап куратпӑр; вӑл пире тархасланӑ чухне эпир унӑн чунӗ асаплан- нине куртӑмӑр, ҫапах [ӑна] итлемерӗмӗр; ҫавӑншӑнах ҫак хуйхӑ ҫитрӗ те пире, тенӗ. 22 Рувим вӗсене хуравласа каланӑ: эпӗ сире: ачана хирӗҫ ҫылӑха ан кӗрӗр тесе каламарӑм-и? анчах эсир итлемерӗр; акӑ унӑн юнне хамӑртан шыраҫҫӗ, тенӗ. 23Хӑйсем вара Иосиф ӑнланса тӑнине пӗлмен; унпа вӗсем тӑлмач урлӑ калаҫнӑ. 24 [Иосиф] вӗсем патӗнчен пӑрӑнса кайнӑ та йӗрсе янӑ. Унтан вӗсем патне пырса вӗсемпе калаҫнӑ; кайран вӗсем хушшин- чен Симеона уйӑрса илсе, ӑна вӗсен куҫӗ умӗнчех ҫыхтарнӑ. 25Унтан Иосиф вӗсен


{[55] Ин 2:5. [56] Пулт 42:6. [57] Пулт 12:10.

42-мӗш сы пӑк. [1] Ап ӗҫс 7:12. [4] Пулт 43:5. [6] Пулт 37:7, 9; 41:40, 56. [7] Пулт 43:7; 44:19.

[9] Пулт 37:5, 9. [13] Пулт 37:33; 44:20. [15] Пулт 43:5; 44:23. [20] Пулт 43:8. [21] Пулт 37:25.

[22] Пулт 37:21–22.}


миххисене тырӑ тултарма хушнӑ, вӗсем тӳленӗ кӗмӗле кашнийӗн миххине каял- ла чикме, вӗ сене ҫул ҫине апат-ҫимӗҫ парса яма хушнӑ. Ҫапла тунӑ та.

26 Вӗсем хӑйсен тыррине ашакӗсем ҫине тиенӗ те унтан тухса кайнӑ. 27 Ҫӗр каҫма чарӑнсассӑн, вӗсенчен пӗри ашакне апат парас тесе миххине салтнӑ та хӑйӗн кӗмӗ- лӗ михӗре ҫиелтех выртнине курах кайнӑ, 28 вара хӑйӗн тӑванӗсене каланӑ: манӑн кӗмӗле каялла парса янӑ; акӑ вӑл манӑн миххӗмрех, тенӗ. Вӗсен чӗри шуйханса ӳкнӗ, вӗс ем чӗтресе пӗр-пӗрне каланӑ: Турӑ пире мӗн турӗ капла? тенӗ.

29 Вӗсем Иаков патне, хӑйсен ашшӗ пат- не, Ханаан ҫӗрне ҫитнӗ те хӑйсем мӗн курнине пурне те ӑна каласа панӑ, вӗ- сем каланӑ: 30 ҫав ҫӗрте пуҫ пулса тӑра- канӗ пирӗнпе сиввӗн калаҫрӗ, пире ҫав ҫӗре вӑрттӑн пӑхса ҫӳрекенсем вырӑнне хучӗ. 31 Эпир ӑна каларӑмӑр: эпир тӳрӗ ҫынсем; эпир нихӑҫан та вӑрттӑн пӑхса ҫӳрекен пулман; 32 эпир хамӑр атс емӗ- рӗн ывӑлӗсем, эпир вуникӗ тӑван; пӗри ҫухалчӗ, кӗҫӗнни халӗ аттемӗрпе пӗрле Ханаан ҫӗрне юлчӗ, терӗмӗр. 33 Ҫав ҫӗр- те пуҫлӑх пулса тӑраканӗ пире каларӗ: эсир тӳрӗ ҫынсем иккенне эпӗ акӑ епле пӗлӗп: хӑв ӑрӑн пӗр тӑванӑра эсир ман патӑма хӑварӑр, килӗр-йышӑр выс ӑ ла- расран ыттисем тырӑ илсе кайӑр, 34 ман патӑма кӗҫӗн шӑллӑра илсе килӗр; эпӗ вара эсир тӳрӗ ҫынсем иккенне, вӑрттӑн пӑхса ҫӳрекенсем маррине пӗлӗп; тӑва- нӑра хӑвӑрах парӑп, эсир ӗнтӗ ҫак ҫӗрте ҫӳреме те пултарӑр, терӗ, тенӗ.

35 Вӗсем миххисене пушатма тыт ӑннӑ та, акӑ кашнийӗн миххинче кӗмӗл ҫых- хи, хӑйӗн кӗмӗлӗ, выртать. Кӗмӗл ҫыххи- йӗсене вӗсем хӑйсем те, вӗсен ашшӗ те курнӑ, пурте хӑраса ӳкнӗ. 36 Иаков, ашшӗ, вӗсене каланӑ: эсир мана ачамс емсӗр тӑратса хӑвартӑр: Иосиф ҫук, Симеон та ҫук, Вениамина та илсе каяс тетӗр, — ӗн- тӗ пӗтӗм инкек манӑн пуҫӑм ҫине! тенӗ. 37 Рувим хӑйӗн ашшӗне ҫапла тесе каланӑ: эпӗ Вениамина сан патна илсе килмесес- сӗн, манӑн икӗ ывӑлӑма вӗлер; ӑна халӗ манӑн аллӑма пар, эпӗ ӑна сана каялла тавӑрса парӑп, тенӗ. 38 Иаков каланӑ: ма- нӑн ывӑлӑм сирӗнпе пӗрле каяймӗ, мӗн- шӗн тесессӗн унӑн пиччӗшӗ вилчӗ, вӑл пӗччен юлчӗ; эсир каяс ҫул ҫинче ӑна пӗр-пӗр инкек пулас пулсассӑн, эсир мана ватӑлмалӑх кунӑмра хуйхӑртсах тупӑка кӗртетӗр, тенӗ.


43

1Ҫӗр ҫинсе выҫлӑх хаярлансах ҫитнӗ. 2 Вӗсем Егип етран илс е килнӗ тыррине ҫисе пӗтерсессӗн, ашшӗ вӗсене каланӑ: татах кайӑр, хамӑр валли кӑштах тырӑ илсе килӗр, тенӗ. 3 Иуда ӑна ҫапла тесе каланӑ: леш ҫын пире татсах каласа хучӗ, хӑвӑрпа пӗрле шӑллӑр пул- масассӑн, манӑн куҫӑм умне ан курӑнӑр, терӗ. 4 Эсӗ шӑллӑмӑра пирӗнпе пӗрле яр- сассӑн, сана тырӑ ил се кил се парӑпӑр, 5 ямасассӑн — каймастпӑр, мӗншӗн тесес- сӗн леш ҫын пире: хӑвӑрпа пӗрле шӑл- лӑр пулмасассӑн, манӑн куҫӑм умне ан курӑнӑр, терӗ, тенӗ. 6 Израиль кала- нӑ: ҫав ҫынна хӑвӑрӑн тата кӗҫӗн шӑллӑр пур те се мана мӗншӗн ҫав тӗрлӗ усал тумалла пулнӑ-ши сирӗн? тенӗ. 7 Вӗсем каланӑ: вӑл ҫын пирӗн ҫинчен, пирӗн йӑх-кӑк ҫинчен ыйтса тӗпчерӗ, вӑл: аҫӑр пурӑнать-и-ха? тата сирӗн тӑванӑр пур-и? терӗ. Эпир ӑна ҫапла ыйтнӑран каласа патӑмӑр. Эпир вӑл «шӑллӑра илсе килӗр» теессе пӗлнӗ-им-ха? тенӗ. 8 Иуда хӑйӗн ашшӗне Израиле каланӑ: кӗҫ ӗн ачуна манпа пӗрле яр, эпир тӑрӑпӑр та кайӑпӑр, эпир те, эсӗ те, пирӗн ачамӑрсем те сы- вӑ пулӑпӑр, вилмӗпӗр; 9 уншӑн эпӗ явап тытӑп, ӑна эсӗ манӑн аллӑмран ыйтс а илӗн; эпӗ ӑна сан патна илсе килмесе- ссӗн, ӑна санӑн куҫ у умне тӑратмасас- сӑн, эпӗ санӑн умӑнта пӗтӗм кунҫулӑм тӑршшӗпе айӑплӑ пулӑп; 10 чӑрманкаласа тӑман пулсассӑн, ӗнтӗ икӗ хут та кайса килнӗ пулӑттӑмӑр, тенӗ.

11Израиль, ашшӗ, вӗсене ҫапла каланӑ: апла пулсассӑн акӑ мӗн тӑвӑр: хӑвӑрпа



{[35] Пулт 43:18, 21; 44:1. [36] Пулт 37:33. [37] Пулт 46:9. [38] Пулт 37:35; 44:29–31.


43-мӗш сы пӑк. [2] Пулт 44:25. [3] Пулт 42:20. [5] Пулт 42:4, 15. [7] Пулт 42:7; 44:19. [9] Пулт 44:32.}


пӗрле ҫак ҫӗр ҫимӗҫӗсене илсе кайӑр та ҫав ҫынна бальс ам таса пыл, стиракса тата латӑн, фисташка тата миндаль мӑ- йӑрӗ парне парӑр; 12 аллӑра кӗмӗл, урӑх кӗмӗл, илӗр, унччен миххӗрсене каялла чиксе янӑ кӗмӗле хӑвӑр аллӑрпах тавӑр- са парӑр: тен, ку ассӑваймасӑр пулнӑ пулӗ; 13 хӑвӑрӑн шӑллӑра та илӗр, вара каллех ҫав ҫын патне тӑрса тухса кайӑр; 14 Пурне те Тума Пултаракан Турӑ сире ҫав ҫынран ырӑлӑх тупма пасӑр: вӑл сире тепӗр тӑванӑра та, Вениамина та парса ятӑрччӗ, манӑн ачамсемсӗр тӑрса юлмалла пулсассӑн, ачамсемсӗрех тӑрса юлам эппин, тенӗ. 15 Вара ҫав ҫынсем ҫак парнесене илнӗ, аллине икӗ хут ытла кӗмӗл илнӗ, Вениамина та илнӗ, вара тапранса Египета тухса кайнӑ та Иосиф умне пырса тӑнӑ.

