Пултарни (книга Бытия на чувашском языке)
Целиком
Aa
На страничку книги
Пултарни (книга Бытия на чувашском языке)

21

1Хӑй каланӑ пек, Ҫӳлхуҫа Сарра ҫине хӗрхенсе пӑхнӑ, Ҫӳлхуҫа Са- ррӑшӑн Хӑй мӗн каланине тунӑ.2Сарра йывӑр ҫын пулнӑ та Авраама унӑн ватӑл- малӑх кунӗнче, Турӑ ӑна каласа хунӑ вӑхӑтра, ывӑл ача ҫуратса панӑ;3Авраам хӑйӗн ҫуралнӑ ывӑлне, Сарра ҫуратса па- нӑ ывӑлне, Исаак ятлӑ хунӑ.4Хӑйне Ту- рӑ каласа хунӑ пек, Авраам саккӑрмӗш кунне Исаакӑн, хӑйӗн ывӑлӗн, ӳтне кас- нӑ.5Хӑйӗн ывӑлӗ Исаак ҫуралнӑ чухне Авраам ҫӗр ҫулта пулнӑ.6Сарра каланӑ: Турӑ ман тӗлӗшрен кулмалла турӗ; ман ҫинчен илтсессӗн кирек кам та кулса ярӗ, тенӗ.7Тата каланӑ: Сарра ача ӗмӗртӗ тесе Авраама кам калайӗччӗ? эпӗ ӑна ватлӑ- хӗнче ывӑл ҫуратса патӑм, тенӗ.

8Ача пысӑкланнӑ, ӑна кӑкӑр пӑрахтар- нӑ; [хӑйӗн ывӑлне] Исаака кӑкӑр пӑрах- тарнӑ кун Авраам пыс ӑк ӗҫкӗ-ҫикӗ ту- нӑ.9Сарра [хӑй ывӑлӗнчен, Исаакран] Агарь — Египет хӗрӗ — Авраама ҫуратса панӑ ача кулнине курнӑ та10Авраама каланӑ: ҫак хӑрхӑмпа унӑн ывӑлне хӑва- ласа яр, ҫак хӑрхӑм ывӑлӗ манӑн Исаак ывӑлӑмпа пӗрле еткер илес ҫук, тенӗ.пАвраама ҫакӑ хӑйӗн ывӑлӗшӗн [Изма- илшӑн] питех те аван мар пек туйӑннӑ.12Анчах Турӑ Авраама каланӑ: ачупа хӑр- хӑмушӑн ан пӑшӑрхан; Сарра хӑвна мӗн каласассӑн та, унӑн сӑмахне пурне те итле, мӗншӗн тесессӗн санӑн вӑрлӑху Иса- ак урлӑ ӗрчӗ;13Эпӗ хӑрхӑм ывӑлӗнчен те [аслӑ] халӑх кӑларӑп: вӑл та санӑн ывӑ- лу, тенӗ.14Авраам ирхине ирех тӑнӑ та ҫӑкӑрпа пӗр сӑран хутаҫ шыв илсе Агаре панӑ, ӑна унӑн хулпуҫҫийӗ ҫине хунӑ, вара ӑна ачипе пӗрле кӑларса янӑ. Вӑл ӗнтӗ тухса кайнӑ та Вирсавия пушхирӗн- че аташса ҫӳренӗ.

15Хутаҫҫинчи шысӗ пӗтнӗ, вӑл ачине пӗр тӗм айне пӑрахса хӑварнӑ та16аякка, ухӑ йӗппи вӗҫсе ӳкес чухлӗ, кайса лар- нӑ. Вӑл: ачам вилӗмне ан курам, тенӗ. Вӑл [аяккарах, ӑна] хирӗҫ ларнӑ та йӗре пуҫланӑ, кӑшкӑрсах йӗнӗ;17Турӑ ачанӑн сассине [вӑл выртнӑ вырӑнтан] илтнӗ; Турӑ Ангелӗ Агаре тӳперен чӗнсе каланӑ: Агарь, мӗн пулчӗ? ан хӑра; Турӑ ачанӑн сассине вӑл выртакан вырӑнтан илтрӗ;18тӑр, ачана ҫӗклесе тӑрат та аллинчен ҫавӑт ӑна, Эпӗ унран аслӑ халӑх кӑларӑп, тенӗ.19Турӑ унӑн куҫне уҫнӑ та, Агарь вара [чӗрӗ] шывлӑ пусӑ курнӑ, ун пат- не пырса хутаҫҫине шыв тултарса ачине ӗҫтернӗ.20Турӑ ачапа пӗрле пулнӑ; вӑл ӳссе ҫитӗннӗ те пушхирте пурӑна пуҫла- нӑ, ухӑ пеме вӗренсе ҫитнӗ.21Вӑл Фаран пушхирӗнче пурӑннӑ; амӑшӗ ӑна Египет ҫӗрӗнчен арӑм илсе панӑ.

