7
1 Ҫӳлхуҫа [Турӑ] Ноя каланӑ: эсӗ ху та, санӑн мӗнпур кил-йышу та карап ӑшне кӗрӗр, мӗншӗн тес ессӗн ҫак ӑру хушшинче эсӗ Манӑн умӑмра тӳррине Эпӗ куртӑм; 2 пур таса выльӑхран ҫичшер аҫапа ҫичшер ама, таса мар выльӑхран икшер аҫапа икшер ама ил; 3 ҫавӑн пекех тата пӗтӗм ҫӗр валли йӑх упраса хӑвар- машкӑн [таса] вӗҫен кайӑксенчен ҫичшер аҫапа ҫичшер ама, [пур таса мар вӗҫен кайӑкран икшер аҫапа икшер ама] ил, 4 мӗншӗн тесессӗн ҫичӗ кунран Эпӗ ҫӗр ҫине хӗрӗх кун та хӗрӗх каҫ хушши ҫумӑр тӑкӑп; Хам мӗн пултарнине пурне те ҫӗр ҫинчен пӗсерӗп, тенӗ. 5 Ҫӳлхуҫа [Турӑ] хӑйне мӗн хушнине Ной пӗтӗмпе тунӑ.
6 Ҫӗр ҫине шыв тулнӑ вӑхӑтра Ной улт- ҫӗр ҫулта пулнӑ.
7 Ной хӑй те, унпа пӗрле унӑн ывӑлӗсем те, арӑмӗ те, ывӑлӗсен арӑмӗсем те ҫӗр ҫине шыв тулас умӗн карап ӑшне кӗнӗ. 8 [Таса вӗҫен кайӑксем те, таса мар вӗҫен кайӑксем те,] тас а выльӑхсем те, тас а мар выльӑхсем те, [тискер кайӑксем те,] ҫӗр ҫийӗн шуса ҫӳ рекенсем те — 9 пурте, [Ҫӳлхуҫа] Турӑ Ноя хушнӑ пек, Ной пат- не карап ӑшне мӑшӑрӑн-мӑшӑрӑн аҫал- лӑ-амаллӑ кӗнӗ. 10 Ҫичӗ кунран ҫӗр ҫине талай ҫитнӗ.
{[5] Пулт 8:21. Мф 15:19. Мк 7:21. [6] Йыш 23:19. 1 Пат 15:11. [9] Сир 44:16. [13] 2 Пет 2:5. [14] Евр 11:7.
[17] Пс 28:10. [19] Пулт 7:9. [22] Пулт 7:5.
7-мӗш сыпӑк. [1] 1 Пет 3:20. [5] Пулт 6:22. [7] Мф 24:38. Лк 17:27. 1 Пет 3:20. [9] Пулт 6:19.}
11Ной пур ӑнӑҫӗн улт т ӗрмӗш ҫулӗнче, иккӗмӗш уйӑхра, ҫак уйӑхӑн вунҫиччӗ- мӗш [27] кунӗнче, шӑпах ҫав кун, аслӑ тӗпсӗр авӑрсен пур ҫӑлӗ те уҫӑлса кайнӑ, пӗлӗт чӳречисем те уҫӑлнӑ; 12 вара ҫӗр ҫине хӗрӗх кун та хӗрӗх каҫ ҫумӑр ҫу- нӑ. 13 Шӑп ҫав кун Ной карап ӑшне кӗ- нӗ; Ной ывӑлӗсем те, — Сим, Хам тат а Иафет, — Ной арӑмӗ те, унӑн ывӑлӗсен виҫӗ арӑмӗ те унпа пӗрле кӗнӗ. 14 Хӑйсем те кӗнӗ, вӗсемпе пӗрле ӑрӑвӗ-ӑрӑвӗпе ҫӗр ҫинчи пур тискер кайӑк, ӑрӑвӗ-ӑрӑвӗпе пур выльӑх, ҫӗр ҫинче шуса ҫӳрекен пур ҫӗлен-калта та ӑрӑвӗ-ӑрӑвӗпе, вӗҫсе ҫӳ- рекенсем, пур вӗҫен кайӑк, пур ҫунатлӑ кайӑк та ӑрӑвӗ-ӑрӑвӗпе 15 Ной патне карап ӑшне кӗнӗ, ӳтӗнче чӗмӗ пуррисем пурте аҫаллӑ-амаллӑ, мӑшӑрӑн-мӑшӑрӑн кӗнӗ; 16 Ной патне карап ӑшне кӗнӗ пур тӗрлӗ чӗрчун, [Ҫӳлхуҫа] Турӑ Ноя хушнӑ пек, аҫи те, ами те кӗнӗ. Ҫӳлхуҫа [Турӑ] вӗсем кӗнӗ хыҫҫӑн карапа хупса лартнӑ.
17 Ҫӗр ҫине шыв хӗрӗх кун та хӗ рӗх каҫ тулса пынӑ, шыв хушӑннӑҫемӗн хушӑнса пынӑ та карапа ҫӳлелле ҫӗкленӗ, вӑл ҫӗр- тен ҫӳлте пулнӑ; 18 ҫӗр ҫинче шыв вӑйлӑ- лансах пынӑ, питех те тулса ҫитнӗ, карап шыв ҫийӗн ишсе ҫӳренӗ. 19 Шыв ҫӗр ҫине шутсӑр нумай капланса тулнӑ; пӗт ӗм тӳпе айӗнчи ҫӳллӗ тусене пурне те шыв хупласа илнӗ; 20 вӗсен тӗлӗнчи шыв вун- пилӗк чике чухлӗ хӑпарнӑ, ҫӳллӗ тусене пурне те шыв хупласа илнӗ. 21 Ҫӗр ҫинче ҫӳрекен пур чӗрчун та вилсе пӗтнӗ: вӗ- ҫен кайӑксем, выльӑх-чӗрлӗх, ҫӗр ҫийӗн шуса ҫӳрекен пур ҫӗлен-калта, пур ҫын та вилсе пӗтнӗ; 22 типӗ ҫӗрте пурӑнӑҫ сыв- лӑшне сӑмсапа сывлаканни пурте вилсе пӗтнӗ. 23 Ҫӗр ҫинче пурӑнаканнисем пурте пӗтнӗ; этемрен пуҫласа выльӑхӗ-чӗрлӗхӗ, ҫӗлен-калти, тӳпе айӗнчи вӗҫен кайӑкӗ таран — пурте ҫӗр ҫинчен пӗтнӗ, Ной ҫеҫ, унпа пӗрле карап ҫинче пулнисем ҫеҫ тӑр- са юлнӑ. 24 Шыв ҫӗр ҫинче ҫӗр аллӑ кун тулса пынӑ.