16 Иосиф, вӗсем хушшинче Вениамина [хӑйӗн пӗртӑванне, хӑйӗн амӑшӗн ывӑл- не] курсассӑн, хӑйӗн ҫурт пуҫлӑхне кала- нӑ: ҫак ҫынсене пӳрте илсе кӗр те мӗнле те пулин выльӑх пусса пӗҫерсе-хатӗрлесе хур, ҫак ҫынсем кӑнтӑрла манпа пӗрле апатланӗҫ, тенӗ. 17 Ҫынни Иосиф каланӑ пек тунӑ, вӑл ку ҫынсене Иосиф ҫуртне илсе кӗнӗ. 18 Ку ҫынсем хӑйсене Иосиф ҫуртне илсе кӗнинчен хӑраса ӳкнӗ, вӗсем каланӑ: ӗн тӗ пире унччен хамӑр михӗ- сене каялла чикс е янӑ кӗмӗлшӗн илс е кӗчӗҫ, пире тӑрӑнса, пире тапӑнасшӑн та пире чурана илесшӗн, пирӗн ашаксе- не те илесшӗн, тенӗ. 19 Вӗсем Иосиф ҫур- чӗн пуҫлӑхӗ патне пынӑ та пӳрт алӑкӗ умӗнче унпа сӑмах тапратса 20 каланӑ: эй ырӑ хуҫамӑр, итле-ха: эпир унччен те тырӑ илме килнӗччӗ, 21 ун чухне ҫакӑн пек пулса тухрӗ: ҫӗр каҫма чарӑнтӑмӑр та, хамӑр михӗсене салтрӑмӑр та — акӑ кашнийӗн миххинче, ҫиелтех, хӑйӗн кӗ- мӗлӗ, кӗмӗлӗ эпир виҫсе панӑ чухлехчӗ, эпир ӑна хамӑр аллӑмӑрпах каялла та- вӑрса паратпӑр; 22 тырӑ илме вара эпир урӑх кӗмӗл илсе килтӗмӗр, унччен пирӗн кӗмӗле пирӗн михӗсене кам чиксе янине эпир пӗлместпӗр, тенӗ. 23 Вӑл каланӑ: лӑп- ланӑр, ан хӑрӑр; сирӗн миххӗрсене Тур- рӑр, хӑвӑр аҫӑрӑн Турри, мул хурса янӑ; сирӗн леш кӗмӗлӗр ман пата ҫитрӗ, тенӗ. Унтан вӑл вӗсем патне Симеона илсе пы- нӑ. 24 Ҫав ҫын вӗсене Иосиф пӳртне илсе кӗнӗ те шыв панӑ, вӗсем урисене ҫунӑ; вӗсен ашакӗсене те апат панӑ. 25 Кӑнтӑрла тӗлне, Иосиф килнӗ ҫӗре, вӗсем парне- сем хатӗрлесе хунӑ, вӗсем ӗнтӗ хӑйсем ҫавӑнта ҫӑкӑр ҫиессине илтнӗ.

26 Иосиф килне таврӑннӑ; вӗсем хӑйсен аллинчи парнисене унӑн килне илсе пы- нӑ та ӑна ҫӗре ӳксе пуҫҫапнӑ. 27 Вӑл вӗ- сенчен сывлӑхӗ ҫинчен ыйтса пӗлнӗ те каланӑ: хӑвӑр каланӑ ватӑ аҫӑр сывах-и? пурӑнать-и-ха вӑл? тенӗ. 28 Вӗсем каланӑ: санӑн чуру, пирӗн аттемӗр, сывӑ тӑрать, пурӑнать-ха, тенӗ. [Вӑл: ҫав ҫынна Турӑ пилленӗ, тенӗ.] Вӗсем чӗркуҫленнӗ, ҫӗре ӳксе пуҫҫапнӑ. 29 [Иосиф] пуҫне ҫӗклесе пӑхнӑ та Вениамина — хӑйӗн пӗртӑванне, хӑйӗн амӑшӗн ывӑлне — курса каланӑ: эсир мана каланӑ кӗҫӗн шӑллӑр ҫакӑ-и? тенӗ. Унтан: Турӑ ырӑлӑхӗ санпа пӗрле пултӑр, ывӑлӑм! тенӗ. 30 Иосиф васкаса тухса кайнӑ, мӗншӗн тесессӗн шӑллӗне юратнипе унӑн чун-чӗри вутла хыпса ил- нӗ, вӑл йӗрсе яма хатӗр пулнӑ; вӑл, шалти пӳлӗмне кӗрсе, ҫавӑнта йӗнӗ. 31Унтан пит- не-куҫне ҫуса тухнӑ та кӑмӑлне пусарса: ҫиме парӑр, тенӗ. 32 Апатне Иосифа хӑйне уйрӑм, кусене хӑйсене уйрӑм, унпа пӗрле апатланакан Египет ҫыннисене хӑйсене уйрӑм панӑ, мӗншӗн тесессӗн Египет ҫын- нисем еврейсемпе пӗрле ҫимеҫҫӗ, Египет ҫыннисемшӗн ку ирс ӗр ӗҫ шутланать. 33 Вӗсем унӑн умӗнче асли аслине кура, кӗҫӗнни кӗҫ ӗннине кура ларс а тухнӑ, ҫак ҫынсем пӗр-пӗринпе тӗлӗнсе ларнӑ. 34 Иосиф вӗсене хӑйӗн сӗтелӗ ҫинчи апата партарса тӑнӑ, Вениамин пайӗ ыттисен пайӗнчен пилӗк хут ытларах пулнӑ. Вӗ- сем ӗҫнӗ, унпа пӗрле чылаях ӗҫнӗ.



{[14] Пулт 42:24. Руфь 1:8. 2 Пат 2:6. [21] Пулт 42:27. [23] Пулт 42:25. [24] Пулт 18:4; 19:2. Лк 7:44.


[26] Пулт 37:7, 9. [29] Пулт 42:13. [30] Пулт 45:2. [32] Тух 8:26. Тов 1:11. Дан 1:8. [34] Пс 103:15.

Юрӑ 5:1. Агг 1:6.}


1 [Иосиф] хӑйӗн ҫурт пуҫлӑхне хушса каланӑ: ҫак ҫынсенӗн мих- хисене хӑйсем йӑтса кайма пултарнӑ та- ран тырӑ тултар, кашнийӗн кӗмӗлне ка- ялла хӑйӗн миххине хур, 2 кӗҫӗннийӗн миххине вара хӑй илнӗ тырӑшӑн тӳленӗ кӗмӗлпе пӗрле манӑн куркама, кӗмӗл куркама, чикс е хур, тенӗ. Лешӗ Иосиф каласа хунӑ пекех тунӑ. 3 Ирхине, тул ҫутӑлсассӑн, ку ҫынсене хӑйсене те, вӗ- сен ашакӗсене те кӑларса янӑ. 4 Вӗсем хуларан аякках та каяйман, Иосиф хӑйӗн ҫурт пуҫлӑхне каланӑ: кай та хӑваласа ҫит ҫав ҫынсене, хӑваласа ҫитсессӗн кала вӗсене: мӗншӗн эсир ырӑшӑн усалпа та- вӑратӑр? [мӗншӗн манӑн кӗмӗл куркана вӑрларӑр?] те. 5 Ара, ку манӑн хуҫамӑн курки мар-и? вӑл унпа ӗҫмест-и? ун ҫине пӑхса юмламасть-и? Эсир капла начар турӑр, те, тенӗ.

6 Лешӗ вӗсене хӑваласа ҫитнӗ те ҫак сӑ- маха каланӑ. 7 Вӗсем ӑна каланӑ: пирӗн хуҫамӑр мӗншӗн ҫапла калать-ха? Ҫук, санӑн чурусем ун пек ӗҫ тӑвас ҫук. 8 Акӑ эпир хамӑр михӗсенче тупнӑ кӗмӗле те сана Ханаан ҫӗрӗнчен каялла илсе килсе патӑмӑр: епле-ха эпир санӑн хуҫу ҫуртӗн- чен кӗмӗл е ылҫ ӑн вӑрлама пулҫ арнӑ? 9 Хӑвӑн чурусем хушшинче [курка] камра тупӑнӗ, ҫав ҫынна вилӗм ҫиттӗр, эпир те хамӑр хуҫ амӑр чурисем пулӑпӑр, тенӗ. 10 Вӑл каланӑ: юрӗ; хӑвӑр епле каларӑр, ҫапла пултӑр: [куркана] илекенӗ манӑн чура пулӗ, ыттисем айӑплӑ пулмӑр, тенӗ. пВӗсем харпӑр хӑй миххине хӑвӑртрах ҫӗре антарса лартнӑ та уҫса хунӑ. 12 Вӑл вӗсене аслинчен пуҫласа кӗҫӗннине ҫити- чченех ухтарса тухнӑ; курка Вениамин миххинче тупӑннӑ. 13 Вӗсем хӑйсен ҫийӗн- чи тумтирӗсене туртса ҫурнӑ та, харпӑр хӑй ҫӗклемне ашакӗ ҫине тиесе, каялла хулана таврӑннӑ.

14 Иудӑпа унӑн тӑванӗсем Иосиф ҫуртне пынӑ, Иосиф ун чухне килӗнчех пулнӑ-ха, вӗсем ун умне ҫӗре ӳкнӗ. 15 Иосиф вӗсене каланӑ: эсир капла мӗн турӑр? ман пек ҫын ҫакна сисме пулҫарасса эсир пӗл- мен-и-мӗн? тенӗ. 16 Иуда каланӑ: хамӑр хуҫамӑра пирӗн мӗн калас-ха? мӗн теес- ха? мӗнле тӳрре тух ас-ха? Турӑ санӑн чурусен суйине тупрӗ; акӑ эпир пурсӑмӑр та, камӑн аллинче курка тупнӑ — ҫавӑ та, хамӑр хуҫамӑрӑн чури пулатпӑр, тенӗ. 17Анчах [Иосиф] ҫапла каланӑ: ҫук, эпӗ апла тӑвассӑм ҫук; камӑн аллинче курка тупӑннӑ, ҫавӑ манӑн чура пулӗ, эсир лӑп- ланса хӑвӑр аҫӑр патне кайӑр, тенӗ.