22Ҫав вӑхӑтра тата ҫапла пулнӑ: Авиме- лех [Ахус афпа, хӑйӗн тусӗпе, тата] Фи- холпа, хӑйӗн ҫарпуҫӗпе, пӗрле Авраама ка- ланӑ: эсӗ кирек мӗн тунӑ чухне те санпала Турӑ, тенӗ;23эсӗ мана хама та, ывӑлӑма та, мӑнукӑма та хур тумӑп тесе халӗ ҫа- кӑнта Турӑпа тупа ту; эпӗ саншӑн епле лайӑх пултӑм, эсӗ те маншӑн тата ху хӑна пулса пурӑнакан ҫӗршӗн ҫапла пул, тенӗ.24Авраам: тупа тӑватӑп, тенӗ.

25Авимелех чурисем Авраамран шыв пуссине туртса илнӗ пулнӑ, ҫавӑншӑн Ав- раам Авимелехе ӳпкелесе калаҫнӑ.26Ави- мелех [ӑна] каланӑ: ҫакна кам тунине пӗлместӗп, хӑв та мана каламарӑн: эпӗ ун ҫинчен халиччен те илтмен-ҫке, тенӗ.27Авраам, вак выльӑхпа шултӑра выльӑх илсе, Авимелехе панӑ, вӗсем иккӗшӗ пӗр канашлӑ тӑма сӑмах татнӑ.28Вак выльӑх кӗтӗвӗнчен илнӗ ҫичӗ пут екне Авраам уйрӑм уйӑрса тӑратнӑ.29Авимелех вара Авраама каланӑ: эсӗ [сурӑх кӗтӗвӗнчен илсе] уйрӑм уйӑрса тӑратнӑ ҫичӗ путек кунта мӗне кирлӗ? тенӗ.30[Авраам] каланӑ: ҫак ҫичӗ пут еке ман аллӑмран


{21-мӗш сыпӑк. [1]Пулт 17:19; 18:10. Евр 11:11.[2]Гал 4:22.[3]Мф 1:2.[4]Ап ӗҫс 7:8. Пулт 17:10-12.

[10]Гал 4:30.[11]Пулт 17:18.[12]Рим 9:7. Евр 11:18.[13]Пулт 16:10; 17:20; 25:16.[18]Пулт 17:20.

[21] Пулт 14:6.[22]Пулт 20:2.[23]Пулт 26:11.[25]Пулт 26:15, 18.}


илсем, вӗсем шыв пуссине эпӗ алтнине кӳнтелесе тӑччӑр, тенӗ.31Ҫавӑнпа ӗнтӗ вӑл ҫак вырӑна Вирсавия тесе ят панӑ, мӗншӗн тес ессӗн вӗс ем иккӗшӗ те ҫа- кӑнта тупа тунӑ,32вӗсем пӗр канашлӑ тӑмашкӑн Вирсавияра сӑмах татнӑ. Ави- мелех [Ахутафпа, хӑйӗн тутӗпе, тата] хӑйӗн ҫарпуҫӗпе Фихолпа пӗрле тӑнӑ та филистимсен ҫӗрне каялла таврӑннӑ.33[Авраам] Вирсавияра ката лартса тух- нӑ, унта вӑл Ҫӳлхуҫанӑн, ӗмӗрхи Туррӑн, ятне асӑнта чӗннӗ.34Ютран пынӑ ҫын пулса, Авраам филистимсен ҫӗрӗнче ну- май вӑхӑт пурӑннӑ.