18 Иуда ун патне ҫывӑха пынӑ та каланӑ: эй хуҫамӑм, хӑвӑн чуруна хамӑн хуҫама сӑмах калама парсамччӗ, хӑвӑн чуруна ан ҫилленсемччӗ: эсӗ фараонпа пӗрех- ҫке. 19 Манӑн хуҫамӑм хӑйӗн чурисенчен: сирӗн аҫӑр е тӑванӑр пур-и? тесе ыйтса- ччӗ. 20 Эпир хамӑр хуҫамӑра каларӑмӑр: пирӗн ватӑлса ҫитнӗ аттемӗр пур, [унӑн] ватӑлмалӑх кунӗнче ҫуралнӑ кӗҫӗн ывӑ- лӗ пур, унӑн пӗртӑванӗ вилчӗ, вӑл вара амӑшӗнчен пӗчченех тӑрса юлчӗ, ашшӗ ӑна юратать, терӗмӗр. 21 Эсӗ хӑвӑн чурусе- не каларӑн: илсе килӗр ӑна ман патӑма, курам ӑна, те рӗн. 22 Эпир хамӑр хуҫамӑ- ра каларӑмӑр: ача хӑйӗн ашшӗне пӗччен хӑвараймасть, вӑл ашшӗнчен уй ҫрӑлса кайсассӑн, ашшӗ вилет, терӗмӗр. 23 Анчах эсӗ хӑвӑн чурусене каларӑн: сирӗнпе пӗр- ле кӗҫӗн шӑллӑр килмесессӗн, эсир урӑх манӑн куҫ ӑм умне ан курӑнӑр, терӗн. 24 Эпир, санӑн чуру патне, хамӑр аттемӗр патне, ҫит ҫессӗн, ӑна хамӑр хуҫамӑрӑн сӑмахне каласа патӑмӑр. 25 Пирӗн атте: татах кайӑр, кӑшт ах тырӑ илс е килӗр, терӗ. 26 Эпир каларӑмӑр: пирӗн кайма юрамасть; пирӗнпе пӗрле кӗҫӗн шӑллӑ- мӑр пырсассӑн кайӑпӑр, мӗншӗн тесессӗн пирӗнпе пӗрле кӗ ҫӗн шӑллӑмӑр пулмаса- ссӑн, пирӗн ҫав ҫыннӑн куҫне курӑнма юрамасть, терӗмӗр. 27 Санӑн чуру, пирӗн атте, пире каларӗ: эсир манӑн арӑмӑм мана икӗ ывӑл ҫуратса панине пӗлетӗр; 28 пӗри мана пӑрахса кайрӗ, эпӗ: ӑна тис-


{44- мӗш сыпӑк. [4] Пс 37:21. [9] Пулт 31:32. [13] Пулт 37:29. [19] Пулт 43:7. [20] Пулт 42:13.

[23] Пулт 43:5. [25] Пулт 43:2. [28] Пулт 37:33.}


 кер кайӑк ҫурса пӑрахрӗ ахӑр, терӗм; эпӗ ӑна ҫак таранчченех курмарӑм; 29 кӑна та куҫӑм умӗнчен илсе кайсассӑн, ӑна пӗр- пӗр инкек пулас пул с ассӑн, эсир мана ватӑлмалӑх кунӑмра хуйхӑртсах тупӑка кӗртетӗр, терӗ. 30 Халӗ эпӗ санӑн чуру патне, хамӑрӑн атт емӗр патне, ҫитс ес- сӗн, унӑн чунӗ юрасакан ачи пирӗнпе пӗрле пулмасассӑн, 31вӑл ачи ҫуккине курӗ те вилсе выртӗ; ҫапла санӑн чурусем санӑн чуруна, хамӑрӑн аттемӗре, ватӑл- малӑх кунӗнче кулянтарса тупӑка кӗр- тӗҫ. 32 Ҫитменнине тата эпӗ, санӑн чуру, ачашӑн атте умӗнче явап тытма пултӑм, эпӗ: ӑна сан патна илсе килмесессӗн, [ӑна санӑн куҫу умне тӑратмасассӑн,] эпӗ аттем умӗнче пӗтӗм кунҫулӑм тӑршшӗпе айӑплӑ пулӑп, терӗм. 33 Ҫапла ӗнтӗ эпӗ, санӑн чуру, ача вырӑнне хам хуҫ амӑм чури пулса юлам, ача вара хӑйӗн пиччӗшӗ- семпе пӗрле кайтӑр, 34 мӗншӗн тесессӗн, ача манпа пӗрле пулмасассӑн, эпӗ аттем патне епле каям? апла эпӗ аттеме ҫитсе ҫапнӑ хурлӑха курмалла пулатӑп, тенӗ.


45

1 Иосиф вара текех чӑтс а тӑрай- ман, хӑй тавра тӑракан мӗнпур ҫын умӗнчех: ман пасӑмран пурне те кӑларса ярӑр! тесе кӑшкӑрса янӑ. Хӑйне тӑванӗсене паллаттарнӑ чухне Иосиф па- тӗнче никам та пулман. 2 Вӑл уласа йӗрсе янӑ, ҫакна Египет ҫыннисем те илтнӗ, фа- раон ҫуртӗнчисем те илтнӗ. 3 Иосиф хӑйӗн тӑванӗсене каланӑ: эпӗ — Иосиф, манӑн аттем сывӑ-и-ха? тенӗ. Анчах тӑванӗсем ӑна хирӗҫ нимӗн те чӗнеймен: вӗсем ун умӗнче аванмарланса тӑнӑ.

4 Вара Иосиф хӑйӗн тӑванӗсене каланӑ: ман пасӑма ҫысӑхарӑр-ха, тенӗ. Вӗсем ҫывӑха пырс а тӑнӑ. Вӑл каланӑ: эпӗ — Иосиф, хӑвӑр Египета сутса янӑ тӑванӑр; 5 анчах халӗ ӗнтӗ ан кулянӑр, мана кунта сутса янӑшӑн ан ӳкӗнӗр: мана Турӑ си- рӗн пурӑнӑҫӑра упрама сирӗн умӑртан янӑ; 6 ҫӗр ҫинче икӗ ҫул выҫлӑх пырать: тата пилӗк ҫул [юлать], ҫак ҫулсенче су- халамӗҫ те, вырмӗҫ те; 7 сире ҫӗр ҫин- чен пӗтерес мар тесе, сирӗн пурӑнӑҫӑра тӗлӗнмелле хӑтарса хӑварас тесе, Турӑ мана сирӗн умӑртан ячӗ. 8 Ҫапла, мана кунта эсир яман, Турӑ янӑ, Вӑл мана фараон ашшӗ туса хучӗ, унӑн пӗтӗм ки- лӗ-ҫурчӗн пуҫлӑхӗ турӗ, пӗсӗм Египет ҫӗрне тытса тӑраканӗ турӗ. 9 Хӑвӑртрах аттем патне кайӑр та калӑр ӑна: санӑн ывӑлу Иосиф ҫапла калать, тейӗр: Турӑ мана пӗтӗм Египет пуҫлӑхӗ туса лартрӗ; ман патӑма кил, ан вӑрахла; 10 эсӗ Гесем ҫӗрӗнче пурӑнӑн; эсӗ те, санӑн ывӑлусем те, ывӑлусен ывӑлӗсем те, вак выльӑху та, шултӑра выльӑху та, санӑн мӗн пурри йӑлтах ман ҫывӑхра пулӗ; 11 сана ҫа вӑн- та тӑрантарса усрӑп, мӗншӗн те сессӗн выҫлӑх таса пилӗк ҫул пулмалла, эсӗ, санӑн кил-йышу, санӑн мӗн пурри ва- ра ҫука юлмӗ, тейӗр. 12 Ҫакна сире хам чӗлхе-ҫӑварӑмпа каланине сирӗн куҫӑр та, манӑн пӗртӑванӑм Вениамин куҫӗ те курать; 13 аттеме манӑн Египетри пӗтӗм чапӑм ҫинчен, хӑвӑр мӗн курни ҫинчен пурне те каласа парӑр, аттеме хӑвӑртрах кунта илсе килӗр, тенӗ. 14 Вӑл Вениамина, хӑйӗн шӑллӗне, мӑйӗнчен ыталаса илсе йӗрсе янӑ; Вениамин та унӑн мӑйӗнчен уртӑнса йӗнӗ. 15 Вӑл хӑйӗн пур тӑванне те чуптуса тухнӑ, вӗсене ыталаса йӗнӗ. Унтан тӑванӗсем унпа калаҫнӑ.

16 Иосиф тӑванӗсем килни ҫинчен фара- он ҫуртне те хыпар ҫитнӗ, фараон хӑй те, унӑн чурисем те ҫакӑншӑн кӑмӑллӑ пулнӑ. 17 Фараон Иосифа каланӑ: хӑвӑн тӑванусене кала: эсир акӑ ҫапла тӑвӑр: выльӑхӑрсем ҫине [тырӑ] тийӗр те Хана- ан ҫӗрне кайӑр, те; 18 хӑвӑр аҫӑра, килӗр- йышӑра илӗр те ман патӑма тухса килӗр; эпӗ сире Египет ҫӗрӗнче чи лайӑх [вы- рӑн] парӑп, эсир паха ҫӗр ҫимӗҫӗ ҫис е пурӑнӑр, те. 19 Сана тата калама хушатӑп: ҫапла тӑвӑр: хӑвӑр ачӑрсем валли, хӑвӑр арӑмӑрсем валли Египет ҫӗрӗнчен чаплӑ урапасем илсе кайӑр, аҫӑра илӗр те кунта



{[29] Пулт 42:38. [31] Пулт 37:35. [32] Пулт 43:9.

45-мӗш сы пӑк. [1] Ап ӗҫс 7:13. Пулт 42:7. [4] Ап ӗҫс 7:13. [5] Пулт 50:20. [8] Ӑсл 10:14. Пулт 50:20.

[9] Ап ӗҫс 7:14. [10] Пулт 46:28. [14] Пулт 33:4; 46:29. [15] Тух 4:27. [18] Пулт 47:6, 11. Пс 144:14;

147:3.}


килӗр; 20 хӑвӑр япалӑрсене ан хӗрхенӗр, эпӗ сире пӗтӗм Египет ҫӗрӗнчи чи лайӑх япаласене парӑп, те, тенӗ.

21 Израиль ывӑлӗсем ҫапла тунӑ та. Фа- раон хушнипе Иосиф вӗсене чаплӑ урапа- сем панӑ, ҫул ҫине мӗн кирлине парса янӑ, 22улӑштарса тӑхӑнма пурне те тум- тир панӑ, Вениамина вара виҫҫӗр сикль кӗмӗл таса улӑшсарса тӑсӑнма пилӗк тумтир панӑ; 23 ашшӗ валли те вунӑ ашак ҫине Египет ҫӗрӗнчи чи лайӑх япаласем тиесе янӑ, ашшӗ валли ҫула тухмашкӑн вунӑ ама ашак ҫине тырӑ, ҫӑкӑр тас а тӗрлӗ апат-ҫимӗҫ тие се янӑ. 24 Вара тӑ- ванӗсене ӑсатса янӑ, вӗсем кайнӑ. Вӗсе- не: ҫул ҫинче ан хирӗҫӗр, тенӗ. 25 Вӗсем Египетран тухса кайнӑ та Иаков патне, хӑйсен ашшӗ патне, Ханаан ҫӗрне пырса ҫитнӗ, 26 вара ӑна ҫапла каласа пӗлтернӗ: [санӑн ывӑлу] Иосиф чӗрӗ, халӗ вӑл пӗ- тӗм Египет ҫӗрӗнче пуҫлӑх пулса тӑрать, тенӗ. Анчах унӑн чӗри вӑрка пуҫланӑ, вӑл вӗсене ӗненме те пултарайман. 27 Вӗсем ӑна хӑйсене Иосиф каласа янӑ сӑмахсе- не пурне те каласа панӑ, вӑл ӗнтӗ хӑйне илсе каймашкӑн Иосиф парса янӑ чаплӑ урапасене те курнӑ, вара Иаков ӑн, вӗ- сен ашшӗн, чунӗ хӗпӗртесе кайнӑ, 28 вара Израиль каланӑ: [мана ку] ҫитет ӗнтӗ, Иосиф ывӑлӑм чӗрӗ иккен-ха; хам вили- ччен кайса курам ӑна, тенӗ.


46

1Хӑйӗн мӗн пуррине йӑлтах илсе, Израиль тапранса тухнӑ, Вирсави- яна ҫитнӗ те хӑйӗн ашшӗн Исаакӑн Тур- рине парнесем кӳнӗ. 2 Израиле ҫӗрле Турӑ курӑннӑ, ӑна каланӑ: Иаков! Иаков! тенӗ. Вӑл: эпӗ кунтах, тенӗ. 3 Турӑ каланӑ: Эпӗ Турӑ, санӑн аҫун Турри; Египета кайма ан хӑра, Эпӗ унта санран аслӑ халӑх кӑ- ларӑп; 4 Эпӗ санпа пӗрле Египета пырӑп, Эпех сана каялла илсе тухӑп. Санӑн куҫ- на Иосиф хӑй аллипе хупӗ, тенӗ. 5 Иаков Вирсавияран тапранса кайнӑ; Из раиль ывӑлӗсем хӑйс ен ашшӗне Иакова, хӑй- сен ачи-пӑчине, хӑйсен арӑмӗсене фараон Иакова илсе пыма парса янӑ чаплӑ ура- пасем ҫине лартс а илс е кайнӑ. 6 Вӗсем хӑйсен выльӑхӗ-чӗрлӗхне тас а Ханаан ҫӗрӗнче пуҫтарнӑ пурлӑхне илсе Египета ҫитнӗ, — Иаков хӑй те, унпа пӗрле унӑн мӗнпур йӑхӗ те ҫитнӗ. 7Вӑл хӑйпе пӗрле хӑйӗн ывӑлӗсене, ывӑлӗсен ывӑлӗсене, хӑйӗн хӗ рӗсене, хӗрӗсен хӗрӗсене, хӑйӗн мӗнпур йӑхне Египета ертсе килнӗ.

8 Египета ҫитнӗ Израиль ывӑлӗсен ячӗ- сем ҫакс ем: Иаковпа унӑн ывӑлӗсем. Иаковӑн малтанхи ывӑлӗ Рувим. 9 Рувим ывӑлӗсем: Ханох таса Фаллу, Хецрон тата Харми. 10 Симеон ывӑлӗсем: Иему- ил тата Иамин, тата Огад, тата Иахин, тата Цохар, тата Ханаан арӑмӗн ывӑлӗ Саул. пЛевий ывӑлӗсем: Гирсон, Кааф тата Мерари. 12 Иуда ывӑлӗсем: Ир тата Онан, тата Шела, тата Фарес, тата Зара; Ирпа Онан Ханаан ҫӗрӗнчех вилнӗ. Фа- рес ывӑлӗсем Есром тата Хамул пулнӑ. 13 Иссахар ывӑлӗсем: Фола тата Фува, Иов тата Шимрон. 14 Завулон ывӑлӗсем: Серед, Елон тата Иахлеил. 15 Ҫаксем Лия Иакова Месопотамире ҫу ратса панӑ ывӑлӗсем, Лия тата Дина ятлӑ хӗрне ҫуратса панӑ. Ывӑлӗсемпе хӗрӗсем мӗнпурӗ вӑтӑр виҫӗ чун пулнӑ. 16 Гад ывӑлӗсем: Ци фион тата Хагги, Шуни тата Эцбон, Ери тата Аро- ди, тата Арели. 17 Асир ывӑ лӗсем: Имна тата Ишва, тата Ишви, тата Бриа, тата вӗсенӗн йӑмӑкӗ Серах. Бриа ывӑлӗсем: Хевер тата Малхиил. 18 Кусем Лаван хӑйӗн хӗрне Лийӑна парса янӑ Зелфӑн ывӑлӗ- сем; Зелфа Иакова вунултӑ чун ҫуратса панӑ. 19 Рахилӗн, Иаков арӑмӗн, ывӑлӗсем: Иосиф тата Вениамин. 20 Египет ҫӗрӗн че Иосифӑн Манассияпа Ефрем ҫуралнӑ, вӗсене ӑна Асенефа — Потиферӑн, Или- ополь хули апӑсӗн, хӗрӗ — ҫуратса панӑ. 21 Вениамин ывӑлӗсем: Бела, Бехер тата Ашбел; [Бела ывӑлӗсем:] Гера тата На- аман, Ехи тата Рош, Муппим тата Хуп-


{ [21] Ап есс 7:14. [28] Пулт 46:30

 46-мӗш сы пӑк. [1] Тух 1:1. Йыш 20:15. Аст 10:22. [4] Пулт 50:1. [5] Ап ӗҫс 7:15. [6] Нав 24:4. Пс 104:23.

Ис 52:4. [8] Тух 1:1–2; 6:14. Йыш 26:5. 1 Ҫулс 5:1, 3. [10] 1 Ҫулс 4:24. [11] 1 Ҫулс 6:1. Тух 6:16. Йыш 3:17.

[12] Пулт 38:2–3. 1 Ҫулс 2:3; 4:1. [13] 1 Ҫулс 7:1. [14] Йыш 26:26. [16] Йыш 26:15. [17] 1 Ҫулс 7:30.

[20] Пулт 41:50–52. [21] 1 Ҫулс 7:6; 8:1.}


пим, таҫ а Ард. 22 Кусем Рахиль Иакова ҫуратса панӑ ывӑлӗсем, пурӗ вунтӑватӑ чун. 23Дан ывӑлӗ: Хушим. 24 Неффалим ывӑлӗсем: Иахцеил тата Гуни, тата Иецер, тата Шиллем. 25 Кусем Лаван хӑйӗн хӗр- не Рахиле парса янӑ Валлӑн ывӑлӗсем; вӑл Иакова пурӗ ҫичӗ чун ҫуратса панӑ. 26 Иаковпа пӗрле Египета пынисем, ун- ран ҫуралса ӳснисем, Иаков ывӑлӗсен арӑмӗсене шутламасассӑн, пурӗ утмӑл ултӑ чун. 27Иосифӑн Египетра ҫуралнӑ ывӑлӗсем икӗ чун. Иаковӑн [хӑйпе пӗр- ле] Египета куҫнӑ килӗ-йышӗ мӗнпурӗ ҫитмӗл [пилӗк] чун.

28 Иосиф Геҫем ҫулне кӑҫарттӑр теҫе, Иаков Иудӑна хӑй умӗнчен Иосиф патне янӑ. Вӗҫем Геҫем ҫӗрне ҫитнӗ. 29 Иосиф хӑйӗн чаплӑ урапине кӳлтернӗ те хӑйӗн ашшӗне Израиле кӗтсе илмешкӗн Гесем ҫӗрне кайнӑ; аш шӗне курсассӑн, ӑна ыта- ласа илнӗ те унӑн ытамӗнче чылайччен йӗнӗ. 30 Израиль Иосифа каланӑ: халӗ ӗн- тӗ, санӑн сӑнна курнӑ хыҫҫӑн, эсӗ чӗрех иккенне курнӑ хыҫҫӑн, манӑн вилсессӗн те юрать, тенӗ. 31 Иосиф хӑйӗн тӑванӗсене, ашшӗн кил-йышне каланӑ: эпӗ каям та фараона хыпар тӑвам, ӑна: манӑн Ханаан ҫӗрӗнче пурӑнакан тӑв анӑмсем, манӑн аттемӗн килӗ-йышӗ ман патӑма килчӗҫ, теем; 32 ҫак ҫынсем — сурӑх кӗтӳҫисем, вӗ- сем выльӑх усракан ҫынсем; вӗсем хӑйсен вак выльӑхне те, шултӑра выльӑхне те, хӑйсен мӗн пуррине йӑлтах илсе килнӗ, теем. 33 Фараон сире чӗнтерсе: эсир мӗн ӗҫ туса пурӑнатӑр? тесе ыйтсассӑн, 34 хӑвӑра Гесем ҫӗрне вырӑнаҫтарччӑр тес е, эсир ҫапла калӑр: эпир, санӑн чурусем — ха- мӑр та, пирӗн аттесем те — мӗн ачаран- пах выльӑх пӑхатпӑр, тейӗр. Мӗншӗн тесе- ссӗн сурӑх кӗтекен кирек кам та Египет ҫыннисемшӗн ирсӗр, тенӗ.


47

1 Иосиф вара фараон патне пы- нӑ та хыпар тунӑ, вӑл каланӑ: манӑн аттем, манӑн тӑванӑмсем хӑйсен вак выльӑхӗпе, шултӑра выльӑхӗпе, хӑй- сен мӗн пуррине йӑлтах хӑйсемпе пӗрле илсе Ханаан ҫӗрӗнчен килчӗҫ; акӑ ӗнтӗ вӗсем халӗ Геҫем ҫӗрӗнче, тенӗ. 2 Вӑл хӑйӗн тӑванӗсенчен пиллӗкӗшне фара- он умне ил ҫ е пыр ҫ а тӑратнӑ. 3 Фараон унӑн тӑв анӗсене каланӑ: эсир мӗн ӗҫ- лесе пурӑнатӑр? тенӗ. Вӗс ем фараона каланӑ: эпир, санӑн чурусем — хамӑр та, пирӗн аттесем те — сурӑх кӗтӳҫисем, тенӗ. 4 Вӗсем фараона тата каланӑ: Хана- ан ҫӗрӗнче хаяр выҫлӑх, унта хамӑрӑн, санӑн чурусен, выльӑхне кӗтме кӗтӳлӗх ҫук, ҫавӑнпа эпир ҫак ҫӗрте пурӑнас те- се килтӗмӗр; ӗнтӗ хӑвӑн чурусене Гесем ҫӗрне вырӑнаҫма ирӗк парсамччӗ, тенӗ. 5 Вара фараон Иосифа каланӑ: аҫупа тӑ- ванусем сан патна килнӗ; 6 Египет ҫӗрӗ санӑн умӑнта; хӑвӑн аҫупа тӑванусене ҫак ҫӗре чи лайӑх вырӑна вырӑнаҫтар; вӗсем Ге ҫ ем ҫӗрӗнче пурӑнччӑр; вӗ ҫ ем хушшинче пултаруллӑ ҫынсем пуррине пӗлетӗн пулсассӑн, вӗсене манӑн выльӑх- чӗрлӗхе тӗрӗслесе тӑракансем ту, тенӗ. 7 Иосиф хӑйӗн ашшӗне Иакова илсе пынӑ та фараон умне тӑратнӑ; Иаков фараона пилленӗ. 8 Фараон Иакоҫ а каланӑ: эсӗ пурӑнан кунҫул миҫе ҫул пулать ӗнтӗ? тенӗ. 9 Иаков фараона каланӑ: эпӗ ҫӗр ҫинче ҫӳре пуҫлани ҫӗр вӑтӑр ҫул ӗнтӗ; эпӗ пурӑннӑ кунҫул сахал та телейсӗр пулчӗ, хамӑн атт есем ҫӳресе ирттернӗ кунҫула ҫитеймерӗ, тенӗ. 10 Вара Иаков фараона пилленӗ те ун патӗнчен тухса кайнӑ. пИосиф хӑйӗн ашшӗпе тӑванӗсе- не вырӑнаҫтарнӑ, вӗсене, фараон хушнӑ пек, Египет ҫӗрӗнчи чи лайӑх ҫӗрте, Раам- сес ҫӗрӗнче, вырӑн панӑ. 12 Иосиф хӑйӗн ашшӗне, тӑванӗсене, ашшӗн пӗтӗм кил- йышне — кашни кил-йыша мӗн чухлӗ кирлӗ, ҫав таран — тырӑ парса тӑнӑ.

13 Пӗтӗм ҫӗр ҫинче тырӑ пулман, мӗн- шӗн тесессӗн выҫлӑх хаярланнӑҫемӗн ха- ярланса пынӑ; выҫлӑхпа Египет ҫӗрӗ те,



{[23] Йыш 26:42. [24] Йыш 26:48. 1 Ҫулс 7:13.[27] Тух 1:5. Аст 10:22. Ап ӗҫс 7:14. [29] Пулт 33:4; 45:14.


[30] Пулт 45:28. Лк 2:29–30. [31] Пулт 47:1. [34] Пулт 47:6, 27; 43:32.


47-мӗш сы пӑк. [1] Пулт 46:31. Ап ӗҫс 7:14–15. [3] Пулт 46:33–34. [6] Пулт 34:10. [9] Пс 118:19.

Евр 11:13; 13:14. [11] Тух 1:11. [12] Сир 49:17.}


Ханаан ҫӗрӗ те хӑрӑнса ҫитнӗ. 14 Иосиф Египет ҫӗрӗнчи тата Ханаан ҫӗрӗнчи мӗн- пур кӗмӗле, тырӑшӑн тӳленӗ кӗмӗ ле, пӗ- тӗмпех пуҫтарнӑ та фараон килне панӑ.

15 Египет ҫӗрӗнче те, Ханаан ҫӗрӗнче те кӗмӗл юлман. Египет ҫыннисем пурсе Иосиф патне пынӑ та каланӑ: пире ты- рӑ парсамччӗ; кӗмӗл пӗтнипе халӗ ӗнтӗ пирӗн сан умӑнсах вилмелле-и? тенӗ.

16 Иосиф каланӑ: кӗмӗлӗр пӗтрӗ пулсас- сӑн, выльӑхӑра хӑваласа килӗр, эпӗ сире выльӑхӑршӑн [тырӑ] парӑп, тенӗ. 17Вӗсем хӑйсен выльӑхне Иосиф патне хӑваласа пынӑ; Иосиф вӗс ене лашисемшӗн, вак выльӑх кӗтӗвӗсемшӗн, шулсӑра выльӑх кӗтӗвӗсемшӗн, ашакӗсемшӗн тырӑ панӑ; ҫав ҫулхине вӑл вӗсене мӗнпур выльӑхӗ- шӗн тырӑ парса тӑнӑ. 18 Ку ҫул иртсе кай- нӑ; вӗсем тепӗр ҫулхине те ун патне пынӑ та каланӑ: кӗмӗл пӗтнине, пирӗн выльӑх кӗтӗвӗсем хуҫамӑр аллине куҫнине эпир хамӑр хуҫамӑртан пытараймастпӑр; ӗнтӗ хамӑр ӳтсӗр пуҫне, хамӑр ҫӗрсӗр пуҫне хуҫамӑр умӗнче пирӗн нимӗн те юлмарӗ; 19 мӗншӗн пирӗн хамӑрӑн та, хамӑрӑн ҫӗ- рӗмӗрсен те санӑн куҫу умӗнчех пӗтес-ха? тырӑшӑн пире хамӑра та, пирӗн ҫӗрсене те ил, вара эпир ҫӗрӗ-мӗнӗпех фараон чурисем пулӑпӑр, эсӗ пире вӑрлӑх пар, эпир чӗрӗ юлар, вилер мар, ҫӗр пушанса ан юлтӑр, тенӗ.

20 Вара Иосиф пӗтӗм Египет ҫӗрне фа- раон валли туяннӑ: выҫлӑх апсӑратса ҫитернипе Египет ҫыннисем пурте хӑйсен хирӗсене сутса янӑ. Ҫӗр фараона пулнӑ. 21 Вӑл халӑха та Египетӑн пӗр вӗҫӗнчен пуҫласа тепӗр вӗҫне ҫитичченех чура туса хунӑ. 22 [Иосиф] апӑссен ҫӗрне ҫеҫ туян- ман, мӗншӗн тесессӗн апӑссене фараон ҫӗрӗнчен пай татса панӑ, вӗсем фараон татса панӑ ҫӗртен тӑранса пурӑннӑ; ҫа- вӑнпа вӗсем хӑйсен ҫӗрне сутман. 23 Вара Иосиф халӑха каланӑ: акӑ эпӗ халӗ сире хӑвӑра та, сирӗн ҫӗрӗре те фараон валли илтӗм; акӑ сире вӑрлӑх, ҫӗре акс а ту- хӑр; 24 вырса илсессӗн, пиллӗкӗмӗш пайне фараона парӑр, тӑватӑ пайӗ хӑвӑра хире акса хӑварма, хӑвӑра, хӑвӑр килӗртисене тӑранса пурӑнма, хӑвӑр ачӑрсене тӑран- са пурӑнма юлӗ, тенӗ. 25 Вӗсем: эсӗ пире вилӗмрен хӑтартӑн; ӗнтӗ хамӑр хуҫамӑр куҫӗ умӗнче ырӑлӑх тупар, фараон чури пулар, тенӗ. 26 Иосиф ҫакна Египет ҫӗрӗн- чи саккун туса хунӑ, вӑл ҫак кунчченех ҫапла пырать: пиллӗкӗмӗш пая фараона пама лла, апӑссен ҫӗрӗнчен ҫеҫ фараона памалла мар, мӗншӗн тесессӗн ку — фа- раон ҫӗрӗ мар.

27 Израиль Египет ҫӗрӗнче, Гесем ҫӗрӗн- че, пурӑннӑ, ку ҫӗр вӗсен пулнӑ, вӗсем ӗрченӗ, питӗ йышлӑланса ҫитнӗ. 28 Иаков Египет ҫӗрӗнче вунсичӗ ҫул пурӑннӑ; Иаковӑн ӗмӗрӗ, вӑл пурӑннӑ кунҫул, ҫӗр хӗрӗх ҫичӗ ҫул пулнӑ.

29 Израилӗн вилес вӑхӑчӗ ҫитнӗ, вӑл хӑ- йӗн ывӑлне Иосифа чӗнсе илнӗ те ӑна каланӑ: эпӗ санӑн куҫу умӗнче ырӑлӑх тупрӑм пулсассӑн, аллуна манӑн пӗҫҫӗм ҫине хур та: «сана ырӑ тӑвӑп, тӗрӗс пулӑп, сана Египетра пытармӑп» тесе тупа ту; 30 эпӗ хамӑн аттесемпе пӗрле выртам; эсӗ мана Египетран илсе тухӑн та аттемсене пытарнӑ вырӑна пытарӑн, тенӗ. Иосиф: эсӗ каланӑ пек тӑвӑп, тенӗ. 31 Тата каланӑ: мана тупа ту, тенӗ. Иосиф ӑна тупа ту- нӑ. Вара вырӑн ҫинче выртакан Израиль пуҫне тайса илнӗ[9].


48

1 Кӑштах вӑхӑт иртсессӗн Иосифа каланӑ: акӑ санӑн аҫу чирлӗ выр- тать, тенӗ. Вӑл хӑйпе пӗрле икӗ ывӑлне, Манассияпа Ефрема, илнӗ [те Иаков пат- не кайнӑ]. 2 Иакова хыпар тус а каланӑ: акӑ сан патна Иосиф ывӑлу килет, тенӗ. Израиль хӑйӗн халне пухса вырӑнӗ ҫине тӑрса ларнӑ. 3 Иаков Иосифа каланӑ: Пур- не те Пултаракан Турӑ мана Лузра — Ха- наан ҫӗрӗнче — курӑнса, мана пиллерӗ, 4 Вӑл мана каларӗ: акӑ Эпӗ сана ӗрчетӗп, сана йышлӑ тӑвӑп, санран темӗн чухлӗ



{[27] Тух 5:5. Пс 104:24. [29] Пулт 24:2; 50:5. [30] Пулт 23:19; 50:13. [31] Пулт 50:5. Евр 11:21.


48-мӗш сы пӑк. [3] Пулт 28:13. [4] Пулт 13:16; 35:11–12; 41:52.}


тӗрлӗ халӑх кӑларӑп, ҫак ҫӗре сан хыҫҫӑн килес тӑхӑмна ӗмӗрлӗхе еткерлӗхе парӑп, терӗ. 5 Халӗ ӗнтӗ санӑн икӗ ывӑлу — сана Египетра ҫуратса панӑскерсем, эпӗ сан патна Египета киличчен ҫуралнӑскер- сем — манӑн ывӑл сем вӗ сем; Русимпа Симеон пекех, Ефремпа Манассия манӑн пулӗҫ; 6 вӗсем хыҫҫӑн ҫуралас ачусем вара санӑн пулӗҫ; вӗ сем хӑйсен пиччӗшӗсен ячӗпе вӗсен еткер ҫӗрне ята кӗрӗҫ. 7 Эпӗ Месопотамирен таврӑннӑ чухне Ханаан ҫӗрӗнче, ҫул ҫинче, Ефрафӑна ҫит есси кӑшт ҫеҫ юлсассӑн, манӑн Рахилӗм [са- нӑн аннӳ] вилчӗ, эпӗ ӑна унта Ефрафӑ- на — хальхи Вифлеема — каякан ҫул хӗр- рине пытарса хӑвартӑм, тенӗ.

8 Израиль Иосиф ывӑлӗсене курнӑ та: кусем камсем? тенӗ. 9 Иосиф хӑйӗн ашшӗ- не каланӑ: ку сем — Турӑ мана кунта панӑ ывӑлӑмсем, те нӗ. [Иаков] каланӑ: вӗсене ман патӑма ҫывӑхарах илсе кил-ха, вӗсе- не пиллем эпӗ, тенӗ. 10 Ватӑлнипе Израи- лӗн куҫӗ йӑвашланнӑ; вӑл витӗрех курай- ман. Иосиф вӗсене ун патне илсе пынӑ, Израиль вӗсене чуптуса, ыталаса илнӗ. 11 Израиль Иосифа каланӑ: эпӗ санӑн сӑн- на курасса сунманччӗ; акӑ Турӑ мана са- нӑн ачусене те кӑтартрӗ, тенӗ. 12 Иосиф, вӗсене Иаков чӗрсийӗ пасӗнчен аякка- рах тӑратса, ашшӗне ҫӗре ӳксе пуҫҫапнӑ. 13Унтан Иосиф [хӑйӗн ывӑлӗсене] иккӗш- не те ҫавӑтнӑ та Ефрема хӑйӗн сылтӑм аллипе тытса Израилӗн сулахай аллине хирӗҫ, Манассияна сулахай аллипе тытса Израилӗн сылт ӑм аллине хирӗҫ пырс а тӑратнӑ. 14 Анчах Израиль хӑйӗн сылтӑм аллине тӑснӑ та ӑна Ефрем пуҫ ӗ ҫине, кӗҫӗ ннин пуҫӗ ҫине, хунӑ, сулахаййине Манассия пуҫӗ ҫине хунӑ. Манассия мал- танхи ывӑл пулнӑ пулин те, ҫавна пӗлсех вӑл аллисене ҫапла хунӑ. 15 Вӑл Иосифа пиллесе каланӑ: манӑн Авраампа Иса- ак аттемсем Турӑ умӗнче ҫӳренӗ, ҫав Ту- рӑ, мана мӗн ҫуралнӑранпа ҫак кунччен пӑхса усракан Турӑ, 16 мана пур тӗрлӗ усалтан хӑтарса тӑракан Ангел ҫак ача- сене пиллетӗр; манӑн ятӑмпа Авраампа Исаак аттемсен ячӗсем вӗсем ҫинче пулч- чӑр, вӗсем ҫӗр ҫинче темӗн чухлӗ ӗрче- се-хунаса кайччӑр, тенӗ.

17 Иосиф хӑйӗн ашшӗ сылт ӑм аллине Ефрем пуҫӗ ҫине хунине курнӑ; вӑл ҫа- кӑншӑн пӑшӑрханса ӳкнӗ. Вара вӑл аш- шӗн аллине тытнӑ та ӑна Ефрем пуҫ ӗ ҫинчен Манассия пуҫ ӗ ҫине илс е хума тӑнӑ, 18 Иосиф хӑйӗн ашшӗне каланӑ: эй аттем, апла мар, малтанхи — акӑ, хӑвӑн сылтӑм аллуна унӑн пуҫӗ ҫине хурсам, тенӗ. 19 Анчах ашшӗ килӗшмен, вӑл: пӗ- летӗп, ывӑлӑм, пӗлетӗп; унран та халӑх тухӗ, вӑл та аслӑ пулӗ; анчах унӑн шӑл- лӗ унран аслӑрах пулӗ, унӑн вӑрлӑхӗн- чен йышлӑ халӑх тухӗ, тенӗ. 20 Ҫав кун вӑл вӗсене ҫапла каласа пилленӗ: сирӗн ятӑрсем Израильшӗн пиллӗх пек пулӗҫ, Израиль ывӑлӗсем: «Турӑ сана Ефремпа Манассия пек тутӑр» тесе пиллӗҫ, тенӗ. Вара Ефрема Манассияран аслӑ туса ху- нӑ. 21 Израиль Иосифа каланӑ: акӑ эпӗ вилетӗп; Турӑ сирӗнпе пӗрле пулӗ, си- ре хӑвӑр аҫӑрсен ҫӗрне каялла тавӑрӗ; 22 сана эпӗ, хӑвӑн тӑванусенчен ирттерсе, пӗр пай ытларах ҫӗр паратӑп, эпӗ ӑна аморрейсен аллинчен хам хӗҫӗмпе, хам уххӑмпа туртса илтӗм, тенӗ.


49

1 Иаков хӑйӗн ывӑлӗсене чӗнсе ил- нӗ те каланӑ: пухӑнӑр, эпӗ сире килес кунсенче хӑвӑра мӗн пулассине ка- ласа хӑварам.

2 Эй Иаков ывӑлӗсем, пуҫтарӑнӑр та ит- лӗр, хӑвӑр аҫӑра, Израиле, итлӗр.

3 Эй Русим, малсанхи ывӑлӑм манӑн! эсӗ — манӑн тӗрекӗм, вӑй-халӑмӑн мал- танхи ҫимӗҫӗ эсӗ, пыс ӑк чыслӑ, пыс ӑк хӑватлӑ эсӗ; 4 анчах эсӗ шыв пек чарусӑр кӗрлерӗн, халӗ ӗнтӗ асли, ҫӳлти пулай- мӑн: эсӗ аҫу вырӑнӗ ҫине хӑпартӑн, ҫапла хӑпарса, манӑн вырӑнӑма ирсӗрлетрӗн.

5 Симеонпа Левий — пӗртӑвансем, вӗсе- нӗн хӗҫӗсем — хаярлӑх хӗҫӗсем; 6 манӑн


{[5] Пулт 41:50–52. [7] Пулт 35:19. [9] Пулт 33:5; 27:4. [10] Пулт 27:1. 1 Пат 3:2; 4:15. [14] Мф 19:15.

Евр 11:21. [16] Пулт 31:29. [19] Аст 33:16. [20] Руфь 4:11. Аст 33:17. Иер 31:20. [22] Нав 24:32. Ин 4:5.

49-мӗш сы пӑк. [1] Аст 33:1.[3] Пулт 29:32. Аст 21:17.[4] Пулт 35:22. 1 .улс 5:1.[5] Пулт 34:25.


Иудифь 9:2. [6] Пулт 34:26.}


чунӑм вӗс ен канашне ан кӗт ӗр, манӑн мухтавӑм вӗсен пухӑвне ан пӗлтӗр; вӗсем, ҫилли тулса ҫитсессӗн, ар ҫынна вӗлер- чӗҫ, кӑмӑлне чараймасӑр вӑкӑр шӑнӑрне касса татрӗҫ; 7 вӗсен ҫилли ылханлӑ, мӗн- шӗн тесен тискер вӑл, хаярлӑхӗ те ылхан- лӑ, мӗншӗн тесен усал вӑл; вӗсене Иаков ывӑлӗсем хушшинче салатӑп, Израиль ывӑлӗсем хушшинче сапалӑп.

8 Эй Иуда! сана тӑванусем аслӑласа мух- тӗҫ. Аллу — тӑшманусен ӗнсийӗ ҫийӗн- че; сана хӑвӑн аҫун ывӑлӗсем пуҫҫапӗҫ. 9 Ҫамрӑк арӑслан эсӗ, Иуда, ывӑлӑм, ҫӗк- лентӗн, тупӑшу тӗлӗнче тӑратӑн. Лапчӑн- чӗ вӑл, выртрӗ, арӑслан пек, арӑслан ами пек выртать: ӑна кам тӑратайӗ? 10 Килӗш- терекенни киличчен, халӑхсем Ӑна парӑ- ниччен Иудӑран пуҫлӑх туйи каймӗ, ун варӗнчен саккун паракан ҫуралсах тӑрӗ. 11 Вӑл ашакӗн тихине иҫӗм турачӗ ҫум- не кӑкарать, чи паха иҫӗм турачӗ ҫумне ашакӗн ывӑлне кӑкарать; вӑл хӑйӗн тум- тирне эрехпе ҫӑвать, хӑйӗн тумне иҫӗм ҫупкӑмӗн юнӗпе ҫӑвать; 12 [унӑн] куҫӗсем эрехпе ҫуталса тӑраҫҫӗ, [унӑн] шӑлӗсем сӗтпе шуралнӑ.

13 Завулон тинӗс хӗрринче пурӑнӗ, ка- рапсем чарӑнакан тӗлҫе пурӑнӗ, Сидон таран унӑн ҫӗрӗ.

14 Иссахар — тӗреклӗ ашак вӑл, шыв юп- писем хушшинче вырҫакан ашак; 15 вӑл канӑҫ аваннине, ҫак ҫӗр илемлине курчӗ: хулпуҫҫине ҫӗклем йӑтма пӗшкӗртрӗ, хыр- ҫӑ тӳлемешкӗн ӗҫле пуҫларӗ.

16Дан, Израилӗн пӗр йӑхӗ пулнӑ май, хӑй халӑхне сут туса тӑрӗ; 17Дан ҫул ҫин- чи ҫӗлен, сукмак ҫинчи аспид пулӗ, вӑл ут урине сӑхӗ те, юланутҫи каялла кай- са ӳкӗ. 18 Эй Турӑ, Эсӗ пулӑшасса шанса тӑратӑп!

19 Гад — ӑна халӑх ушкӑнӗ хӗстерӗ, анчах вӑл ӑна хыҫӗнчен хӑваласа хӳтерсе ярӗ.

20Асирӑн тырри-пулли питӗ тулӑх; вӑл патша валли ҫимӗҫ парса тӑрӗ.

21 Неффалим — ҫӳллӗ теревинф, хитре турачӗсене сарса ларать[10] .

22 Иосиф — тулӑх ҫимӗҫ кӳрекен йывӑҫ хунавӗ, ҫӑлкуҫ тӗлӗнче ӳсекен, ҫимӗҫ кӳ- рекен йывӑҫ хунавӗ; унӑн турачӗсем хӳ- мерен те ҫӳллӗрех ӳссе сарӑлаҫҫӗ; 23 ӑна кӳрентерчӗҫ, перекенсем ӑна печӗҫ, ӑна хирӗҫ тӑчӗҫ, кураймарӗҫ, 24 анчах ухх и унӑн ҫирӗп пулчӗ, алли унӑн тӗреклӗ пул- чӗ: хӑватлӑ Туррӑн — Иаков Туррин — ал- ли вӑй панипе, Кӗтӳҫӗ, Израиль тӗрекӗ пулӑшнипе ҫапла пулчӗ. 25 Вӑл — сан аҫу- нӑн Турри, Вӑл сана пулӑшса тӑтӑр; Вӑл — Пурне те Пултаракан Турӑ, Вӑл сана пил- летӗр, сана ҫӳлтен тӳпе пиллӗхӗпе, аялти тӗпсӗр авӑрс ен пиллӗхӗпе, сӗтлӗ кӑкӑр пиллӗхӗпе, вар пиллӗхӗпе, 26 хӑвӑн аҫу пиллӗхӗпе пиллетӗр, ҫак пиллӗх авалхи тусен пилӗнчен те, ӗмӗрхи сӑртсен сипе- тӗнчен те аслӑрах; вӑл Иосиф пуҫӗ ҫинче пултӑр, тӑҫ анӗсем хушшинчен суйласа илнӗскерӗн лӗпки ҫинче пултӑр.

27 Вениамин — ҫӑткӑн кашкӑр: ирхине хӑй тытнине ҫийӗ, каҫпала тупӑшне тӑ- пӑлтарӗ.

28 Израилӗн мӗнпур вуникӗ йӑхӗ ҫакӑ; вӗсенӗн ашшӗ вӗсене мӗн калани ҫакӑ; вӑл вӗсене пилленӗ, кашнине хӑйне ти- вӗҫлӗ пиллӗх панӑ. 29 Вӑл вӗсене ҫапла хушса хӑв арнӑ: эпӗ хамӑн канӑҫлӑ ха- лӑхӑмпа пӗр лешетӗп; мана хет ҫыннин Ефронӑн хирӗнчи сӑрт хӑв ӑлне хамӑн аттемсем ҫумне пытарӑр, 30 ҫак сӑрт хӑ - вӑлне — Ханаан ҫӗрӗнчи, Мамре ҫывӑ- хӗнчи Махпела хирӗнчи [сӑрт хӑҫӑл- не] — Авраам хирӗ-мӗнӗпех хӑй валли хет ҫыннинчен, Ефронран, вилнисене пытармашкӑн туяннӑ пулнӑ; мана ҫав сӑрт хӑҫ ӑлне пыҫ арӑр; 31унта Авраам- па унӑн арӑмне Саррӑна пытарнӑ; унта



{[7] Нав 19:1; 21:3. [8] 1 Ҫулс 4:27, 38, 41. [9] Йыш 24:9. [10] 1 Ҫулс 5:2. Ин 1:45; 5:46. Мф 2:6.


[11] Ис 63:1–2. [12] Ӳлӗм 1:14. [13] Нав 19:10. [14] Тӳ ре 5:15. [15] Аст 33:18. [16] Тӳ ре 13:25. [17] Тӳ ре 18:1.

[18] Пс 118:166. Лк 2:30. [19] Йыш 32:17. [20] Аст 33:24. [21] Тӳ ре 4:6. [22] Пулт 48:16. [24] Аст 33:17.


[26] Аст 33:16. [27] Тӳ ре 20:21, 25, 31. [28] Сир 44:26. [29] Пулт 25:8; 47:30. [30] Пулт 23:16–17;

50:13. Ап ӗҫс 7:16. [31] Пулт 25:9; 35:29.}


Исаакпа унӑн арӑмне Ревеккӑна пытар- нӑ; ҫа вӑнтах эпӗ Лийӑна пытартӑм; 32 ҫав хире, ҫав хирти сӑрт хӑвӑлне хетсенчен туяннӑ, тенӗ. 33 Иаков хӑйӗн ывӑлӗсене ҫапла пиллесе тухнӑ, унтан урине вы- рӑн ҫине хунӑ та вилнӗ, хӑйӗн канӑҫлӑ халӑхӗпе пӗрлешнӗ.


50

1 Иосиф хӑйӗн ашшӗ ҫине ӳкс е ӑна чуптӑва-чуптӑва йӗнӗ. 2Унтан Иосиф хӑйӗн эмелҫӗ-тарҫисене ашшӗне ырӑ шӑршӑллӑ ҫусем сӗрсе тирпейлеме хушнӑ; эмелҫисем Израиле ырӑ шӑршӑл- лӑ ҫусем сӗрсе тирпейленӗ. 3 Вӑл вилни хӗрӗх кун ҫитнӗ: ырӑ шӑршӑллӑ ҫус ем сӗрсе тирпейлесси ҫав вӑх ӑта пырать; Египет ҫыннисем уншӑн ҫитмӗл кун хур- ланса хӳхленӗ.

4 Иаковшӑн хӳхлес кунс ем иртс ессӗн, Иосиф фараон таврашӗнчи пуҫлӑхсене каланӑ: эпӗ сирӗн умӑрта ырӑлӑх тупрӑм пулсассӑн, эсир фараона ҫапла каласа парӑр: 5 аттем мана ҫапла тупа тутарчӗ: акӑ эпӗ вилетӗп; мана ҫавӑнта, Ханаан ҫӗрӗнчи хам алтса тунӑ тупӑклӑха, пы- тарӑр, терӗ. Эпӗ халӗ кайӑттӑм та аттене пытарса каялла таврӑнӑттӑм тесе калать, тейӗр, тенӗ. [Иосиф сӑмахӗсене фарао- на каласа панӑ.] 6 Вара фараон каланӑ: аҫу тупа тутарнӑ пек ту: кай та ӑна пы- тарса кил, тенӗ. 7 Иосиф хӑйӗн ашшӗне пытарма кайнӑ. Унпа пӗрле фараонӑн мӗнпур тарҫи, унӑн килӗнчи аслӑ ҫынсем, Египет ҫӗрӗнчи мӗнпур аслӑ ҫын кайнӑ, 8 Иосиф килӗнчи мӗнпур ҫын, унӑн пич- чӗшӗсем, ашшӗ килӗнчи ҫынс ем пурте кайнӑ. Ге с ем ҫӗрӗнче ачи с ене ҫеҫ, вак выльӑхӗпе шултӑра выльӑхне ҫеҫ хӑвар- нӑ. 9 Иосифпа пӗрле урапаллӑ ҫарсемпе утлӑ ҫарсем пынӑ, ҫапла халӑх питех те йышлӑ пулнӑ. 10 Вӗсем Иордан хӗррин- чи Горен-гаатад патне ҫитнӗ те ҫавӑнта питӗ хыт ӑ макӑрнӑ, темӗн тӗрлӗ йӗнӗ; Иосиф ашшӗшӗн унта ҫичӗ кун хушши хӳхленӗ. 11 Ҫав ҫӗрте пурӑнакансем, хана- ансем, Горен-гаатад патӗнче хӳхленине курнӑ та каланӑ: ку Египет ҫыннисем ытла та татӑлса йӗреҫҫӗ! тенӗ. Ҫавӑнпа ӑна [вӑл вырӑна] «Египет ҫыннисен Иор- дан хӗрринчи хӳхлевӗ» теҫ ҫӗ. 12 Иаков ывӑлӗсем вара хӑйсенӗн ашшӗне хӑй ка- ласа хӑварнӑ пек тирпейленӗ; 13 ывӑлӗсем ӑна Ханаан ҫӗрне илсе кайнӑ та Махпела хирӗнчи сӑрт хӑвӑлне пытарнӑ, Мамре ҫывӑхӗнчи ҫав вырӑна Авраам хӑй валли хирӗ-мӗнӗпех хет ҫыннинчен, Ефронран, вилнисене пытармашкӑн туяннӑ пулнӑ. 14 Ашшӗне пытарнӑ хыҫҫӑн Иосиф хӑй те, унӑн тӑванӗсем те, унпа пӗрле унӑн аш- шӗне пытарма пынӑ ҫынсем те пурте ка- ялла Египета таврӑннӑ.

15 Иосиф тӑванӗсем хӑйсен ашшӗ вилнӗ хыҫҫӑн каланӑ: Иосиф пире курайми пул- сассӑн, хӑйне усал тунӑшӑн пире тавӑрма шухӑш тытсассӑн, мӗн пулать-ха? тенӗ. 16 Вӗсем Иосиф патне ҫапла калама ҫын янӑ: хӑй вилес умӗн аҫу ҫапла пиллесе хӑварчӗ: 17 Иосифа ҫапла калӑр: тӑванусем сана усал тунӑччӗ, эсӗ вӗсен айӑпне, вӗ- сен ҫылӑхне каҫар, тейӗр, терӗ. Халӗ ӗнтӗ хӑвӑн аҫу Туррийӗн чурисен айӑпӗсене каҫарсам, тенӗ. Хӑйне ҫапла каланӑ чухне Иосиф йӗрсе тӑнӑ. 18 Тӑванӗсем хӑйсем те пынӑ, вӗсем унӑн умне ӳксе ӑна каланӑ: акӑ эпир санӑн чурусем пулатпӑр, тенӗ. 19 Иосиф каланӑ: ан хӑрӑр, эпӗ Турӑран хӑратӑп; 20 акӑ эсир мана хирӗҫ усал шу- хӑш тытнӑччӗ; анчах та Турӑ халӗ мӗн пулнине тумашкӑн — йышлӑ халӑх пу- рӑнӑҫне сыхласа хӑвармашкӑн — сирӗн усал шухӑшӑра ырра ҫас ӑрчӗ; 21эппин, ан хӑрӑр: эпӗ сире те, сирӗн ачӑрс ене те тӑрантарса усрӑп, тенӗ. Вӑл вӗс ене лӑплантарнӑ, вӗсен кӑ мӑлне килмелле калаҫнӑ.

22 Вара Иосиф хӑй те, унӑн ашшӗн ки- лӗ-йышӗ те Египетра пурӑннӑ; мӗнпурӗ Иосиф ҫӗр те вунӑ ҫул пурӑннӑ; 23 Иосиф Ефрем ачисене виҫҫӗмӗш сыпӑк таранч- ченех курнӑ, Манассия ывӑлӗн Махирӑн ывӑлӗсем те Иосиф чӗрҫи ҫинех ҫуралнӑ.


{[33] Ап есс 7:15.

50-меш сыпак. [1] Пулт 46:4. [5] Пулт 47:29. [10] Сир 22:11. [13] Ап есс 7:16. Пулт 23:17. [17] Пулт 26:24;

31:42. [20] Пулт 45:5. [22] Пулт 41:46. [23] Йыш 32:39.}


24 Иосиф хӑйӗн тӑванӗсене каланӑ: эпӗ вилетӗп, Турӑ сирӗн пата килетех, Вӑл сире ҫак ҫӗрвен Авраама, Исаака тава Иакова тупа туса пама пулнӑ ҫӗре илсе тухӗ, тенӗ. 25 Иосиф Израиль ывӑлӗсене тупа тув арса каланӑ: Турӑ сирӗн пата килсессӗн, манӑн шӑммӑмсене кунв ан илсе тухӑр, тенӗ. 26 Иосиф ҫӗр вунӑ ҫулта вилнӗ. Ӑна ырӑ шӑршӑллӑ ҫусем сӗрсе Египет ҫӗрӗнче арчана хурса пытарнӑ.


МОИСЕЙӖН ИККӖМӖШ КӖНЕКИ

ТУХНИ


1 1Иаковпа [хӑй в ен ашшӗпе] пӗрле, кашнийӗ хӑйӗн [пӗтӗм] килӗ-йышӗ- пе пӗрле Египета пыр в а кӗнӗ Израиль ывӑлӗсенӗн ячӗсем акӑ: 2 Рувим, Симеон, Левий тата Иуда, 3 Иссахар, Завулон та- та Вениамин, 4 Дан тата Неффалим, Гад тата Асир. 5 Иаковран ҫуралнисем пурӗ ҫитмӗл [пилӗк] чун пулнӑ; Иосиф ун чух- не Египетра пулнӑ ӗнтӗ. 6 Иосиф та, унӑн пур тӑванӗ те вилнӗ, вӑл сыпӑк пӗтӗм- пе вилсе пӗтнӗ; 7Израиль ывӑлӗсем вара хунаса-ӗрчесе кайнӑ, ҫав тери йышлӑлан- са, вӑйлӑланса пынӑ, ҫав ҫӗр вӗвемпе тулса ҫитнӗ.

8 Египет ҫӗрӗнче ӗнтӗ Иосифа пӗлмен урӑх патша ларнӑ, 9вӑл хӑйӗн халӑхне каланӑ: акӑ Израиль ывӑлӗсен халӑхӗ йышлӑ, пирӗнтен вӑйлӑрах; 10 унран чее- рех пулар, вӑл текех ан ӗрчейтӗр; унсӑрӑн вӑл, вӑрвӑ хускалас пулвассӑн, пирӗн тӑшмансемпе пӗрлешӗ те, пире хирӗҫ тӑрса, [пирӗн] ҫӗртен тухса кайӗ, тенӗ. пӖнтӗ Израиль халӑхне йывӑр ӗҫпе хав- шатмашкӑн ӑна ӗҫлеттерекен пуҫлӑхсем суйласа лартнӑ. Израиль ывӑлӗсем вара фараона сых ятне хатӗрленине тытмалли хуласем — Пифомпа Раамсес хулисене [тата Он хулине, урӑхла Илиополь пу- лать] — лартса панӑ. 12Анчах халӑх хӑй- не хавшатнӑҫемӗн тата йышлӑланса пы- нӑ, тата ытларах ӗрчесе кайнӑ, [Египет ҫыннисем] ӗнвӗ Израиль ывӑлӗсенчен шиклене пуҫланӑ. 13 Ҫавӑнпа та Египет ҫыннисем Израиль ывӑлӗсене пӗр хӗр- хенмесӗр пусахласа ӗҫлеттернӗ, 14 Египет ҫыннисем Израиль ывӑлӗсене пӗр хӗрхен- месӗр, йыв ӑр ӗҫ ӗҫлеттерсе — тӑм ӗҫӗ тутарса, кирпӗч ҫапв арса, хирви тӗрлӗ ӗҫе ӗҫлеттерсе, кирек мӗнле ӗҫ тутарнӑ чухне те пӗр хӗрхенмесӗр, пусахласа ӗҫ- леттерсе — вӗсен пурӑнӑҫне чӑтмалла мар туса ҫитернӗ.

15 Египет патши еврей арӑмӗсен эпи кар- чӑкӗсене — вӗсенчен пӗри Шифра, тепӗ- ри Фуа ятлӑ пулнӑ — ҫапла хушнӑ, 16 [вӗ- сене] ҫапла каланӑ: эсир ев рей арӑмӗсене ача ҫураттарнӑ чухне астусах тӑрӑр: ывӑл ҫуралас пул в ассӑн — ӑна вӗлерӗр, хӗр пулсассӑн — пурӑнтӑр, тенӗ. 17 Анчах эпи карчӑксем Турӑран хӑранӑ, вӗсем Египет патши хушнӑ пек туман, ачас ене чӗрӗ хӑварнӑ. 18 Египет патши эпи карчӑксене чӗнтерсе илнӗ те вӗс ене каланӑ: эсир мӗншӗн ҫапла тӑватӑр, ачасене чӗрӗ хӑ- варатӑр? тенӗ. 19 Эпи карчӑксем фараона каланӑ: еврей арӑмӗсем Египет арӑмӗсем пек мар; вӗсем сывлӑхлӑ, вӗсем хӑйсем патне эпи карчӑк пырса ҫитичченех ҫу- ратаҫҫӗ, тенӗ. 20 Ҫакӑншӑн Турӑ эпи кар- чӑксене ырӑлӑх кӑт артса тӑнӑ, халӑхӗ вара йышлӑланса, ҫав тери вӑйлӑланса пынӑ. 21 Эпи карчӑксем Турӑран хӑраса пурӑннӑшӑн Вӑл вӗсенӗн килне-ҫуртне ӑнӑҫлӑх парса тӑнӑ.

{[24] Евр 11:22. [25] Тух 13:19. Нав 24:32.

1-мӗш сыпӑк. [1] Пулт 46:8. Ап ӗҫс 7:15. [2] Пулт 46:8. Тух 6:14. [6] Пулт 50:26. [7] Ап ӗҫс 7:17. Пс 104:24. [12] Пс 104:24. [13] Аст 26:6. Иудифь 5:11.[16] Ӑсл 18:5. [21] 1 Пат 2:35.}

Примечания

1. Йӑху.

2. Тепӗр тӗрлӗ ӑнлантарнинчен: арӑм Вӑрлӑхӗн хушшине; арӑмран Ҫурaласси санӑн пуҫна ҫапса ҫӗмӗрӗ, эсӗ Ӑна ури тупанӗнчен сӑхӑн.

3. Пурӑнӑҫ.

4. Мана куракан Чӗрӗ Туррӑн ҫӑ лӗ.

5. Ҫӳл ху ҫа ку рӗ.

6. Вӗ сем хӑй сен пӗ тӗм тӑ ва нӗ пе ки лӗш тер ме сӗрпу рӑ н нӑ те се те ӑн лан ма пу лать.

7. Ту рӑ ҫур чӗ.

8. Кӗ мӗл ви ҫи, 4 сикль пе тан ла шать.

9. Грекла куҫарнинчен: туйин ҫӳл вӗҫне пӑхса пуҫне тайса илнӗ.

10. Сапла анлантарни те пур:Неф фа лим — кӗр некле ту ка ча ки; вӑл — па ха ка ла рӑш ӑс ти.

Комментарии для сайта Cackle

Тематические страницы